Икĕ ывăл — йĕкĕреш,
Савăнас-ши е йĕрес?
Амăш кăкăр çитерет,
Ашшĕ паттăр пек çӳрет.
Вăхăт хăвăрт иртнĕçем
Çитĕнеççĕ йĕкĕтсем,
Çирĕп сывлăхлă, таса,
Пĕтереймĕн мухтаса.
Икĕ ывăл — ик юман,
Пĕринчен тепри юлман...
Турă панă тăк тивлет
Туй тума пĕрлех тивет.
Те чăнах ку, те юмах,
Авлантарчĕç пĕр кунах:
Кинĕсем пĕр çемьерен,
Пурнăç кайрĕ çĕнĕрен.
Ват çынна сума сусан,
Çыпăçмасть ăна тусан,
Килĕшӳ тĕк килĕнте, —
Кил илемĕ — килĕнтеш.