Чăваш хĕрарăмĕ!
Илемлĕ эсĕ, паттăр, —
Эп пат татса калатăп сăмаха.
Эс мĕн чуль ача çуратса патăн
Çĕршыври çĕр тĕрлĕ халăха!
Чăваш хĕрарăмĕ!
Ĕçчен те эсĕ, ырă,
Татах калатăп: сăнупа - чечек.
Тен, çавăнпа нумай çуратрăн вырăс,
Чылай ӳстертĕн пушкăрт та узбек...
Тур сывлăх патăр,
Мĕн шăтнийĕ — ӳстĕр,
Çаран çинче хитре кашни çеçке.
Ман темшĕн ытларах курас килет-çке
«Анне! Анне!» тесе чĕнен пепке.