«Тапранчĕ çил-тăман. Хуп çенĕк алăкне», —
Тесе каларăн эс пит шухăшлăн, асаплăн.
Тулта çил ачисем кĕсле калатчĕç чаплăн:
мĕскер хускатнă-ши ун чух çанталăкне?
Касатчĕ сĕм ултав. Кала: мĕнпе-ши саплăн
эс çĕтĕк чĕрӳне? Эс юрату хакне
йӳнетрĕн те пачах çухатрăн сăвапне,
малта — килес куну. Вăл çывхарать хăватлăн.
Çав кун ури айне пулатăп эпĕ те:
вăл маншăн та кăра! Çук, ӳкĕнмĕп
пĕртте кĕлленнĕ шанчăксен çути тек йăлкăшманшăн.
Эп саншăн та пулман çиçсе тăран сăнар!
атя çул юппинче, эппин, халь уйрăлар —
пăтранчăк шыв пĕрех шерпет пулаймĕ маншăн.