(Такмаксем)
Садра улма пиçет-çке,
Çӳлти çăлтăр çути пек.
Савнă тусăм — сарă хĕр,
Картин çинчи пике пек.
Эпĕ каяп аякка,
Вăлă юлĕ хаваспа.
Çыру çырап армирен
Хĕрлĕ Çарăн парнипе.
Ăста тенкел çавăрать
Шурă Атăл хăвинчен.
Сивĕтсен те сивĕнмест
Чун юратни савнинчен, —
Епле хăйĕ сивĕнме
Çав хусах пек йĕкĕтрен?
Хĕрлĕ Çарта пулсан та,
Кашни каçах тĕлĕкре!
Чăнкăр-чăнкăр шăвкăрав,
Утсем тухса каймаççĕ-и?
Пăшăл-пăшăл хĕр сасси,
Атьсем тухса каймаççĕ-и?
Атьсем тухса каяççĕ çав,
Хĕрсем ăсатаççĕ çав. —
Савнă туссем, маттурсем
Пулăр çарта паттăрсем!
Сирĕн пӳртпе пирĕн пӳрт
Хире-хирĕç лараççĕ.
Сан савнипе ман савни
Ялан пĕрле çӳреççĕ.
Эпир кайсан армине,
Ярĕç çырусем пире.
Савăнăпăр, вулăпăр,
Çыруне чуптăвăпăр.
Шурă тутăр юр пекех,
Ялпора та тем чухлех.
Хамăр савни чун пекех,
Куç умĕнче вăл текех.
Эп каятап, савнă тус,
Хĕрлĕ Çарăн ĕретне
Тата вăйлă ӳстерме
Хамăр çĕршыв тĕрекне.
Çӳрен тиха ӳстертĕм.
Сĕлĕ-утă çитерсе.
Савса савни ӳстертĕм
Чĕреренех юратса.
Çӳрен утăм хампала,
Савни, эс ан ман яла.
Хĕрлĕ Çартан таврăнсан,
Пĕрлешĕпĕр санпала.
Айта, тусăм, утар-и,
Укăлчана çитер-и,
Укăлчана çитсенех
Иккĕн алă тытар-и?
Эп каятăп, эс юлан,
Эсĕ маншăн ан кулян,
Сыхлар Тăван çĕршыва,
Вăл тивĕçлĕ мухтава.