Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕнчен инçех мар Успек вар пур. Çак вар пуçĕнче тăвайкки. Тăвайккинче вара аякранах хыр юпа курăнса ларать. Ку юпан хăйĕн историйĕ пур иккен.
Вăл пĕр икçĕр вăтăр çул каялла пулса иртнĕ канăçсăр та пăлхавлă вăхăтсене аса илтерет. Ун чухне ку таврара сĕм вăрман кашласа ларнă. Кĕреш юмансемпе пĕрле ик-виç ытам çитейми хыр-чăрăш тӳпене кармашнă. Ялсем те хальхи пек çывăхра пулман.
Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕ те ку вăхăтра пĕчĕк ял кăна пулнă. Ялне те Ишмень, вырăсла Ишменево тенĕ. 1700-мĕш çулта ку ял ик çĕр çул каялла пуçланса кайнă тесе шута илнĕ. Ун чухне ку вырăнта виçĕ-тăватă çемье кăна çĕр пӳртсенче пурăннă иккен. Ял ячĕ вара Ишмень ятлă чăвашпа çыхăннă. Вăл чи малтан вăрманăн хĕвеланăç енне çурçĕр енчен килсе вырнаçать. Ишмень ял ятне 1900-мĕш çулта е ХIX ĕмĕр вĕçнелле улăштарса Сурăмпуç Шĕмшеш тенĕ, мĕншĕн тесен ку ял вĕçĕнчен Сурăм шывĕ пуçланнă…
Ялăн истори палăкĕ пек упранса юлнă вырăн вăл — Пăкачав юпи. Çак юпа Е.И.Пугачев ячĕпе çыхăннă.
1774-мĕш çул. Чăваш çĕр-шывĕ хăй ирĕкĕпе вырăс патшалăхне кĕнĕренпе икçĕр çирĕм виçĕ çул çитнĕ. Çав вăхăт чăваш халăхĕ вырăс халăхĕпе пĕрле тачăрах пĕрлешнĕ, Хусан ханĕсен пусмăрĕнчен ирĕке тухса вăй илнĕ вăхăт пулнă. Вăл вăхăтра та тутар ханĕсем Сĕвепе Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсем çине тапăнма пăрахман. Çавăн чухне вырăссемпе чăвашсем пĕрле тутар ханĕсене хирĕç кĕрешĕве тухнă. Çапах чăн-чăн ирĕклĕх пулман, крепостла йĕрке хуçаланнă. Шăпах çав вăхăтра пуçланнă та ĕнтĕ Пугачев ертсе пынă вăрçă.
1774-мĕш çулта Хусанта Пугачев çарне çĕмĕрсе тăкаççĕ. Çавăн хыççăн Пугачев хăйĕн юлнă çарĕпе Атăл урлă ку енне каçса Сĕнтĕрвăрри патĕнчен Çĕрпĕве çул тытнă. Унăн çарне пиншер чăваш хутшăннă. Чăвашсем пур çĕрте те Пугачева тăван ашшĕ пек кĕтсе илнĕ. Унăн çулĕ Кăрмăш еннелле выртнă. Çавăн чухне Шупашкар, Кăрмăш, Етĕрне уесĕнчи хресченсем унăн çарне хăйсен çапăçу хатĕрĕсемпе пыра-пыра хутшăннă. Кунти çул çинче Пугачевăн пĕр отрячĕ пĕрремĕш хут чарăнса тăнă. Иккĕмĕш хут вара — Кăрмăш çулĕ çинче. Чăваш Сурăмĕнчен тухса, Çулавăç урлă иртсе, Сурăмпуç Шĕмшеш патĕнчи сĕм вăрманта чарăнса тăнă. Халăх ăна хисеплесе кĕтсе илнĕ, ĕçме-çиме илсе килсе панă…
Хăйсем çак таврара пулнин паллă юлтăр тесе Пугачев çарĕнчи çынсем чи пысăк хыра касса йăвантарнă та хăйсем тăнă вырăна юпа лартса хăварнă. Вĕсем ку юпапа кăна çырлахман. Çакăнтан пуçласа Выла Пасарĕ патне çитичченех Пугачев çыннисем юпа лартнă. Çак çула Пăкачев çулĕ теме пуçланă. Малтанах çулĕ кукăр-макăр пулнă, кайран вара, Сурăмпуç çыннисем — Олайккапа Игнатьев Павел лашапа сухаласа тӳрлетнĕ.
Кивелсе кайнă юпа вырăнне 1980-мĕш çулта Игнатьев Павел çĕнĕ хыр юпа лартнă. Халăх хушшинче халĕ те ку юпана Пăкачев юпи теççĕ. Çак юпа Сурăмпуç Шĕмшеш халăхĕшĕн хăйне евĕр палăк.
Çăлкуçĕ
Никитин Никита Александрович 2009 çулта Сурăмпуç Шĕмшеш ялĕнче пурăнакан Афанасьев Дмитрий Афанасьевичран (1918 çулта çуралнă) çырса илнĕ халап тăрăх хайланă.