Илем кунĕ. Çуркунне вăрăма тăсăлнă пирки кăçал тырă час пиçсе çитеймерĕ. Ял халăхĕ вырмана тухма хатĕрленет.
— Тырри кăçал ăнса пулчĕ, пăр тавраш çапмарĕ. Турă чипер çанталăк парсан лайăхах кĕртĕпĕр-ха, — теççĕ ялти ватă çынсем.
Тепĕр кун пĕтĕм халăх, ватти-вĕтти, уя тухрĕ.
Кăнтăр вăхăчĕ. Ял енчен староста килни курăнчĕ. Вăл хăйĕн ани çинче кăшт чарăнса тăчĕ. Çав тери усал хыпар илсе килчĕ, ял çыннисене Германи вăрçă пуçлани çинчен пĕлтерсе тухрĕ. Хаваспа ĕçлекен çынсен кăмăлĕсем шартах хуçăлчĕç. Çурла уйăхĕнче вăй-питти арçынсене çара илсе тухса кайрĕç. Яла ват стариксемпе ача-пăча çеç юлчĕç. Хуçалăха тытса пырас пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсем çине тиенчĕ. Укахви виçĕ çул арçынсăр пурăнса мĕнпур ĕçе хăй тума вĕренсе çитрĕ-ха ĕнтĕ.
Вулăс кантурĕнчен кайнă хыççăн Кузьмин вăхăта килтех ĕçлесе ирттерчĕ. Халĕ Мишша, Кури, Петĕр ирех каçалăк умне тăрса тырă выраççĕ. Анчах аслин пуçĕнчен вĕренме каяс шухăш пĕртте тухмасть. Вĕренме кĕме çăмăл маррине пĕлет-ха. Апат вăхăтĕнче Мишша амăшĕ çумнех пырса ларчĕ. Укахви питĕ сисĕмлĕ: ку ахальтен мар. Пăртак тăрсан аслă ывăлĕ сăмах тапратрĕ.
— Анне, эпĕ вĕренесех тетĕп. Кирек мĕнле йывăр пулсан та. Эпĕ пĕлӳсĕр юлма пултараймастăп. Экзамена хатĕрленме Ефим Алексейч учитель патне каяс пулĕ тетĕп. Анчах та пилĕк-ултă тенкĕ укçа кирлĕ пулать.
— Кирлĕ пулсан çăмарта, сĕт сутăпăр. Аçу пурнăç темле йывăр килсен те вĕрентме хушса хăварчĕ.
Кахал апачĕ хыççăн Мишшапа Кури Шăхасана Ефим Алексеевич учитель патне уттарчĕç.
Чылайччен калаçса ларчĕç пиччĕшĕпе шăллĕ вĕрентекенпе. Çĕрле пулсан çеç каялла килне таврăнчĕç. Çул тăршшĕпех ачасем Ефим Алексеевич тараватлăхĕнчен тĕлĕнсе пычĕç.
— Манăн та çавăн пек учитель пуласчĕ, — терĕ Мишша.
— Пулатăн ĕнтĕ, — татса хучĕ Кури, — анчах та эсĕ часах шăртланса каятăн çав, санран лайăх учитель пулаять-ши вара.
Мишша çилленсе кайрĕ те киле çитиччен пĕр сăмах та шарламарĕ.
...Ефим Алексеевич темиçе кун хушши Мишшана шкула вĕренме кĕмешкĕн хатĕрлерĕ. Лешĕ каярах хăй те вунă кун килĕнчен ниçта тухмасăр вуласа-çырса ларчĕ. Вунпĕрмĕш кунне шкула килчĕ. Коридора кĕчĕ те экзаменсем тытма килнĕ ачасене курчĕ.
Малтанах вырăс чĕлхипе диктант çыртарчĕç, тепĕр кун сăмахпа каласа экзамен тыттарчĕç. Учитель, Павел Александрович, Мишшана санаса, шăтарасла пăхса тăрать. Некрасовăн «Кĕркунне» сăввине чăвашла пăхмасăр каласа пачĕ ача. Учитель пичĕ çинче кулă çиçсе илчĕ. «Ку ачана та вĕренме илмесен кама илмелле-ха пирĕн?» — шутларĕ вăл хăй ăшĕнче.
...Мишша пур предметпа та экзаменсене ăнăçлă тытрĕ. Анчах та вĕреннĕшĕн укçа тӳлемелле. Ăна ăçтан тупмалла-ха?
Укахвие çак шухăш канăç памасть. Ирĕксĕрех хуняшшĕ патне кайма тивет. Пĕрре Мăнкунра Мишша унăн портретне пĕр сехет хушшинчех ӳкернĕччĕ. Ун чухне Хĕветĕр Мишшан малалла вĕренмеллех ĕнтĕ, хамăн та пулăшас пулĕ тенĕччĕ. Çак сăмахсем аса килсе кайрĕç Укахвие.
— Мĕн хыпарпа килтĕн-ха, кинĕм? — ăшшăн сăмах хушрĕ Хĕветĕр. — Мишшан хăçан шкула каймалла пулать?
— Тунтикун, анчах вĕреннĕшĕн тӳлеме укçа çитмест-ха. Эсĕ пĕлтĕр хам пулăшăп тенĕччĕ те сан патах килес терĕм.
— Миçе тенкĕ кирлĕ пулать вара?
— Пĕр çирĕм пилĕк тенкĕ илес тетĕп те.
— Кайран тӳлесе татаятăр-и? Мишша шалу илмест вĕт халĕ.
Укахви шантарсах каларĕ:
— Парса тататпăр ĕнтĕ.
— Лукарье, çӳпçерен укçа илсе кĕр-ха.
Хунямăшĕ чăлана тухса сăранран çĕлесе тунă укçа енчĕкне илсе кĕчĕ. Хуняшшĕ енчĕкрен çирĕм пилĕк тенкĕ шутласа Укахвие пачĕ.
— Ачи ăслă, пултаруллă, саншăн мар, Мишшашăн паратăп. Вĕрентĕр.
Тунтикун Мишшапа Кури ирех тăчĕç, лаша кӳлчĕç. Çимеллине — çĕрулми, купăста, кишĕр, çăкăр — урапа çине хучĕç, Шăхасан шкулне вĕçтерчĕç.
Çапла вара 1914 çулхи авăн уйăхĕнче Мишша Шăхасанти учительсем хатĕрлекен икĕ класлă шкулта вĕренме пуçларĕ.
* * *
...Класа пысăках мар, сарлака хулпуççиллĕ, тăваткал питлĕ, çӳçне кăшăлласа кастарнă, хура куçлă, хура симĕс костюм тăхăннă, мăйне бант çыхнă учитель кĕрсе тăчĕ. Вĕренекенсем ура çине тăчĕç, пуç тайрĕç. Учитель хăйĕнпе паллаштарчĕ: Павел Александрович Ломоносов иккен.
— Кăçал вырăссен мĕнле паллă поэчĕ çуралнăранпа 100 çул çитет. Кам вăл? — терĕ кăштахран.
Ачасем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Михаил Кузьмин та пĕр вăхăт шухăша кайса ларчĕ. Вăл ачасем пĕлменнине сисрĕ. Мухтанма юратмасть пулин те юлашкинчен чăтса тăраймарĕ, аллине çĕклерĕ. Поэчĕ те хăйĕн ятлă вĕт.
— Кăçал Михаил Юрьевич Лермонтов çуралнăранпа 100 çул, — хуравларĕ вăл.
— Маттур, Мишша. Эсĕ поэтăя мĕнле произведенийĕсене пĕлетĕн? — татах ыйту пачĕ учител».
Вĕренекен «Мцыри» поэмăн пĕр пайне, Мцыри тигрпа ту çинче тытăçнине çав тери илемлĕн, пусăмсене вирлĕн палăртса хăй çав чĕрчунпа çапăçнă пекех каласа пачĕ. Павел Александрович кăшт çеç ура çине тăмарĕ, хăйне хăй аран-аран тытса чарчĕ.
— Вăт Кузьмин чăн-чăн сăвă каларĕ. Акă камран тĕслĕх илмелле. Шкул планĕпе килĕшӳллĕн, Державин, Фет, Никитин, Кольцов, Тютчев, Некрасов, Пушкин, Лермонтов поэтсене халалласа хĕллехи каникулта вырăс поэзийĕн каçне ирттермелле. Кашни вĕренекенĕн пĕрер сăвă суйласа илмелле, поэтăн кĕске биографийĕпе паллаштармалла, — çунатлантарчĕ Павел Александрович ачасене.
Ку хыпар кĕçех пĕтĕм шкулĕпе сарăлчĕ, учительсен хăлхине те кĕчĕ.
Вăрçă пуçланнă хыççăн Шăхасан шкулĕн хăш-пĕр педагогĕ вырăс шовинизмĕ енне сулăнни палăрчĕ. Педагогика совечĕ пулас кун Павел Александрович учительсен пӳлĕмне иртерех çитрĕ. Унта, юри ăна кĕтнĕ пекех, Порфирий Семенович Ронгинский, физика учителĕ, журналсем пăхса ларать. Ронгинскипе Ломоносов пӳ-сипе те, сăн-питпе те, шухăш-кăмăлпа та пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ.
Малтанах иккĕшĕ те сăмах чĕнмесĕр ларчĕç. Сасартăк Ронгинский аллинчи журналĕсене пăрахрĕ те Ломоносов çывăхнерех куçрĕ.
— Павел Александрович, эпĕ санпа тахçанах калаçасшăнччĕ-ха. Эсĕ чăваш ачисемшĕн мĕн пит тăрăшатăн? Мĕншĕн çине тăрсах чăвашла калаçма вĕренетĕн? Вырăс вĕт эсĕ.
— Мĕншĕн тăрăшас мар? Эпĕ вĕсене вĕрентме килĕшнĕ вĕт. Апла тăк манăн та чăваш чĕлхине пĕлмелле, — хуравларĕ вăл.
— Ачасене чăваш чĕлхине пĕлмесĕр те вĕрентме пулать. Чăваш чĕлхи сана мĕн тума кирлĕ? Пирĕн çĕршыв — вырăс çĕршывĕ. Вырăс ятне яратăн. Чăвашсем пирĕн çĕршывра сахал. Вĕсене вырăслантарас пулать. Çавăнпа эпĕ сана чăвашла вĕренме пăрахтарасшăн. Тархасшăн, пуçна ан çавăр.
«Ку çын ăшĕнче шовинизм çулăмĕ ялкăшса çунать иккен, хай чăвашсем хушшинче пурăнать пулсан та вырăнти халăха юратмасть курăнать, — шухăшласа илчĕ Ломоносов. — Куна мĕнле пулсан та парăнма юрамасть».
— Чăваш та халăх. Хăй сахаллишĕн вăл айăпла мар. Истори шăпи çавнашкал пулсан. Ахальтен мар Ильминский, Магницкий, Золотницкий тăрăшса пуçламăш классенче чăвашла вĕрентмелли методика туса хучĕç. Илья Николаевич Ульянов та Чăвашра чылай шкул уçрĕ.
— Авă камсемпе танлашасшăн, чапа тухасшăн...
— Эпĕ чапа тухасшăн тăрăшмастăп. Хам тивĕçе пурнăçлатăп.
— Чăвашсене вырăсла вĕрентес пулать. Христианство тĕнне те çак чĕлхепех вĕрентеççĕ шкулсенче. Иван Яковлевич «Библи» кĕнекине ахалех чăвашла кăларса аппаланать. Вĕсене чăваш чĕлхи ним тума та кирлĕ мар. Чăвашăн хăйĕн культури те çук. Таçтан килсе çакланнă вăл кунта? Чăвашсенчен тухнă ăсчахсем те çук, вĕсем хăйсен историне те çырман-ха.
— Мĕнле çук? Хусанта миçе вырăс ăсчахĕ чăваш историне, культурине тĕпчет. Чăвашсем хушшинче те пултаруллă çын пайтах. Анчах вĕсем вĕренмен пирки хăйсен ăсталăхне палăртаймаççĕ.
— Çук, эсĕ пачах тĕрĕс мар шухăшлатăн. Чăваш халăх шутĕнче тăмасть. Вĕсене «инородецсем» теççĕ.
— Эсĕ ху тĕрĕс мар шухăшлатăн. Эпир кунта чăвашсене хутла вĕрентме, вĕсен тавракурăмне ӳстерме килнĕ, ытти халăхсемпе, вырăссемпе танлаштарасшăн.
— Эсĕ вырăспа чăваш халăхĕсене танлаштарасшăн-и? Чăваш халăхĕ нихăçан та вырăссемпе танлашаймĕ, Ломоносов господин. — Ку сăмахсене вăл йĕкĕлтесе каларĕ. — Вырăс патшалăхĕн чăваш халăхне хăй аллинче тытса тăмалла. Чăвашсен патшана пăхăнса тăрас пулать. Вĕсем вара хăйсен чĕлхипе хаçат-кĕнеке кăларма тытăнчĕç. Чарас пулать! — хыттăн каларĕ Ронгинский. — Чăвашсем 1905 çулта хăйсене пăлхавçăсем пек кăтартрĕç. Çук, Павел Александрович, ку мана килĕшмест. Эсĕ тата тепре революци туса, унта хутшăнса чăвашсене ирĕке кăларас теместĕн-и? Сан шухăшусене вулăс тата уес начальникĕсене пĕлтерес пулать.
— Эпĕ революционер мар, анчах хама реалист тесе шутлатăп. Пурнăç çине тĕрĕс пăхас тетĕп, ăна кирлĕ пек ăнланма тăрăшатăп.
Калаçу хăвăрт вĕçленчĕ: пӳлĕме истори учителĕ Евсеев килсе кĕчĕ.
Павел Александрович Порфирий Семеновичпа тавлашнă хыççăн чылайччен лăпланаймарĕ. Пуçне тĕрлĕ шухăш канăçсăрлантарчĕ.
Ронгинскипе каярахпа та темиçе хутчен тытăçса илме тиврĕ унăн. Тепрехинче вĕсен тавлашăвне Борис Васильевич Ефремов учитель татрĕ:
— Пĕр-пĕрне кӳрентерме юрамасть. Павел Александрович вĕренекенĕсем вырăс литературипе чĕлхине лайăх пĕлеççĕ. Ăна хăйне те ачасем юратаççĕ, хисеплеççĕ. Сан шутупа чăваш чĕлхи кирлех мар пулсан та Павел Александровича чăваш чĕлхине вĕреннĕшĕн хисеплемелле, Ронгинский. Сан ачасен умĕнче те асăрхануллăрах пулас пулать. Эсĕ хăвна ху çеç юрататăн, — терĕ вăл.
Тарăхнă Ронгинский кĕнекисене хутаççине чикрĕ те алăка шалт хупса пӳлĕмрен тухса кайрĕ.