Урам тăрăх çӳресе
Килентĕм илемӳпе.
Эсĕ — çут хĕвел пек-çке,
Эсĕ — манăн телей-çке.
Çуралнă эп çакăнта,
Хăват панă эс утма.
Хăвăн иксĕлми вăйна
Хунă манăн чунăма.
Хутарăм, савнă Хутар,
Тăванран та эс тăван.
Йывăр чух çăмăл тăван,
Пурнăçа тутлантаран.
Хутарăм, эс, ман Хутар,
Манăн савнă тăван ял.
Хутар ятлă çынăнне
Илнĕ илемлĕ ятне.
Халап тăрăх, вăл Хутар
Ирĕклĕхе юратнă,
Меллĕ вырăн шыраса
Çак ял вырăнне çитнĕ.
Юханшывăн сассипе
Пысăк кӳлĕ илемне
Ытармасăр çакăнта
Пуçланнă ман тăван ял.
Пулнă лапам вырăнта
Лупашка ятлă урам.
Çуркуннехи вăхăтра
Тулнă яланах шывпа.
Çакă йĕпе вырăнтан
Çӳлти çуталла тарсан,
Тата Шуркассипеле
Пулса тăнă ик урам.
Шуркассийĕ шурлăхран
Питех инçе пулманран
Панă теççĕ çак ята
Пирĕн ватăсем ялта.
Çапла юмах-халапсем
Хутар çинчен çӳреççĕ.
Асанне, кукамайсем
Пире халь пĕлтереççĕ.
Нихçан эпĕ манас çук
Хамǎн тǎван Хутара.
Сан илемӳ, çут сǎну
Пулĕ ялан асǎмра
Халапĕ
Пирĕн ял Хутар ятлă çынран пуçланса кайнă. Вăл тĕрĕслĕхе юратакан çын пулнă. Хăйĕн хуçисенчен тарса хальхи Хутар вырăнне çитнĕ.
Чи малтанах Лупашка ятлă урам пулнă. Айлăмра ларнă пирки çапла ят панă. Çуркуннехи вăхăтра çурхи шывсем канăç паманнипе çынсем шуртан çӳлерех вырăна куçса Шуркасси урамĕ йĕркеленĕ.
Çăлкуçĕ: халапа 2009 çулта Петров Дмитрий Владимирович 75 çулти Петрова Елизавета Федоровнăран çырса илнĕ.