А.Е. Алкана
Çуталать ман умра çавра кулĕ,
Кĕмĕл тĕслĕн çиçсе ялтăрать.
Эп сăнатăп: ун çийĕ каç кӳлĕм
Тĕкĕр евĕр тип-тикĕс выртать.
Тăрă шывĕ çине тинкерсессĕн,
Курăн тĕпсĕр кăвар тӳпене.
Хĕвеланăç енчен çил килсессĕн,
Çыранти ешĕл сад чӳхенет.
Вăл сада çамрăксем çитĕнтернĕ,
Çулсерен çамрăк йывăç лартса.
Çеçкесем шăпчăка илентернĕ,
Вăл юрлать чĕрене вăратса.
Юрататăп тухса уçăлмашкăн
Çак çыран хĕррине каçхине.
Çӳçĕмпе, сулхăн çил, эс ан ашкăн,
Эп итлем шăпчăксен сассине!..
Ĕç пĕтсен каçсерен савăнаççĕ
Çамрăксем çакăнти айлăмра.
Ах, ытла та тӳлек-çке çу каçĕ,
Кăмăлтан пуç таять ват йăмра!
Çуталать тĕкĕр пек çĕнĕ кӳлĕ,
Кĕмĕл тĕслĕн çиçсе ялтăрать.
Ташă-юрă янрать-и каç кӳлĕм, —
Çав-çавах кӳлĕ лăпкă тăрать.