Ку ăруран ăрăва куçса пыракан халап. Анчах ку чăн пулнă. Ку халапа мана анне каласа панă, ăна — манăн кукаçи. Кукаçие вара унăн ашшĕ каласа панă. Историйĕ вара унпа, манăн мăн кукаçипе пулса иртнĕ. Манăн мăн кукаçи Хветĕр ятлă пулнă.
Пĕррехинче Хветĕр каçа юлса киле таврăннă. Кĕркунне. Çулĕ инçе пулнă. Кĕрхи кун часах тĕттĕмленет. Инçе çул ывăнтарать. Лаши те, хуçи те ывăннă. Çитменнине тата киле çитиччен нумай каймалла. Тĕттĕм. Юрать-ха каçхи тӳпере çăлтăрсем çуталнă. Лаша вăраххăн юртнă, Хветĕр урапа çинче шухăшă кайса ларса пынă. Сасартăк ура сасси илтĕнсе кайнă. Каçхи сасă инçете каять. Лаши те хăлхине тăратнă, Хветĕр те хускалнă. Унтан йывăррăн сывланă сасă илтĕннĕ. Кĕçех урапа патне çамрăк çын чупса çитнĕ. Çамрăк çын çитсе тăрсан лаша хăртлатса илнĕ. Хайхи çамрăк çын сăмах хушнă.
— Ах, мучи, лартсамччĕ мана урапа çине, эпĕ питĕ ывăнтăм.
— Лартăттăм та, — сăмах хушнă Хветĕр, — анчах манăн лаши аран утать, ывăнса çитнĕ. Çуран утсан хăвăртрах çитетĕн.
— Эсĕ, мучи мана ларт, лашу та вара хăвăртрах утĕ, — тенĕ çамрăк çын.
— Лар эппин, ларасах килет пулсан, мана та кичем пулмĕ, — тенĕ Хветĕр. Çамрăк çын ларсан — лаша чăнах та хăйĕн юрттипе чупа пуçланă. Пырсан-пырсан каччă сăмах хушнă.
— Эсĕ Мучи манран хăраса ан ӳк — вилнĕ çын эпĕ. Мана паян асăнаççĕ, хĕрĕх кунхине палăртаççĕ. Юлашки сутра нумайрах тытрĕç те каярах юлса кайрăм. Питĕ васкатăп. Ванюк ятлă эпĕ, — сăмахне малалла тăснă çамрăк, — нумаях пулмасть вунсакăр çул тултарнăччĕ. Пурăнмалла кăначчĕ те, анчах усал çынсем тĕлне пултăм. Темиçе пус укçашăн çапса пăрахрĕç мана. Аннепе атте питĕ кулянаççĕ, вĕсене питĕ хĕрхенетĕп, пĕртен-пĕр ывăлĕ-çке-ха эпĕ.
Çакна илтсен Хветĕрĕн çӳçĕ те çӳлелле чашăлах тăнă, чĕлхи те хытса ларнă. Нимех те чĕнеймен вăл.
— Çак çырма урлă каçсан — пирĕн ял, пирĕн пата пĕрле кĕрĕпĕр, ыран ирхине киле кайăн, — каллех калаçнă Ванюк. Хветĕр пĕр сăмах та чĕнмен.
Никам та хирĕç тухакан пулман. Никам та вĕсен кĕтсе илмен. Ванюк лашана хăех тавăрнă, аслăк çинчен утă антарса панă. Унтан пĕрле пӳрте кĕнĕ. Асăнма килнĕ çынсем пӳртре нумаййăн пулнă. Анчах Ванюкпа Хветĕр çине никам та пăхмасть. Ванюк Хветĕре сĕтел хушшинех лартрĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ сăрапа сăйлать, анчах Хветĕре курмасть, сăра курки тыттармасть. Асăнма килнĕ çынсем Ванюка ырăпа асăнса, кулянса калаçаççĕ. Ванюкăн амăшĕ куçне тутăрпа час-часах шăлать, хаш та хаш тарăннăн сывлать. Хытă кулянать пулмалла ывăлĕшĕн.
Акă ăсатмалли вăхăт та çитрĕ. Ванюк малтан амăшне пырса ыталарĕ- амăшĕ йĕрсе ячĕ, унтан ашшĕ патне пычĕ. Çапла йĕркипе пурне те ыталаса сывпулашрĕ Ванюк. Кама ыталать — пурте йĕреççĕ. Хăй те йĕрет Ванюк. Çакна курсан Хветĕрĕн те куçĕсенчен шăпăртатса куççуль юхса анчĕ. Унтан Ванюк алăк патĕнчи пăта çинче çакăнса тăракан алшăллие илсе питне шăлчĕ те хăвăрт алăкран тухса кайрĕ. Ун хыççăн ăсатма çынсем те тухрĕç. Пӳртре Хветĕр пĕчченех тăрса юлчĕ. Ăсатса ярсан çынсем пӳрте кĕреççĕ те ют çынна — Хветĕре курах каяççĕ. Мĕнле япала ку... Хветĕр вара йĕркипех каласа кăтартать. Тепĕр хут ĕсĕклесе йĕме пуçланă çынсем.
Тепĕр кунне ирех Хветĕр киле тухса кайнă. Хаклă çынна ăсатнă пекех ăсатнă ăна Ванюкăн ашшĕпе амăшĕ. Киле çитсен Хветăр пăхать те хăйне тĕлĕнсех каять — пуçри çӳçĕ шап-шурă. Хăйне вилсе чĕрĕлнĕ пекех туйнă вăл.
Вилнĕ çынпа тĕл пулни ахалех иртмен пулĕ çав.