::Ывăлăма — Левăна,
1Юлашки юмахăм пулĕ, тен.
::::Хăвăртрах пĕтересчĕ.
1
Тахçан авал çĕр çинче,
Сĕм-сĕм вăрман хĕрринче,
Çӳлĕ тусен айĕнче
Чăваш ялĕ ларнă, тет.
Çакă чăваш ялĕнче,
Пӳрне элчеле тӳссе,
йывăр хĕн-хур айĕнче
Тăлăх ача ӳснĕ, тет.
Çав ача çинчен, туссем,
Кăмăл турăм юрлама.
Юмахри хавас тĕнче
Тивĕç пулĕ ырлама?
Ман кĕслеçĕм кĕввисем
Итлеме кичем пулсан,
Ылтăн-кĕмĕл хĕлĕхсем
Тутăхса пĕтнĕ пулсан, —
Эп кĕслеçĕ пулам мар,
Ырă кĕвĕ калам мар.
Ик телейлĕ чун çинчен
Мухтав юрри хывам мар!
* * *
Халап — хапха тăрринче,
Юмах — юпа тăрринче.
Эл халапçă мучи мар,
Ман сăмахăм суя мар.
Эп юрлатăп илтнине,
Сĕм аваллăх юррине —
Мăн асатте-асанне
Юрласа хăварнине.
Ӳснĕ, теççĕ, пĕр ача
Пĕтĕм чăваш телейне.
Панă, теççĕ, ачана
Çут тĕнче хăй илемне.
Ун ятне пĕлес тесен
(Ятра çеç тăмасть телей!)
Çакă çамрăк йĕкĕте
Чĕннĕ пурте: Селентей.
Çитĕнсессĕн Селентей,
Каччă пулсан Селентей
Савнă, теççĕ, пĕр хĕре,
Селиме ятлă хĕре.
Улăхри çеçке пекех
Ӳснĕ, теççĕ, çав инке.
Шур кăлкан пек çӳçĕсем
Пулнă, теççĕ, çав пикен.
Хура çĕмĕрт куçĕсем
Кулнă, теççĕ, çав пикен.
Сасси, акăш сасси пек,
Янăранă, теç, пикен.
Селиме те тантăшне
Савнă, теççĕ, чĕререн.
Таса, çирĕп юрату
Чи хакли-çке тĕнчере.
Чăнахах çапла пулсан, —
Ĕмĕрлĕх хавас, телей!
Мăшăр вĕçен кайăк пек
Селимепе Селентей.
Лăпкă, тӳлек каçсенче
Концерт панă шăпчăксем.
Шав итленĕ тимлесе
Селимепе Селентей.
Лăпкă уйăх çутинче
Вăй вылянă çулçăсем —
Ик мĕлке вĕсем çинче —
Селимепе Селентей.
Сӳннĕ çутă çăлтăрсем,
Уйăх аннă тӳпене.
Сирнĕ тухăç чаршавне
Селимепе Селентей.
Шурăмпуçĕ килнĕ чух,
Ылтăн улма тухиччен,
Сывпуллашнă ерипен
Селимеле Селентей.
Çапла чылай вăхăтчен
Упраса усранă, тет,
Хăйсен таса чĕрине
Селимепе Селентей.
Эх, мăнтарăн юрату
Чи хакли вăл тĕнчере.
Темле йывăр асапа
Ун хăвачĕ çĕнтерет...
Анчах, савнă тантăшăм,
Çакă çутă тĕнчере
Ырă телей хыçĕнчен
Усал-инкек çӳрет-мĕн.
Ик телейлĕ çамрăкăн
Икĕ чĕри хушшинче
Вăл хура çĕлен пулса
Хуллен шуса кĕрет-мĕн.
Вара унта ерипе
(Мĕн тăвайăн инкеке!)
Хуллен-хуллен ĕрчеме
Хура йăва хурать-мĕн.
Вара çапла ăнсăртран
Икĕ çамрăк чĕрине,
Арман чулĕ пуснă пек
Хура инкек пусать-мĕн.
Шăпах çимĕк çитеспе,
Телей кĕтсе илеспе,
Вĕçсĕр аслă улăхсем
Сарăхайнă ларнă-мĕн.
Садра шурă çĕмĕртсем
Çеçке сарнă вăхăтра
Хаяр сивĕ çилпеле
Типсе-хăрса кайнă-мĕн.
Ма тесессĕн — сарпике
Тăлăх тăрса юлнă-мĕн,
Унăн чунĕ савнине
Вăрçа илсе кайнă-мĕн.
Ытарма çук Селиме
Вĕри куççуль тăкнă-мĕн.
Çав вăхăтра Селентей
Таçти çулпа утнă-мĕн.
II
Елĕк-авал хальхи пек
Пулман чугун çулĕсем.
Пĕлĕте çурса касса
Вĕçмен хурçă кайăксем.
Вĕç-хĕррисĕр тинĕсре
Хурçă карапсем чăмман.
Урăм-сурăм хумсене
Ун чухне çын чарайман.
Çичĕ пĕлĕт тӳпинчен
Пĕрре çӳлтен аниччен,
Пĕтĕм çĕрĕн таврине
Вĕçмен хурçă кайăксем.
Хальхи чугун çулĕсем
Пин-пин тĕслĕ хулана,
Билет укçи тӳлесен,
Çитереççĕ хăнана.
Пăрахут çине ларса
Эс тухан та тинĕсе —
Таçти, таçти çырана
Илсе çитерет сана.
Çичĕ пĕлĕт тӳпине
Улăхма кăмăл пулсан —
Çĕр тавринчи илеме
Хăвăрт çаврăнăн курса.
* * *
Çирĕм пилĕк çул таран
Салтак нуша курнă, тет.
Калама кăна аван,
Тӳсес пулсан — чăт кăна!
Селентей виç çул утсан,
Хăй çитес çĕре çитет.
Çирĕм икĕ çул чăтса
Пурăнасси юлчĕ, тет.
Мăшăр вĕçен кайăксем —
Селиме те Селентей.
Ырлăх çитĕ-ши вĕсен,
Çитĕ-ши курас телей?
Çук, инçе çав шухăшсем,
Çирĕм пилĕк çул инçе.
Çамрăк пуçри шухăшсем
Иртĕç асап хушшинче.
Селимен çунат пулсан
Таçта вĕçсе кайĕччĕ.
Савнă йĕкĕтне тупса
Чĕрки çине ларĕччĕ.
Вăл ун куçĕнчен пăхса
Çунат çапса юрлĕччĕ.
— Эх, юрату, юрату
Ĕмĕр сӳнми юлинччĕ!
Епле чăтĕ Селиме,
Çирĕм пилĕк çул кĕтме?
Карчăк пулĕ Селиме
Селентей таврăниччен.
Пĕчĕк ялăн çумĕнче
Çавра кӳлĕ выртнă, тет.
Унта шурă акăшсем
Карталанса юхнă, тет.
Лăпкă каçсем çавăнта
Хĕрсем вăй вылянă, тет.
Ирпеле каллех унта
Шыва кĕме аннă, тет.
Пĕрре кӳлĕ хĕрринче
Пике пĕччен пулнă, тет.
Чĕркĕмĕл пек тăрă шыв
Ун кăмăлне туртнă, тет.
Хăпăл-хапăл хывăнса
Пике шыва чăмнă, тет.
Таса ӳчĕ курăнса
Шур пулă пек юхнă, тет.
Шăпах çавă самантра
Кĕтмен усал çитрĕ, тет.
Ешĕл хăмăш хушшинчен
Хура çĕлен тухрĕ, тет.
Вăл пикен яшта пӳне
Яваларĕ илчĕ, тет,
Вара тĕпсĕр кӳл тĕпне
Илсе анса кайрĕ, тет.
Çакăн хыççăн пикене
Куракан пулмарĕ, тет.
Вăл путса вилни çинчен
Хурлă сăмах кайрĕ, тет.
Хăй вăл кӳлĕ хĕрринче
Кашни каç юрлатчĕ, тет.
Хăйĕн савнă тантăшне
Шыв хĕрне чĕнетчĕ, тет.
Вара çамрăк-кĕрĕмсем
Шыв хĕрне пымастчĕç, тет,
Лăпкă шурă акăшсем
Тек унта чăммастчĕç, тет.
Çавра кӳлĕ ячĕ те
Пике кӳлли пулчĕ, тет.
Нумай-нумай çул иртсен,
Вăл та типпе юлчĕ, тет.
III
Шăпах çакă вăхăтра,
Таçти-таçти çĕршывра,
Тискер вăрçă уйĕнче
Юн тăкнă тет Селентей.
Анчах ялти хыпара
Селиме-пике çинчен
Ютри патша çĕрĕнче
Ним те пĕлмен Селентей.
Шăпах вунă çул вăрçса
Вунă чĕрес юн тăксан,
Темле хăруш вăрçăран
Чĕррĕн тухнă Селентей.
Асар-писер тăшмана
Хĕрсе çĕмĕрсе тухсан,
Кайнă тарăн шухăша
Маттур салтак — Селентей.
Вăйлă çулăм чĕрене
Пĕтĕмпе хыпса илсен,
Патша хулинчен тухса
Тарнă сатур Селентей.
Хыçа юлнă сăрт-тусем,
Юлнă аслă уй-хирсем,
Юлнă сĕм-сĕм вăрмансем —
Пĕччен утнă Селентей.
Пăчă пулнă йĕкĕте
Пуш хирпе пĕччен пыма.
Хĕвел чуна типĕтет —
Çавах утнă Селейтей.
Уй-хирсем урлă каçса
Вăрмансем витĕр тухсан,
Каллех сăрт-тусем хыçне
Пырса çитнĕ Селентей.
Сĕм вăрман витĕр каçса
Аслă уй-хире тухсан,
Тĕл пулать пĕр сухаçа
Сатур йĕкĕт Селентей.
* * *
Хăрăк-харăк сухипе
Вăл хуллен ĕçленĕ, тет.
Çатан евĕр лашине
Ерипен хистенĕ, тет.
«Ут-ут, лашам, ут, лашам,
Атя, утах малалла.
Акнă тырă хăмăшла
Пĕр сĕрĕшсе тăмалла.
Ут-ут, лашам, ут, лашам,
Атя, утах малалла.
Пуçĕ пулĕ чаканла,
Пĕрчи пулĕ пăрçалла,
Ут-ут, лашам, ут, лашам,
Атя, утах малалла.
Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ
Таса ылтăн пулмалла.
Ут-ут, лашам, ут, лашам,
Атя, утах малалла.
Çав ылтăнпа халăхăн
Ырлăх-пурлăх курмалла!».
Çак сухаçă, шур сухаç,
Уй асамçи пулнă, тет.
Ăна сатур Селентей
Ыр сунса пуç тайрĕ, тет.
Селентей:
Вăй патăр-и ваттине,
Ĕç мухтавлă пултăр сан,
Хам тăвам-и сухине,
Кăмăл-терĕшӳ пулеан?
Мĕншĕн эсĕ, асатте,
Çак уй варринче пĕччен?
Хăвна кура ывăнми,
Ватăла пĕлми ĕçлен?
Старик:
Тавтапуç ыр сăмаха,
Ерехмет сана, ачам.
Çулу пытăрах ăнса
Кăмăл тунăшăн, ачам.
Старик çапла каласа
Лашине тăварчĕ, тет.
Типĕ чапăр уттине
Ун умне пăрахрĕ, тет.
Вара çĕтĕк кушилрен
Хыт çăкăр кăларчĕ, тет.
Сĕтеклĕ пултăр, тесе
Тăварпа сиплерĕ, тет.
Çырмари çăл куçĕнчен
Шыв ăсса хăпарчĕ, тет.
Вара Селентей çумне
Хăй те пырса ларчĕ, тет.
Хирте апат тутлине
Пурте пĕлеç тантăшсем.
Тӳтлă апат умĕнче
Шавах тутлă сăмахсем.
Старик:
Каласамччĕ, ывăлăм,
Çул ăçта тытатăн эс?
Ан пытарччĕ, ывалăм,
Ăçтисем пулатăн эс?
Селентей:
Мана ялта Селентей
Тесе чĕннĕ ачаран.
Халĕ таçти инçетрен
Таврăнатăп вăрçăран.
Тата вуник çул чăтма
Çитеймерĕ вăй-халăм.
Çавăнла тарса килеп,
Каçарсамччĕ çылăха.
Килте савнă аннем çук,
Сан пек ватă аттем çук.
Хам çуралнă çĕршывăма
Çавах ĕмĕр манас çук.
Анчах улма çеçки пек
Чунăм савнă пике пур.
Чунăм савнă пикене
Çитсе курма ĕмĕт пур.
Аттем-аннем кĕтес çук
Савнă сатур ывăлне.
Савнă тусăм кĕтет пуль
Пулас хаклă мăшăрне...
Ват сухаçă ерипен
Вăрăммăн сывларĕ, тет.
Вара, сухалне шăлса,
Çакăн пек пуçларĕ, тет.
Старик:
Тавтапуç сана, ачам,
Тĕрĕсне каларăн эс.
Ĕмĕрте нихçан, ачам,
Ан пикен суймашкăн эс.
Чăнлăх путман тинĕсре,
Вăл хаяр вута çĕнет.
Пурнăçра малтан мала
Çĕнтерсе пыма чĕнет.
Эс курасшăн пикӳне,
Йыхăрать тăван кĕтес.
Анчах йывăр асилме,
Тек ăна кураймăн эс.
Пĕрре, шыва кĕнĕ чух,
Лăпкă çавра кӳлĕре
Хура çĕлен вăйĕпе
Пике путнă ĕмĕре.
Çак кĕтмен хыпара илтсен, Селентей чĕтресе ӳкнĕ. Уншăн пĕтĕм çут тĕнче сӳнсе ларнă пек туйăннă. Вара вăл çапла юрланă:
Эпĕ çакă тĕнчене
Савса килтĕм, асатте.
Анчах курман ырлăхне,
Пĕр асап çеç, асатте.
Тискер вăрçă уйĕнче
Хĕр ятне манмарăм эп.
Шавах çитĕп ун умне
Тесе шухăшларăм эп.
Çывăх, тату пурăнса
Телей тăвас тенĕччĕ.
Ача-пăча ырлăхне
Курма ĕмĕтленнĕччĕ.
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕте
Хура тăшман татрĕ-мĕн.
Икĕ çамрăк чĕрене
Çурма таран касрĕ-мĕн.
Халĕ каяс çук киле:
Унта çук атте-анне,
Çук унта чун пек пике,
Йывăр асилме ятне.
Ун вырăнне çут тĕнче
Касса çӳрем, асатте.
Çул ăнса пытăр тесе,
Мана пилле, асатте.
Старик:
Тискер вăрçă хирĕнче
Хĕр ятне манман пулсан,
Шавах çитĕп ун умне
Тесе çул тытнă пулсан,
Эс унпа пĕрле пулса
Телей тупăп тен пулсан,
Ачу-пăчу ырлăхне
Курăпах тесе çунсан —
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтӳ
Çутă санăн, ывăлăм.
Чуну савнă хĕр-пикӳ
Пулĕ санăн, ывăлăм.
Анчах тупма çăмăл мар,
Вăл хăрушă тыткăнра.
Йывăр ăна çăлăнма
Çав хăрушă тамăкран.
Пиллĕп сана пĕр пӳске,
Куçу пек ăна сыхла.
Тыт та пер — çĕре ӳксен,
Мĕн пулать — хăвах куран!
Старик çапла каласан
Лаши патне пычĕ, тет.
Вара ырхан лашаран
Йăптăх хырса илчĕ, тет.
Ват асамçă йĕкĕте
Ăрăм-сăрăм сăмахпа,
Ырхан лаша çăмĕнчен
Пӳске туса пачĕ, тет.
Вара таçти инçете
Çул кăтартса ячĕ, тет.
Йывăр килнĕ кунсенче
Аса илме сунчĕ, тет,
IV
Каллех умра пушă хир,
Каллех хĕвел пĕçертет.
Хăçан çитсе курĕ-ши
Çитес çĕре Селентей?
Халь ăна пике кĕтмест
Хай çуралнă ялĕнче.
Ăçта пырса пуç чикес? —
Пăшăрханчĕ Селентей.
Çавра кӳлле асăнсан,
Куç умне пике килет:
Çамрăк йĕкĕтпе пике
Çыранти шыва сикет.
Халь те ешĕл хăмăшсем
Ирхи лăпкă çилпеле
Пĕр-пĕринпе ерипен
Пăшăлтатса илчĕç пек.
Ăслă шурă акăшсем
Майĕпен чăмса çӳреç.
Икĕ тантăш вĕсемпе
Савăнса шыва кĕреç.
Кĕмĕл кӳлĕ тĕпĕнчен
Ахах чулĕ курăнать.
Тăрă шывăн ăшĕнче
Пит те ырă çăвăнма.
Эх, ăçта-ши çав кунсем,
Эх, ăçта-ши Селиме?
Епле савнă чунăмçăм
Парăнчĕ-ши вилĕме?
Йĕкĕт çапла шутласа
Чĕрине çунтарчĕ, тет.
Вара старик пӳскине
Çӳле вăркăнтарчĕ, тет.
Пĕрре куçа хупиччен
Çĕр кисренсе илчĕ, тет.
Те пĕлĕтрен, те çĕртен
Пĕр урхамах килчĕ, тет.
Вара, чĕлхе кăларса,
Ыр сăмах пуçларĕ, тет.
Çамрăк сатур салтака
Çакăн пек каларĕ, тет.
Урхамах:
Эпĕ хатĕр, Селентей,
Итлĕп эсĕ хушнине.
Лар та вĕçтер тăвăл пек,
Хытă тыт çеç чĕлпĕрне.
Вĕçĕп пĕлĕт тăррине,
Саншăн, ырă Селентей.
Анăп çич тинĕс тĕпне,
Саншăн, ырă Селентей.
Сатур салтак тĕлĕнет,
Пăхкалать йăл-йăл кулса.
Унпа, çывăх тусĕ пек,
Лаша тăрать калаçса.
Селентей:
Çилçунатăм, урхамах,
Тавтапуç, мухтав сана.
Санпа йывăр хурлăха
Çăмăл сирессе сунап.
Тата виç çул утмалла
Эп çитес çĕре çитме.
Пурпĕр мĕскĕн тăлăха
Унта никам та кĕтмест.
Савнă тусăм пурччĕ ман,
Садри сарă кайăк пек.
Çавра кӳлле путнă, тет,
Хура çĕлен айăпне.
Ăна çăлма çăмăл мар,
Вăл хăрушă тыткăнра.
Çĕрĕн-кунĕн вĕрет пуль
Çав хăрушă тамăкра.
Çав кӳл хĕррине çитер,
Питĕме унта çăвам.
Ан тив, савăнтăр пикем,
Çăмăл пулĕ чунăма.
Йĕкĕт, çапла каласан,
Урхамах çине пăхать.
Леш пустав йĕнер çине
Васкарах ларма хушать.
Пустав йĕнер пускăчне
Хывнă шурă кĕмĕлтен.
Урхамах çине ларсан,
Пĕрех пусма ĕлкĕрен.
Çӳлĕ тусем, вăрмансем,
Аслă тинĕс, уй-хирсем
Куçа хупса иличчен
Хыçа юлаç вĕлтлетсе.
Çапла пирĕн Селентей
Виç çул утас кӳль хĕрне.
Акăш-макăш вĕçтерсе,
Персе çитет ирхине.
Хĕвел тухать çĕкленсе,
Кӳлĕ кĕмĕл тенкĕ пек.
Хăмăшсем те силленмеç
Ăшă лăпкă çилпеле.
Урхамах çинчен анса
Кӳлĕре питне çусан,
Тĕлĕнет сатур салтак
Тăрă шьвв çине пăхса:
Тăрă кӳлĕ варринче,
Шур акăш пек ярăнса,
Шур пĕркенчĕк айĕнче
Пике чăмса çӳрет пек.
Ак, хуллен вăл, ершен
Шыв çинчен çĕкленчĕ пек.
Сарă кайăк сассипе
Юрлама пикенчĕ пек:
«Шăпчăк юрлать, савăнать
Улма çеçки хушшинче.
Юрламасăр мĕн тăвас,
Ун мăшăрĕ çумĕнче.
Вутра çунать ман чĕрем
Çавра кӳлĕ варринче.
Ай, çунмасăр мĕн тăвас,
Савнă тусăм пит инçе.
Урăх пике тупрĕ пуль,
Ыталать пуль çав хĕре.
Ак эп çĕлен аллинче
Юлтăм ĕмĕр-ĕмĕре!..»
Йĕкĕт çак юрра илтсен,
Çавра кӳлле сикрĕ, тет.
Анчах пике вырăнне
Шур кăлăк çеç юлчĕ, тет.
Вара хăй те çавăнтах
Кӳлĕ тĕпне анчĕ, тет.
Урхамахĕ йĕкĕте
Вилĕмрен хăтарчĕ, тет.
Çав урхамах пĕлĕтре
Ăмăрткайăк пулнă, тет.
Шыва кĕрсен, кӳлĕре
Кӳлĕ патши пулнă, тет.
Сатур салтак Селентей
Хыпар илтрĕ тет ялта:
Патшин чи кĕçĕн хĕрне
Темле вăй вăрланă, тет.
«Кам та кам ăна тупать
Çав патша хĕрне илет.
Патша тата кĕрӳшне
Çур патшалăхне пиллет».
Çав хĕре тупса килме
Шухăшланă Селентей.
Тен, качча илме тивет,
Кам пĕлет çын телейне?
V
Çавăн пек вăл юрату.
Сиктерет вута, шыва.
Юратусăр тĕнчере
Пурнăç йӳçĕ те шывак!
Халь пĕччен сатур салтак,
Тăлăх кăвакарчăн пек,
Ун чăн çывăх тусĕ те
Çил çунатлă учĕ çеç.
Халь вăл хатĕр тĕнчене
Çавăрмашкăн пĕтĕмпех —
Пулĕ тинĕс тĕпĕнче,
Çĕр çинче те пĕлĕтре!
Салтак çапла шутласа
Урхамах çине ларать. —
Вĕçтер, тусăм урхамах,
Çĕр тавра хăть çаврăнар.
Каллех тусем, вăрмансем
Аслă тинĕс, уй-хирсем
Куçа хупса иличчен
Хыçа юлаç вĕлтлетсе.
Çапла вĕсем, çиçĕм пек
Ялкăшса та çутăлса,
Çиçкĕнсе çитсе кĕреç
Таçти темле хулана.
Вĕл-вĕл вĕçсе тăрать, тет,
Хура ялав хулара.
Патша хуйхи-суйхине
Пĕлтерет, тет, халăха.
Сатур салтак Селентей
Пĕлтерӳ вуларĕ, тет.
Патшан чи кĕçĕн хĕрне
Темле вăй вăрланă, тет.
«Кам та кам ăна тупать —
Çав патша хĕрне илет.
Патши тата кĕрӳшне
Çур патшалăхне пиллет».
Вăл патша патне кĕрсе
Хăй çинчен пĕлтерчĕ, тет.
«Тупсан — эп тупса килеп», —
Тесе ĕнентерчĕ, тет.
Салтак сăмахне илтсен,
Патша хĕпĕртерĕ, тет.
«Хĕрĕме тупса килсен,
Кĕрӳ пулан», — терĕ, тет.
Тата çур патшалăхăма
Сана пиллĕп терĕ, тет.
Эхерех те тупмасан,
Пуçна касăп, терĕ, тет.
* * *
Тăвас ĕçе килĕшсен,
Таçти-таçти çĕрсене
Патша хĕрне шырама
Тухса кайнă Селентей.
Выртса юлнă уй-хирсем
Вăрмансем те ту-сăртсем.
Пĕтĕм çĕре чĕтретсе
Шав вĕçтернĕ Селентей.
Çичĕ кун та çичĕ каç
Çиçĕм евĕр ыткăнсан,
Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсе
Пырса тухнă Селентей.
«Сывпул, — терĕ урхамах,
Селентей çине пăхса. —
Кирлĕ чух эс чĕн хама,
Чĕн эс йывăрлăх тухсан».
Куçа хупса иличчен
Урхамах каять инçе.
Аслă тинĕс варринче
Селентей юлать пĕччен.
Ниçта нимĕн курăнмасть,
Ут-пӳ каять сĕрлесе.
Ашкăнаççĕ хумĕсем
Урăм-сурăм кĕрлесе.
1941 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче пуçланă.
Горький, 1941 çулхи июнĕн 13-мĕшĕ.