Этмен вăрçи пулнăранпа 1993 çулхи çĕртме уйăхĕнче 80 çул çитнĕ май
Çĕр те шыв тата сывлăш —
Чĕрĕ пурнăç асамĕ.
Пирĕн вăй, пирĕн сывлăх
Çав тесе эп калам-и?
Çĕр пире тăрантарнă,
Çунат хушнă, ӳстернĕ,
Ĕçлеме пархатарлăн
Ыррăн-сумлăн вĕçтернĕ.
Çавăнпа ĕмĕр-ĕмĕр
Пуç таять çĕре халăх.
Анчах пурнăç, атьсемĕр,
Килнĕ пуç çавăрмалăх.
Çитмен пурнăç каварлă,
Халăха çапăçтарнă...
Кам пуян — тутă ларнă,
Чухăнни тар юхтарнă.
Çук, ахаль юн юхман çав
Этмен çĕрĕ çинче те.
Иртнĕ вăхăт-асапçă
Хыçалта та — инçе пек...
Иртнине кам-ха манĕ?
Вăл ĕç халăх кун-çулĕ.
Хăй çĕрне саваканĕн
Халăхра ячĕ юлĕ.
Эй, çуралнă çĕршывăм,
Пуç таям сана сумлăн.
Эс пуртан эпир сывă,
Малашне те ыр сунăн.
Пурпĕрех сана темшĕн
Хисепе хураймастпăр.
Ĕç çыннишĕн, этемшĕн
Вăй-хална çавраймастпăр.
Пурнаймастпăр пĕри те
Шывсăр, сывлăшсăр, çĕрсĕр.
Çĕр çинче мул вăрри пек
Çӳрер мар чыссăр-нĕрсĕр.
Пурăнмашкăн çĕр кирлĕ,
Сар хĕвел — савăнмалăх.
Ĕçлеме туслăн-мирлĕн
Яланах хатĕр халăх.