Савăнмалăх сарă хĕр,
Ял ӳстернĕ ятлă хĕр.
И, яшсемĕр,
Сарришĕн мар тĕлĕнтĕмĕр:
Савăнса та юрласа,
Çитмĕл ĕне хăй сăвать,
Сĕт витрине лартайсан —
Сумасăрах сĕт юхать.
Çур ял тăршшĕ çĕн вите,
Çитмĕл ĕнелĕх вите.
И, туссемĕр,
Пысăкшăн мар тĕлĕнтĕмĕр:
Ĕçме пуçне пĕкейсен
Ĕне умне çăл тухать,
Çиме пуçне пĕкейсен
Утă-улăм хăй пырать.
Маттур кăна чипер яш,
Халăх ăс-хал панă яш.
И, хĕрсемĕр,
Маттуршăн мар тĕлĕнтĕмĕр:
Хăрах алпа çавăрсан —
Çутă каять ялсене,
Тепĕр алпа пусайсан —
Юрă каять килсене.