Залра юхать ăшпиллĕ çемĕ,
Лăпкать пăлханчăк чĕрене.
Иртнĕ кунсен черчен илемĕ
Чуна ачашлĕ ĕмĕрне.
Ытарайми янрать шкул вальсĕ,
Хĕрсем çӳреççĕ ушкăнпа.
Пĕрин, ав, тухнă çут куççулĕ,
Тепри кулать ăш кулăпа.
Кунсем-çулсем, ак, иртнĕçемĕн
Килеп татах инçе çултан.
Залра çаплах янрать çав çемĕ —
Ăна манаймăн нихăçан.