«Çапкаланчăк» фильма кăтартатчĕç ун чух,
клубалла çумăр айĕн чупатчĕ яш-кĕрĕм.
Эс кĕрен кĕпепеччĕ — санран хитри çук!
Куçупа йăл кулса калаçаттăн пит чĕррĕн.
Эс мана алăран тытса лартăн шăпах,
пăлхантарчĕ пире аякри Инди фильмĕ.
Кур, епле этеме тӳртĕн тăнă шăпа —
ах, ытла та тӳнтер ăраскалĕ ун килнĕ...
Йĕп-йĕпе йывăçсем хунарсен çутипе
йăлкăшатчĕç, темскер калаçатчĕç именнĕн.
Шăппăн утрăм санпа эп вĕсен хӳттипе
Сулхăн каç шухăшне тĕпчесе хыт киленнĕн.
Кĕркуннеччĕ. Çилпе чăлханса çулçăсем
çĕр çине вĕлтĕр-вĕлтĕр ӳкетчĕç пит шăпăрт.
Кĕркунне сулхăнне сиснĕрен пуль, çынсем
чĕрне вĕççĕн утса çухалатчĕç пек хăвăрт.
Çумăр çурĕ çаплах. Алран ал çавтăнса,
сăрталла эпир чупрăмăр шухăшсăр, шухă.
Аякри асилӳ çеç халь юлчĕ тăрса,
вăхăта эс чарса калаймастăн: ан шу-ха.
Вăхăта эс чарса калаймастăн: тăхта,
çамрăк ĕмĕр иртет, çаврăнса кăшт пăхар-и?
«Çапкаланчăк» кино эпĕ куртăм татах —
тухса тăчĕ тепре çамрăк вăхăт сăнарĕ.
Ман çумри вырăн çеç пулчĕ пушă, шăпах.
Пурпĕрех-çке такам калаçать, тем асилнĕн:
Кур, епле этеме тӳртĕн тăнă шăпа,
ах, ытла та тӳнтер ăраскалĕ ун килнĕ.