Пĕр çуллахи шăрăх кун эпир юлташсемпе Тĕпсĕр кӳлле шыва кĕме кайнăччĕ.
Эх, хаваслă-çке çав кунсем! Вăхăчă те пи-итĕ хăвăрт иртсе каятчĕ. Шыва кĕрсе килнĕ май Вовăпа Саша шухăша кайрĕç. «Шутлăр-ха, ачасем, мĕншĕн çак кӳлле «Тĕпсĕр кӳлĕ» тесе ят панă-ши?» — терĕ Саша. Шутларĕç-шутларĕç, нихăшĕ те тупсăмне тупаймарăç.
Киле çитсессĕн эпĕ çак кӳлĕ çинчен пĕлес тесе аннерен тĕпчеме пуçларăм. Вăл мана кӳршере пурăнакан Лидия аппа патне кайса килме хушрĕ. Вăл ытларах пĕлĕ терĕ.
Пушă вăхăт тупса эпĕ кӳршĕри Лидия аппа патне васкарăм. Хапхаран кĕрсенех унăн кăмăллă та йăваш сассине илтрĕм. Вăл пĕчĕк чĕпсене апатлантарать иккен.
Сакăрвун çичĕ çулхи карчăк тееймĕн ăна. Кинемей мана тарават кĕтсе илчĕ. «Мĕн çăмăлпа чупатăн çак?» — пĕлес тесе ăшталанчĕ вăл. Эпĕ вара хам мĕншĕн килнине каларăм. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл манна Тĕпсĕр кӳлĕ çинчен.
«Ĕлĕкех çак кӳллĕн тĕпĕ питĕ тарăн пулнă. Çынсем кӳлĕ варрине кимĕпе кĕрсе вун икĕ лаша тилхипине умлă-хыçлă çыхса янă, анчах тĕпне çитереймен. Вăл çаврака та питĕ илемлĕ пулнă. Йĕри-тавра хăмăш ӳснĕ. Илемлĕ кайăксем, хур кăвакалсем, акăшсем анса йăва çавăрнă, чĕпĕ те кăларнă.
Тĕпсĕр кӳлĕ тата питĕ сăваплă кӳлĕ шутланнă. Ял çине хăрушă çил-тăвăл, аслатиллĕ, пăрлă шалкăм çумăрсем килсен, вĕсене хăваласа янине илтме пулнă. Çак пулăмсем кӳршĕ ялсене сиенлетсе хăварнă, анчах Аслă Елчекрен иртсе кайнă теççĕ. Ял халăхĕ çак кӳллĕн сăваплăхне питĕ пысăк пулнине шаннă. Ял çинче ытти инкек-синкекрен те сыхланине калаççĕ. Çын пута пуçласан та асамлă вăй ытамласа илсе çӳлелле хăпартнине те асăнаççĕ.
Манăн атте — Соснов Федор Гаврилович, 1893-мĕш çулта çуралнăскер, çак йăласене пĕтмпех астуса тăратчĕ. Пире, шăпăрлансене, тем çинчен те каласа кăтартатчĕ. Халĕ те ăсра-ха вăл каланисем. Тĕпсĕр кӳлĕ патĕнче ĕлĕкхи чăвашсем йăла-йеркене пăхăнса кашни çул чӳк туни çинчен те каласа кăтартатчĕ.
Чӳк туни — питĕ пысăк уяв пулнă çамрăксемшĕн те, ваттисемшĕн те.
Ятарласа чӳк ирттерме шап-шурă тиха туяннă. Çак тиха çинче пĕр хура пăнчă та пулмалла пулман. Ăна нихăш енчен те чарман, кирек хăш тырă пуссине те кĕме пултарнă вăл.
Анчах та 1970 çулсенче Тĕпсĕр кӳлери шыва юхтарса кăларса янă. Канавне чавсассăн та шыв тӳрех юхса тухса кайман теççĕ. Малтан шыв çил-тăвăл пек йăтăннă, виçĕ хутчен пĕчĕк ача пек уласа йĕрсе çаврăнса илнĕ тет. Вара тин шавласа юхса тухса кайнă. Çак пулăма суха тăвакан трактористсем курнă. Кӳлĕри шыва юхтарса кăларса ярсассăн унăн сăваплăхĕ те пĕрле кайнă теççĕ. Çавăн хыççăн вара инкек-синкексем те ытларах пулма пуçланă».
Лидия аппа сăмахне вĕçлесессĕн эпĕ те шухăша кайрăм. Чăн та, этемлĕх çутçанталăка упрама пĕлменни йĕри-тавралăха хăрушлăх кăларса шăратать иккен тесе шутларăм.
Эпĕ часрах Лидия аппана тав турăм та юлташăмсем патне чуптартăм. Манăн та вĕсене Тĕпсĕр кӳллĕн асамлăхĕ çинчен пĕлтерес килчĕ.
Халап çăлкуçĕ
Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан 87 çулхи Горшкова Лидия Федоровнăран 2009 çулта çырса илнĕ.