Урса çĕкленнĕ чăрсăр тăвăл
Çӳрерĕ шуххăн хирсенче.
Ши! шăхăрса пуçларĕ сăвă
Пăрланнă пралуксем çинче.
Пĕр хĕрхенӳсĕр чупрĕ, асрĕ,
Лăскарĕ çилленсе пире.
Чармашкăн тăчĕ, тăрмаларĕ —
Хывса ывтас пек тумтире.
Çул-йĕр çут кĕленче пек пăрлă,
Вăл шутарать, ура хурать;
Е кансĕрлет утмашкăн хăрнă,
Тĕм-тĕмĕн юлнă хыт хура.
Çапах кĕтмерĕмĕр тап-такăр
Çулсем туса парассине...
Санпа чухне, юлташăм,
Мĕнпур çынсен йывăрлăхне
Илесчĕ, тетĕп, хам çине.