Савни, сансăр пурнаймасп,
Сансăр ырă кураймасп.
Эсĕ манпа пулмасан,
Хуйхăрмасăр тӳсеймесп.
Кунĕн-çĕрĕн сан çинчен
Шухăшласа çӳретĕп,
Чунăм, савни, кил часрах!
Эпĕ сана кĕтетĕп.
Куçăм тулли куççульпе
«Часрах!» тесе чĕнетĕп.
Хура çĕлен ĕмнĕ пек,
Хуйхă ĕмет чĕрене. [...]
Часрах килсем, чун савни!
Манăн хуйха пусарсам.
Эпĕ сана савнăшăн
Эс те мана юратсам!..
Савни килни курăнмасть,
Савни мана пăрахрим?
Килессĕн те туйăнмасть —
Урăх хĕре юратрим?
Савни, мана пăрахсан,
Урăх мана кураймĕ.
Тепĕр хĕре юратсан,
Ĕмĕр ырă кураймĕ.