Шур кĕпеллĕ аннемĕрсем пирĕн
Сар ыраш пуссине тухсанах,
Кăмăлланчĕ тинех сулхăн ирĕ,
Илем кĕчĕ мĕнпур таврана.
Кайăксем те сиксе хĕпĕртеççĕ,
Тăлăх сас илтĕнмест уй-хирте.
Тăрисем çӳлерех çĕкленеççĕ,
Савăнаççĕ-çке ĕçлĕ ирпе.
Илĕртет юрăри çывăх сасă,
Пуçтарать хăй тавра туссене.
Вăрманти хурăнсем чăтаймасăр
Чупнă-тухнă ыраш пуссине.
Уй-хирсем, аннесем пит илемлĕ
Пĕр-пĕрне сăн парса тăнăран.
Вĕсене сар хĕвел те иленнĕ
Хăй пекех ырă кăмăллăран.
Ачашлать хумлă ăшă мерченĕ
Аннесен йăрăс пĕвĕсене.
Çĕр çинче кам чĕри хĕпĕртемĕ
Пурнăç ирĕ килсен вĕсемпе.