I
Ĕлĕк-авал вăрманта
Пулнă Кармал ятлă ял,
Симĕс ешĕл улăхра
Ĕмĕр ларнă çав Кармал.
Çав Кармалăн çынĕсен
Çăвĕ иртнĕ ĕçсемпе.
Сивĕ хĕлĕн кунĕсем
Иртнĕ ĕçкĕ-çикĕне.
Хура тăпра çийĕнче
Тырри пулнă пулмалла,
Хăмла çырли хушшинче
Хăмли пулнă сарăлса.
Кармал шывĕн сулхăнпе
Чиперленнĕ хĕрĕсем;
Хура вăрман сывлăшпе
Маттурланнă каччисем.
Çимĕк çинчи вăйăсене
Яшсем ахаль ирттермен;
Сиктерен юрăсене
Шав итленĕ ватăсем.
Кăçалхи вăйăсенче
Пĕр пуянăн сар хĕрĕ,
Вĕçен чĕкеç евĕрлĕ,
Шăратнă, тет, юррине.
Çавăнпа та хăйне те
Чĕкеç ятлă хунă, тет.
Ăна ашшĕ-амăш те
Чĕкеç тесе чĕннĕ, тет.
Унăн ашшĕ Уланки
Ял пуçĕ те, пĕр пуян,
Паттăрăн пек кĕлетки
Çӳренĕ, тет, пĕр капан.
Хăй Чĕкеçне юратса,
Икĕ хутлă шур пӳртне
Йĕри-тавра картапа
Йăвăç пахчи çавăрнă.
Çав сат пахчи варринче
Шăнкăртатса шыв юхнă,
Çулла çав шыв хĕрринче
Ирпе Чĕкеç çăвăннă.
Хĕвел тухса сарличчен
Вăл тумланса юсаннă.
Хура курак тăриччен
Тĕрĕ тума тытăннă.
Çавăнпа вăл пит хитре
Çут хĕвел пек çутăлнă;
Унăн чапĕ пур çĕрте
Йĕри-тавра сарăлнă.
Унăн сăнĕ-сăпатне
Амăш те ытарайман,
Ун пек хитре хĕрсене
Урăх ниçта яш курман.
Ăна арăм тăвасшăн
Нумай каччă уйланă,
Ăна кин те тăвасшăн
Нумайăшĕ хапсăннă.
Анчах ашшĕ тăхтама
Шухăшлать, тет, кăçала,
Çавăнпа та никама
Сăмах паман ку çура.
* * *
Иртрĕç çимĕк вăййисем,
Тухрĕ халăх ут çине;
Кармалăн улăхĕсем
Тулнă ут çулансемпе.
Шап-шур халăх ут çулать,
Унта-кунта çын сасси;
Çава вăш-вăш вăшкăнать,
Улăхĕпе ун сасси.
Халăх çăмăл калаçать,
Пур çын чунĕ хĕпĕртет;
Хĕвел кулса çутатать,
Çулнă утта типĕтет.
Вăрман пуçне пĕшкĕртсе
Сивĕ сывлăш кăларать,
Ут çулакан çынсене
Тартан-шуртан хăтарать.
Утă çулнă вăхăтра
Сехет иртни сисĕнмест,
Çуллахи ĕç кунсенче
Халăх ахаль çӳремест.
Илья кунĕ çитиччен
Кармал ĕçчен çынĕсем
Лайăх типнĕ утăран
Хывнă пысăк капансем.
Утă пĕтсен тыр вырма
Хура халăх вĕçтерет,
Ир тăма та каç выртма
Çав вăхăта хисеплет;
Ирпе ирех ун чухне
Халăх уя чуптарать,
Вăл каçхине килнине
Хăлха илтсе çеç юлать.
Ылттăн курнан ырашсем
Шăтăрт-шăтăрт кашлаççĕ,
Каçаллапа кĕлтисем
Çĕмел пулса лараççĕ.
Ĕлĕк халăх васкаса
Тырă вырнă эрнипе,
Эрнекуна уяса
Çав кун каннă кунĕпе.
Çав эрнекун ваттисем
Тухса ларнă урама,
Епле тырă-пулăсем
Пулни çинчен калаçма.
Вĕсен чипер хĕрĕсем
Е çӳренĕ вăрмана,
Уç сывлăшра илĕхсе
Çырла-мăйăр пуçтарма;
Е çӳренĕ шыв хĕрне,
Кĕпе çуса тасатма,
Кайран анасем çинче
Çуттăн-шуррăн курăнма;
Пирĕн хитре Чĕкеç те
Çапла кайнă пахчана,
Юхса выртан шыв хĕрне,
Кĕпе çуса тасатма.
Хĕвел пăхать шăратса,
Çил-шав, кĕр-кар ним те çук,
Кайăк юрра юратса
Юрлаканĕ пĕри çук.
* * *
Каçалла та сулăнать,
Уланкийĕн хĕрĕ çук;
Хĕвел анать, каç пулать,
Уланкийĕн хĕрĕ çук.
Уланки тус аптăрать,
Нимĕн тума пĕлменпе
Ик пĕсçине шарт çапать
Хăйĕн тачка аллипе.
Çынсем патне Уланки
Хăй арăмне чуптарать:
«Пирĕн Чĕкеçе курман-и?»
Тесе ăна ыйттарать.
Килтен-киле чупкалать,
Арăм çӳрет васкаса.
Пуринчен те ыйткалать
Пырĕпеле хашлатса:
«Пирĕн Чĕкеçе курман-и?
Киле пыман вăл паян...
Ах, ах ăна шырани!..
Чĕре сикет, ахаль мар...»
Хăвармарĕ пĕр кил те
Ялта кĕрсе тухманни;
Анчах нихăш пӳртре те
Тупăнмарĕ шырани.
Вара кĕтӳç пӳртнелле
Чупса кайрĕ васкаса.
Кĕтӳç ĕнтĕ пĕлмелле,
Тесе пырать шутласа.
Вĕсем уйра кунĕпе,
Вĕсем нумай курмалла,
Тесе кĕрет пӳртнелле;
Сăмах хушать ыйтмалла:
«Эсир уйра, ĕçкейсем,
Пирĕн Чĕкеçе курман-и?
Манăн ĕнтĕ пĕр сиртен
Анчах юлнă ыйтманни».
Кĕтӳç пӳрчĕ пĕчĕк пӳрт
Хăй çутипе çуталать,
Кăптăр-кăптăр тĕпелте
Пĕчек сĕтел курăнать.
Çав сĕтелĕн айĕнче
Хура кушак мăрлатать,
Пуян арăм киличчен
Хăлхи урлă пит çăвать.
Пуян арăмĕ ыйтсанах
Кĕтӳç шăппăн тапрататъ:
«Кăнтăр апачĕ тусан,
Куртăм ăна мĕскĕне
Сăнсăр кайăк чĕрнинче,
Калама та хăрушă!
Палан варĕ еннелле
Вĕçсе кайрĕ унпала,
Кайăк пырать ӳпле пек,
Чалăш пулĕ çунатти;
Хашканă чух кăвар пек
Хĕрлĕн курнать пĕсĕхи».
Пуян арăм çавăнтах
Ăнсăр ӳкет урайне:
«Ах, мĕн пулчĕ, тур çырлах», —
Тесе йĕрет куççульпе.
* * *
Шурăмпуçĕ катара...
Çӳлти пĕлĕт кăн-кăвак...
Кармал çынсем ыйăхра,
Çывăраççе вилнĕ пек.
Уланкинĕн хуйхăпа
Куçĕ мăч та хупăнмасть,
Вăл хăй хуйхи-суйхипе
Çĕрĕпе те çывăрмасть.
Ĕмĕр пĕр пек уттипе
Тухрĕ хăйĕн килкартне,
Хура пысăк куçĕпе
Пăхрĕ пĕлĕт çинелле.
Çут çăлтăрсем çунаççĕ,
Пытанмалла выляççĕ,
Яр-яр çӳлтен анаççĕ,
Сассăр юрă юрлаççĕ:
«Çĕрĕн пĕчĕк çынĕсем,
Темле хуйхă пуссан та,
Ан юхтарăр куççуле
Ытла йывăр пулсан та.
Эсĕр унта кулянни
Пирĕн чуна сиктерет,
Пире сирĕн макăрни
Урăх çĕре вĕçтерет.
Эпĕр сире хĕрхенсе
Пĕчĕк çутă паратпăр:
Хамăр пĕчĕк пиччене
Пулăшмашкăн ыйтатпăр.
Ан кулянăр, халăхсем,
Ыр ыйхăпа çывăрăр.
Эпĕр сире, мĕскĕнсем,
Пурăннă чух пăрахмăпăр».
Уланки тус çав юрра
Хăлхисемпе илтеймест,
Чĕрипеле кулянса
Лайăххăнах вăл сисет.
Ырă юрри çăлтăрсен,
Эпĕр пĕлмен вăйĕпе,
Лăплантарчĕ хуйхинчен
Уланкийĕн чĕрине.
Çăмăлланчĕ Уланки,
Килкартинче уткалать...
Сасартак кăвак хуппи
Уçăлать те хупăнать.
Уланки тус çавăнтах:
«Хĕр тупăнтăр», — теейчĕ,
Унтан пӳртне каяллах
Темĕн тума кĕрейчĕ.
Шурăмпуçĕ хĕрелет,
Тул çутăлать кăшт тăрсан,
Çăлтăр яр-яр ӳккелет...
Хĕвел çути палăрать....
Уланкийĕн тарçисем
Çитрĕç юланутсемпе;
Чĕнсе килчĕç çав çынсем
Юмăç-тухатмăшсене.
Пур таврари ялсенчен
Пуçтарăнчеç лешĕсем:
Пĕр-пĕринчен чĕлхеçсен
Ирттереççĕ чĕлхисем...
* * *
Хура вăрман, сĕм вăрман,
Янрать, кĕрлет ун варри,
Тăрсан, тăрсан пăртакран
Çатăртатать çатраки.
Çул пур çĕртен, çук çĕртен
Çичĕ юлан вĕçтерет;
Шăши тухман çĕрсенчен
Вăл тухать те, сиктерет.
Пурин лаши хашлатать,
Сăмсипеле хартлатать;
Пурне те çын васкатать,
Пырсан-пырсан çаптарать.
Усалсен пек çынĕсен
Çӳç-пуçĕсем вĕçеççĕ;
Вĕсен тискер куçсенчен
Вутпа кăвар сикеççĕ.
Куçĕсемпе çӳлелле
Пăхаççĕ те, кайăк çук;
Кăвак сăмсисемпеле
Шăршлаççĕ те, шăрши çук.
Хăйсен вĕçкĕн шухăшпе
Çав кайăка кураççĕ,
Чĕлхе çине шаннипе
Ăна вĕсем тупаççĕ.
Сиктереççĕ сиккипе
Шăп сывлăша янратса,
Хура вăрман варрипе
Хăйсем тĕллен çул туса.
Пĕр-пĕринпе калаçса,
Пырсан-пырсан кулаççĕ,
Пурте пĕрле ахăрса,
Асамăç юрри юрлаççĕ:
«Çитмĕл ултă çырмана
Кĕрсе тухса каçăпăр,
Çитмĕл çиччĕмĕш варта
Çав кайăка тытăпăр.
Шуйттан чарсан шырама,
Унтан та хăрамăпăр;
Арçури аташтарсан,
Тытăпăр та çакăпăр.
Сик, сик, лашам, сик лашам,
Палан варĕ еннелле,
Вĕç, вĕç, лашам, вĕç лашам,
Каç пуличчен çитмелле.
Каç пуличчен çитĕпĕр,
Çав кайăка тытăпăр;
Шывсăр-мĕнсĕр пĕçерĕпĕр,
Шăмми-мĕнĕпе çийĕпĕр».
Хура вăрман, сĕм вăрман,
Янрать, кĕрлет ун варри,
Тăрсан, тăрсан пăртакран,
Çатăртатать çатраки.
Çул пур çĕртен, çук çĕртен,
Çичĕ юлан вĕçтерет,
Шăши тухман çĕрсенчен
Вăл тухать те сиктерет.
Пурин лаши хашлатать,
Сăмсипеле хартлатать,
Пурне те çын васкатать,
Пырсан-пырсан çаптарать.
* * *
Хĕвел каçа сулăнать,
Сăрт хыçнелле пытанать;
Сулхăнланать сĕм вăрман
Уçă сывлăм палăрать.
Сĕм вăрманăн ачисем
Йăвисене кĕреççĕ;
Чăри-чăри кайăксем
Юр юрласа вĕçмеççĕ.
Каçхи хĕвел ылттăн пек,
Йăвăç витĕр курăнать,
Сарă вĕçен кайăк пек
Унăн çути вăй вылять.
Пĕр саçăсăр вăй вылять
Каçхи хĕвелĕн çути:
Нӳрлĕ сывлăш палăртать
Симĕс йăвăçăн çулçи.
Хĕвел анчĕ сăрт хыçне,
Тĕттĕмленчĕ вăрманта;
Пĕр сас-хура ун чухне
Илтĕнмест çав çавăнта.
Шăпах тăрать сĕм вăрман
Пĕр-ик сехет çавăн пек;
Йытă сасси катаран
Илтĕнкелет йĕнĕ пек.
Качамăчи енĕнчен
Вăрман янтра пуçларĕ;
Сывлăш ырă ыйхинчен
Вăранма та тапратрĕ.
Ӳхĕ сасси евĕрлĕ
Темскер сассй янăрать.
Пур çĕрте те çав тĕрлĕ
Хăрăк-шанкă шартлатать.
Çаврăнаççĕ пĕр çĕртех
Çиччĕн лашаллăскерсем:
Пĕр шăм урлă пĕрмаях
Каçкалаççĕ мĕскĕнсем.
Унтан вара майĕпе
Лашисене кăкарчĕç,
Шăппăн çеç пĕр-пĕринпе
Темĕн сăмах пуплерĕç.
Акă кăвайт хураççĕ
Акăш-макăш хăрăкран,
Пуçтарăнчĕç, тăраççĕ
Аяккарах çав вутран.
Ах, унччен те пулмарĕ,
Çăтăр-çатăр тутарса,
Ахăрса темскер кайрĕ
Йăвăçсене хуçайса.
Çăтăр-çатăр тутарсан,
Çынсем пуçа çĕклерĕç,
Вăл чарăнма пуçласан,
Тутисене елпĕртрĕç.
«Акă сана арçури», —
Тенĕ сасă илтĕнчĕ, —
«Шултра тăвар муклашки
Санăн вăйна çĕнтерчĕ».
Утсем çине утланчĕç
Çав çĕрлехи маттурсем;
Вут хĕрĕнчен тапранчĕç
Вĕсен самăр лашисем.
* * *
Уйăх тухрĕ, хăпăрчĕ,
Шур çутăпа çутатать;
Тĕнче тĕксем палăрчĕ,
Юмахри пек курăнать.
Уйах шăвать кулянса
Кăвак пĕлĕт тăршшĕпе,
Пирĕн çĕре сыхласа
Пуçне пĕкет хĕрхенсе.
Тĕнче шăпах çывăрать,
Ывăннипе вăл канать;
Таçта лаша тулхăрать:
Мĕскерле çын çул каять?..
Пушкăрт пусси патĕнче
Ав, мĕлкесем куçаççĕ,
Кăвакал шурĕ енчен
Сиккипеле каяççĕ.
Хура пусă уйĕнче
Ертсе çулĕ хăй пырать:
Сухаланă çĕр хушшинче
Вăл çап-çутă курăнать.
Сиккипеле сиктерсе
Вăрманпала пыраççĕ.
Лашисене хистесе
Вăйран-халран каяççĕ.
Лашисенĕн ăшĕсем
Шыв тумламсăр çунаççĕ.
Хăйсен те çăварĕсем
Темĕн пек ĕçме ыйтаççĕ.
Çавна кусем астуса,
Çаптӳлек кӳлли еннелле
Лашисене çавăрса,
Чуптараççĕ сиккипе.
Çамак тавраш хăртнинче
Çаптӳлек кӳлли курăнать;
Хĕрлĕ хăва пĕр енче
Кашла-кашла хумханать.
Уйăх мĕлки пашалу пек
Кӳлĕ тăрăх ярăнать,
Кӳлли пысăк кантăк пек,
Курăк ăшĕнче çутăлать.
Пирĕн çич чĕлхеçĕсем
Çитрĕç унта чуптарса,
Лашисене мĕскĕнсем
Шăвараççĕ астуса.
Хĕрлĕ хăва варринчен
Тухать кайăк-кăвакал,
Куçа хупса иличчен
Кӳлле каçать кăвакал.
Ярăнать те, чăмать те,
Пĕтĕм кӳлле çавăрнать.
Тĕкĕ уйăх çутипе
Йăлтăр-йăлтăр çеç тăвать.
Кӳлĕ хĕрне тăсăлса
Асамçăсем выртаççĕ,
Шыва ланкăртаттарса
Тутисемпе туртаççĕ.
Ĕçрĕçĕ те тăранчĕç,
Тăрас тесе уйлаççĕ,
Анчах пĕри те тăмарĕç,
Пурте шыва каяççĕ...
Шурут çырми варринче
Шур шăмăсем выртаççĕ,
Кĕркуннехи çĕрсенче
Вилнĕ çын пек курнаççĕ.
Пирĕн патри чăвашсем
Унтан çĕрле иртмеççĕ;
Вĕсен шăмăсăр чĕлхисем
Темĕн те пĕр пуплеççĕ.
Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче
Çичĕ юлан тухаççĕ,
Хура шăрчăк уйĕнче
Каллĕ-маллĕ чупаççĕ.
Карланкипе хăртлатса
Пырсан-пырсан макраççĕ,
Пăсăк саспа кулянса,
Хуйхă юрри юрлаççĕ:
«Пурăннă чух пурăнтăмăр,
Усал нумай турăмăр,
Вилсен асапа кĕтĕмĕр,
Шыври усал пултăмăр.
Кунĕн-çĕрĕн вут çинче,
Чĕлхе çинче çакăнса,
Çак мăн çĕрĕн айĕнче
Пурăнатпăр макăрса.
Шурут çырми лакăмне
Пирĕн утсем тăрăннă,
Типĕ çырма тĕпĕнче
Выçă пирки касăлнă.
Чĕрĕллех шыв усалĕ
Илчĕ хитре Чĕкеçшĕн,
Тытрĕ кайăк кăвакалĕ
Çаптӳлек кӳлли шывĕшĕн.
Çапла вĕсем юрласа,
Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче,
Лашисемпе кустарса
Çӳреççĕ вар патĕнче.
Хăямат енчен-и тен
Вĕçет килет текерлĕк,
Юрлать çынсем чарăнсан
Чĕрĕ шуйттан евĕрлĕ:
«Пурăннă чух ĕçĕрте
Сире кам пулăшатчĕ?
Сирĕн усал пăсташăрта
Кам вăй сире паратчĕ?
Ватăлнипе, супнипе
Хăвăра хăвăр пĕтертĕр,
Хăвăр чĕлхе пĕлнипе
Кам вăйлине пĕлмерĕр.
Палан варне тупрăр-и,
Хай кайăка тытрăр-и;
Пуян хĕрне çăлтăр-и,
Кăкшăмпа мул илтĕр-и?»
Шăмăш автанĕ авăтать,
Шăп çурçĕре пĕлтерет,
Куçран-пуçран çухалать
Çынĕсемпе текерлĕк.
Шурут çырми варринче
Шăмăсем çеç курнаççĕ,
Хавшак çынсен чунсене
Хăратса çеç выртаççĕ.
II
Кармал ялĕ аслă ял:
Пуян та пур, чуххи те,
Ăннă халăх ĕçĕсем
Пĕтĕм пысăк ялĕпе.
Ăçта кирлĕ сат пахчи
Сулхăн туса кашлатать,
Вĕсен çимĕçĕн шăрши
Йĕри-тавра сарăлать.
Пускиллийĕ варсемпе
Пускилсенчен уйăрлать,
Çапах та пĕр-пĕринпе
Ĕçсе-çиме хутшăнать.
Анаткасра пурăннă
Амăшĕпе Юманкка,
Маттур ача çав пулнă
Ялти тăлăх Юманкка.
Ĕç ĕçлеме юратнă,
Йăваш пулма тăрăшнă,
Ырă çынпа паллашнă,
Усал çынтан уйăрлнă.
Хальччен çынна култарман,
Ури çине пустарман;
Вăл тăшмана тапăнсан,
Унтан тăшман тарайман.
Çилленсессĕн çĕлен пек,
Куçпа çиçĕм çиçтерет;
Кăмăллă чух, кăльăк пек,
Çын чĕрине çемçетет.
Кутник сакки сарлакăш
Хулпуççийĕ курăнать,
Улăп пĕвĕ пысăкăш
Кĕлеткийĕ курăнать.
Сарă хĕрсен вăйăра
Пĕр ун çинчен куç каймасть.
Вăл юрланă вăхăтра
Ялта пĕр çын çывăрмасть.
Юр юрлама тапратсан,
Тупăкри çын чĕрĕлет,
Калаçмашкăн пуçласан,
Ватă çынтан ирттерет.
Сара çӳçĕн кăтрисем
Пĕтĕм хĕре пăхтарать,
Хĕрлĕ пичĕ-куçĕсем
Çине пăхсан, сăн курнать.
Пуринчен те ытларах
Чĕкеç ăна юратать,
Пуринчен те нумайрах
Унпала вăл вăй вылятъ.
Юманкка та Чĕкеçе
Питĕ хытă юратать.
Вăйăра Чĕкеç еннелле
Вăл йăшлăнать, сулăнать.
Анаткасра пĕлеççĕ,
Вĕсем çапла иккенне,
Анчах ним те чĕнмеççĕ
Иккĕшне те савнипе.
* * *
Хитре Чĕкеç çухалсан,
Вăл çухални ирпеле,
Тул çутăлнă-çутăлман
Сарăлнă ялĕпеле.
Тыр вырма та каяççĕ
Кармал ĕçчен çынĕсем,
Ун çинчен çеç шавлаççĕ
Шăмсăр-мĕнсĕр чĕлхесем.
Уланки хĕрĕ çĕтнине
Анаткасра пĕлеççĕ,
Ăна кайăк тытнине
Темскерле те пуплеççĕ.
Юманкканăн хăлхине
Çав сăмахсем кĕреççĕ,
Унăн вĕри чĕрине
Çите, çите тивеççĕ.
— Ах, чунăмçăм, шухă чун,
Епле пулас, мĕн тăвас?
Ах, юратнă савниçĕм,
Епле сана ман çăлас?
Анкă-минкĕ пуçĕнче
Çав шухăшсем çӳреççĕ,
Унăн куçĕ умĕнче
Иртнĕ кунсем иртеççĕ.
Лайăхрах ыйтса пĕлем,
Ăспа пуçра çавăрам,
Унтан вара ĕненем.
Пӳлĕхçие пуççапам,
Пӳлĕхçие кĕл тăвам
Чăтма вăй-хал памашкăн,
Пулушăмран ыйткалам
Шырама пулăшмашкăн.
Чĕркуçленет, пуççапать,
Пӳлĕхçие кĕл тăвать.
Вĕри куççуль юхтарать,
Пĕр сехетрен тин тăрать.
Тăрать те вăл чуптарать
Çырма пуçĕ пускилне,
Сасартăк кĕрсе тăрать
Пулушăм пĕчĕк пӳртне.
— А, Юманкка, килех! —
Теет ăна пулушăм;
— Тĕпелерех иртейсем, —
Чĕнет ăна пулушăм.
Пулушăм вăл чĕлхеç мар,
Çапах чиртен тӳрлетет,
Вăл асамăç-юмăç мар,
Çапах тем те пĕр пĕлет.
Юманкка хăй хуйхине
Калать ăна хăлхинчен,
Мĕскерле тумаллине
Ыйтать пĕтĕм чĕринчен.
Пулушăмĕ ырă çын,
Çавна курсан хĕрхенчĕ,
Епле тупасси çинчен
Кала, кала пĕлтерчĕ.
Çăмăлланчĕ Юманкка,
Пулушăма тав турĕ;
Унтан вара каялла
Анаткаса уттарчĕ.
* * *
Тавлă çĕр уййи вăрманта
Уçланкă пек курăнать;
Йĕлме-çӳçе йĕри-тавра
Симĕсленсе сарăлать.
Паян хĕвел шăратса
Хура пусса çунтарать,
Çулти çынна тарлатса
Вăйран-халтан кайтарать.
Çапах виççĕн вăрмантан
Тухаççĕ те утаççĕ,
Вăрман виттĕр тавраран,
Тавлă çĕр урлă каяççĕ.
Кĕл пек тăпра çийĕнчен
Вăкăрсем пек утаççĕ,
Пуринĕн те аллинче
Алтуйисем выляççĕ.
Хĕвел пăхать шăратса,
Çил-шав, кĕр-кар ним те çук
Кайăк юрра юратса
Юрлаканĕ пĕри çук.
Виç çын çеç Тавлă çĕре
Янтратаççĕ калаçса.
Сасартăк вĕсен çине
Тусан пырать йăванса.
Çавра çилĕн варринче
Вĕсем курчĕç пĕр пукан;
Çав пуканĕн çийĕнче
Пĕр çын ларать, чĕр шуйттан,
Чике тăршшĕ ватă çын
Вут пек хĕрлĕ сухалпа,
Мăйракисем çĕр вăкăрин
Юплĕ-юплĕ чармака.
— Катăк пуртă, е çĕçĕ,
Тимĕр карта тĕлнех пул, —
Пĕри çапла терĕ те,
Хăйсен çулпе утрĕçĕ.
Вĕри тусан çавăнтах
Саланма та пуçларĕ,
Шуйттанĕ те паччувах
Таçталла кĕрсе кайрĕ.
Çул çыннисем Кармалтан
Тухнă ĕнер ирпеле,
Вĕсем çавă вăхăтран
Утнă çĕрĕ-çĕрĕпе.
Хăйсем Тавлă çĕр уйпе
Яра-яра пусаççĕ,
Хырăмĕсем хыр çинче
Ула-ула лараççĕ.
Вĕсен çулĕ хĕрринче
Улма йăвăç курăнать,
Çаврака сулхăнĕпе
Хай айнелле йыхăрать.
Çавăнпа ун сулхăнне
Çаксем пырса лараççĕ,
Хутаççинчи çăкăрне,
Кăларчĕç те чăмлаççĕ.
Йăвăç çинче улмисем
Çиме анчах чĕнеççĕ,
Анчах тăнлă чăвашсем
Спассăр улма çимеççĕ.
* * *
Апатланса тăранчĕç
Вăрăм çулăн çыннисем,
Паттăрсем пек тапранчĕç
Каллех утма маттурсем.
Хитререх те пысăкрах
Вăта çĕрĕнчи маттурĕ,
Иккĕшĕнчен çăмăлрах
Утать унăн урийĕ.
Вăл витĕрсе калаçать,
Темскер тума вĕрентет,
Йĕри-тавра пăхкалать,
Куçне-пуçне вылятать.
Çавă пулать Юманкка.
Иккĕшĕ — юлташĕсем,
Матенпеле Улянкка, —
Ун пиччĕшĕн ывăльсем.
Вăл вĕсене юлташа
Илнĕ хăйпе çул çине;
Лешсем те асăнмалăх
Пулашаççĕ тăванне.
Çапла вĕсем утаççĕ
Питĕ хытă васкаса;
Курăнми те пулаççĕ,
Вăрманалла пăрăнса.
Хĕвел пăхать пĕçертсе,
Тĕнче тĕтрен курăнать;
Вăрман, сулхăн ӳкерсе,
Хăй айнелле йăхăрать.
Хĕвел хытă шăратсан,
Ирĕксĕрех ӳпкелĕн,
Пăтăр-пăтăр тар тухсан,
Каç пуласса çеç кĕтĕн.
Анчах хĕвел вăхăтсăр
Анса лармасть сăрт хыçне,
Каç та çапла вăхăтсăр
Килмест уçă сывлăшпе.
Паянхи кун улшăнчĕ:
Хĕвел кăнтăр тĕлĕнче
Катăлмăшкăн пĕр енчен
Кăштăн-кăштăн тытăнчĕ.
Вупăр карчăк шутланă
Хĕвел пуçне çимешкĕн:
Патак çине утланнă
Хĕвел патне вĕçмешкĕн.
Хĕвел патне çитнĕ те,
Кавле-кавле çутта çиет.
Пĕтĕм çутă тĕнчене
Çăварепе хăратать.
— Тĕнче ĕнтĕ пĕтет пуль! —
Тесе çынсем пуплеççĕ;
— Юлашки кун çитрĕ пуль! —
Тесе уйран кĕреççĕ.
Юманккапа юлташсем
Тĕттĕм пирки чарăнчĕç:
— Сĕм-сĕмеккем, сĕмеккем,
Çав карчăка çи! — терĕç.
Вĕсем çапла каласан,
Хĕвел пăхма пуçларĕ;
Хăйсем каллех пăртакран
Кайрĕç каяс çулĕпе.
Тĕттĕмленчĕ, каç пулчĕ,
Пĕтĕм тĕнче лăпланчĕ,
Шăрăх сывлăш уçăлчĕ,
Вĕри ăшă лĕпленчĕ.
Такăр, яка çулпала,
Сĕм вăрманăн тăршшĕпе
Виçĕ маттур каçпала
Пыраç пысăк уттипе.
Хаштин-хаштин хашлатса
Вĕри çĕлен вĕçтерет,
Сывлăш тăрăх ярăнса,
Хĕрлĕ хĕлхем ӳкерет.
Çул çыннисем пуплеççĕ,
Сасă туса утаççĕ;
Пуçĕсене çĕклеççĕ,
Çавна курах каяççĕ.
— Ку çĕлене антарас,
Улталама ярас мар,
Яш-кĕрĕмĕ ыр тăвас,
Илĕртмешкĕн парас мар, —
Шикленмесĕр каларĕ
Юманкка çав сăмаха.
Катăк çĕçĕ кăларчĕ,
Сулахайпа каялла.
Сылтăм хулпуççи урлă
Çав çĕççине пăрахрĕ,
Сулахай алли урлă
Сурса çапла каларĕ:
— Вĕри çĕлен вут çĕлен,
Ан çакăн-ха, вут çĕлен.
Улталаса яшсене
Ан çӳре эс ӳлĕмрен!
Вĕри çĕлен çавăнтах
Ӳкет çиçĕм çиçнĕ пек,
Юманккаран кайрарах
Упаленет шуйттан пек.
Юманкка пĕр юлташне
Пилеш хулă кастарать,
Унтан катăк çĕççине
Хулли вĕçне çыхтарать.
Вара хулла тытать те
Вут çĕлене çаптарать,
Вут çĕленĕн çурăмне
Кастарать те кăстарать!
Вĕри çĕлен пилекĕ
Çип пек çеç тăрса юлать,
Унăн вăйĕ-тĕрекĕ
Хĕртнĕçем пĕтсе ларать.
Ыйтать çĕлен пулăшу,
Юманккана йăлăнать,
Лешĕ парать пулăшу:
Кастарать те кастарать.
— Сире чĕррĕн ярсассăн,
Эсир çиччĕн тухатăр, —
Тесе ăна хуллипе
Çатлаттарчĕ-вĕлерчĕ.
* * *
Юманккапа юлташсем
Кунĕн-çĕрĕн утаççĕ,
Çапах алли-урисем
Пирĕнни пек ырмаççĕ,
Виççĕмĕш кунне вĕсем
Палан варне çитрĕçĕ.
Ăна курсан чĕрисем
Хытă кăлт-кăлт сикрĕçĕ.
Палан варĕ тарăн вар,
Епле унта анас-ха.
Ах, апла мар, апла мар,
Анас пулать çапах та.
Пĕр çăкана касрĕç те,
Ун хуппине сӳрĕçĕ,
Явса вĕрен турĕç те,
Çавăн тăрăх анчĕçĕ.
Палан варĕн тĕпĕнче
Тар йăвăççи курăнать;
Юманкка ун еннелле
Юлташĕсемпе пырать.
Хĕрĕх те пĕр курăкпа
Лартнă шывпа Юманкка
Тар йăвăçне аллипе
Сĕркелерĕ тем тума.
Унтан мăка пуртăпа
Ăна касма пуçларĕ,
Анчах пуртти паллă та
Йăвăç çинче тумарĕ.
Вара çапла каларĕ:
— Касăл, касăл, тар йăвăç,
Тайăл, тайăл, тар йăвăç, —
Каллах касма тапратрĕ.
Кач! кач! лартать — касăлать.
Тар йăвăççи тайăлать;
Каснă çĕртен сĕт юхать,
Йăвăç кутне кӳл тăвать.
Юманккаран тар юхать,
Шăпăр-шăпăр тутарать;
Каснăçемĕн касалать,
Тар йывăççи тайăлать.
Ĕçес килет Юманккан,
Вут пек çунать ăш-чикки,
Çапах йăвăç касасран
Пăрахмасть ун ал-ури;
Çитменнине сĕт кӳлĕ
Пуçтарăнать йăвăçран,
Çапах та вăл: «Тем пулĕ», —
Тесе, ĕçмест çавăнтан.
Улянккана пурттине
Ывăнсассăн тыттарчĕ
Тар йăвăçне ӳкерме,
Пăртак хăй канма тăчĕ.
Пĕр вунă хут пуртăпа
Лешĕ кач! кач! лартсассăн,
Тар йăвăççи тайăлса
Ӳкрĕ, шалчи тулсассăн.
Тар йăвăççи ӳксессĕн
Куçран-пуçран çухалчĕ,
Вăл çухалсан, кӳлĕрен
Сар Чĕкеç тухса тăчĕ.
* * *
Пăнтăр-пăнтăр параппан
Сассипеле ял янтрать,
Юманккана ялти пуян
Паянхи кун хĕр парать.
Шап-шур халăх туй курса
Пуян патĕнче савăнать.
Сăрипеле тăранса
Шыв пек ăна тыткалать.
Çĕрĕпеле туй сикет
Яшсен чунне хускатса.
Тул çутăлать, çĕр иртет,
Халăх çапах çавăнта.
Хĕвел тухса хăпарсан,
Туй халăхĕ çуй турĕ,
Сарă пысăк кĕлетрен
Пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ.
Ик кĕтеслĕ шыльăка
Ăна илсе кĕреççĕ;
Ашшĕ-амăш шыльăкра
Куççулĕпе йĕреççĕ.
Парне парса çаврăнсан,
Татах кил-йышĕ йĕрет;
Ашшĕ-амăш тав тусан,
Пĕçкенчĕкпе хĕр хӳхлет:
— Телейне те ыррине
Аттем патĕнче куртăм,
Хуйхипе те суйхипе
Хĕр ĕмĕрĕнче паллашрăм.
Атте маншăн кулянăн
Утă çулма кайсассăн,
Ӳлĕм мана астăвăн
Тырă вырма тухсассăн.
Анне, хĕрне астăвăн
Хĕлĕн вăрăм çĕрĕнче,
Пайтах куççуль юхтарăн
Хăвăн тĕпел кукринче.
Мамăк минтер хăпармасть
Хăмач пичĕ тăвăртан,
Манăн кăкар çаврăнмасть
Пысăк хуйхă курнăран
Чĕрĕ турат йăмрасен
Çил-тăвăлта хуçăлать,
Хĕр те ашшĕ килĕнчен
Пĕве çитсен уйăрлать.
Чĕкеç çапла шыльăкра
Хӳхле-хӳхле юр юрлать,
Шап-шур халăх йĕри-тавра
Куççулĕне юхтарать.
Хапха патне çын утать
Пĕр-пĕринчен васкаса;
Юланутпа хĕр каять,
Йĕрсе юрлать хумханса.
Уй хапхинчен тухнă чух
Пĕркĕнчĕкĕн çийĕнчен
Саламатпа виçĕ хут
Çапрĕ кĕрӳшĕ хуллен.
Туй халăхĕ тайăлать,
Ӳсĕр халăх çывăрать;
Туй куракан саланать,
Туй сăрине вăл мухтать.
* * *
Пирĕн ĕмĕр, яш ĕмĕр,
Иртсе каять Чĕмпĕрте.
Ăслă пулас терĕмĕр,
Çавăнпа эпир ют çĕрте.
Пысăк ăслă пулсан та,
Юманккана çитес çук.
Питĕ çирĕп пулсан та,
Ваттисем пек пулас çук.
Ĕлĕкхи пур чăвашсем
Пĕчĕккĕнех пĕтеççĕ;
Вĕсен ĕçки-çикисем
Хăйсемпелех пĕтеççĕ.
Кармалта та ку чухне
Пысăк ĕçкĕ тумаççĕ;
Çимĕк çинчи вăйсене
Выляма та пăрахаççĕ.
Хĕлĕн вăрăм çĕрĕнче
Сарă хĕрсем улахра
Юманккапа Чĕкеçе
Асăнаççĕ юрăра.
Чĕкеç туйĕ кĕрлени
Йĕри-тавра сарăлнă,
Вăл çухалса тупăнни
Ĕмĕрлĕх ят хăварнă.
Хитре Чĕкеç юррине
Халь те пулин юрлаççĕ
Туй халăхне йĕртнине
Халап туса ваклаççĕ.
Йĕри-тавра сĕм вăрман
Пулнă ĕлĕк Кармалăн:
Кармал çынĕ уй курман
Уй хапхинчен тухсассăн.
Ăçта пăхнă — сĕм вăрман
Кашла-кашла хумханнă;
Унпа тырă-пулăран
Ытла Кармал савăннă.
Халĕ вăрман хĕррине
Тăрса юлнă çав Кармал,
Йăвăçсем те ку чухне
Сайра кăл-кал ӳсеççĕ.
Кармалăн улăхĕсем
Халь те утă параççĕ,
Халъ те Кармал çынĕсем
Утă çулса тарлаççĕ.
Палан варне хам кайса,
Хам куçăмпа хам куртăм,
Тарăннинчен хăраса
Анса анчах курмарăм.
Пирĕн ялти сар хĕрсем
Сăнсăр тискер яшсене:
— Палан вартисем! — теççĕ,
Çывăха та ямаççĕ.
Çынсем ĕçне ĕçлеççĕ,
Халапсене яраççĕ;
Вăхăчĕсем иртеççĕ,
Варти шыв пек чупаççĕ.
Тем тĕрлĕ те шыв юхать,
Тĕрлĕ çĕре алăтать.
Тĕслĕрен çын çуралать,
Пинтен пĕри чап ярать.
1907-1908