Ним те кирлĕ мар,
Ахалех пит лайăх.
Тĕлĕрет вăрман,
Тĕлĕрет тавралăх.
Уйăх — çип-çинçе —
Уйăх та ĕшеннĕ.
Çут пĕве çине,
Хăй сăнне ӳкернĕ.
Ним те кирлĕ мар,
Ахалех пит лайăх.
Тĕлĕрет вăрман,
Тĕлĕрет тавралăх.
Пур сукмак паян
Ыр çула тухмалăх,
Пур юлташ-тăван
Ал тăсса памалăх.