Хĕллехи каникулта ял хĕрĕпе Тарьепе тĕл пулас кăмăлпа Мишша Михала арăмĕ патне улаха кайрĕ. Вăл çитнĕ тĕле хĕрсем кĕнчеле арлатчĕç, чăлха е алсиш çыхакансем те пурччĕ. Майĕпен каччăсем те пуçтарăнма тытăнчĕç.
Кăшт ĕçлесен çамрăксем юрласа-ташласа илеççĕ, çĕрĕ сутмалла выляççĕ, шӳт тăваççĕ. Типтерлĕ тытаççĕ хăйсене: Михала арăмĕ каччăсене нихăçан та краççын сӳнтерттерсе алхастармасть.
Мишша малтан хăюсăртараххăн ларчĕ. Хушăран çеç кирлĕ сăмахсем тупăнкаларĕç.
— Ку алсиш ман валли пулать пуль, — терĕ Тарьене шӳтлесе.
Мишша Тарье çыхса пĕтернĕ хăрах алсише чĕрçи çинчен илчĕ те кĕсйине чикме пикенчĕ.
— Ахаль те сан валли çыхатăп, — чăнласа тавăрчĕ Тарье. — Тăхăниччен вĕсене çумалла вĕт. Пар тавăрса.
Тарье Мишшаран алсишне туртса илме тăчĕ, каччă çакăнпа усă курса хĕре ыталама пăхрĕ.
Ыттисем самантрах çакна асăрхарĕç.
— Хăюллăрах пул, Мишша, — ăс пачĕç каччăсем. Мишша Тарьене ăсатнă чухне хĕре алсишне хĕвне чиксех пачĕ.
— Ыран каç улаха каллех кил, — илĕртрĕ хĕр. — Мăшăрĕпех парнелĕп.
Тарье сăмахне тытрĕ. Çĕнĕ алсишлĕ пулчĕ тепĕр каç Мишша. Каччă вара хĕре канфетпа сăйларĕ.
Пĕр-ик кунран Мишшан парнине амăшĕ асăрхарĕ.
— Ăçтан тупрăн? — тĕлĕнчĕ вăл.
— Тарье парнелерĕ. Эпир унпа туслă.
«Мишша каччă пулнă иккен...» — шухăшларĕ амăшĕ.
* * *
Вĕренекенсемпе Иван Афанасьевич хăй занятисем ирттерет, вĕсенчен шкулсенче хор ертсе пыракансене хатĕрлет иккен. Хăй тĕллĕн хора ертсе пыма пултарĕ-ши Мишша? Чи малтан Петĕрпе Кируша вĕрентсе пăхма шут тытрĕ. Тăваттăн юрлама тытăнсан пӳрт янăраса çеç тăрать. Халиччен ялта вырăс юрри илтĕнсех кайман. Çавăнпа урампа иртсе пыракан çынсем утма чарăнса тăнлаççĕ вĕсен юррине. Çапла майпа вырăс юррисене яла илсе килекенĕ пулса тăчĕ Мишша.
...Хĕллехи каникул яланах сисĕнмесĕр иртет. Каллех — шкула. Çунашка çине улăмпа витсе çĕрулми, çур михĕ çăнăх тиерĕç, хваттер хуçисем валли кукăль хучĕç. Пиччĕшне Шăхасана ăсатма Кури каллех çула тухрĕ.