Пире ырă сывлăх сунмарĕ
Мăянлă уй-хир те кунта.
Çапах та, романтика мар-и
Выртса пурăнма вакунта?..
Çунтарчĕ вут евĕр тип шăрăх
(Ачаш пулсан — кайăр тарса).
Хальччен çын иртмен уй-хир тăрăх
Çӳрерĕм хуçа пек утса.
Тулхашрăн, çиллентĕн хаяррăн...
Эпир, çеçенхир, пурпĕрех —
Çил хирĕç вĕрет-и, уяр-и? —
Мартен хурçинчен çирĕпрех.