Вăрман... вăрман... сасартăк çутă...
Çул пачĕ тейĕн çав маяк.
Малтан пуçланнă калаçу та
Кĕтмен çĕртен вĕçленчĕ ак.
Хула иккен!
Савса сăнатăн
Эс çĕн хула çутисене.
Кĕç вакунран тухма васкатăн:
Çĕнни чĕнет хăй ытамне.
Никĕссене чулран хывман-тăр,
Туман-тăр çирĕп бетонран —
Тӳсĕмлĕхрен хывса хăварнăн
Туятпăр, çуртсене курсан.