Сăнĕнчен хитрех мар пулнăран
Чун-чĕри те çавах пулĕ терĕн.
Ытарми кăмăлне ӳкеймерĕн,
Ырă чун-чĕрине пĕлеймерĕн.
Юррисем салхурах пулнăран
Питĕ тунсăх этем пулĕ терĕн.
Мĕншĕн тунсăхлине сисеймерĕн,
Ăш сăмах калама пĕлеймерĕн.
Сан çине именсе пăхнăран
Пур çĕрте те хăюсăр пуль терĕн.
Саншăн çеç çуннине тĕшмĕртмерĕн,
Тен, хăвна пӳрнинех-тĕр тиркерĕн.