Çулла… Тӳпе янкăр та кăн-кăвак. Пите ăшă, лăпкă çил çупăрлать. Хулари шавран, пăчă сывлăшран самантлăха та пулин хăтăлас тесе тантăшпа пĕрле катари вăрмана çитсе килме шутларăмăр. Пуçтарăнса çула тухрăмăр. Часах палăртнă вырăна çитрĕмĕр. Çутçанталăк илемĕпе киленсе пынă май çурăм хыçне кутамкка çакнă шур сухаллă мучине тĕл пултăмăр. «Ăçталла çул тытатăр-ха эсир?» — сăмах пуçларĕ вăл. «Уçăлма вăрмана килтĕмĕр–ха, çырлаллă вырăн тупсан аванччĕ-те», — хуравларĕ тантăшăм. «Майра сукмакĕпе çеç утăр, унта тăршшĕпех çырла», — пуплерĕ мучи. Сукмак еннелле кăтартса малалла хăйĕн çулĕпе васкарĕ вăл. Тап такăр та çутă сукмака часах тупрăмăр, анчах та унăн ячĕ чылай кăсăклантарчĕ.
Унтанпа нумай çул иртрĕ. Пурнăç шăпи мана çак «Майра сукмакĕ» тăрăхне тепĕр хут илсе çитерчĕ. Çывăхри ялта пурăнакан вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă ватă салтакпа, Кулькка пиччепе паллашма тӳр килчĕ. Хама кăсăклантаракан сукмак историйĕпе те вăлах паллаштарчĕ.
Вăхăт малаллах васкарĕ, нумай шыв-шур юхса иртрĕ. Кăçалхи 2009 çулăн утă уйăхĕнче Канаш районенчи Хучел ялĕ хайĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çĕнĕ шкул çывăхĕнчи усланкăна ял-йыш йышлăн пуçтарăнчĕ. Вăхăтра пуçтарăнса çитме хистенĕ пекех уçланкăра илемлĕ кĕвĕ çемми янăрарĕ. Халăх çав кун кăмăлтан савăнчĕ. Ача-пăча вылярĕ, кулчĕ, çамрăксем спорт ваййисенче тупăшрĕç, юрларĕç, ташларĕç, ватăраххисем вара асаилӳ çăмхине сӳтрĕç. Вĕсене итленĕ май эпĕ те кӳршĕ ялти Кулькка пичче темиçе çул каялла каласа кăтартнине аса илтĕм.
1929 çулта партипе правительство чĕннипе уйрăм хресчен хуçалăхĕсем вăтам артель-колхозсене пĕрлешме пуçланă. Тăвай тăрăхĕнчи Тăрмăш ялĕнчи хресченсем те темиçе хуçалăх пĕрлешсе çĕнĕ çĕрсем çине уйрăлса тухма шутлаççĕ. Вĕсем Тăрмăш ялĕнчен хĕвеланăç енче, Канаш хули çывăхнерех вырнаçма вырăн тупса палăртаççĕ. Малтанах ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчен сывлăхлă, тĕреклĕ, çирĕп, лаша тытакан хуçалăхсем куçса çурт-йĕр çавăрма пуçланă. Икĕ-виçĕ çул хушшинче 38 хуçалăхлă ял чăмăртаннă. Ял ятне вара Хучел тесе йышăннă. Çав ят пурин кăмăлне те кайнă, мĕншĕн тесен вăл сăмах «хăвăн чĕллӳ», «хăвăн çăкру» тенине пĕлтернĕ. Малтанхи вăхăтра ял ачисем пĕлӳ илме 5-6 çухрăмри Тăрмăша, колхозри çамрăксен шкулне çӳренĕ. 1932 çулта ял çыннисем ыйтнипе Чăваш АССР халăх çут-ĕç комиссариачĕ пуçламăш шкул уçма ирĕк панă. Часах колхоз пулăшнипе пĕр класс вырнаçмаллах çурт туса лартнă. Çĕнĕ шкулта 1-мĕш класра 25 ача вĕренме пуçланă. Вĕсен вĕрентекенĕ пулма Енĕш Нăрвашри Тимофеев Макар Тимофеевича çирĕплетнĕ. 1938 çулта вара икĕ класс вырнаçмалăх çурт çĕкленнĕ. Вăл вăхăтра вĕренмелли хатĕрсем çитеймен. Шкулта пурĕ пĕр глобус, метрлă линейка тата карта пулнă. 1941-1942 çулсенче тата та йывăртарах пулнă. Тетрадьсем çитмен пирки ачасем грифĕллĕ хăмасемпе усă курнă.
1952 çулта Чăваш АССР Министрсен Совечĕ йышăннипе Хучелти пуçламăш шкула 7 çул вĕренмелли шкул туса хунă. Унăн ертӳçи пулма Сильвестров Федор Сильвестровича шанса панă. Çулсерен шкул аталанса пынă, çĕнĕ кадрсемпе пуянланнă. Çак çулсенче шкула вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме Антонова Анна Семеновнана яраççĕ. Çамрăк учительница вĕрентӳ ĕçне чунтан парăнать. Вăл хайĕн пултарулăхĕпе, вăр-варлăхĕпе, тирпейлĕхĕпе, ачасем çине кирлĕ витĕм кӳме пултарнипе ытти учительсенчен уйрăлса тăрать. «Урок вăхăтĕнче шăна вĕçни илтĕнетчĕ», — тесе аса илеççĕ вăл вăхăтри ачасем. Çак уроксенче ачасем тарăн та çирĕп пĕлӳ илме пултарнă. Вырăс чĕлхипе литературине юратса, ăнланса, килĕштерсе вĕреннĕ. Коллективра Анна Семеновнăна пурте хисепленĕ. Вăл ир-ирех кунсерен кӳршĕри 6-7 çухрăмра ларакан Сухайкасси ялĕнчен Хучел шкулне васканă. Çумăрлă çанталăкра та, çил-тăманра та вăл малаллах талпăннă, хăйне ачасем чăтăмсăр кĕтнине чунĕпе ăнланнă. Çавăн пек 30 çул хушши утса-чупса ĕçчен те маттур хĕрарăм икĕ ял хушшинче çап çутă та такăр сукмак хывнă. Çавăнпах ĕнтĕ ял çыннисем çак сукмака «Майра сукмакĕ» тесе ят панă. Вăл хывса хăварнă сукмак курăкпа витĕнмест. Унпа час часах ял çыннисем утаççĕ. Ырă çыннăн пархатарлă ĕçĕ çак сукмак çинче çырăннă. Вăл хăйне евĕр палăк пулса тăнă. Малашне ӳсекен ăрусем те çак «Майра сукмакĕ» сумлă çын сукмакĕ пулнине пĕлсе ӳсĕç.
Çăлкуçĕ
Николаева Галина Анатольевна Вăрманкассинче пурăнакан 1913 çулта çуралнă Кузьмин Николай Трофимовичран çырса илнĕ.