1
Ларать хура çул хĕрринче лаштра юман — ват паттăр,
эп унăн тĕлĕнчен иртсе çӳреттĕм ачаран.
Вăл маншăн пĕлĕш çын пекех пит çывăх çавăнпа та:
утать пек шăппăн асатте уй-хир курса çарран.
Тен, çул çинче ĕшеннипе канма та шухăш пур ун?
Ăçта ларам-ши тенĕнех пăхать пек таврана.
Тен, çил шăхлич сассипеле хирте пуçланă юррăн
асамлăхĕ, утма чарсах, халь тыткăнлать ăна.
Ман çамрăклăх ĕмĕчĕсен пĕрремĕш çавраçилĕ
çул тытрĕ çак тĕлтен тахçан — юман çаплах ларать.
Иртет хуллен ун умĕнчен ачалăх, яшлăх, ватлăх.
Ана лăсканă тăвăлсем — паян çунатсăр, вилĕ!
Çук, йывăç мар пуль, ешерсе, хăй çулçине сарать —
çĕршывăмран тапса тăран юратупа тăванлăх!
2
Юман! Эс демон пек хальхаççăн чĕмсĕрленнĕ,
хуралнă кӳлепӳ аçа çапнипеле.
Сив шухăша путса, пăхан инçетелле:
эс çĕр пилне манса, ху шăпуна çилленнĕ.
Ма кӳренен ăна? Ырра та усала
эс курнă сахал мар — çапла тĕнче саккунĕ.
Ашăтаймасть пулас сана янра çу кунĕ:
тен, кайнă çавăнпа тарăхăву шала.
Кун евчине — çиле, çук, йышăнмарăн эс:
епле сан кăмăлна юрасшăн ачашланчĕ!
Çырлахтармасть сана юравлă çил чĕлхи.
Тип туратту çинче пĕртен-пĕр çулçă çеç
сан шавлă вăхăтна асилнĕн çапкаланчĕ,
эс ху та, хăрăкскер, çав иртнĕ кун мĕлки.
3
Хĕл çитрĕ çăварне карса каллех,
ват юмана касса çын шаршанларĕ:
«Хирте пĕччен ан лартăр ахалех,
хăй ăшшипе мана вăл усă парĕ».
Кăмакара кĕрлет хĕрӳллĕ вут,
Чалт! сирпĕнет хĕлхемĕ — хĕрлĕ çăлтăр.
Ашра ялан юман вутта çеç хут,
ан лартăр пăрланса вăл — юр ан шăлтăр.
Кил, кăмака хĕвелĕпе туслаш!
Ума татти-сыпписĕр ĕмĕр тăнăн —
Экран çинчи пек курăнать, куçать.
Лаштра юман çынпа каллех юлташ:
пĕренесем çине ӳкет те сăнĕ,
ем-ешĕл хум пырса çапать куçа.