Хура тутăр хурлăн ӳкре урайне...
Ан пăх эс ыйтуллăн, ан пăх тĕлĕнсе.
Кам ирĕкпе кĕрĕ шăннă пăр айне?
Е савсах-ши кайĕç «сивĕнтĕм» тесе.
Ӳпкев çук-и санăн? Лайăх кай апла.
Тăвалла ман çулăм, санăн — аната.
Ал сулас килет те — пытарап алла,
Юратсах каятăн. Ирĕкпех тата.
Ан пăх эс ыйтуллăн, ан пăх тĕлĕнсе,
Телейӳн çути сан — хăв çулу çинче.
...Тĕлĕрет йăмралăх, шăп тăрать тĕнче,
Ик шăпа, ик пурнăç ик çыран енче.