Сасса таса упрарăм эпĕ,
пĕчченçĕ юлтăм пурпĕрех.
Çавна сиссех-тĕр, чун-чĕре те
çунатланса вĕçмест, йĕрет.
Чун çулĕ ирĕклĕ, çапах та
шăп пулчĕ музыка манра.
Гармонисĕр калас сăмахăм
пуш-пушшăн та тӳрккес янрать.
Çавна сиссех пуль, тус-хĕрарăм,
халаллă туйăм вăйĕпе
эс çĕнĕ кĕвĕсем юрларăн
пĕр маншăн çеç юрланă пек.
Ах, шанчăкăм! Ах, чун-хăватăм!
Çĕклерĕн эс чун çӳллĕшне.
Чун çӳллĕшпех эс — мăн тăванăм:
сис — ирĕклĕ пĕлтерĕшне...