(Анне патне)
Стихван Шавлине
...Салам сана, тăван аннеçĕм,
Салам тăхлан çăван çĕртен!
Мана аса илсен халь эсĕ,
Кăвар çине пăхса илсем.
Калас сăмахăм ман пиншерĕн,
Ялан çырма пикентĕм эп.
Анчах шавах чĕрем темскершĕн
Шăп çавăн чух тулса килет.
Вара хутна тытса перетĕн,
Перо кинжал пулса ӳкет.
Ĕçрен эрех, пирус ĕметĕн,
Илемсĕр пек кăвак тӳпе.
Ик куç умне тухать кун-çулăм,
Йĕркипеле курап ăна.
Ашма хыпса илет вут-çулăм,
Пушар хыпса илет чуна.
Ун чух вара хама туятăп
Вĕл-вĕл вĕçен шух чĕкеç пек
Вăрçа пăхми вĕçсе каятăп,
Çӳлтен-çӳлтен, ĕмĕтĕмпе.
Çурхи садсем епле илемлĕ
Сенкер-кăвак чечек ярсан,
Çулçисемпе мана витеççĕ
Турат айне пырса ларсан...
Ăçта-ши халь çавсем, ним ассăр
Çарран чупса çӳренисем,
Васан пасар енне хавассăн
Асаннепе васканисем?..
Ачалăха калле çавраймăн,
Ачалăх вăхăчĕ инçе.
Халь эп васкап сухал хырмашкăн,
Шур пĕрчĕсем тăнлавсенче.
* * *
...Çурхи шыва тытса пĕвеймĕн,
Тӳнсе юлать темле пĕве.
Кун-çулăма, анне, пĕлеймĕн,
Ăна хам çеç пĕлетĕп эп.
Вăл такăр мар, тумхах-сумхахлă,
Шăмма витет, авать хула.
Анчах анне питлет пулсаесăн —
Чугун хӳме ванса юлать...
Кĕрем вута, шыва чăмам-и
Çунмастăп эп, путмастăп эп.
Тăван аннеçĕмшĕн пулсан-и —
Йĕп çăртинчен тухатăп эп.
Сăнанă эс: çĕрле ир умĕн,
Кăвак тӳпе çунса тăрать.
Кĕмĕл укçа пит илĕртӳллĕн
Вĕçсе иртет те çухалать.
Е хăш чухне унтах пĕр авăк
Такам çулу шаккать хуллен,
Чăлпар вутне сапать йăл-ялăн
Куçа хупса илейиччен.
Шăп çавăн пек, анне, ман халĕ
Кун-çулăм хăвăрттăн иртет.
Çавăнпала хăш чух хаяр эп,
Çак çут тĕнче те тавăр пек.
* * *
...Куратăп: чунилли эсрелĕ
Хăрса çинçелнĕ аллипе
Çĕрне-кунне шута илмесĕр
Çава йăтса çӳренине.
Кунне миçе чун-пуç пухать-ши,
Пĕлмешкĕн йывăр çав, анне.
Çавах, çавах пырса тупать вăл,
Çĕклет мăкалнă çавине.
Вăл ман çумма пырса ачашшăн
Шавах шăлне йĕрсе тăрать.
Вара сăмах пуçлать йăвашшăн,
Хăй çавипе — шуйттан! — юнать.
«Мухтав сана, поэт тус-йышăм,
Сана чылай шырарăм эп.
Нимле хупах кĕрсе тухмасăр
Тĕнчипеле юлмарĕ», — тет.
«Каллех пĕрле иккен, ыр чунăм,
Çывах курап сана, сывах.
Санпа ялан эп туслă пулăн,
Салтак е лейтенант — çавах.
Чылайранпа сана сăнатăп:
Манман пулас? — ача чухне
Пĕве тĕпне туртса ансаттăм,
Шăрттан Имет пĕви тĕпне.
Шерип Санькки ун чух хăтарчĕ,
Хум хушшинче çӳçне курсан.
Ман кăмăла Санькка хăварчĕ,
Эс пур ăна телей сунан.
Пӳрт çивитти çинче çӳреттĕн
Пăта чĕрне кушак пекех.
Турат çинче йăлт-ялт сикеттĕн
Мамăк хӳре пакша пекех.
Эп пур вара çулна картласшăн
Сана шавах хампа илме,
Халтан кайса лакăштататтăм,
Анчах тытма мехел килмен.
Сана ялан такам сыхлатчĕ
Эп çĕнейми хăват парса.
Чим, чим тесе лăх-лăх кӳлаттăм
Санран таçта инçе юлсан»!..
* * *
...Эсрел çине пăхса илеп те —
Шăлне йĕрсе тăрать çавах
Хай пур вăл хăрăк шăмă çеç-мĕн,
Вăй-халĕ çеç — тискер çава.
«Кайран, эс çитĕнсе çитсессĕн,
Санран пĕр шит юлмарăм эп», —
Тесе тăсать татах эсрелĕ
Çĕр тĕпĕнчен юрланă пек.
Çакна эп илтрĕм те,
Çиллессĕн,
Мĕнпур саспа, мĕнпур халтан:
«Суятăн эс, пуçна çиесшĕн!» —
Тесе калас килейрĕ ман.
«Чăн-чăн телей тупас тесессĕн,
Атя манпа, тăванăм, — тет. —
Паян пĕрле утас килмест-тĕк,
Ыран çавах пыратăн, — тет. —
Манпа нуша мĕнне пĕлместĕн,
Хĕн-хур, асап манран инçе.
Вĕсем шавах пĕрле çӳреççĕ,
Вĕсем нумай çак çут тĕнчен.
«Каласшăнччĕ, ĕненме терĕм,
Мĕнле вăл пурăнăç тăвать:
Кринкка тусма эп тирпейлерĕм,
Ав, тĕмески çеç курăнать».
...Чĕрем шартах сиксе ӳкейрĕ,
Усал хыпар касать чуна.
Пĕр варти пек унпа ӳсеттĕм,
Курас çук-ши текех ăна?
Тек çук Унтри1, «вирьял поэчĕ»,
Максим Ястран... такам-такам.
Тайеам пуçна, тăван поэзи,
Тата кам çук-ши, каласам...
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
— Ивник! тесе йĕрсе пĕлтерчĕç
Виççе хутлатнă листасем —
Ваçанккапа Стихван вĕçтернĕ
Шур кăвакарчăн чĕпписем...
Кĕрекере миçе пуш вырăн,
Миçе черкке ларать ӳпне?
Паян — хăшне чăтма çук йывăр,
Хăшне ансат вара кӳпме.
Эсрел шăлне йĕрсе лĕхлетрĕ,
Эсрел каллех асса кулать:
«Атя манпа, эрех пехлетпĕр,
Камит курар — шуйттан ташлать.
Сана çавах ятлас килет ман:
Тăвас ĕçне тумарăн эс.
Йĕрке сăвва чăнах çыратăп,
Тесе нихçан çырмарăн эс.
Ахаль сая каять талант сан,
Хăвна хака хумастăн эс! —
Тесе Стихван миçе каланă,
Эс пур чăнах хумастăнччĕ.
Шупашкарта мана çук тетни,
Ăçта этем, эп — çавăнта.
Ивних чăнах санпа чун пекчĕ,
Сана чĕнет вăл хам пата».
Умма тухать Иван юлташăм,
Тăсать вăл туслă аллине.
Хăй калаçать, пуплет йăвашшăн,
Сирсем, тет, вилĕм çавине.
Чĕрем çунат хушса çĕкленчĕ,
Ман чуптăвас килет ăна.
Çумие пырса тăма пикентĕм,
Анчах умра мĕлки кăна.
«Бараев — вилĕме пăрайĕ!» —
Тесе пĕтерчĕ сăмахне.
Çакна асра тытса вара эп
Урса кĕреп тăшман çине.
Иван пуçне усса кăхлатрĕ,
(Кохсем çавах унран юлман!)
Шăп çавăн чух килсе хаплатрĕç
Икĕ снаряд шăлт ман умма.
Арман çӳлли тăнра çĕкленчĕ,
Мана хупларĕ хăй айне.
Çӳлте фашист вĕçсе çӳрет-мĕн,
Тăхлан тăкать-мĕн пуç тĕлне.
Кăвак тăнче юнпа пĕвенчĕ,
Кăвак тĕнче çунать, кашлать.
Эсрел вара хавас çĕкленчĕ,
Эсрел ура хуçса ташлать.
«Эс вилăм ташшине курман-ха,
Курман пулсан — курах, сăна.
Тен, сăвăпа çырса кăтартăн.
Ак çакăн пек ташлаç ăна...»
Эсрел ташша урса пикенчĕ,
Вăл ахăрать, кулать, асать.
Шăлт ман çумрах туссем тӳнеççĕ,
Тискер çава хирет, касать.
«Хавас сана ачашламашкăн,
Атя манпа, атя инçе!..» —
Эсрел çави çиçсе чашлатрĕ
Шăп çавăн чух ман пуç çинче.
«Эй, пурнăç! — терĕм эп хăватлăн, —
Хăçан вăрçмашкăн чарăнан?»
Иртет самант, умма пăхап та —
Тăрать ман ывăл — Арăслан.
Сасартăк вăл хĕçне кăларчĕ,
Пĕрех сулать вăл паттăрла
Эсрел таçтан куçран çухалчĕ.
Уларĕ выçă кашкăрла.
«Салам, атте! Çитме васкарăм,
Çунатăм пулăшрĕ вĕçме.
Мана анне кунта ăсатрĕ
Пиллерĕ тавăру хĕçне.
Çак хурçăран чĕтретĕр вилĕм,
Вăл ан çывхартăр сан патна.
Çĕнтерӳпе киле эс килĕн,
Çĕнеймĕ вилĕм хăватна!»
* * *
...Çапла, анне, çапла, аннеçĕм,
Кунта иртеççĕ кунăмсем.
Черечĕпе пуçа килеççĕ
Ман шухăшлан шухăшăмсем.
Аса илеп: уя тухсассăн,
Пин-пин таса çеçке çинче
Кĕрчемелĕх тесе пухатчĕç
Хĕвеллĕ пыл ĕçчен хуртсем.
Аса илеп: уя тухсассăн,
Çӳлте, шăпах ман пуç çинче,
Тăхăр тăри юрра яратчĕ
Пулас мухтав-телей çинчен.
Куратăн халĕ те хавассăн
Тăван уй-хирĕн ьгтамне —
Сар ылтăн пучахсем йăвашшăн
Ачаш çилпе хумханнине.
Çапла, анне, çапла, аннеçĕм,
Илем нумай вăл çут тĕнчен.
Ăна ывлу çырса вĕçлеймĕ,
Этем чăтми вут айĕнче.
Анчах та çак пушар лăпланĕ,
Тасалĕ тĕтĕмлĕ тӳпе.
Уйра тăри юрри шăранĕ,
Хумханĕ тырă лĕп çилпе.
Ман тантăшсем комбайн тытĕç,
Васкатĕç вăйлă трактора.
«Хутран-ситрен мана асилĕç», —
Шутлатăп эпĕ ăшăмра.
Пĕлетĕн ху, кирек кама та
Ытла нумай хăна пулма
Çак çĕр çинче паман-ха ирĕк,
Епле килен — çапла каян.
Кун-çул вăл — сывлăм шăрçи çеç-мĕн,
Хĕвел тухать — типет, сӳнет.
Анчах хăшин тумхахлă, тертлĕ,
Хăшин — шыв пак юхса иртет.
Çапла, анне, çапла, аннеçĕм,
Ман шух ята аса илме,
Чылай çĕрте эп йĕр хăвартăм,
Анчах та ир-çке-ха вилме.
Çавах пĕрмай хама вăрçатăп,
(Ытла та хĕн аса илме) —
Яш вăхăта тарам çухатнă,
Ăна ĕçпе упра пĕлмен.
Ман шухăшсем чăнах нумайччĕ,
Тем те тăвас тесеттĕм эп.
Ĕмĕтĕме тăшман путарчĕ,
Унпа вăрçма васкарăм эп.
Унта темле этем хаяррăн
Хĕç вылятса вăрçать тесен:
«Ман тимĕр мар-ши?» тесе хур эс
Вĕри чунна аса илсе.
Тен, вăл эпех пулма пултарăп,
Чĕрем çапла хушать, анне,
Хăшĕ паян мана ăнланмĕç
Ыран ăнкартĕç эп камне.
Салам сире, атте-аннеçĕм
Пин хут салам ярап сире.
Кун-çулăрсем аван пулсассăн,
Ялан хавас айван чĕрем.
Салам сире, атте-аннеçĕм.
Йăмăксене, шăллăмсене,
Ял-йышсене ятран валеçĕр,
Çак ыр сунан сăмахсене!
Татах пĕрле пулас кунсемшĕн
Чĕрем тем пек хавас сикет:
«Атте-анне патне çитесчĕ,
Ывăлăма курасчĕ», тет.
Мĕнпур тăван пĕрле пулсассăн,
Чыс кĕреки умне тăрса,
Мухтав юрри пĕрле юрласчĕ,
Юрласчĕ-çке шăрантарса!
Çитейĕ-ши çак ырă ĕмĕт? —
Çитес пулсан — тав пурнăçа!
«А çитмесен — шăпам çапла пуль,
Вара эп юлăп манăçа». —
Çакна калас килмест пĕрре те,
Мĕншĕн тесен — çĕршыв йĕрет.
Тăван çĕршыв — анне хăех вăл,
Тăван çĕршыв — вăрçа чĕнет.
Çав вăрçăра пуçа хурсассăн,
Пĕр ĕмĕт çех чун таппинче:
[[I,98]] илсе çӳретĕр
Ыр ятăма чăваш çинче.