Укçа-тенкĕрен аптраса çитсен тӳрех ун патне кивçене каятăп. Пулăшать Мархва, хыт кукарланса тăмасть. Анчах та париччен малтан сăввисене вуласа-итлеттерсе тăна илет.
— Ну мĕнле, килĕшет-и? — ыйтать ывăнса çитсен хура куçĕсене ялкăштарса.
— Тем каламалла ĕнтĕ, — тетĕп ĕнсене кăтăртаттарса. — Эп, анкă-минкĕ, ăна-кăна чухласах çитерейместĕп те... Вопшетă, япăхах мар пек: янăравлă, чун-чĕрене вырăнтан хускатать.
— Тоттă! — мăн кăмăллăн пăхать ман çине кӳршĕ хĕрарамĕ. — Кам çырнине пĕлес пулать!
Нумаях пулмасть укçа нуши мана каллех Мархва патне илсе çитерчĕ.
— А, эсĕ-çке... — терĕ вăл хваттер алăкне уçса. — Тавай кĕр!
Килĕнче Мархва, ман телейĕме кура, пĕчченех пулчĕ. Хăй хĕрĕнкĕ. Сĕтел çинче — пуçланă «портвейн» кĕленчи.
— Лар, — çемçе пукан сĕнчĕ вăл мана.
Лартăм.
— Тутанса пăхатни? Саншăн, арçыншăн, ку кĕсре шăкĕ кăна-ха та, анчах урăххи — хăватлăраххи — çук.
— Ку та пăсмасть, — хĕпĕртесех килĕшрĕм эпĕ, мухмăрпа аптранăскер.
Пĕрер черкке сыпнă хыççăн Мархва «эп çиччас» терĕ те балкон çине тухса тем мăкăртатма, сăхсăхма пуçларĕ.
— Кампа пит тăрăшсах калаçрăн эс унта? — ыйтрăм Мархва каялла кĕрсен.
— Тур амăшĕпе, — пĕр кулмасăр тавăрчĕ вăл. — Тав турăм...
— Мĕншĕн? — тĕлĕнтĕм эпĕ.
— Мĕншĕн пулать-и, хама кĕпепе çуратнăшăн! Тĕрлĕ йăх-яхсенчен ăслăрах, талантлăрах туса янăшăн. Сăвă хыççăн сăвă шăрантарма пулăшнăшăн...
— Эсĕ, Мархва Çитăрăвна, виçĕ хутчен «анне» пулма ĕлкĕрнĕскер ăçтан вăхăт тупатăн çак çыру сĕтелĕ хушшинче муталанса ларма? — пӳлтĕм Мархвана. — Вĕтĕр-шакăрусем чăрмантармаççĕ-и? Вĕсене çапах та, пăхас пулать-çке-ха: кашни кунах ням-ням пĕçерсе çитермелле, çи-пуç питĕрмелле, кĕпе-йĕм çуса утюгламалла.
— Упăшкам пулăшать, Пал Иванч! Пракух пулмасан — тупата Туршăн — сĕтел уринчен çакăнмалла. Хăвах шутла-ха, ара: ĕçрен хашкаса таврăнать те тӳрех садике, кĕçĕннине илме, тухса чупать; унтан таврăннă чух, лавккасене кĕрсе, ĕçмелли-çимелли туянать! Çитет те киле, саппун çакса ярса хăвăртрах кухньăна. Апат-çимĕç хатĕрлесен урай сĕрет, тусанлă паласа силлесе кĕрет. Унтан, ваннăйне хупăнса, ирпе кĕлĕрсе хăварнă хура простыньсемпе вараланчăк япаласене çума тытăнать. Пĕр ӳстермесĕр калап: упăшка мар, ылтăн чăмакки! Юратасса мĕнлерех юратать тата — алăра çĕклесе çӳременни кăна! Хам та, ара, маххă памастăп-ха. Урампа пынă чух сĕмсĕр арçынсем выçă куçĕсемпе çисе ярасла пăхаççĕ, халăх умĕнчех çарамаслантарма хатĕр. Эрне каярах хула тăрăх тухса кайнăччĕ. Çӳресен-çӳресен, мĕн те пулин çырткаласа ярас шутпа пĕр кафе пеккине кĕтĕм. Пăхатăп: хам чылайранпа пĕлекен самаях паллă çыравçă ларать. Пытăм, сывлăх сунтăм. «Нивушлĕ, эсех ку, Марфутка?» — тет. «Эпи эпех-ха та, çав териех — палламалла марах — ватăлса кайрăм-шим?» — тетĕп. «Ватăлма ĕлкĕрĕн-ха! — хевтесĕр куçĕсене мăчлаттарчĕ писатель. — Малтан ман сана хытах асăрхаттарассăм килет». — «Ку мĕншĕн-ши тата, Çитăр Платонч? — ыйтатăп куларах. — Мĕн айăпа кĕтĕм-ши сирĕн умра?» — «Хе! — куçлăхне тĕккелерĕ çыравçă. — Ыйтса тăрать-ха! Ак çак шупка миххе ма тăхăнса лартнă эс? — шалпар шăлаварăма хыпаларĕ çакскер. — Ăçта сан унчченхи, арçынсене астармалла туртса хăпартнă мини-юбку?» — «Иртрĕç вăл вăхăтсем, Çитăр Платонч, — тетĕп. — «Мини» модăран тухрĕ, — халь хĕрĕ-карчăкĕ пурте купарчана çăтă тытакан «джинспа» çӳреççĕ». — «Вĕсем хăть пуçхĕрлĕ çӳреччĕр! А эсĕ çутçанталăк парнеленĕ илемлĕ пеççӳсене урăх ан пытарнă пул. Эс — поэтесса! Сан ыттисенчен çӳллĕрех тăмалла!» — тет. Тĕрĕсех калать вĕт, Пал Иванч?
— Мур пĕлет-и, — иккĕлентĕм эпĕ, тахçанах хĕрарăмсем çине пăхма пăрахнă ватă урçа. — Сăввусем пирки ним те каламарăн-и? Кĕнекӳне кăларма пулăшу ыйтмаллаччĕ.
— Камран? Унран-и? Вăл хăй те спонсорсем урлă кăна кăларкалать! Йăлăна-йăлăна, мĕскĕнленсе тупнă укçапа. Сăввăмсем пирки вара... Каларĕ: «Лайăх çыратăн, — терĕ. — Хама ирĕк парас тăк, сана паянах «халăх поэтесси» хисеплĕ ята илме тăратнă пулăттăм». А ма? Чăн та, халăх валли çыратăп эпĕ. Çапла вĕт?
— Э, унашкал «çветтуй» япалана ăнланать тетĕн-им эс мана, аран-аран кăна вăтам шкул пĕтеркеленĕ тăм пăшала. Поэзи маншăн сĕм вăрман! Этем ури пусман тайга! Эс луччĕ, Мархва Çитăрăвна, сăввусем пирки ăна-кăна чухлакан вулакансенчен ыйт. Вĕсем сана тӳрех, куçранах калĕç: мухтава тивĕç-и эс е таса хута варалакан графоман кăна. — Çапла каларăм та хама тыттарнă 50 тенке кĕсьене пĕтĕрсе чикрĕм, Мархва çăвар уçма ĕлкĕриччен тулалла — уçă сывлăшалла вирхĕнсе тухрăм...