Пĕри манран ыйтрĕ, «Ăçти пултăн эсĕ?»
«Пĕлетĕн-и – терĕм – Кольцовка енне?»
«Юлташăм, ан кул-ха, ăна та пĕлмесĕр.
Тăхта-ха. Тен, эс Коротков тăванех?»
«Ăçтан эс?» - тесессĕн, «Пĕлетĕр-и, – терĕм –
Кушлавăш текен вун ик ялăн уйне?»
Умри чăвашсем алă тытрĕç, «Элкерĕн
Ентешĕ эппин. Тен, ун тăванех?»
Ытти халăхсен хушшинче те чылайăн
Ыйтаççĕ манран, «Сан килӳ ăçтарах?»
«Илтсе-и эсир Андриян Николаев…»
«Тăхта-ха. Тен, эсĕ те Шуршăлтанах?»
Таçти кĕтесре те мана питĕ лайăх
Пĕлеççĕ пулсан та, паллашчăр тепре,
Элкер, Коротков, Николаев
Манпа пĕр тăван. Эпир – пĕр тĕпрен!