Нӳрĕленчĕ типĕ сывлăш,
Кĕç ак çумăр та çăвать.
Ман пуç çийĕн çумăр шывĕ
Шурă пĕлĕтĕн шăвать.
- Çул çӳревçĕ, çумăр шывĕ,
Каласамччĕ – ман пĕлес –
Сарлака тăван çĕр-шывăм,
Ăçтисем пулатăн эс?
- Итлесем, ман килĕм – Атăл.
Çил – атте. Анне – хĕвел.
Пиччесем вара тăваттăн,
Пурте тĕрĕс те тĕкел.
Ячĕсем те пит хăватлă,
Тинĕс, Кӳлĕ, Океан…
- Эй, тăхта. Вĕсем тăваттăн.
Теприне ăçта хуран?
- Каçарсам, пытартăм пулĕ
Эс курман тăванăма.
Юлашки – Этем куççулĕ –
Никама та кирлĕ мар.
Ĕлĕкрех ăна юхтарнă
Шыв пекех ахаль ĕçчен.
Макăрса чунне пусарнă
Тарăху кӳтсе çитсен.
Самани халь сирĕн çĕнĕ,
Тулăх пурнăç, çĕн саккун.
Уншăн çапăçнă та йĕнĕ,
Çиттĕр тенĕ çакă кун.
Сывă юл. Каçар. Васкатăп.
Ав атте килет пулас.
Уйăм-хирĕм сарлака та,
Çав-çавах çитсе курас.
– Усалпа пире ан асăн,
Çит, эппин, çитес çĕре!
Ӳлĕмрен, çула тухсассăн,
Хăнана кĕрсе çӳре.