Çуркунне, шыв-шур кайсассăн,
Çутçанталăк çĕнелсен,
Çĕр сывла пуçлать хаваслăн
Вăй илсе сар хĕвелтен.
Çĕр сывлать. Çӳлте шăваççĕ
Çивитти пек пĕлĕтсем,
Анлă уй-хирсем выртаççĕ
Вăрлăх акасса кĕтсе.
Кăпăшка тăпра килентĕр,
Ăшă çумăр, хатĕр пул!
Çĕр-аннемĕр çитĕнтертĕр
Пысăк тухăçлă тыр-пул.
— Çĕр сывлать! — тесе калатчĕ
Çуркунне çитсен атте,
Çиессӳ килсен кулачă
Упрасам çĕр хăватне.