Çуллахи вăхăта эп çав тери кăмăллатăп. Пин-пин чечекĕн каçăхса каймалла ырă шăрши, пыл хурчĕсен лăпкă сĕрлевĕ, утă шăрши, чуна кантаракан çăл шывĕ — акă вăл çуллахи ырлăх.
Каçхине. Тавралăх тарăн ыйха путнă. Пĕр çăл шывĕ çеç чарăнми юхать. Унăн тĕкĕр евĕр çуталса тăракан шывĕнче уйăх шыва кĕрет тейĕн. Пĕрре вăл шыв тĕпĕнче курăнать, тепре ун çийĕнче чӳхенет. Çапла çĕр иртни те сисĕнмест. Ире яхăн Роман пичче çăлĕ çынсене кĕтме пуçлать.
Роман пичче çăлĕ пирĕн урам вĕçĕнче шăнкăртатса юхать. Пăрăх тăрăх юхса килекен шывăн сасси çепĕç юрра аса илтерет. Вăл кăмăла çĕклет, çăвăнпах пулĕ çăл çумĕнчен çын татăлмасть. Унăн шывĕ кăштах тăварлă та тутлă. Иртен пуçласа каçчен çăл ĕçре тейĕн. Кам витрепе, кам савăтпа кунтан шыв тултарса каять. Кĕтĕве кайма тухнă выльăхсем те çак шывах кăмăллаççĕ. Ирхине е каçхине кăшăл тавра тăрса тухаççĕ те килениччен шыв ĕçеççĕ. Çапла пĕр самантрах кăшăл ăшĕнчи шыв самаях чакать, анчах тепре пăхнă çĕре вăл тулса та ларать. Хăйĕн патĕнче çын ан кайтăр тет пулинех.
Мана пуринчен ытларах кăшăл тĕпне çырса хунă сăмахсем кăсăклантарчĕç. Пĕррехинче Тоня аппа кăшăл тĕпне тасатнине куртăм. Çырма хĕррине чупса çитрĕм те ăна пулăшма шутларăм. Шыва юхтарса кăларсан акă мĕн вуларăм: «Сывлăха пултăр. 1987 çул.» Тĕлĕнмелле, кам çырса хунă–ха çак сăмахсене? Шăкăлтатса ĕçленĕ вăхăтра Тоня аппаран Роман пичче çăлĕ пирки ыйтмасăр чăтаймарăм. Акă мĕн илтсе савăнтăм.
Роман пиччесен килĕ Тимкка çырми çумĕнчех ларнă. Çак çырма çăлкуçсемпе пуян пулнă. Пĕррехинче Роман пичче чи вăйлă тапакан çăл шывне курнă та ăна ял хушшине илсе килес тенĕ. Паллах, çак шухăш ăна канăç пами пулнă. Çавăнпах вăл çăл тухакан вырăна тасатса пăрăх хурса хăварнă, çырма хĕррипе ăна ял хушшине илсе çитернĕ. Часах Роман пиччен ырă пуçарăвне кура хуçалăхран сарлака бетон кăшăл илсе килсе панă. Роман пичче (тепĕр тĕрлĕ Кузнецов Роман) кăшăл тĕпне цементпа якатнă, таса мар шыва юхтарса кăларма тĕпне шăтăк хăварнă та эпĕ вуланă сăмахсене çырса хунă. Паянхи кун та эпир Роман пичче çăлĕнчен шыв ăсса пурăнатпăр. Вăл пирĕншĕн çуллахи шăрăх кунсенче темле пылак шывран та усăллăрах пек туйăнать.
Эх, шывĕ, шывĕ!…
Ан пăрах эс юхма.
Канăç пар шăрăхра,
Ăш хыпсан чунăма.
Халапĕ
Пирĕн ялта пĕр урамра шыв питĕ тарăнра. Янтуш урамĕнчисене шыв ăсма кайма пушшех те йывăр. Яла икĕ пая уйăракан çырмаран темиçе çĕртрен çăлкуç тапать. Кашни çăлĕн шывĕ тĕрлĕ тутăллă пулнă. Анчах темшĕн халăх Тимкка çырми хĕррипе тапакан шыва кăмăлласа ĕçнĕ. Роман пичче (Кузнецов Роман) çак çырмаран тапакан çăл шывне ял хушшине илсе килтернĕ. Çапла вара çав çăла Роман пичче çăлĕ теççĕ.
Çăлкуçĕ: Çак калава Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Васильева Антонинăран Иванова Юлия çырса илнĕ.