Тӳснĕ, чăтнă, курнă çав
Тутлине те, йӳççине те.
Тем тесен те пурнăçа
Ырлăх-сывлăх çеç çĕнетĕ.
«Çĕнетӳ!» тесе тепри
Кăкăра çапмашкăн чĕрĕ.
Ăшĕнче вара çĕпри
Курайманлăхпа çеç хĕрĕ.
Çумласан та анана,
Юлкалать пиçен тымарĕ.
Пачĕ çын сăмах — ăна
Халăх умĕнче тытмарĕ.
Акă кам вăл — тал пиçен! —
Ыр чечек пек курăнасшăн:
Эс хуран вăй-хал — пиçен! —
Янтăпа вăл пурăнасшăн.
Пурăнасшăн хăйшĕн çех —
Куçĕ выçă харам пырăн.
Шухăшлать-ха ăшĕнче:
«Ман пата çитеймĕç ыррăн».
Тĕнче тĕрлĕ тенĕрен
Хăраса никам ан лартăр:
Çуралаймăн çĕнĕрен —
Чун-чĕре вут-хĕм кăлартăр!
Халăх пурнăçне асран
Кăларан этем — этем-и?!
Ӳкнĕ-тайăлнă ăсран,
Тĕрĕсех тĕк: вăл йӳтенĕ.
Ун пеккин тымар типет,
Çимĕçне вил хурчĕ ернĕ:
Пыраймасть сĕткен-сипет, —
Вăл ăна хăех пĕтернĕ.
Çавăнпа та кĕрешӳ
Ырлăх-сывлăхшăн пулсассăн, —
Ĕрлешӳ те пĕрлешӳ
Урнă пек çӳреймĕ кассăн.
Эпĕ — халăх умĕнче:
Ĕненет пулсассăн халăх, —
Тĕнчен тĕрлĕ хумĕнче
Кĕрешем-ха — пурăнмалăх!