— Салам. Килес терĕм.
— Атя, ирт. Шăнкăравларăн та кĕтрĕм. Акă, тапочки тăхăн.
— Çу-ук, ура сывлатăр-ха, кантăр. Ахаль те кунĕпе туфлипе танклаттарса çӳретĕп. Сан урай сивĕ мар вĕт. Паркет сарнă, питĕ аван.
— Линолиума сӳсе петĕмĕр. Кавирсене те балкона шаршанласа хутăмăр, тусан пуçтарас килмест. Урайне кашни ирех шăлса каятăп, сывлама уçă.
— Пирĕн те улăштармалла, калакаланă-ха. Тульккăш ман старик çичĕ хут каламасăр нихçан та нимĕн те тумасть. Ремонт тăвасси — вăрçса каясси.
— А-ай, ман та çапларахчĕ. Пĕрисем патне кайрăмăр хăнана, теприсем патне. Пурте лайăх, таса пурăнаççĕ. Пĕри — çывăх тăванĕ, тепри — ĕçри юлташĕ. Кăçал хĕлле эпир пĕрлешни çирĕм çул тулать, хăна чĕнмелле, юбилей ирттермелле. Çынран кая курăнас мар терĕ. Сăмахне те хăй пуçларĕ, ĕçне те вăраха ямарĕ.
— Пĕччен мар ĕнтĕ.
— Пĕччен ун пек ĕçе мĕнле тăван? Шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕ пур унăн. Арăмĕпе пĕрле хваттерсенче ремонт туса пурăнаççĕ. Вĕсем тума пĕлмен ĕç çук, хăвăрт, тĕплĕ ĕçлеççĕ. Тата мĕн лайăххи — эрех ĕçмеççĕ. Икĕ эрне хушшинче веçех майлаштарчĕç. Иртнĕ канмалли кун залра диванпа креслăсене улăштартăмăр.
— Ремонт тума укçи нумай каять ĕнтĕ.
— Сахал мар, нумай кайрĕ. Обойне те, паркетне те хаклисенех илтĕмĕр.
Пĕррелĕхе, ăçта кайин каймасть, хитре тăвас терĕмĕр.
— Питĕ таса пурăнатăн.
— Ремонт хыççăн та таса пулмасан... Ачасем ӳснĕ, ни кушак, ни йытă тытмастăп.
— Вĕсен шăршне эпĕ те чăтаймастăп. Кӳршĕре пĕр хĕрарăм пĕр кĕтӳ кушак усрать. Çăмламасси, çари, темиçе тĕрлĕ ăратлă кушакĕ ура тавра явкаланать вара ун патне кайсан, кухня тулли чашăк ларать урайĕнче. Сывлама йывăр, таçта та кушак çăмĕ йăваланать. Пирĕн пата каçсан унран кушак шăрши юлать хваттерте. Сывлăша тасатма балкон алăкне уçма тивет.
— Мĕн тума кирлĕ тет вара ăна çавăн чухлĕ кушак?
— Юрататăп тет, эксперимент тăватăп тет. Чаплă йышши кушак чĕппи сутса укçа тăвать пулмалла.
— Тем хăтланакан та пур пуль, лапăртатчăрах. Мана кушак та, йытă та кирлĕ мар. Ăçта ларатпăр, залра-и, кухньăра-и?
— Ăçта лартас килет, çавăнта.
— Чей бçетпĕр-и?
— Ĕçетпĕр. О-ой, сан кухньăра та питĕ хитре-е.
— Аха, хама та килĕшет. Эрех уçас-и?
— Çук, ан та уç. Пĕр сыпкăм та сыпмастăп. Чĕре уксахлать, эмел ĕçетĕп.
— Чейне, хăшне? Лавккарине-и, хам пуçтарнă курăксенчен-и?
— Хăвăнне. Ай тур-тур, кунта сан сад пахчи ешерет вĕт.
— Чăнах та, питĕ чечек юратап. Чечек ман хваттерĕпех, балконра та тăп-тулли. Хĕлĕн-çăвĕн чечек ешерет, чун савăнать.
— Аллу çăмăл пулĕ. Çеçке çурăлакан килте пурнăç ăнса пыратъ теççĕ. Ман килте чечек каймасть. Лартрăм-лартрăм, каккуй çеçке çурма, ӳсмеççĕ, пĕтеççĕ. Лартма та пăрахрăм.
— Маларах ман хамăн та каймастчĕ. Халĕ ак, пĕр пилĕк çул пулĕ, лайăх каять. Пластмасса чӳлмекре чечек тымарĕсем сывлаймасăр асапланаççĕ тенине вуларăм та, тăм чӳлмексем туянтăм. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн улăштарса пĕтертĕм. Авансран — пĕр-ик чӳлмек, шалуран — пĕр-ик чӳлмек, çур çул хушшинче мĕнпур чечеке çĕнĕ пӳрте куçартăм. Ав мĕнле хитре сарăлса лараççĕ савăннипе.
— Эсĕ хаклисене туяннă.
— Шеллемерĕм. Вĕсем час-час улăштармалли савăт мар та-ха, ялан куç умĕнче, хитре курăнччăр. Илес тĕк лайăххинех илес терĕм.
— Çĕрне лавккаран илтĕн-и?
— Ялтан илсе килтĕм. Чечек лартма шĕшкĕ айĕнчи тăпра лайăх. Вăрманĕ аякра мар та, кайрăмăр, тăватă витре тултарса килтĕмĕр. Анне чечекĕсене те ташлаттарса хăвартăм. Вĕсен çĕрне, пĕр чӳлмек юлмиччен улăштартăм, тымарĕ-тунипех сайралатрăм, çамрăклатрăм.
— Ха-аш! сывласа ячĕç пулĕ чечекĕсем.
— Ячĕç пулĕ. Авă, кур, вазăра — шăвармалли шыва эпĕ асанне парнеленĕ кĕмĕл укçа ярса çемçететĕп. Хутран-ситрен сахăрпа, тăварпа, курăк шывĕпе апатлантаратăп. Ĕçлеççĕ, ешереççĕ.
— Аха çав, чечек ĕçĕ — çеçке çурасси. Чечек те пăхнине юратать. Эсĕ курмăш пул-ха, пĕр-ик турат хуçса каяп, эс каланă пек лартса пăхап. Тен, ман килте те чечек ешерсе каять.
— Чечеке вăрламалла тет, вăрла-вăрла, хăшĕ килĕшет çавна ил. Асту, хĕрринчен, асăрханса хуç. Э-э, хуçиччен каçару йыт, тата амăшĕ ачине тепĕр çĕрте ӳсме пил патăр. Ыйт, хуç, эп курман.
— Тавах сана. Сан килте çутă, ман килте тĕксĕм.
— Çута-ат, ху çутатмасан кам çутатать?
— Эп ăнланнă тăрăх, сирĕн пурнăç йĕркеленсе кайнă пулмалла, пур енĕпе илсен те. Эп астăвасса, уйрăлас патнех çитнĕччĕ вĕт пĕр вăхăтра. Пĕр-пĕрне курманни пĕр çичĕ çул та иртрĕ пуль.
— Курнăччĕ-çке.
— Ăнсăртран, шăна пек çапăнса иртсе кайни курни мар ĕнтĕ. Калаçманни нумай пулать. Улшăннă эсĕ, урăхланнă.
— Ватăлатпăр пуль, улшăнатпăр.
— Сăнран мар, кăмăлупа урăхланнă, çемçелнĕ.
— Эпĕ нихçан та хытă кăмăллă пулман.
— Тĕрĕс ăнлан-ха, пулман. Анчах та эсĕ урăхланнă, çуталнă. Сан килте те çутă, эсĕ ху та çутă.
— Акă сахăр, акă пыл, акă варени. Чей ĕç-ха. Ма кичем эсĕ, мĕн пулчĕ?
— Ним те пулман, курас килчĕ. Каçар ĕнтĕ чăрмантарнăшăн.
— Темскер ан кала-ха. Çавăнтах ĕçлетĕн-и? Пирĕн патăртан тухса кайнăшăн ӳкĕнместĕн-и?
— Çу-ук, ĕçĕ килĕшет, ĕçтешсем те йĕркеллĕ çынсем. Чиперех. Ахаль, тем, ăш вăркать те, килем-ха терĕм.
— Чейĕ тутлă-и? Ни сахăр ямарăн, ни варенине, ни пылне тутанмастăн. Варенине хам пĕçернĕ, пылне атте юхтарать. Ан вăтан, çи.
— Эпĕ пылак питех юратмастăп. Чейĕ питĕ тутлă. Миçе курăк хутăштарнă вара кунта?
— Пиллĕк мар тăк, виççĕрен кая мар. Хамăр пуçтарнă, пахчаран та, вăрмантан та. Балконра, ялта, дачăра типĕтнисене пĕрле хутăштарса вĕтетрĕмĕр те, пĕчĕк сатин мишуксене вырнаçтарса хутăмăр. Нумай хатĕрлерĕмĕр. Килĕшрĕ пулсан, пĕр мишукне кучченеç парса яратăп.
— Ай, кучченеç тенĕрен, мансах кайнă. Пушă алпа килменччĕ-ха.
— Ним те кирлĕ мар, ан кăлар.
— Ятарласа туяннă япалана каялла илсе каймастăп ĕнтĕ. Темех мар, Çĕрпӳре кăларакан сим пыл çеç.
— А-а, ку сывлăха кирлĕ чаплă кучченеç. Çеç тесе ан кала, ку сим пыл пур енĕпе те хаклă. Пăх-ха, кĕленчи тата епле шукăль. Пултараççĕ Çĕрпӳсем. Ку кучченеçе уçмаллах. Атя, тепрер курка тултарас, чейне сим пылпа çăралатас. Эпĕ сана чей курăкĕпе пĕрле çур литр пыл парса яратăп. Ман саппас нумай, атте пылĕ, таса пыл.
— Килти пыл пасар пылĕ мар ĕнтĕ.
— Çапла çав. А-ай, тутлă-ă. Эрех уçтармарăн, ак, эрех те ĕçетпĕр.
— Ку ĕçни мар-ха.
— Хуть те мĕн кала, килен-каян хăнана пĕр черкке те пулин хаярри ярса памалла. Мĕн авалтан йăлана кĕнĕ япала.
— Хăнăхнилле, пĕр черккерен виççе çитереççĕ те, кайран вара шутлама та пăрахаççĕ. Яраççĕ те яраççĕ, ӳсĕрĕлсе кайнине те астумаççĕ.
— Аха çав. Халь хĕрарăмсем те эрехе ярăна пуçларĕç. Хăть çав енĕпе тупăшас марччĕ арçынсемпе. Пирусне паккаççĕ, эрех-сăрине лăнкăртаттараççĕ, хĕрарăм ятне яраççĕ.
— Эпир хĕр чухне пурнăç урăхларахчĕ, тасарахчĕ. Хальхи пурнăç, хальхи хутшăнусем — çынна йывăр чухне — пылчăклă, çынна çăмăл чухне — тусанлă.
— Мĕнле калама пĕлтĕн кун пек сăмаха? Чăнах çапла. Этем е пылчăк çăрать, е тусан çăтать. Сăнарлă каларăн.
— Сăнарĕсем куç умĕнчех вĕт.
— Çапла çав. Мĕншĕн питĕ тунсăхлă эсĕ? Мĕн илсе килчĕ сана ман пата? Чĕлхӳне уç, сăмахна кăлар, куратăп вĕт, тухасшăн.
— Телейсĕр эпĕ. Телей тенине пĕлместĕп.
— Мĕнле телей?
— Хĕрарăм телейĕ.
— Ун пек ан кала. Çемьеллĕ хĕрарăм — телейлĕ хĕрарăм. Мĕн чухлĕ хĕрарăм качча каяймасть, ача çуратаймасть. Упăшку пур, ачусем пур, хваттер пур, ĕç пур. Аçупа аннӳ пурăнаççĕ-и?
— Тав Турра, сывах.
— Тата мĕнле телей кирлĕ?
— Калап вĕт сана эсĕ улшăннă тесе. Пĕрле ĕçленĕ чух калаçнине астăватăп вĕт.
— Иртсе кайнă, манса кай. Ман аса илес килмест.
— Чăрмантаратăп ĕнтĕ сана.
— Ан васка, лар, ялан васкатпăр, кил тармасть.
— Кил тарма-асть. Ăшă-и унта, сивĕ-и унта, тарма-асть. Ху та унтан ниçта та тараймастăн, тарас килсен те.
— Тарас вĕçнех çитрĕн-им?
— Çу-ук. Юрату çук, телей çук, хĕрарăм телейĕ çук.
— Чирлемест пулĕ те...
— Çу-ук, вăкăр пек сывă, вăкăр пек мăран, вăкăр пек мăйракаллă.
— Урăххи тупрăн-и, мăйракаллă турăн-и?
— Çу-ук, ним калама та çук, тӳрех сĕкме хатĕр. Çавăнпа каларăм. Урăххи çук ман никам та, пулман та, пулас та çук, телей тенине курас та çук.
— Никама та юратмастăн-и?
— Кама юратас? Мĕн юратăвĕ пултăр... Кичем.
— Эпĕ телейлĕ. Эпĕ юрататăп.
— Кама?
— Ăна юрататăп.
— Упăшкуна-и? Кама?
— Ăна. Ун урлă упăшкана та теме юрать.
— Тем калатăн, ху та пĕлместĕн.
— Питĕ лайăх пĕлетĕп.
— Лешĕ-и, сан тахçанхи-и? Каласа панăччĕ-çке мана пĕррехинче.
— Каланă пуль.
— Тăна ан кăлар-ха, ан шӳтле. Калатăп вĕт эс улшăннă тесе.
— Сан питĕ пĕлес килет-и?
— Телейлĕ, юрататăп тетĕн те, пĕлес килет, кампа телей тупнине.
— Каласан — кулатăн.
— Суятăн эс, çук сан никам та.
— Пĕр енчен пăхсан — çук теме юрать, тепĕр енчен пăхсан — пур теме пулать.
— Ăçта? Кам?
— Ăçта — ĕмĕтре. Кам — савни.
— Э-эй, ĕмĕтре... Ĕмĕт ухмах вăл.
— Ĕмĕт те ăслă пулсан вара чăнахах ухмаха тухан.
— Санпа калаçма та пĕлмелле мар. Юрату-у, теле-ей... Юрату та, телей те çук.
— Маншăн — пур.
— Маншăн — çук.
— Пултарас килмест сан, çавăнпа çук. Пултарас килсен — пулать.
— Мĕнле майпа? Манран кăна килмест, юратма арçын кирлĕ.
— Туп та юрат.
— Утă капань айĕнче йĕп шыранă пек-и?
— Эпĕ утă капанĕнчи хамăн йĕппе тупнă.
— Каллех тем лапăртататăн. Çук вăл — телей, ĕненместĕп.
— Пур, эпĕ телейлĕ. Ма тарăхатăн эсĕ?
— Тарăхатăп-и? Каçар, хам та пĕлместĕп. Эсĕ телейлĕ, эпĕ телейсĕр. Манăн та телейлĕ пулас килет. Эсĕ тупнă, ман тупăнмасть.
— Ан вĕчĕрхен, сăмаха ху пуçларăн.
— Юри калатăн эс. Те куласшăн манран, ахалех килтĕм пулас. Каятăп, чăрмантарнăшăн каçару ыйтатăп. Çук ĕнтĕ вăл ман валли, канăç тени.
— Лар, ниçта та каймастăн, ямастăп. Чей ĕç.
— Эпĕ вăлтса калаçнине юратмастăп. Тен, ăнланмастăп.
— Вăлтмастăп, тĕрĕсне калатăп.
— Апла пулсан хăвна ху суятăн.
— Суятăп... Чăнах та суятăп. Çавă суя çутипе çуталса пурăнатăп.
— Туятăп-ха та суйнине, пĕлетĕп вĕт эсир мĕнле пурăннине, каласа кăтартнисене манса кайман.
— Манса кай. Пĕрре каларăм манса кай тесе, тепре калатăп. Пулнă, иртнĕ, кайнă. Япăххи те пулнă, лайăххи те пулнă. Чăтăмлă.
— Упăшка пăхмасть, ачасемпе ятлаçатпăр теттĕн те.
— Ачасем вĕсем вĕрентсе каланине юратмаççĕ, тăнласшăн мар. Упăшка тесен... Ма пăхмасть? — пăхать, хăйне майлă, мĕнле пĕлет, çавăн пек пăхать. Урăхла пăхма пĕлмест, пултараймасть вăл урăхланма. Ăнланса çитрĕм те, кӳренме пăрахрăм. Çамрăкла ăна-кăна пĕлмен, ним те пĕлмен. Халь пĕлетĕп.
— Нумай пулать çав калаçманни.
— Юрать тĕл пултăмăр. Ăçтан вăхăт тупрăн паян?
— Тем çитмест, ăш вăркать, килем-ха терĕм. Атту пĕрмай пĕр пек. Килтен — ĕçе, ĕçрен — лавккана, лавккаран — кухньăна, кухньăран — çывăрма. Пурнăç ятлă тет çак кустăрма.
— Çапла çав. Пурте çапла пурăнаççĕ.
— Пурте ма-ар. Теприсем тем тума та вăхăт тупаççĕ.
— Эс те туп, çаврăнкала.
— Çу-ук, наян эпĕ, ман вăй çук. Тен, сăлтав çук.
— Ĕçре чиперех терĕн. Килте чиперех пуль?
— Чиперех. Эс калашле — чăтăмлă.
— Апла пулсан мĕншĕн кулянатăн?
— А-ай, темскер, чун хурланса килчĕ.
— Мĕн пирки?
— Тем шутлан ĕнтĕ, те калас?
— Калама килнине кала.
— Пирĕн ĕçре пай пуçлăхĕ арçын. Çирĕп ыйтать, кăмăллă, йĕркеллĕ. Нихçан та ытлашши калаçмасть, ĕç хыççăн ялан киле васкать.
— Вара?
— Арăмĕ мĕн те пулин тăвать-ши ун? Çуркуннерен пуçласа кĕркуннеччен вăл дачăри ĕçсене пĕтĕмпех хăй тăвать. Арăмĕ помидорпа хăяр калчисене суйласа парса тăрать тет. Лартасси, шăварасси, çумласси, пуçтарасси ман ĕç тет. Хĕлĕпе, канмалли кунсенче, çемйине мунчана илсе çӳрет.
— Вăт мĕнле лайăх упăшка. Ун пекки сахал.
— Итле-ха. Мунчине хутать, шашлыкне ăшалать, какайран та, пулăран та. Вĕсене пасартан кайса илет, хăех шӳтерме лартать.
— Машина пур-тăк тем тума та ĕлкĕрет ĕнтĕ. Автобус кĕтсе тăрасси мар, лар та кай.
— Мунчара çăвăннă хыççăн тепĕр эрне валли мунча хатĕрĕсене, тарлă тумтире çуса çакса хăваратăп тет. «Арăму мĕн тăвать вара?» — тесе ыйтрăмăр та: «Канатъ, эпĕ ăна тĕрлĕ курăкран, çырларан чей вĕретсе паратăп», — тет.
— Çын тăк çын, чăн-чăн арçын. Мĕн тери юратать вăл арăмне, мĕнле упра-ать. Мĕнле телейлĕ унăн арăмĕ.
— Курнă эпир ун арăмне, пырса кайнăччĕ пĕрре. Венера Милосская мар, пирĕн пекех, вăтам.
— Телейлĕ хăрарăм. Хитре пуличчен телейлĕ пул тесе ун çинчен каланă пуль.
— Шутла-ха, отпускне ялан арăмĕн отпускĕ вăхăтĕнче илет. Кăçал Европăна каятпăр тет. «Ази тăрăх çӳресе çитет, урăх çĕре кайса курас килет», — тенĕ тет арăмĕ. Вăт упăшка! Пирĕн — каккуй унта Ази, каккуй Европа. Ман Азипе Европа — ялта, хамăр ялта, ун ялĕнче. Вăт пурнăç, пĕрисем кутне мăкăртса хăйăр çинче хĕртĕнсе выртаççĕ, тинĕсре чӳхенеççĕ. Эпĕ вара кута мăкăртса, çурăма çурмалла хуçса пахчара мĕкĕрленетĕп, тарпа çăвăнатăп. Ĕмĕрĕпех çапла. Таçта тухса кĕрес пирки, канма каяс пирки çăвара та ан уç. Мĕн каласси, иртсе кайрĕ ĕнтĕ пурнăç тени. Мускавра та пулса курман эп. Эс пулнă-и?
— Пулман. Азире те пулман, Европăра та пулман. Ман та сан пекех.
— Шутла-ха эс, помидорпа хăярне те хăех тăварлать. Банка ăшне арăмĕ тултарать тет, ыттине вара хăй тăвать.
— Пĕтĕм йывăр ĕçе хăй çине илет апла, арăмне хĕрхенет, хисеплет. Вăл сан пай пуçлăхĕ пулман пулсан пĕлес те çук ун пек арçын пуррине. Ун пекки темиçе пинрен пĕрре пуль, ĕненме те йывăр.
— Итле-ха, эсир кăмпа татса килсен кам тасатать?
— Мансăр пуçне кам тасаттăр? Нумай татса килсен ачасем пулăшаççĕ.
— Эпĕ те çĕрĕпе ларатăп ваннăра. Пилĕк нăйкать, мăй нăйлать, пуç янăрать. Ирпе тăран та, кăмпине пĕçермелле, тăварламалла, банкисене вĕретсе типĕтмелле, хупмалла...
— Хăть çырла, хăть кăмпа, хăть помидор, хăть хăяр, ĕçĕ пайтах.
— Пирĕн пай пуçлăхĕ кăмпине те хăй тасатать. Арăмĕ кăмпине пуçтарса ывăнать имĕш. Черникăпа клюквăна кайнă чух арăмне пĕрле илмест, ӳпре-пăван сăхнине чăтаймасть тет. Çырлине холодильника хуратăп тет, шăнтма. Хĕлле ăшăтса çитеретĕп тет, арăмне. Мĕнле телейлĕ хĕрарăм.
— Арăмĕ те телейлĕ, упăшки те телейлĕ. Арăмĕ — упăшки пăхнипе, упăшки — арăмне пăхнипе. Эсĕ ăна юратса пăрахман пулĕ те...
— Çу-ук, арçынни питĕ юратмалли арçын, паллах. Вăрăмскер, хырăмĕ кăнтарса тăмасть. Спорт вăййисене хутшăнать, ирпе физкультура тăвать.
— Ăçтан пĕлетĕн?
— Хăй каланинчен.
— Эс унпа калаçкалатăн-им?
— Эпир çуралнă кунсене пĕтĕм пайпа пĕрле пуçтарăнса ирттеретпĕр, çавăн чухне калаçнисене астуса калатăп.
— Эсĕ ăна хăв упăшкупа танлаштаратăн та кулянатăн, хăвна ху хĕрхенсе. Аха-и?
— Аха çав. Нимпе те пулăшмасть вĕт. Мунчана кайсан та çурăм çума ыйтас пулать. Ыйтмасăр пуçĕ тавçăрса илеймест. Вăл ман ыйтмасăр пӳрнине те вылятмасть.
— Вырăн çинче те-и?
— Вырăн çинче... Калама та намăс. Оргазм, оргазм теççĕ, икĕ ача çуратса ӳстертĕм, оргазм мĕнне пĕлместĕп.
— Хамăн та çаплахчĕ, халĕ пĕлсе çитрĕм.
— Киносенче кăтартаççĕ вара, ой, нăйкăшаççĕ хĕрарăмсем. Мĕн тесе нăйкăшаççĕ-ши? Пăхма та намăс та, пăхатăп хăш чухне. Çĕрле, старик хăрлаттарнине чăтаймасăр зала кайса выртатăп та, çывăрса кайиччен телевизор яратăп. Тем те кăтартаççĕ, тĕлĕнетĕп вара. Хамăр килте çук чухне çав япалана ачасем те курма пултараççĕ вĕт. Хăрушă, телевизор ачасемпе çамрăксене япăха вĕрентет, пире те тĕлĕнтерет, тарăхтарать тесен те тĕрĕсрех пулать.
— Кино тенĕрен, çавăн пек киносене стариксемпе карчăксем пăхма юратаççĕ тет. Вĕсем те çĕрле çывăрайманнипе аптăраççĕ-çке-ха. Çара пакка, айлĕ-çийлĕ ахăрашса çухăракан хĕрарăмсемпе мĕкĕрекен арçынсене курса ятлаçсах каяççĕ тет. Çав япала çитмĕл урлă каçнă ватăсене те тивĕртет пулсан, чун тени чăнах та ватăлмасть пулмалла. Пирĕн хĕрсем тем те пĕлеççĕ, кăнтăрлахи апата ларсан, апатне пирĕн пурте килтен илсе пыраççĕ, çисе пĕтерсен, хаçатсене пăхса тухатпăр, анекдотсем вулатпăр, кам мĕн курни-илтнине каласа парать. Кулатпăр вара, тепĕр чухне хырăм хытичченех ахăлтататпăр.
— Пирĕн ун пек мар, пурте буфета çӳреççĕ.
— Сирĕн шалу пысăкрах. Ун пек киносем пĕрисене вăрçтараççĕ, теприсене пулăшаççĕ, юратма вĕрентеççĕ. Хăшĕсем иртĕхсех каяççĕ. А мĕн? Вĕсем пултараççĕ, эпир вĕсенчен мĕнпе кая теççĕ пуль.
— Кино вăл кино... Е чăнласах юратаççĕ, çавăнпа нăйкăшаççĕ, е выляççĕ, ятарласа нăйкăшаççĕ, артистсен вылямалла.
— Пĕринпе, тепринпе, пуринпе те нăйкăшать. Харăссăн виç-тăват арçына юратма пулать-и вара?
— Хăнăхса çитнĕ, е ăна çутçанталăк çапла çуратса янă, ясар. Кам пĕлет, арçыннисем питĕ пултаруллă йăпатма пĕлеççĕ пуль.
— Ясар теме те пулать, ман шутпа, тĕрĕсрех, аскăн тес пулать. Аскăн вăл, такампа та асса пурăнакан хĕрарăм-и, арçын-и, аскăн.
— Астарса ямасăр никам та асса каяймасть. Астарма пĕлес пулать, астарма вĕренес пулать. Ясарланса асса илни организăма питĕ кирлĕ теççĕ. Арçынсăр хĕрарăм чăкраш, усал. Врачсем чирлĕ хĕрарăмсене арçын тупма ытахальтен сĕнмеççĕ ĕнтĕ. Сан пĕрре те пулин нăйкăшса курмалла.
— Пит кирлĕ пуль.
— Кирлĕ мар пулнă пулсан ку сăмаха пуçарас çук-ха, хăвна ху ан хирĕçле. Сан хырăм айĕ хытса ларнă, çемçетес пулать. Мĕн ална сулатăн? Сулмасăр та паллă, кинора курни сана та тивнĕ.
— Кай-ха, тем çинчен калаçатпăр. Эс манран кулатăн пуль.
— Хама аса илсе кулатăп, ман та пулнă ун пек тапхăр. Халь аптрамастăп. Ан кулян, сан та лайăх пулать. Калам-ха сана. Эпĕ те нăйкăшатăп, ачасем килте çук чухне лайăхах нăйкăшатăп.
— Чăнах та-и? Упăшкупа-и?
— Упăшкапа, тĕрĕссипе — савнипе, ĕмĕтрипе.
— Каллех тем лапăртатать. Ĕмĕтри ĕмĕтре вăл, ăна мĕнле юратан?
— Ăна юратма питĕ çăмăл.
— Мĕнле? Кам вара вăл сан ĕмĕтри?
— Ăна мансăр пуçне никамăн та пĕлме кирлĕ мар.
— Юрĕ. Мĕнле юрататăн?
— Упăшка ятлаçнă, хурланă чухне пĕр сăмах та чĕнместĕп. Хуть те мĕн калатăр, хăлхана чикместĕп. Мана пĕртен-пĕр шухăш йăпатать. Эпĕ пĕлетĕп — мана вăл юратать.
— Упăшку-и?
— Ĕмĕтри.
— Ячĕ пур-и ун, ĕмĕтрин?
— Хăй те пур, ячĕ те пур, çемйи те пур. Вăл манăн ĕлĕкхи савни.
— Шутларăм çав.
— Айван пулнă çамрăк чух. Хĕрсем мана: «Сан иккĕшĕ те лайăх каччă, хăшне суйлатăн?» — тесен: «Хăшĕ маларах качча чĕнет, çавăн мăшăрĕ пулатăп», — теттĕм. Пулчĕ... Хĕр чысне упăшкана панă, каярах юлса пынине мĕн парас? Вăл иккен мана качча илес пирки ашшĕ-амăшĕпе сӳтсе явнă, канашланă, туй вăхăтне палăртнă. Вăл эпĕ ăна качча тухасса шаннă. Темшĕн-çке мана хăй шухăшне маларах, пĕр эрне маларах пĕлтермен. Вăл яла кайнă кунхине, каçпала ку тĕпĕртетсе çитрĕ, уçăлма тухрăмăр. «Аттепе аннене сюрприз тăватпăр, атя ыран пирĕн пата кайса килетпĕр. Машина пур, юлташпа калаçса татăлнă, каятпăр та килетпĕр. Ан хăра, санпа нммĕн те пулмасть, ху ирĕкӳпе пыратăн, ху ирĕкӳпе килетĕн. Акă, парне илтĕм, ылтăн çĕрĕ, ил те тăхăн», — терĕ те çатăрласа ыталаса питĕ хытă чуп турĕ. Тем шутласа тăмасăр илтĕм те тăхăнтăм, кайрăм та килтĕм. Ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем килĕшрĕç. Амăшĕ пăрчăкан пек вĕшĕлтетрĕ, ватă карчăк пурччĕ, ашшĕн амăшĕ, мана тинкерсе куçран пăхрĕ те: «Ку хĕре кин тума юрать, çын куçĕнчен куçне тартмасть», — терĕ. Качча каясси ман çапла килсе тухрĕ.
— Ялтах арăм турĕ-и?
— Çу-ук, арăм пуласси каярах пулчĕ. Пĕрре те килĕшмерĕ, ыратни кăна. Кайран та ман ачашланас килетчĕ, вăл мана: «Сана çитмен-им-ха? Мана çитнĕ, çывăр», — тетчĕ те харлаттарма пуçлатчĕ. Юхтарса выртаттăм вара куççуле минтер çине. Ир тăратчĕ те, каллех çавах, ĕçе тухса каятчĕ. Мĕн каласси-и... Ни ыталани, ни чуп туни, сивĕнсех çитнĕччĕ. Атте-анне ятне ярас мар тесе чăтнă, чăтаттăм ĕнтĕ татах та. Тав Турра, çăлăнăç ярса пачĕ.
— Халĕ вара?
— Пилĕк çул каялла ăнсăртран савнине тĕл пултăм, Шупашкарта. Вăл урăх хулара пурăнать, командировкăна килнĕ. Тĕл пултăмăр, эп упăшкана улăштарас тесе шутламан. Сисмесĕрех ун ытамĕнче ирĕлсе кайрăм. Вăл мана ачашла-ачашла: «Эпĕ сана юрататăп», — тенипе тăна çухатрăм, парăнтăм.
— Вара?
— Урăх çук ман хушса каламалли.
— Пур. Эсир унпа халĕ тĕл пулатăр-и?
— Каларăм вĕт урăх хулара пурăнать тесе, çулталăкра пĕрре-иккĕ килсе каять, е командировкăна, е отпуск вăхăтĕнче. Тăван ялне килсен, çула май кĕрсе тухать Шупашкара. Эпĕ ăна яланах кĕтетĕп, хăть хĕлле, хăть çулла. Вăл мана эпĕ сана юрататăп тени ялан хăлхара. Шăнкăравлать...
— Нăйкăшатăп терĕн. Ятлаçакан упăшкапа юратуллăн нăйкăшса çывăрма пулать-и вара?
— Халĕ эпĕ малтанхи пек шăла çыртса выртмастăп. Куçа хупатăп та, куç умĕнче — савни: «Эшĕ сана юрататăп», — тет. Ла-айăх пулса каять. Упăшка та тĕлĕнет. Килĕшет пулмалла: «Айта-ха, айлатса илер», — тет. Вăт сана ман телей вăрттăнлăхĕ.
— Чăнах та вăрттăнлăх.
— Юратса пăрах хăвăн пай пуçлăхне е урăххине, тен, эсĕ те ман пек уçăлса кайăн.
— Э-эй, пĕр хĕрĕхрен иртсен... Ку таранччен курманнине... Савни тени такам вăл маншăн, эп савма пĕлместĕп пулмалла. Çыпăçакансем пулнă, çыпăçтарман. Пĕр каçлăх савни пулас килмест. Мĕн пуррипе çырлахрăм пулас. Анчах та çав тери тунсăх. Таса уя тухса кашкăр пек улас килет.
— Уланă пулĕ-ха... Пĕлмес, тем темелле сана. Юратса пăрах пай пуçлăхне, каларăм мар-и?
— Çу-ук. Пирĕн бухгалтер кушак пек явăнчĕ ун тавра, чей ĕçтересшĕн, уни-куни çитересшĕн. Вăл яхăнне те ямарĕ. Чăн-чăн çемье çынни, чăн-чăн... Пĕлетĕн-и, мĕнлерех вырăнне лартрĕ вăл бухгалтера? «Эсĕ ман тавра ан явăн, сан упăшку пур, ăна пăх, намăса пĕлес пулать ют арçынпа йăпăлтатма», — терĕ, пурин умĕнчех. Лешĕ чутах йĕрсе яратчĕ. Ура çине тăчĕ те кабинетран тухса кайрĕ. Пĕр кана питĕ пусăрăнчăк çӳрерĕ, кайран лăпланчĕ. Пирĕн хĕрарăмсем пĕрисем кулчĕç, теприсем шеллерĕç.
— Эсĕ ăна килĕштеретĕн.
— Ун пек арçын кама ан килĕштĕр? Ăна пурте вăрттăн юратаççĕ.
— Каларăм вĕт, эс тĕлкĕшетĕн çеç мар, хыпса çунатăн.
— Санăн «Эпĕ сана юрататăп» текен савни пур. Мана упăшка та юратни çинчен каласа курман. Çӳрерĕмĕр-çӳрерĕмĕр те: «Атя, пĕрлешетпĕр, эсĕ мана килĕшетĕн», — терĕ. Пĕрлешрĕмĕр, ачасене ӳстертĕмĕр, анчах пĕр мăшăр пулаймарăмăр. Упăшкипе арăмĕ, ачамăрсен ашшĕпе амăшĕ... Пĕр çулпах утатпăр, анчах шăкăл-шăкăл мар... Тăшман мар, анчах та икĕ ют çын пек, юнашар-уйрăмшар утатпăр, ватăлса та пыратпăр.
— Çав териех япăх пурăнмастăр вĕт. Хăшĕсем йытăпа кушак пек харкашаççĕ, пурпĕр пĕрле пурăнаççĕ.
— Ăçта кайса кĕрен? Пĕр лава çыхăннă пулсан, туртас пулать. Мĕнпур выльăх-чĕрлĕхĕн, ӳсентăранăн, кайăк-кĕшĕкĕн, тата ыттин те хăйĕн тăван ăрачĕ пур. Сыснапа ĕне пĕр мăшăр пулма пултараççĕ-и? Иккĕшĕ те выльăх... Кăвакалпа тăри, сăвăсланпа шăна, е...
— Юрĕ, ăнлантăм. Çынсем те çавах тесе каласшăн ĕнтĕ эсĕ. Вырăссем «Кайăк пулă çине авланмасть» тенĕ пек.
— Çапла çав, пĕрлешме пулать, мăшăр тупма йывăр. А-ай...
— Чейне сыпса яр, сим пылпа хутăштарнă та, тăкма шел. Шыв вĕретем-ха, сим пылпа çурмалла тепрер чашăк питĕ вырăнлă пулать.
— Çитет пулĕ.
— Çитет мар-ха, эсĕ ман какай куклине те тутанса пăхмарăн, ăна та ăшăтатăп.
— Ăшăт эппин, килти кукăль çименни тахçанах пулать. Пĕçермен, пĕçерсен те типсе каять, питех юратмаççĕ.
— Чустине ху лартатăн-и?
— Хам та ларткаланă, нумайрах лавккаран илнĕ. Лавкка чусти те лайăх, мĕн килте аппаланас.
— Эп ялан хам лартатăп. Хальхинче тăварланă хăяр шывĕпе лартрăм, час касса паратăп, тути питĕ аван.
— Хăяр шывĕпе-и?
— Аха-а. Ĕçре пĕр хĕрарăм вĕрентрĕ. Вăл ниме те сая ямасть, тăмран та нимĕр тăвать пуль, питĕ маттур хĕрарăм. Пĕрмаях мĕн те пулин илсе пырса çитерет вара пире, эпир унран вĕренетпĕр. Ак, çисе пăх, чусти питĕ кăпăшка. Тепĕр чухне пашалу пĕçеретĕп, ачасем пылпа е варенипе сĕрсе капăртах çисе яраççĕ.
— А-ай, питĕ тутлă. Хам та лартса пăхатăп. Çĕнĕ çула кăравай пĕçермеллех пулать. Вĕренмелле, çитес канмалли кунсенчех чуста хăпартса кукăль пĕçерес-ха апла. Мĕнле лартмалла?
— Унта çĕнни нимĕн те çук, шыв вырăнне хăяр шывне яратăн та, пулчĕ те.
— Ман ытларах яшка, шаркку юратаççĕ. Тавах, аттепе анне выльăх-чĕрлĕх, хур тытаççĕ. Шарккуне хур кăкайĕнчен пĕçеретĕп, пĕчĕк чӳлмексемпе, кашнин валли, уйрăммăн. Лаплаттараççĕ вара савăнсах.
— Пирĕн те çаплах, ялти ватăсем ĕçсĕр лараймаççĕ, пире пулăшма тăрăшаççĕ. Хур тытма пăрахрĕç. Виç-тăват çул каялла пĕр хур амине тилĕ тытса кайнă та, хур ăнма пăрахнă. Хур какай çименни-и...
— Пырса кай пĕрре. Упăшкупа пĕрле пырăр хăнана.
— Чĕнсен ма пырас мар, пыратпăр. Хур тукмакки тесен чупсах пырать. Мĕн ачаран хур какай çисе ӳснĕ те-ха, тунсăхласа çитнĕ пуль, каласа пăхатăп.
— Аранах хуçăк кăмăл сыпăнчĕ. Юрать килтĕм, тавах сана кăмăл тунăшăн, ăс панăшăн.
— Хăвна тав аса илнĕшĕн, килнĕшĕн. Сĕре аван лартăмăр. Чуна уçса калаçманччĕ никампа та, хамăр хушăри калаçу хамăрта юлтăр. Юрать-и?
— Хамăрта юлтăр, юрать. Пырса кайăр вара.
— Пымалла пултăрччĕ.
— Чипер юл.
— Чипер кай. Ан асаплан, чеерех пул, шухăшласа туп мĕн те пулин. Юратни асап мар, телей пултăр. Пултарма тăрăшса пăх, никамран та намăс пулмасть, сывлăхушăн лайăх пулать.
— Юрĕ, кайрăм, тавах сана.
— Хур тукмакки çиме чĕн, ан манса кай.
— Сывă пул, манмастăп.