Урам. Ма ларнă лăпчăнса скверсем те клумбăсем
кĕрхи нӳр çилĕн сиввипе чĕтренĕн çĕрĕпе?
Куç умĕнче каллех, каллех эп паллакан сăнсем...
Утатăп эпĕ талпăнса хам шухăш йĕрĕпе.
Ларса сăнатăп çумăрпа йĕпеннĕ сак çинчен
тĕтрелĕх витĕр аякри кăвак чӳречӳне.
Çак самантра эп — санпала: чĕрем анчах пĕччен,
вăл кĕçĕр уссăр йăлăнать: кӳрт хăвăн тĕнчӳне!
Анчах куç йăнăшрĕ иккен: вăл — сӳннĕ чӳрвче!
Вăл йышăнман юратăва кама валли упрам?
Каллех çĕтетĕп çĕрлехи хула шăв-шавĕнче:
умра — скверсем те клумбăсем. Умра — каçхи урам.
Итлетĕп эпĕ кӳренсе хам таврари шава:
ăнман юратăва çавах кам илĕ усрава?