Хирлеп шывĕн улăхĕнче
Ача чухнехи аса илтерчĕ,
Çанталăк пулчĕ питĕ те аван,
Сăвă çырас шут килчĕ ман.
Эпĕ тахçан, пĕр ĕмĕр каялла
Чăваш ялĕнче çуралнă.
Мăн Хирлепре ӳссе вĕреннĕ —
Халь утрăм тăван ялалла.
Йĕри-тавра хитре-çке çĕртăван,
Аякрарах, вăн, курăнать вăрман.
Уй çинче тăри хитре юрлать,
Манăн чуна пит савăнтарать.
Киль пахчарин шăпчăк юрри,
Ял-йышра ман тăван пурри
Чун-чĕрене хĕпĕртетет,
Тата нумай пурăнас килет.
Чăваш çĕрне мухтавласа,
Хирлеп ялне хисеплесе,
Тусăмсене, ял-йышсене
Лайăх пурнăç сунас килет.
Утса тухрăм ял йĕри-тавра,
Нумай сăна çăва çинче тĕл пултăм,
Хурланнине Хирлеп шывне пĕлтертĕм —
Ман ĕмĕр иртрĕ аякра.
Пике пурччĕ кӳршĕ ялĕнче,
Мăшăрлантăм эпĕ унпала,
Вĕрентĕмĕр Нурăс шкулĕнче.
Халĕ пирĕн килĕ — Çĕпĕрти хула.
Эп çуралнă пӳрт-çуртра — ют çынсем,
Пĕрле ӳснĕ ачасем — ват çынсем.
Çавăнтах ларать-çке çав пĕве!
Хĕпĕртесе сикрĕ ман чĕре.
Лайăх юлăр çуралнă çĕрсем,
Манияс çук сире ман тантăшсем.
Сирĕнсĕр эп питĕ тунсăхлатăп –
Аякалла макăрса тухса каятăп.
Ялан пурăн чаплă Чăваш ен,
Нумай та йышлăн, питĕ те ĕçченлĕ.
Чунтан сунатăп, эс ĕнен —
Ĕмĕрĕпех пулсам телейлĕ.