(пунăçĕпе пултарулăхĕ)
Илья Ефимович Ефимов (Тăхти) 1889 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче халĕ Чăваш Республикин Тăвай районне кĕрекен Нӳшкасси (Çĕн Эльпуç) ялĕнче çуралнă. 1897 çулта Эльпуçĕнчи прихут шкулне вĕренме кĕрет, тепĕр çултан хăйсен ялĕнче уçăлнă пуçламăш шкула куçать. 1899-1903 çулсенче пулас çыравçă Сĕве хулинчи мăнастир шкулĕнче, 1903-1908 çулсенче Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире вĕренет. Кайран 1914 çулччен Тавăтри земство шкулĕнче (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районне кĕрет), тепĕр вĕренӳ çулĕ Превозное ялĕнчи училищере (халĕ Удмурт Республикин Сарапул районне кĕрет) вĕрентсе пурăнать. 1915 çулта ăна вăрçа илсе каяççĕ. Пĕр хушă Епхӳри тĕн семинарийĕнче ăс пухать, Г. Комиссаровпа пĕрле Чăваш наци ушкăнне йĕркелес ĕçре тăрăшать. 1918-1919 çулсенче Шăхранти (хальхи Канаш хулинчи) учительсен семинарийĕнчи кăтартуллă шкулта, 1919-1922 çулсенче Мускаври çут ĕç комиссариачĕн инспекторĕнче, 1922-1924 çулсенче ача çурчĕн пуçлăхĕнче ĕçлет. 1924 çулхи чӳк уйăхĕнче çыравçă В.Брюсов ячĕллĕ Литературăпа художествăсен аслă институчĕн студенчĕ пулса тăрать, тепĕр çултан Мускаври Пĕрремĕш патшалăх университечĕн этнологи факультечĕн литература уйрăмне вĕренме куçать, унта 1928 çулччен ăс пухать. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн И.Тăхти Шупашкара таврăнать, Чăваш тĕп педтехникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлать. Ӳпке чирĕпе аптраканскере тепĕр виçĕ çултан инвалида кăлараççĕ. Нумай вăхăт чирлесе пурăннă хыççăн 1938 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче И.Тăхти Шупашкар больницинче вилсе каять.
И. Тăхтин çырас ăсталăхĕ те, пурнăçа ӳкерес мелĕ те мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех пĕр стильлĕ тата пĕр шайра пулман. Çавăнпа та унăн пурнăçĕпе пултарулăхне тапхăрласа пăхни питех те кирлĕ. Çакăн пек тапхăрсем çине пайлама пулать: 1. 1905-1918 çулсенчи пултарулăхĕ. 2. 1919-1924 çулсенчи пултарулăхĕ. 3. 1925-1930 çулсенчи пултарулăхĕ. 4. 1931-1937 çулсенчи пултарулăхĕ.
1905-1918 çулсенчи пултарулăх И. Тăхти пултарулăх ĕçне халăх сăмахлăхĕпе кăсăкланнă май кĕрсе кайнă. 1905 çулта вăл Н.Никольский ыйтнипе тĕрлĕ халапсем («Пăкачав», «Ялсем мĕнле пуçланса кайнă», «Ыраш пучахĕ мĕншĕн кĕске», «Ят хурса яни»), йăла-йĕрке çинчен каланисем («Çын вилсен тăвакан йăла-йĕрке», «Тырă акакан каланă кĕлĕ»), мифла сăнарсем çинчен («Арçури мĕнрен пулать», «Хĕртсурт») пухать. 1906 çулта пулас çыравçă семинарире алпа çырса кăларакан «Шурăм пуç» журнал валли «Мĕн курни, мĕн илтни» ятпа тепĕр виçĕ халап çырса парать. Вĕсемпе усă курса вăл каярах илемлĕ хайлавсем çырать. Тĕслĕхрен, Çĕн Пуянкассинчи Вестĕртен çырса илнĕ истори халапне тĕпе хурса И. Тăхти 1924 çул тĕлне сăвăлла-прозăлла калав хайлать, ăна вăл «Элихун» поэмăн иккĕмĕш пайне вырнаçтарнă. Çавăнтах çыравçă тăван тăрăхĕнчи ялсем пуçланса кайни çинчен калакан халапсене кĕртсе янă.
«Эпĕ çуралнă çĕр-шыв» (1907). Хайлав жанрне çырнисен пуххинче тĕрленчĕк тесе палăртнă. Сăмахсарта çав сăмаха вырăсла «зарисовка, наброски, путевые заметки» тесе куçарнă. Хайлаври калавçă чи малтан аса илĕве тĕпе хуни, унта вăл истори халапĕсене, ваттисем аса илнисене каласа пани курăнать. Вăл темиçе яла танлаштарса тишкерӳ те тăвать: «Чӳрече хупписене сăрламан, сăрлама укçа кирлĕ, пирĕн ялти чăвашсем пуян мар, çавăнпа хутахай хыççăн пит каймаççĕ… Ĕç хыççăн йăванарах çӳресен, апата тутлă çисессĕн вара çултан çула çитерсе пырасси питĕ хĕнĕ».
Юнашар Энĕшпуç ялĕнчех (çав ялтан И. Тăхтин амăшĕ, Каюк таврашĕнчи Трахвинĕн Укахви ятлă хĕрĕ тухнă) урăхла иккен. Унта ĕçкĕ-çикĕпе вылянмаççĕ, «çут тум тăхăнса, пасар тавраш илсе» укçисене пĕтермеççĕ. Çав ял пуянĕсем те арманти вырăссемпе ĕçсе çӳремеççĕ. «Ĕçес тесен — укçа пур вĕсен, сăра тăвас тесен салат нумай вĕсен. Сăра пит ĕçмеççĕ вĕсем; эрехе те çулталăка четвертрен ытла пĕтермеççĕ вĕсем», — малалла пуянсем «шутлă çынсем» пулнине ĕнентерет çыравçă. Кунтах пĕрремĕш хут ял пупне хак пани пур: «Пуп ун патне пырсан, пупа çăмарта пĕçерсе парас пулать, мĕншĕн тесен унăн хырăмĕ çăмах яшкине юратмасть, пултран шӳрпине те ун таса тути сыпаймĕ».
Çак 20-мĕш çулсенче вăйлах палăракан ирони стильлĕ, тишкерӳллĕ хайлава синкретикăлла жанрпа (унта пейзаж та, публицистикăллă пĕтĕмлетӳ те пур) — очерк жанрĕпе — хайланă. Унти тĕп шухăш (чухăнлăх ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнинчен, яка тумланма тата пуп таврашĕпе туслашма тăрăшнинчен килет тени) çыравçăн «Финляндияра пурăнакан халăхсем» ятлă очеркĕнче (1908) те сисĕнет. Финсемпе белоруссен, литвасен пурнăçĕ çинчен çырнă хыççăн автор еврейсем пирки калама пуçлать: «Еврей еврее пур çĕрте те пулăшма, ăс пама тăрăшать. Эрех хăйсен аллинче пулсан та еврей, вăл çын ĕмĕрне кĕскетнине пĕлсе, ĕçмест».
Çапла вара И. Тăхти хăйĕн малтанхи очеркĕсенче, тĕпрен илсен, çутлăх ыйтăвĕсене хускатни курăнчĕ. Вĕсенче çыравçăн иронийĕ (таса туталлă пуп тени хăех мĕне тăрать!) те сисĕнет.
«Ухливан вутăша улталани» (1908) ятлă юмаха И.Тăхти хайла мелĕсене упраса çырса илме тăрăшнă. Вуланă чухне куç умне хайлаçă сăнарĕ тухса тăрать. Илсе пăхар-ха хăш-пĕр вырăнсене: «… кӳлле ялт! чĕвĕнчĕ»; «Хайхи вутăш, каланă пек, «ĕшт, ĕшт!» тесе пырать шĕшкĕ тĕмĕсем хушшинче. Сасартăк сиксе тухрĕ мулкач, шĕшкĕ çапсем, тĕмсем, тункатасем урлă ярна пырать. Вутăш та ун хыççăн: «Ан кай-ха, тан тăрса чупар!» — тесе, икĕ уран чупса ырса, тăват уран пырать…»; «… ырнăскер, пуçне усса пы-ырать Ухливан патне».
Çапах та çав юмах хайлаçă сăнарне хăй кăна калăплайман пулĕччĕ: кунта итлевçĕ (вулавçă) тимлĕхĕ Ухливанпа вутăш ачи хушшинчи тупăшăва йĕрлĕччĕ. Юмахран юмахлă калав туса уйрăм кĕнекен пичетлеме шухăш тытнă И. Тăхти унăн пуçламăшне («Ĕлĕк-авал Ухливанпа матки пурăннă. Вĕсен икĕ ывăл, виçĕ хĕр пулнă. Ухливанпа матки темĕн чул ĕçлесе те пурнăçне çитереймен. Ултă çултанпа Ухливан пĕр кӳлĕ хĕрринчи шĕшкĕ катине тĕплесе вир акса тăнă») туртса хурать те калавçă-хайлаçă сăнарне кăтартакан абзацсем кĕртсе лартать. «Пĕрре, хĕлле, каç пулттипе кӳршĕри Пилеш Мĕтри патне кайрăм, шакăлтатса ларма» — текен йĕркесем калу чăн пулса иртнине аса илни пек сыпăнса пырасса систереççĕ. Ваçка ятлă калавçă юмах ăсти иккен.
Хĕллехи çĕр вăрăмран чăваш çынни çĕрĕпех ал ĕçĕпе тăрмашать: улахри хĕрсем каччăсем çине пăхса ларнă вăхăтрах икĕ йĕке таран турахуп çиппи авăрлама, ар çынсем виç çăпата хуçса, тăваттăмĕшне тавăрса хума пултараççĕ. Авă, Ваçка юмахçă кӳрши те, юмах итлеме хатĕрленсе, çăпата кантри явма пуçăнать. Хăйĕн пултарулăхне кăтартиччен «Ваçка пичче, юмах яма ăстаскер, акă мĕн калать: «Эпĕ çитмĕл çичĕ юмах пĕлетĕп; хĕрĕх те пĕр халап, утмăл тăхăр юмах пĕр чара нӳхреп шывĕ ĕçсен аса килет, хĕрĕх те пĕр халап икĕ саккăр, хăрах тăххăр ăскăч пыл шывĕ сыпсан тин чĕлхе вĕçне çитет. Халĕ сире, итлессĕр питех килет пулсан, çитмĕл çичĕ юмахран пĕрне ярса кăтартам».
Юмахлă калавăн икĕ пайне çыхаканĕ — Ваçка юмахçă сăнарĕ. Вăл пĕрремĕш пайри тĕнчере пурăнать, çав хушăрах тепĕр пайĕнчи ĕç-пуçа та пĕлет, хăй куçĕпе курнă ăна («çитрĕ те сиксе анчĕ», «йĕри-тавра пăхрĕ»…) Вулавçă юмаха вуланă чух та ăна калаканĕн сывлăшне туйса пырать. Лешĕ те манса каймасть хăйне итлекене. Пĕр вырăнта вăл çапла калани те пур: «Ухливана çакă çеç кирлине юмах итлекен те пĕлет».
Хайлав тĕп шухăшĕ унăн ятĕнче палăрманни иккĕленӳсĕр. Ухливан вутăша улталани çинчен калаканĕ хăй тĕпре тăрать кунта. Вăл сăмах ăсти, хăйне евĕр асамçă. Вăл сăмахпа ахăртиччен култарма кăна мар, выльăх-чĕрлĕх хунавне хăртма та пултарать («Юмах янине путексем илтсен, сурăх ĕрчемест»). Шăпах çавăн пек çын ячĕпе И.Тăхти каярах çапла çырнă:
Çилленме мар, вăрçма мар,
Хурлантарас шутпа мар,
Хĕрхенсе-çке ман сăмах
Этем ывăль-хĕрсене
Çапла пырать сыпăнса
Аялтан та çӳлелле,
Шмаккка кĕпçи сыпăкле.
Шыв хĕрринче ӳсекен
Вăрăм шмакка кĕпçилле
Ман сăмах та çӳлелле
Ӳснĕçемĕн вĕçĕнче
Шур чечеке лартăрччĕ,
Иртен-çӳрен çынсене
Ырă шăршă пултăрччĕ,
Юр айĕнчен тухакан
Кĕрен чечек çеçпĕл пек
Тутлă шăршă сартăрччĕ.
Сăмах шăмакка пек сыпăкăн-сыпăкăн ӳссе чечеке ларма, таврана тутлă шăршă сарма пултарать иккен. Сăмах ăстин тĕп тĕллевĕ те сăмах çумне сăмах хушса çынсене çав сыпăнун илемĕ-ырлăхĕпе савăнтарасси-мĕн. Çак ытарлăхра И.Тăхти пултарулăхĕнчи тĕп енĕ курăнать. Унăн хайлавĕсенче ĕç-пуç черетленĕвне мар, чи малтан сăмахсен сыпăнăвне сăнамалла, вĕсем çурнă чечек шăршине туймалла.
1910 çулта И. Тăхти хăй вĕрентекен ачасенчен тĕрлĕ юмах-халап, юрă-сăвă çырса илни, вĕсен пĕр пайне тепĕр çултан «Тавăт, Мĕлĕш, Шураç юррисем. Туй юррисем» ятпа Хусанта уйрăм кĕнекен кăларни паллă. Пичетленмен текстсен хушшинче çыравçă хăш-хăш ял чухăн е пуян пулнине палăртни пур, çав вырăнсенчен хăшне-пĕрне илсе пăхар-ха:
«Тавăтăн çĕр тӳремрех, тырă питĕ лайăх пулакан вырăн. Вĕсенĕн тырă пулман çул сайра. Анчах унта халăх питĕ ĕçкĕллĕ, ӳркевĕçрех, питĕ ятахай. Халăх çинче ятлаçаççĕ, ĕçе тĕрĕс тумаççĕ, эрех шутсăр нумай ĕçеççĕ. Çавăнпа Тавăтра халăх начар пурăнать…
Павлушкăнĕсен çĕр сăртлă, начар, тырă та начар пулать. Вăл ялта питĕ ĕçлеççĕ. Унти çынсем пурте пуян, никамăн та укçа çĕр тенкĕрен кайи çук. Павлушкăнĕнче эрех ĕçекен çукпа пĕрех…»
Çак йĕркесем И. Тăхтин очеркĕсенчи шухăшĕсемпе тӳр килеççĕ. Çутлăх идейисене çав очерксем кăна мар, «Хураç» («Ĕçчен çын») калав та пăхăннă. Унти тĕп харкамçă чухăн пурăнни вăл кахал тата ĕçкĕç пулнинчен килет иккен. Хураç сăвăлла шухăшласа каланă сăмахсене çыравçă Н. Некрасовăн «Юрăсем» ярăмри «У людей-то в дому — чистота, лепота…» сăввин куçарăвĕнчен илни паллă. Вырăс сăвăçи чухăн хресчене пусмăрлани çинчен çырнă пулсан, И. Тăхти вара çав сăмахсене ялти ĕçкĕçпе кахала калаттарать. Ку вăл çыравçă ун чухне çутлăх идейисене мала лартнине пĕлтерет.
Чи тĕлĕнмелли калав ячĕпе унăн шухăшĕ каллех тӳр килменнинче: çав кĕнеке «Пуян пулас килсен çак кĕнекене ил» ятпа пичетленнĕ. Хайхи пуяс ĕмĕтлĕ çын туянать те ăна ĕçлемесĕр, вăй хумасăр пуйма май çукне ăнланса илет. Е тата çав хайлавах 1926 çулта панă çĕнĕ ята илер-ха: «Ĕçчен çын». Вулавçă пĕр ӳркевсĕр çын çинчен вуласа пĕлме хатĕрленет, Хураç чухăн пулнинчен тĕлĕнет. Хайлав ятне кĕртнĕ сăмаха (ĕçчен) хирĕçле пĕлтерĕшпе ăнланмаллине вăл вуланă май тин ăнланса илет. Хайлав ячĕсен пĕлтерĕшĕ И. Тăхтин пачах урăхла, вĕсене чылай чухне тĕрлĕ вулавçăран ансатраххисене асра тытса пыни сисĕнет. Çакă автор пĕр хайлавах темиçе сийлĕ шухăш варма тăрăшнипе те çыхăннă.
Халĕ çыравçă пултарулăхĕн малтанхи тапхăрĕнчи паллăрах енĕсене тепĕр хут палăртса тухар.
1. Çутлăх идейисемпе хавхаланнă çамрăк Тăхти очерксем çырать, «Хураç» ятлă калав хайлать. Каярах (10-мĕш çулсенче) вăл романтикăлла хавха енне сулăнать («Элихун»).
2. Халăх сăмахлăхĕнчи тĕслĕхсене çыравçă текста автор идейине ăста пăхăнтарса кĕртсе лартма пултарать. Ун пек чухне вулавçă фабула йĕркеленинчен ытларах сăмахсене хайла мелĕсемпе сыпăнтарса пыракан калавçă-хайлаçă пултарулăхĕпе паллашать, сăмах техĕмĕпе киленет.
3. Тăхти хайлава тĕрлĕ шайри вулавçă валли тĕрлĕ шухăш варса хума ăста пулни палăрать. Çавна пулах хайлав ячĕсем унăн тарăн идейипе çураçăнса тăмасан та пултараççĕ.
1919-1924 çулсенчи пултарулăхě. Ку тапхăрта И. Тăхти поэзии енне вăйлăрах сулăнать. Акă унăн хăш-пĕр сăввине пăхса тухăпăр.
«Çав-çав çĕрте, çав çĕрте» сăвва (1924) пуçĕнчен вĕçне çитичченех çав мелпе çырнă. 1924 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче Тăхти хайлав çинчен акă мĕн çырса хурать: «Тепĕр хут пăхса тухрăм. Иван Викторович вуланă хыççăн çĕнĕ улшăнусем кĕртнĕ май хайлаври юмахлăхăн сывлăшĕпе анлăшне малтанхи пекех хăвармалли хама та курăнчĕ».
Сăввăн стилĕ юмахлăхпа халаплăх енне туртăнни унăн ятĕнчех палăрать. Пĕр вариантра вăл «Пуп кушакĕн юмахĕ» ятпа тăрать. Çав хушăрах юмах пек вуланакан «тет» пайĕ хайлав çурринчен те сахалтарах. Унта автор-харкамçă «Асамăçа-карчăка, Çветтуй юмăç-вĕрӳçе, Кăтра пупа асăнса» çырнă. Хура халăхăн чăххисем çăмарта тăва пуçласан, ĕнесем пăруланă хыççăн сарă çусем шăратма тытăнсан, çĕнĕ тырра авăртса кĕрпе тусан пуп таврашĕ питех те савăнать тет. Вĕсем ял тăрăх сĕренри пек, уй чӳкĕнчи пек пуçтарса çӳреме тухаççĕ тет. Ун пек чухне чӳк пуçĕлле кĕлĕ сăмахĕсем калаççĕ тет. Хăйсем ыйтнине памасан вара вĕрӳçĕ пек вĕреççĕ-сураççĕ, ылханаççĕ тет. Пупĕ те, юмăçĕ-вĕрӳçи те пĕрех иккен: вĕсем хура халăха улталаса пурăнаççĕ.
Малалли калу кĕтмен-çĕртен палт! çаврăнать. Вуланă май автор-харкамçă хăй те пуп пекех вăрă таврашĕнчен тухнине пĕлетпĕр. «Вăрă йăли-саккунне Хура пупран кая мар Муштак пекех чухлатăп», — тет вăл хăйĕн çинчен. Хайхи ырă та «Колчакри» пек ыттисене питлекен калуçă вырăнне пачах урăх сăнар калăпланать. Вăл вулавçа хăй лаша вăрри Шаккурăн ывăлĕ пулнине çине тăрсах ĕнентересшĕн.
Хайлавăн пĕр варианчĕ çапла йĕркесемпе вĕçленет:
Манăн юмах сыпăкне
Çич çĕр çитмĕл татăкне
Татăкласа шутласа
Илĕр пурте тавçăрса.
Тепĕр варианчĕн вĕçĕ кăшт вăрăмрах:
Çич çĕр çитмĕл татăкне
Татăкласа тавăрччĕр,
Çулне-йĕрне тупайччăр.
Юмах юман тăрринче,
Çулĕ çыру ăшĕнче.
Çак юмаха çыракан,
Пуп кушакĕ теекен
Пăрис, пăрис тесессĕн
Шурă хута чăрмалать;
Чĕрни вĕçне хуратса
Армак-чармак чавкалать.
Хайхи юмаха çыраканĕ чаплă лаша вăррин ывăлĕ те мар иккен. Вăл хăйĕн сăн-сăпатне асамлă юмахри асамçă пек, «Арçури» поэмăри арçури пек пĕр вĕçĕм улăштарма пултарать. Маски-писевĕ вара йышлă унăн: курнăç-мухтанчăкăн, мĕскĕн ăçтиçукăн, чаплă вăрă-хурахăн, çăвар картарса итлеттерекен халапçăн…
«Çĕнĕ çул» сăвва (1924) И.Тăхти чăваш сăмахлăхĕнчи кĕлĕ тата пил тексчĕсен стилĕпе калăпланă. Сăвва «Канаш» хаçата ярса панă чухне вăл çапла ăнлантарнă: «Вăл сăвва эпĕ чăвашсем чӳк тунă чух кĕл тунă майлă çыртăм». Кунти автор—«эпĕ» кĕлĕ калакан чӳк пуçĕ пек курăнать, вăл турăпа куçа-куçăн тăрать, çĕр çине космос ытамĕнчен пăхать. Хайлаври тĕнче — чăвашăн тĕнче курăмĕн, унти шухăшлав-сăнарсем те чăвашăн традицилле пурнăçĕнчен илнĕскерсемех. Харкамçă çут çанталăкăн йĕрки арканасран асăрханать, тĕнче тĕрекне çирĕплетме тăрăшать. Тĕнчен, космосăн хăйĕн тыткăчи пулмалла, унти япаласен хăйсен еккипе çӳремелле, çĕр çинчи пурнăçа сиен кӳмелле мар вĕсен:
Хĕвел, уйăх, çăлтăрсем
Хăйсем хывнă çулпала,
Çĕр ырлăхне тивмесĕр,
Чипер çулпах çӳреччĕр.
Çынна тырă-пулăпа пахча çимĕç ăнса пулни çырлахтарса çитермест. «Çил-тăвăлтан, сив пăртан Чипер тăтăр çанталăк. Вут-кăвартан — хуйхăран Тӳлек пултăр самана». Усал сăмах тивесрен те, йывăçа тăвăл çапса ватасран та «Аша ырлăх упратăр». Чĕрĕ чуна чĕрĕлĕх, халăха вара ырлăх пурнăç кирлĕ иккен. Çаксене пурне те сунать сăвăри «эпĕ».
«Чăваш поэтсене. Мухтав юрри» (1925). Çыравçă сăвва салтак юррисенче тĕл пулакан мелпе кĕвĕленĕ. Хăй 1908-1914 çулсенче вĕрентсе пурăннă Тавăт-Шĕмшеш тăрăхĕнче çав юрра çапла юрланă пулнă:
Атти ывăлĕ пуличчен
Хăрăк турат пулас-мĕн,
Кĕрхи çилпе ӳкес-мĕн,
Çурхи шупа юхас-мĕн.
Çавнашкал тӳнтер метафора (çут çанталăка чĕрĕлетсе кăтартни мар, çынран çут çанталăк япали туса хуни) М.Федоровăн «Арçури» поэминче те тĕл пулать. Тăхти ята кăларнă жанр пачах хирĕçле пĕлтерĕшлĕ: ку юрă вăл хурланупа ӳкĕнĕç юрри, тăван халăхĕ йышăнман (тен, тивĕçлипе хисеплемен) сăвăçăн чĕре ыратăвĕ. Çав чĕре ыратăвĕпе чун пăлханăвĕн хăйсен сăлтавĕсем пур.
1924 çулта И.Тăхти хăй çырнисене Мускавран Шупашкара парса ярать те хурав-хыпар кĕтсе илеймест. Унăн хăш-пĕр ал çырăвĕсене е юри çĕтереççĕ, е тиркесе тăкаççĕ. «Сахар» сăвва хакласа пĕр критик хĕрлĕ кăранташпа çапла çырса хурать: «Нельзя ожидать путной вещи». Çав алпах «Чăваш поэтсене» ал çырăвĕ çине çапла çырса хуни пур: «Çакна çыраканĕн ăс-тăнĕ вырăнтан сикнĕ пулас».
Поэта унăн литературăмăра кĕртнĕ çĕнĕ стилĕшĕн те, тĕрлĕ писев-маскăпа усă курнăшăн та, сăвă техникине (силлабика-тоникăна) пăхăнманшăн та, пĕр пуçланă хайлава вĕçлесе çитерменшĕн те ятланă. Çав лару-тăру сăвăçăн чунне кӳтерсе çитернĕ те ĕнтĕ. Вăл хăйне тăван ашшĕ-амăшĕ, тăван халăхĕ ылханнăн, тăлăха кăларнăн туйма пуçланă. Вуласа пăхар-ха сăввăн пĕр варианчĕ çине поэт çырса хунă сăмахсене: «Эпический характер положением народа. Крик отчаяния — оскоминка — безнадежность. Диалог — безпардонный оптимизм. Почему черток, что с Вами? Во всей глубине тут вся темнота, <нрзб> огромный исторический груз». Кайран йĕркесен умне автор тепĕр хут «Почему?» тесе хăйĕнчен хăй ыйтса çырнă.
Халăх асĕнче пин-пин çул упранакан, амăшĕ хăйĕн тăван ывăлĕсене ылханни çинчен калакан халапăн (саксук халапĕн) черетлĕ ахрăмĕ-ши ку? Тăлăх-турат юррисене çĕнĕ куçпа хакласа кăтартни-ши çакă? Е чăвашла сăвă çырса поэт хăйне нихăçан та тăрантарса пурăнма пултарайманнине туйса ӳкĕнни-ши?
Чăваш халăх умĕнче
Аслă ятпа тăракан,
Пĕтĕм тĕнче пĕлекен
Чăваш поэт-çыруçсем!
Ватă-вĕтти, чĕпписем!
Юпа пулăр пурсăр та.
Уй хапхисен тăпсине
Ялтан яла ларăр та
Иртен-çӳрен хапхана
Уçа-уçа хупнă чух
Чăррик-чаррик! Çухăрăр, —
ĕмĕрхи ылхан çав-çавах пурнăçланасса сиссе, чун тĕпĕнчи пĕр шанăçсăр сасса кăларать поэт. Вăл пĕлсе тăрать: чăваш çыравçисен мĕн-пур савăнăçĕ те юпа пулнăскерсене «Кĕрен-тухан урапин Тĕнĕл пуçĕ перĕнни» кăна пулĕ.
Çапла вара, Тăхти чăваш сăвăçисен шăпи пирки мĕн шухăшланине пĕлтĕмĕр. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ тертпе асапланăва çаврăнать иккен. «Сăвăсене ӳкерсе, Çамка тирне хытарса Асапланса лариччен» вăл пĕр-пĕр кайăк е кăпшанкă пулнин усси ытларах тенĕ пек пулса тухать. Паллах, ӳкĕнсе те чĕрине ыраттарса калать вăл çав ылхана куçакан сăмахсене. Çак ылхан тивнĕ телейсĕр ывăлăн писевĕ (маски) ун чухнехи чăваш çыравçисемпе критикĕсемшĕн пачах та ăнланма тата ăнлантарма май çук мел пулнă. Хăшĕ-пĕри И.Тăхти чăнласах ăс-тăнран тайăлнă пулĕ тенĕ. Пĕр-пĕрне ăнланайманни çыраканĕсен ăсĕ-пуçĕ, культури хăш шайра пулнинчен килни тавлашусăр ĕнтĕ. Литература институтĕнче вĕренекен поэтăн вĕçевĕ хуралтă çийĕнче сиккелесе çӳрекен сăвăç-кайăксеннинчен вуншар, çĕршер хут çӳлерех пулнă. Чăваш лирики валли вăл çĕнĕ çул уçса панă.
Çак тапхăрта И. Тăхти поэзи жанрĕсемпе çырнине вăл романтикăллă калăва çывăх тăракан сатирăллă калу енне куçса пынипе ăнлантармалла. Автор хăй «Колчака» поэма тенипе килĕшмен, ăна вăл политикăлла памфлет тенĕ. «Таса туталлă пупсене» кăмăлламанни çыравçăн 1917 çулта хайланă «Пара слов о чувашской литературе» ĕçĕнче те вăйлах сисĕнет. Ăшă йĕплев тăрăхлава çаврăнса çитет. «Колчакри» кулăш çыннăн хăтланăвĕпе сăн-питне юри кулăшла ӳкерсе-сăнласа панине пула йĕркеленет. Кунта Н. Шупуççынни витĕмĕ («Пĕтелмей», «Чĕлĕм») те сисĕнет. Чăваш кулăшĕ 1919 çул тĕлне чылаях аталанни, ăна И. Тăхти витĕр пĕлсе тăни иккĕленӳсĕр.
Ку тапхăрта хайланă калавĕсемпе статйисем («Ачапа асламăшĕ», «Пуп таврашĕ») çыравçăн тенденциллĕрех пулса тухнă, вĕсем унăн пултарулăхĕнче паллă вырăн йышăнса тăмаççĕ.
1925-1930 çулсенчи пултарулăхě. Ку тапхăрта И. Тăхти романтикăлла эпикăлăхран калуçăн тăрăхлавĕ-питлевĕ урлă çав тулашри питлеве (вăл тĕрлĕ социаллă сийсенчен кулни пулнă) шалти питлев енне (кунта чи малтан калуçă хăйĕнчен тăрăхланине палăртмалла) çавăрса яма пултарнине палăртмалла. Çыравçа харкам тăрăхлу хăйне хăйшĕн мар, стиль тума, тарăн шухăш варма кирлĕ.
Унпа пĕр харăсах Тăхти калури монтажлăх мелне (уйрăм ӳкерчĕксем кăтартса йĕркеленĕ калăва) алла илсе пырать. Акă, «Çанталăк» калаври (1925) пĕр вырăн: «Тĕрлемес. Станцă. Юман вăрман. Çуртсем. Ыраш пусси. Чукун çул. Вакунсем. Калла-малла пăравус çӳрет кăшкăрса. Тĕрлемес çил арманĕ авăрать».
Çине-çине абзацсем пулни, ӳкерчĕке сахал сăмахпах ӳкерсе пани, курăма пысăкран пĕчĕклетсе, сыпăнтарса пыни Тăхтин тăтăшах тĕл пулать. Акă, çапла мелпе вăл хăйĕн «Ăслă, аслă, чаплă, сумлă паттăрсем» калавне (1926) пуçлать те çав мелпех ăна вĕçлет. Кунта вара пĕчĕк курăм каллех пысăккине куçса каять: «Пушăт, мунчала, тавăрнă çăпата, шĕшлĕ сĕтел-пукан çинче. Сак çинче кĕпе. Икĕ кантăк, хĕвел, пӳрт. Хурăн, йăмра — урамра. Пĕр ял, улăм витнĕ ял».
Калуçă куçĕ вулавçа сĕтелпе сак çинчен чӳрече витĕр урама кăларать, ерипен çӳлтен ял çине пăхтарать.
Çак стиль енне туртăнни çыравçа сăвăланă калуран монтажлă калу патне илсе çитерет. Поэзире «уссăр сăмах» нумай тесе шухăшлать вăл. Хăйĕн «Элихунне» пичетлесе кăларма май килменни ăна «Чăваш поэтсене» сăвва (ăна автор «Мухтав юрри» тенĕ) çырма хистет. Пĕр критик ал çыру çине «Çакна çыраканĕн ăс-тăнĕ вырăнтан сикнĕ пулас» тесе палăртнă.
Е 1927 çулта çырнă çак йĕркесене илер-ха:
Тăпăр-тăпăр тăпăртатса
Пурнăç путлĕ пулмарĕ;
Лапăр-лапăр лапăртатса
Сăвă путлĕ пулмарĕ.
Тĕлĕнмелле пулин те сăвăç хăйĕн сăввинче лапăртату (нумай сăмахласа кайнине) курать. Критиксем те унăн поэзине ăнланса çитереймен çав çулсенче. Тĕслĕхрен, «Выçлăх çул» пирки И. Кириллов 1926 çулта çапла каланă: «Çыраканĕн çитменлĕхсем чылай: 1) ăшĕ енчен — шухăшланă картина таса, вăйлă кăтартайманни; 2) техника енчен тĕкĕл-тĕкĕл тесе пынинчен урăх нимĕн те çукки…»
Тепĕр çĕрте («Самана сăвви») И. Тăхти çапла та çырнă:
Юплĕ юмах пулас çук
Сирĕн умри çыру та.
Çыраканни çырă мар,
Сăмаххисем кăтра мар;
Тĕллĕн-тĕллĕн тĕвĕсĕр,
Тепĕр çĕрте кĕвĕсĕр,
Сыпăнмасăр пыраççĕ
Манăн сăмах-юмахсем.
Çыравçă-калавçă хăйне сăмах сыпма пĕлменшĕн ӳпкеленĕ пек пулса тухать. Паллах, ытарлу мелĕпе çапла çырать ĕнтĕ вăл, çапах та халăхра «Кĕпçе пултăр сыпăклă, Сăмах пултăр татăклă» тесе каланине («Колчак») ас тусах тăрать вăл. Халăхра сыпăнуллă текстсем питĕ йышлă (вĕрӳ-суру чĕлхисем, сыпăнуллă юрăсем). Унта кĕрекен текстсене монтаж мелĕпе йĕркеленĕ: «Çӳллĕ-çӳллĕ тусем пур. Тусем çинче чулсем пур. Чулсем çинче сар арча, Сар арчара йĕс тура». Çав сыпăнуллă меле ăша хывнă та ĕнтĕ çыравçă. Монтажлăх, хайлалăх, хайлаври шухăшăн нумай сийлĕхĕ, калавçă-автора мĕскĕнлетсе калаçтарма (ку вăл харкамçă мĕскĕнне пачах та пĕлтермест) тăрăшни — çаксем пурте И.Тăхтин хăйне евĕрлĕ стильне йĕркелеççĕ. Çыравçăн прози ыттисеннинчен чăвашларах пулса тухнипе уйрăлса тăрать. Халăхăмăрăн сăмах вылятаслăх хевтине туйса вăл нимĕнех те каламалли çук тенĕ тĕлтенех каламалли тупать. Чылай чухне автор геройсен ячĕпе калаçать, вĕсен шухăшлавĕ-курăмне, чĕлхине палăртать. Ытларах чухне çав харкамçă сахал вĕреннĕ хресчен, вăл пурнăçри ырă улшăнусене çийĕнчех ăнланса та ĕлкĕреймест.
«Иптеш» калаври (1928) Тăхти пурнăç çĕнĕлĕхĕсене карчăкĕнчен каярах ăнланса пырать. Автор Тăхтапие уçă агитаци сăмахĕсене калаттарни кулăшла, хирĕçле эффектлă пулса тухнă:
— Хамăр ĕçлемесен пире çын ĕçлесе парас çук. Хамăр пурнăçа хамăр тумалла эпир. Чăваш ĕç халăхĕн те парти ертсе пынă çулпа пырса хăйĕн пурнăçне социализм патнелле çывхартмалла, — тет ман карчăк.
— Тăхтапи! Эсĕ мана ахаль каламастăн пулмалла: карчăк, эсĕ Коммунистсен партине манран вăрттăн кĕнĕ пулмалла, — тетĕп эпĕ.
«Хамăр пурнăçа хамăр тумалла эпир» тенинче «эпир» мар, «пирĕн» пулмаллачĕ. Карчăк сăмахĕ вырăсларах çаврăнса тухни ахальтен мар, автор ăна юри çапла çырнă. Çав мел урлă вăл карчăк каланисенчен тăрăхлать. Чăн пурнăçра тĕттĕм хресченĕн арăмĕ ытла та мал ĕмĕтлĕ, теори енчен çирĕплетнĕ шухăшсене калани пулман-тăр. Ку каллех Тăхти тăрăхлавĕпе çыхăннă.
Тăхти «Иптеш» калавра çав вăхăтри çыравçăсен ирĕклĕхĕ хĕсĕннине те аван систерет. Пĕри ăна ятласа çапла çыру çырать иккен: «Иптешлер! Эсĕ çыркаланисене хăшне сайра хутра вулакалатăп та тĕлĕнетĕп. Эсĕ те тĕпсакайĕнче тĕнче курмасăр пурăнасшăн. Пурнăç малалла кайнине сисместĕн, чухламастăн. Ял хуçалăхĕ мĕнле майпа çĕнелсе пырать; чухăнсем, ватăсем халĕ пурнăç тумашкăн куллен-кун кĕрешнине эсĕ сисместĕн пулмалла.<…> Чăваш ĕç халăхĕ те хальхи саманара çитĕнсе, ӳссе, çутăлса пынисене ма çырса пымастăн вара эсĕ?»
Официаллă идеологсем çыравçăсене шăпах çавăн майлă ятланă ун чухне. И. Тăхти çавна пĕле тăра хăйĕн калу стильне ытарлу çулĕпе чуптарнă. Çав мелпех вăл çĕнĕ пурнăç хресчен психологине, ăнланăвĕпе шухăшлавне хистесех улăштарни çинчен çырнă.
Е тата тĕп герой хăйне катăкрах çын пек тыткаланинех аса илер. «Иптеш» калавра вăл арăмĕнчен ухмахрах пек курăнать. «Мун-ча-ла» калавра (1928) та харкамçă çапла пĕтĕмлетӳ тăвать: «Мĕн тăвас тен, ухмах пуль çав эпĕ, ман карчăках ăслă пуль çав, çынсемех тăнлă-пуçлă пуль çав». Хайлав ячĕ вара харкамçа тĕллесе хак партарать: мун-ча-ла! Тăсса, интонаципе каласа хакламалла харкамçа. Ку ятра автор позицийĕнчен ытларах вулавçă хаклавĕ палăрать.
Чылай чухне калавçă Тăхти ятлă. Çавăнпа та айванрах вулавçă ăна автор хăй тесе шухăшлама пултарнă. Çакна И.Тăхти юри çапла йĕркелесе (автор сăнарĕпе калавçă сăнарне пĕрлештерсе) хăйĕн чăн шухăшне йĕркесен хыçне пытарнă. Ку мел ăна тӳрремĕн айăплассинчен сыхланма май панă.
Тăхтин прози чăваш сăнарлă шухăшлавне çĕнĕ шая çĕкленме пулăшнă. Авторпа геройсен тĕнчисем пĕр марне кăтартни ун чухнехи прозăшăн питех те пĕлтерĕшлĕ. Çыравçăсем хăйсен шухăшне тенденциллĕ, çиеле кăларса калани, геройсене схемăласа калăплани хайлавсене шупкалатнă. Ку тĕлĕшрен Тăхти урăх: вăл геройсене ирĕке ярса, чылай чухне ухмаха суптарса калаçтарать. Ун пек вырăнсенче автор позицине палăртма çăмăлах мар.
«Шерхулла» (1925). Калавра (унăн малтанхи варианчĕ «Туй» ятлă) И. Тăхтин «Ухливан вутăша улталани» хайлавăн традицийĕсем курăнаççĕ. Автор хăй вун пилĕк çул каялла çырса илнĕ туй юррисемпе усă курса калавçă сăнарне калăплать. Лере харкамçă тĕнчи юмах тĕнчинчен чылаях уйрăлса тăратчĕ пулсан, кунта вĕсем пĕрешкелех. Уйрăмлăхĕ вара юмахне калаканĕ калавçă хăй, «Шерхуллара» юрлаканĕсем туй çыннисем пулнинче. Тата тепĕр уйрăмлăх: Шерхулла сăнарĕ унăн калаçăвĕ, юмах ярас ăсталăхĕ енчен кăна мар, унăн хăтланăвĕ, ĕçĕ-пуçĕ енчен те ӳкерĕнсе калăпланать. Приключенилле ĕç-пуç ыттисенчен урăхларах çын сăнарне кăтартма хистенĕ. Шерхулла шăпах çапла çын: вăл çурма тутар, çурма чăваш; яланах яка, ытти арçынсенчен урăхларах тумланать; юрласа-ташласа хăй çине пăхтарма пултарать. Пĕр сăмахпа каласан, тĕлĕнтермĕш çын вăл Шерхулла.
Хайлава Шерхулла ятлă кĕтӳçĕ хăйĕнпе чăн пулса иртнĕ ĕç çинчен каласа панă пек йĕркеленĕ. Выльăха хисеплекенскере халăх та юратнă, ĕçкĕ-çикĕ, чӳк пăтти, туй таврашĕнчен чĕнтермесĕр хăварман ăна. Пĕррехинче, çимĕк умĕн пĕр-икĕ кун маларах, вăл ял халăхĕпе пĕрле Штанаша (малтанхи вариантра — Атмалкассине) хĕр илме тухса каять.
Автор тĕп харкамçа туя ялтан епле тухса кайни, туй ачисем мĕнле сăмахсем каласа юрлани çинчен калаттарать те каллех тепĕр аса илӳ авăрне путарать. Малалла Шерхулла хăй ача чухне тутар сапантуйĕнче пулнине, унта тутарла юрласа тĕлĕнтернĕшĕн пĕр пуян ăна тӳпеттейпе шурă шĕлепке парнеленине аса илет.
Калу каллех туй патне çаврăнса çитет. Халĕ вулавçă куçĕ умне ахаль кĕтӳçĕ мар, шурă шĕлепкеллĕ-тӳпеттейлĕ, юрра питĕ хавас хусах каччă сăнарĕ тухса тăрать. Унпа юнашар ларса пыракан Юс Митюк арăмĕ ăна ытараймасăр çапла ăшшăн калаçать: «Шерхулла пичче, Штанаша пырса кĕнĕ чухне эпĕр иксĕмĕр хытăрах юрлăпăр, санăн сассу лайăх, ман Митюк пĕртте юрлама пĕлмест, эсĕ юрра хуçкаласа, илемлĕ çавăрса ярсан, санпа юрлама пит çăмăл».
Çак «сарă, хитре хĕрарăм» килĕштерет Шерхуллана. Лешĕн туйăмне вара çыравçă çапларах танлаштарса кăтартать: «Çанталăкĕ те уяр та, вăрман илемлĕ, пăхасах килет, ем-ешĕл ларать. Митюк матки те илемлĕ, çӳçĕ сарă, çӳç çинчен çĕнĕ масмак çыхнă. Чăтмалла мар, пăхасах килет Митюк маткине».
Çак вырăнтан пуçласа хайлаври туй мотивĕпе çураçуллăн Шерхуллапа Наçтаç чĕрисен туртăнăвĕ вăй илсе пыма пуçлать. Мăшăр пулса вĕçекен кулюккасене аса илсе юрлаççĕ-и е пулас кинĕн илемне ырлаççĕ туй ачисем — вулавçă юнашар ларса та юрласа пыракан Шерхуллапа Наçтаçа куçран вĕçертмест, малалла мĕн пуласса чăтăмсăррăн кĕтет. Туй мешехи хĕрсех пырать. «Хĕрнĕ майĕпе пулмалла, Митюк арăмĕ çуталса кайнă, авкалана-авкалана юрлать. Митюк арăмĕ хĕрсенчен те чипер. Мана хăйĕн кăвак куçĕпе пăха-пăха илет».
Хăйĕн арăмĕ хусах кĕтӳçпе ăмăртмалла юрлани, вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхкалани килĕшмен Юс Митюкне. Çакна сиснĕ Наçтаç Шерхуллана çынсем курмалла мар çапла асăрхаттарса хурать: «Шерхулла пиччи, эсĕ паян сыхлан. Сана Митюк çиленнĕ, таçта хĕнеттерĕ, эсĕ пăрăн вара».
Туй еккипе килĕшӳллĕн пулса иртеççĕ ĕçсем. Акă, туйпа хĕр каччисем «сатур кăшкăрса пĕр-пĕрин çине ташла-ташла пырса çапăнаççĕ». Хирĕç тăру хĕрсе пырать, вăрçă-харçă тапранас вăхăт çитет. Штанаш каччисене хирĕç пыракан Митюк çав хушăрах Шерхуллана та куçран вĕçертмест. Лешĕ тарнине курсан, ăна çапла каласа хăвалать: «Çав хăямат тутарне тытăр, Шерхуллана тытăр».
Хăй епле тарнине калавçă сăнарлăн, хайла стилĕпе каласа парать:
«Эпĕ хăпăл-хапăл, часрах картана тытрăм та чĕвĕнтĕм карта урлă пахчана.
Хытă сикнипе, карти те çӳллĕ те, ман пуçри тӳпеттей хăта картишне пуçран хывăнса ӳкрĕ юлчĕ.
Тӳпеттей тарам, тăрса юлтăр тесе, пахчаран итеме, итемрен ял хыçĕпе каялла пăха-пăха таратăп.
Уя тухрăм. Хĕвел анасси чылай. Уй урлă, çырмасем урлă тӳрех, кĕтӳ яриччен çитес тесе, ярăнтартăм».
Хайлав çакăнпа кăна вĕçленнĕ пулсан вăл тап-таса приключениллĕ, çав хушăрах ăшăх шухăшлă калав пулса юлатчĕ. Автор тĕллевĕ урăхла: вăл тĕп шухăша палт! тепĕр май çавăрса хурать. Акă, тепĕр ир «хĕвел сап-сарă кулса тухать». Тимлерех пăхать те Шерхулла хăйĕн патне Митюк арăмĕ «кула-кула пăхса» (каллех юратуллă танлаштару) пынине курать. Лешĕ хĕвĕнчен (чĕре çумĕнчен!) çухалнă тӳпеттейне кăларса тыттарать Шерхуллана, çапла вăрттăн сăмахсем калать: «Ăна Митюкран вăрттăн, вăл курасран каçхине Штанашран хĕве чиксе таврăнтăм».
Хĕвел çутине (илеме, савăнăçа) тӳсме пултарайман çĕр шăтăкĕнчи тискер кайăк пек упăшки (ахальтен мар вăл Юс Митюкĕ) туйран килнĕ чух арăмне çапса пĕтернĕ иккен. Шерхулла Наçтаçа кĕр çитсен хăйĕнпе пыма çапла каласа чĕнет:
«— Тĕнче аслă… Пĕр-пĕр çĕре кĕтĕве кайса кĕрĕшĕпĕр те… Халĕ кĕтӳçсене те пурăнма лайăх-çке. Совет пулăшать пире. Кĕтӳç, патрак, чухăн, вăтам, пролеттари аллинче хальхи пурнăç, хальхи самана пирте, тĕнче пурнăçĕн хăлăпне тытатпăр ĕнтĕ эпĕр хамăр, — терĕм».
Хĕрарăм тĕнче касса çӳреме килĕшмест, хăйĕн пĕчĕк ачине шеллет вăл. Ман шутпа, ку вăл савнă çыннине кӳрентерес мар тесе тупнă сăлтав кăна. Тĕрĕссипе Наçтаçа килсĕр-çуртсăр, тĕнче касса çӳремелле пулни хăратать. Вăл ял кĕтӳçи «тĕнче пурнăçĕн хăлăпне» нихçан та тытаймасса пĕлет. И. Тăхти кунта калавçа юри хăпартлантарса тата çурма официаллă, Наçтаçа килĕшмелле мар калаçтарнă. Шерхулла хăй каланине хăй те ĕненсе çитерменни сисĕнет. Вăл калав тăршшипех хайла мелĕпе çавăрттаратчĕ сăмаха. Яш кĕтӳçĕ Наçтаçа юлашкинчен калани «Иптеш» калаври Тăхтапи сăмахĕсемпе пĕрешкелех, уншăн ютă сăмахсем, официаллă пичетри сăмахсем. Çапла калани хыçĕнче авторăн иронийĕ тăрать. Вăл сăмахăн чăн пĕлтерĕшне йӳнетсе ярать, кулăша кăларать. Çав ироние тарăн вулавçă кăна туйса илме пултарать.
Хайхи нихçан та аптраман, туйсенче юрласа ташлама пултаракан Шерхуллан курăнман синкерлĕхĕ çывхарни курăнса каять. Кашнин (кулюкка-кăвакарчăнсен те) мăшăрĕ, ачи-пăчи, тăван кил ăшши пур. Наçтаçшăн та хакли пур — çитĕнекен ачи. Шерхулла кĕтӳçĕн вара шĕлепкипе тӳпеттейсĕр пуçне урăх нимĕн те çук. Çав хушăрах хăйне «тĕнче пурнăçĕн хăлăпне» тытатăп тесе ĕненсе пурăнать вăл. Мĕншĕн 20-мĕш çулсенчи ял чухăнĕсен, комбед çыннисен чăн-чăн сăнарĕ теес мар ăна?
Çапла вуланать паянхи кун «Шерхулла» калав. Унти ирони пытарăнчăк, ăна ансатрах вулавçă туймасан та пултарать. Тĕслĕхшĕн 1937 çулта пичетленнĕ «Сиенлĕ калавсен сборникĕ» статьяри (авторĕ Н.Степанов) çак йĕркесене илсе пăхар-ха:
«Шерхулла вăл — кĕтӳç ячĕ. Калава кĕтӳç хăй каласа панă пек туса çырнă. Калавăн малтанхи 14 страницине вуласан, калаври ĕç Октябрьти Аслă революциччен нумай малтан пулнăн туйăнать, анчах юлашки 15-мĕш страницинче автор «Совет пулăшать пире» тесе хурсан, вулакан шалтах пăтранса тĕлĕнсе каять, мĕншĕн тесен калавра Совет тапхăрĕнчи пурнăçăн тĕпренчĕкĕ те çук.
Калав тăрăх, Шерхулла кĕтӳç питĕ чыслă çын, ялти ĕçкĕ-çикĕ, чӳк пăтти таврашĕ унсăр çимеççĕ. Калав тăршшĕпех кĕтӳçĕн хаваслă, илемлĕ пурнăçĕ шерепеленет, вăл пуян туйне хисеплĕ хăна пулса каять. Тăхти шучĕпе, эксплуатацилекен классен юлашки (кулаксем) ялти пролетариатпа — кĕтӳçсемпе, батраксемпе — хăш вăхăтранпа пуян туйне каймаллах туслашнă-ши? Тĕрĕссипе, кулак килĕнче кĕтӳç нихăçан та чыслă хăна пулман, пулма та пултарайман. Кĕтӳçе хисеплесе туя чĕнме мар, «туй илемне пăсатăн», тесе пуянсен туйĕн яхăнне те яман. Анчах Тăхти тӳрĕ ĕçлесен кĕтӳç те пуян килĕнче чыслă та хисеплĕ пулма пултарать, тесе вĕрентет.
Тата çак калавра автор те кĕтӳç пурнăçĕ çинчен, те туй çинчен çырнă? Уйăрса илме хĕн…» (Сунтал. 1937. 12 №).
Çак критик ансат вулавçă кăна мар, вăл чи малтан политика хуралçи пулни, илемлĕ текста пачах та ăнланма пултарайманни курăнать. Ун йышшисем Тăхти иронине туймаççĕ, каланă сăмаха тӳррĕн кăна ăнланаççĕ. Çав хушăрах хаклавра тĕрĕс асăрханă вырăнсем те çук мар. Хăйĕн «Самана» сăввинче (1917) çыравçă ял халăхĕ пуяннипе чухăнни çине мар, куштаннипе мĕскĕнни çине уйрăлса кайнине палăртать. Чухăнлăх ытларах чухне кахаллăхпа тата ĕçкĕ-çикĕпе çыхăнни çинчен те пĕрре кăна мар çырнă вăл. Эппин, Шерхулла кĕтӳçе хисеплĕ çын пек кăтартнине ĕненме пулать. Вăл пачах та мĕскĕн мар, куштан теме те çук ăна.
И. Тăхти хăйĕн хайлавĕсенче чăваш тĕнчине, унăн наци характерне кăтартас тĕллеве сюжет-фабула йĕрлессинчен маларах лартать. Ку тĕлĕшрен унăн «Çиçĕм çăмахĕ» калавĕ (1927) питех те курăмлă. Унти харкамçăсен тĕнчи — вĕренмен чăваш хресченĕн пурнăçĕ-шухăшлавĕ. Вăл çут çанталăк илемне туять, сăмах-çăвартан та, çи-пуçран та тирпейлĕ. Çав хушăрах, хăй тĕнчинчен тухса курманскер, ытти хула-çĕрсем пирки сахал чухлать. Унăн шухăшлавĕпе, апат таврашĕ вут çулăмĕ çинче кăна пиçме пултарать, электричество тенине вĕсем çунакан вутăн (вăл кăмака вучахĕнче çунать, тĕтĕм-сĕрĕм кăларать, савăт-сапана хăрăмлать) кăна курма пултараççĕ. Çапах та çакăн йышши калавсем мар палăртаççĕ Тăхтин тăхтилĕхне.
«Матюк аппа» хайлав (1927) малтанласа 1930 çулта «Калавсемпе сăвăсем» кĕнекере пичетленнĕ, ăна унта «çырса пĕтермен повесть» тесе кăтартнă. Автор хăй хайлав ал çырăвĕнче «повесть пуçламăшĕ» тенĕ.
Çийĕнчех ыйту çуралать: мĕншĕн çырса пĕтереймен-ши автор çак пĕр пуçланă хайлава? Унăн малалла ĕçлемелли планĕ те пулнă-çке? Çыравçă малтан ăспа йĕркеленĕ плана çырнă чух пăхăнманни (тен, пăхăнма пултарайманни?) «Элихун», «Выçлăх çул» поэмăсене, чылай калава хайланă чух курăнать. Уйрăмах калăпăшĕ пысăкрах пулмалли хайлавсене вĕçлесе çитереймест çыравçă. Тен, çав текстсем хăйсем ниепле те вĕçленеймеççĕ И.Тăхтин? Вĕсенче тĕпре сюжет-фабула йĕркелесси тăмасть-çке?
«Матюк аппа» хайлаври тĕлĕкри ĕç-пуç фантастикăллă, асамлă юмахсенчи пек. Вулавçă фабула йĕрленинчен ытларах калавçă çăварĕнчен тухакан сăмах ăнсăртлăхне е вăл ыттти сăмахсемпе еплерех çыпăçса пынине сăнать, унăн сăнарне калăплать. Сăмахĕ вара пăлт та палт! çаврăнать, харкамçăсене тĕрлĕ енчен курма пулăшать. Тăхтипе унăн йыснăшĕ — хăйсем пурăнакан вырăнтан инçех çӳресе курманскерсем, вĕсен тĕнчи — вĕренмен чăваш хресченĕн тĕнчи, унăн кăмăл-сипечĕ, пурăнăçĕ. Сулă туса тăван килне çитсе ӳкме ĕмĕтленекен йыснăшĕн авă еплерех оптимизм тапса тăрать:
«— Ан кулян, пирĕн çул уçă. Çак аслă шыв — пирĕн çул пулать. Иксĕмĕре икĕ пуртă пур пирĕн. Йывăçсем те пур кунта. Йывăç касса, çак тымарсемпе çыха-çыха сул пĕрени пек тăвăпăр. Сул пĕрени çине ларса шыва майăн кайăпăр. Тен, Атăл хĕрне, Куславкканах тухăпăр. Сул пĕренине Куславкка вырăсĕсене сутăпăр. сутса пĕтерейменнине Петрав вырăса парăпăр. Куславккара, Сапронин лавккинче, Матюк аппу валли шурă тутăр илесчĕ-ха, — тет йысна».
Йыснăшĕн ăсĕнчен тĕлĕннĕ Тăхти те пĕрене сутнă укçапа арăмĕ валли сарă тутăр, амăшĕ валли шурă тутăр, ашшĕ валли хура карттус туянма ĕмĕтленет. Ку кăна мар-ха, сулă çине вăл килĕнчи мунча кăмаки валли чăмăр чулсем те хурать. Суя хутаççи иксĕлми Тăхтин. Вăл йыснăшне чулсенчен сысна апачĕ хумалли такана тума шутланине пĕлтерсен, лешĕ ĕненмесессĕн те, ăшшăн çапла хуравлать: «Тискер вăрмантан иксĕмĕр пĕрле çăлăнса тухрăмăр, чăпар кайăк та ырă кăмăллă пулчĕ те, эпир çӳрес çул, пĕлме çук, вăрăм-и, тен, çавăнпа пĕр-пĕрин сăмахне тиркешлес мар, ырă кăмăлпа мĕн каланă, çавă пултăр, — тет Макçăм йысна, ман çине ăшшăн пăхса».
Йыснăшĕ сулă хӳри тăвас тесессĕнех харкамçăн шухăшĕ тепĕр çулпа чупма пуçлать, калаçăва пурнăç, çынсен хушшинчи хутшăну енне çавăрса ярать (сулă хӳри — этем хӳри).
«— Юрать, йысна, сулă хӳри кирлĕ.
Этем йăхĕ хӳреллĕ ан пултăр. Кимĕ, прахут, сулă хӳресĕр шыв тăрăх çӳреймĕç; этем хӳреллĕ, этем тилĕ пек вăрăм хӳреллĕ пулсан, этемсем, пĕр-пĕрин хӳрине тапта-тапта, çынна такăнтарĕç».
Харкамçăн шухăш юхăмĕ ирĕклĕ, вăл сăмахăн нумай пĕлтерĕшне асăрхаса-палăртсах пырать. Кунта çирĕп логикăна пăхăнса пыракан калу мар, сăмах сăнарлăхне, ассоциацилĕхне, унăн хевтине хиврелетсе пыракан калу хуçаланать. Çав калу харкамçăн тĕнче курăмĕпе туйăмне калăплать.
Хайлав вĕçĕнче («Йысна!») хӳре мотивĕ тепĕр хут тĕл пулать. Апла-капла кукăрткаласа çырнă çырăвĕнчи чăваш сас паллийĕсенче те харкамçă пурнăç ӳкерчĕкне курать: «Хӳреллĕ, чăвашла сас паллисен хӳрисем ытла кукăр-макăр, йытă хӳри пек пулаççĕ пулсан та ман кăмăл хӳреллĕ маррине эсир çапах чухлатăр ĕнтĕ…
Хăш-хăш сас паллисем, тăрне калпак лартнисем, кĕвĕç, выçă, çăтă куштан Хветĕр пилĕкне тытса, калпакне чалăш лартса, пирĕн умран иртсе кайнă пекех пулаççĕ те, сас паллисем апла пулсан та, манăн кăмăл шур хут пек шурă иккенне пирĕн йыснапа аппа сисĕç-ха…»
Харкамçă сăмах çавăрттарнă, «сӳпĕлтетнĕ» хушăрах пурнăç йĕрки-тытăмĕ пирки те шухăшлать: «Çапла ĕнтĕ вăл пурнăç — пĕри вилет, тепри чĕрĕлет, ӳсет, çӳрет… Тем чул пуян, куштан, чаплă çын пулсан та вилĕмрен хăтăлни никам та çук»; «Çынтан мала иртес мар, çынтан кая юлас мар, виçеллĕрех пурăнас пурнăçа; алла пилĕке тытса çӳрес мар, пĕççе явса ларас мар тесе шухăшлатăп эпĕ».
Халĕ Çĕпĕртен янă çырăва («Салам») пăхса тухар. Чи пуçламăшĕнче калавçă хыпар илни çинчен çапла пĕлтерет:
«Пирĕн йысна-аппа Çĕпĕре кайнă.
Çав аппапа йысна пĕр кунах писме янăччĕ.
Йысна та Çĕпĕртен çыру ячĕ пире. Виçĕм кун илтĕмĕр йысна çырăвне.
Йыснасен писмине илнĕ кун, каçхине, ĕне те пăруласа пачĕ пирĕн.
Çавăнтанпа ĕнтĕ икĕ хут уйран уçласа çирĕмĕр.
Ăш витере пăртак пăтратса паратпăр та, пăрушĕ валли те, хамăр валли те, хăй начар пулин те, уйранлăх сĕт антарать пирĕн ĕне.
Пăтăпа уйран сыпа-сыпа çиме пит уçă вара».
Çыру илни çинчен пĕлтерме пуçтарăннă калавçă (вăл автор мар) ăçта кăна çитсе перĕнмерĕ: ĕне пăрулани, уйран уçласа çини, ĕне сĕт антарни çинчен каласа пачĕ вăл вулавçа. Çыру хутаççи (конверчĕ) пирки те калама ӳркенмест калавçă: вăл шап-шурă, çапах та çул çинче кăштах лапăртаннă иккен. Çавăра-çавăра пăхать те хаклать калавçă çав çырăва, çав хушăрах унта мĕн çырнине пĕлтерме васкамасть-ха. Çакă вара авторшăн çырура пĕлтерни мар, калавçа, унăн пуплевĕ-шухăшлавне кăтартасси хаклă пулни çинчен калать.
Çырăвĕнче йыснăшĕсем колхоз йĕркелени, тасатнă вăрлăх акни, куштан Хĕветĕр ывăлĕнчен хăрама кирлĕ марри çинчен тенденцилле куçпа пăхса каланă. Çыру ун чухнехи хаçатсен чĕлхипе вĕçленет: «Совет влаçĕ куштан Хĕветĕрсене кăна мар, Шаккура та чарнă.
Совет влаçĕ хăватĕнчен Чемберлинсем те чĕтрене ернĕ».
Çак сăмахсене калав авторĕ мар, унти харкамçă (тĕлĕкре аташса çӳрекен Тăхти йыснăшĕ) каланине манмалла мар. Айванрах вулавçăшăн (критиксемшĕн те) кунта нимĕнле уйрăмлăх та çук пек. Ăша хывун ансат модельне йĕркелесе, суя автор сăнарне калăпласа И.Тăхти: 1) ансат (тенденциллĕ) вулавçа çырлахтарать; 2) хайлавăн чăн хаклăхне тарăн вулавçă валли йĕркесем хыçне пытарать; 3) хайлаври шухăша темиçе сийлĕ тăвать.
Хăшĕсем И.Тăхтин илемлĕ хайлавĕсенчи суя тенденцилĕхе (чылай чухне автор çав идейăсене профанацилет, юрăхсăра кăларать) публицистикăлăх пек кураççĕ. «Матюк аппари» харкамçăн маларах илсе кăтартнă сăмахĕсене те çав куçпа пăхса хаклама пулать. Юнашар тăракан абзаца вулатăн та çав уççăн каланă публицистикăллă шухăш сĕвĕрĕлет каять. «Чупрăм-чупрăм — çитеймерĕм, хăва çатан урлă каçаймарăм; çыртăм-çыртăм — сăмах вĕçне тупаймарăм, хам чĕрери шухăша пĕлтереймерĕм (палăртни манăн — В.Р.)», — хăй маларах каланинче чĕрери шухăшĕ çуккине систерет автор харкамçă урлă.
Тăхти хăйĕн хайлавĕсенче каласа памасть, каласа кăтартать. Кунта та çавнашкал: автор пире чăваш çыннин тĕнчине илсе кĕрет, унăн хăй евĕрлĕхне кăтартать. Çак тĕллеве пурнăçланă чухне хайлава тĕрлĕ вырăнта вĕçлеме пулать, вĕçĕ-хĕррисĕр çырса кайсан та унта кăтартнă çын типĕ (вăл индивид палли мар, ушкăн палли) улшăнмасть. Акă мĕнле ăнлантармалла Тăхти хайлавĕсем вĕçленменнине (вĕсем вĕçленме пултараймаççĕ те).
«Сĕр. Пĕр. Сам. Канур» (1928-1929). Хайлав малтанласа И.Тăхтин «Калавсем» кĕнекинче (1930) кун çути курнă. 1979 çулта тухнă кăларăма ăна кĕртмен, «унта тĕл-тĕл вирӳялсен калаçăвне анатрисенчен кĕçĕне хурса тăрăхлани сисĕнет» тесе асăрхаттарни кăна пур.
Хайлава калавçă ячĕпе çырнă. Вăл анатри чăваш иккен, хăйне пуклак чĕлхеллĕ те катăк тăн-пуçлă çын вырăнне лартать:
«Катăкрах çав эпĕ. Çавăнпа пуль, ни анатри чăвашсем, ни тури чăвашсем, вирьялсем, эпĕ çырнă пеккине пит вуланиех туйăнмасть». Çак «ыйăхлă, наян, ӳркенчĕк, кахал ятне кăна илтнĕскер», малтан анатриллерех çыркаланăскер, турисемле çырсан хăйне вулама пуçламĕç-ши, тесе шухăшлать. Пуçлать хайхи сăмаха хуçкалама, аса илӳ çумне аса илӳ çыхма.
Калавçă автор ирĕкĕнчен тухать пек: пĕрре хĕвел ăшши çинчен («анатрисене, вирьялсене — кама ăшшăнтарах пăхать-ши çав хĕвел»), тепре çав ăшăра çара пуç çӳресе хăйĕн ăс-хакне ӳстересси çинчен пакăлтатать вăл. Сăмах йĕркине çухатнă калавçă вылясах каять: «Пĕтрĕм поль, çухалтăм поль, аташрăм поль, кокшă пуçра ман шанчăк çок, сăмахсен тилкепи ман алыран тохса ӳкрĕ полас, мин тувас-хе».
Уйрăм вырăсларах каланă сăмахсем хыççăн калавçă тепĕр майлă хуçкаланать: «Итак, значит, значит, я продолжаю анатрилле çырма»».
Мĕнле çынна сăнарланă кунта И.Тăхти? Вирьял калаçăвĕнчен тăрăхлать-ши вăл? Мар, паллах. Кунта вăл чăваш çыннин пĕр типне ӳкерсе кăтартать. Çакă малалла çырнинче питĕ аван курăнса каять. Калавçă ирсерен, серте-çăмах яшкине «тин уçланă уйранпа сыпа-сыпа» çисе тăрансан, арăмне темиçе чĕлхепе тав тума манса каймасть: «хăйпăт хатынăм — дорогой карчăклар, тауссе синекке, милой мой шена». Мăшăрĕ вара çармăс акценчĕпе хуравлать.
Халь хайлав ятĕнчи сăмахсене аса илер. Литература чĕлхинче вĕсем Эсир, Эпир тата (Вĕ)сем тенипе тӳр килеççĕ. Чĕлхери тĕрлĕ калаçусене тата тĕрлĕ чĕлхесене асра тытса каламан-ши çапла? Илсе пăхар-ха Ахматулла эфенти пирки çырнă вырăна:
«Ахматулла асаттене пит юратнă, мĕншĕн тесен — потому что пирĕн асатте тутарла пит ăста, çыпăçуллă пупленĕ».
Аслашшĕ тутарла, мăнукĕ вара тутарла та, вырăсла та пĕлеççĕ-мĕн. Нумай чĕлхе пĕлни калуçă пачах та ухмах пулманнине кăтартса парать. Попугай ăна «дурак» тесе чĕнни те, вăл хăйне хăй тăтăшах хурлани те витерӳсĕр вулавçăшăн.
Тискер кайăк пахчинче (зоопаркра) çӳренине аса илет калавçă. Çав хушăрах сăмахне карчăкĕ çине куçарать:
«Тепĕр çын çĕлен-калтаран пĕртте хăрамасть те, эпĕ ачаранах çавнашкал питĕ хăравçă çын. Ман карчăк тăрс-тăрс утса çӳре пуçласанах халь те чĕтрене ереп вара эпĕ. (Карчăкăм утса çӳрекен вырăна юман хăмасене улăштарса çăка хăма, çичĕ хăма саваласа, якатса сартăм эпĕ пӳрт урайне. Çăка хăмасене хурăн савăлпа хытара-хытара савăлласа тухрăм, урай хăмисене лайăх хĕстертĕм, хытартăм та, ман çине çиленнĕ чухне хыттăн-хыттăн пусса утса ман карчăк çапах кисрентерет çав урайне, карчăкăм утса çӳренипе ман хавшак чĕрем ăвăс çулçи пек лăстăртатса силленет вара. Сӳс тăлă шĕвтерсе ик урине тăлласан та, хыттăн-хыттăн сиксе утса, мана хăратма пăрахмĕ çав ман карчăкăм. Пурнан ĕмĕрте, хам ухмах пирки, эпĕ çапла та шухăшласа пăхнă çав. Хам карчăк, хĕрарăм çинчен апла-капла шухăшланăшăн хальхи саккун ĕнтĕ каçартăрччĕ мана)».
Çак абзац автора мĕншĕн кирлĕ пулнă-ши? Калавçă шухăша кăтартса уçăмлатма (хăй читлĕхри çĕлентен хăранине сăлтавласа çырни) кăмăлланине ӳкерес тĕллевпе кĕртнĕ-ши ăна? Тен, калавçă хăйне саккуна пăхăнакан çын пек кăтартасшăн пулни кирлĕрех автора? Çапла шухăшлама тепĕр абзацри çак сăмахсем май параççĕ:
«Сывă пул, ăслă пул, пысăк пул, куштан пул, ял пуç пул, стришна пул, пуян пул, тесе анне мана пĕчĕккĕ чухне маннă пашалу, пиçмен, тачка çăкăр çитермен: çăкăр, кукуль сăмси, çăмарта хĕрли çитеретчĕ те, çапах ăслă, пысăк пулаймарăм, ял пуç, куштан, вăйлă пулаймарăм, стришна пулса икĕ лашапа çӳреймерĕм, пуян, стришна пулнă пулсан мана колос лишить тăватчĕç ĕнтĕ хальхи саккунпа».
Халĕ калавçă аслашшĕнчен тигр-арăслан таврашĕ мĕншĕн хаяр тата вăйлă пулни пирки ыйтнине аса илер. Çав «тискер кайăксем ирĕкре, вăрманта пурăнаççĕ, тем те пĕр çиеççĕ. Çавăнпа вĕсем вăйлă; сывă пулсан хаярланма та, куштанланма та пулать вара».
Сывă, вăйлă çынсем куштанланма пултараççĕ, пуян, ăслă пулаççĕ тенипе пĕр килмест-и çакă? Канур ятлă çын та витаминлă апат çинĕрен паттăра тухнă иккен. Паллах, калавçă вулавçăсене пахча çимĕç ытларах лартма чĕнсе çырни тĕп шухăш мар кунта. Вăл çиелте выртакан, ансат вулавçă ячĕпе калани кăна. Калавçă хăй те ăслă-тăнлă çынах, вăл калас тенине юри уçăмсăрлатса пытарать, ухмаха перет. Ача чухне ăна попугай «ухмах» тесессĕнех вăл çав кайăка «чăмăрласа кăтартнă». Кайран (ватлăхра-ши, совет саманинче-ши?) кăна вăл саккун пăсасран кăна мар, арăмĕн уттинчен те шикленме пуçлать. Е çапла çырса шăнман пăр çине лартать-ши вăл вулавçа? Чăмăр кăтартса мар, ухмаха персе те чееленсе пурăнма вĕреннĕ çав калавçă. Акă мĕнле чăваш типне калăпланă кунта И.Тăхти.
1931-1937 çулсенчи пултарулăхĕ. И.Тăхтишĕн çак тапхăр чи йывăрри тата асапли пулнă. Пĕр енчен, литературăри цензура пăркăчне хытарса çитернĕ, çавна пула ирĕклĕрех çырнă калавĕсене пачах та пичетлеме май килмен. Тепĕр енчен, çыравçăн сывлăхĕ çулсерен хавшаса пынă. Вăл хăй нумаях пурăнмасса туйса тăнă. 1935 çулхи çурла уйăхĕнче черетлĕ сывалу хыççăн И.Тăхти утмăл килограмм тайнă пулсан, 1937 çулхи ака уйăхĕнче 45,7 килограмма çитиччен чакнă.
1936 çулхи кĕркунне И.Тăхтие Тутарстанăн Аксу, Элкей тата ытти районĕсене халăх юрри-сăмахĕсене пухма яраççĕ. Çакăн çинчен вăл В.Толстов-Атнарский патне янă çырăвĕнче (5.12.1936) çапла пĕлтерет: «Кĕркунне, йĕпе-сапара уйăх хушши çул çӳресси çăмăлах мар ĕнтĕ чирлĕ çынна. Уна эсир, Валериан Григорьевич, лайăх пĕлетĕр. Чăвашла сăмах пур вара вăл — шăла çыртса-тӳссе çӳрерĕм çав, тесе калама юрать пуль ун çинчен. Тепле тӳсрĕм вара. Хам та шухăшлап кайран. Тӳсесех тесен, этем пит нумай тӳсме пултарать пуль çав, тесе шухăшлатăп. Чăтăм пулсан, пит часах аптрамасть, тен, вăл çын. Чăтăмлă çын вăл, теççĕ вара хăш-хăш çын çинчен <…> Çул çӳресси çăмăл мар ват çынна, чирлĕ çынна…»
Н.Шупуççынни çамрăк чухне вĕрентекен пулса ĕçленĕ тăрăхра çӳресе И.Тăхти нумай сăвă-юрă çырса илет. Çав юрăсенчен пĕрне икĕ чăваш сăвăçĕ, Н.Романов аса илнĕ тăрăх, ыталашсах юрланă иккен. Сăмахĕсем вара мĕн пуласса сиссе юрланăскерсем, турă пӳрнине палăртаканскерсемех-мĕн:
Хура вăрман çийĕ шап-шур тĕтре,
Тата мĕн çăвасси юлнă-ши?
Çамрăках пуçăм, айван чунçăм,
Тата мĕн курасси юлнă-ши?
Хура вăрман çийĕ шап-шур тĕтре,
Шап-шур пулсан та мамăк мар.
Ăçта çитсессĕн та пĕр хĕвел,
Çакă çутă тĕнче тамăк мар.
Хура вăрман çийĕ пит тикĕс,
Кăçал акса тунă кантăр пек.
Уйăрлатпăр, тăван, уйăрлатпăр
Кантăр çинчен пуса татнă пек.
Кĕçех Н. Шупуççыннине арестлеççĕ, И. Тăхти юлашки кунĕсене пурăнса ирттерет. Çĕре кĕриччен уйăх маларах, «Сунталăн» 9-мĕш номерне аллине илсен, хăй çинчен çырнине вуласан çыравçă мĕн шухăшланине эпир нихăçан та пĕлеймĕпĕр ĕнтĕ. НКВД следователĕсен хучĕсене тĕпе хурса çырнă статьяра («Халăх тăшманĕсене тĕпĕ-тымарĕпех кăкласа çĕмĕрсе тăкар») И. Тăхти çинчен çапла çырнă пулнă: «Тилĕ пек чеескер, кушак пек йăпăлтискер вăл «Шерхулла» калавсен кĕнекинче ĕлĕкхи чăваш ялне совет вăхăтĕнчи чăваш ялĕ туса кăтартать. «Нянине; паппине» «поэминче» фашистсем килесси çинчен тĕлленет, тăшман чĕлхипе чăваш халăхĕ çинчен, унăн çыруçисем çинчен тӳсме çук мăшкăлла чĕлхепе çырать. «Поэмăн» пайĕсене иртнĕ çулта пичетленĕскер вăл, юлашки пайне редакцинчен илсе тухса тарма ĕлкĕрнĕ. Çапла тепĕр пытанса юлнă тăшманăн сăн-пичĕ».
Çапла лару-тăрура çĕре кĕнĕ И. Тăхти.
1927 çулхи ака уйăхĕнче çырнă хучĕсем хушшинче çыравçăн чĕрĕ тип (живой тип) тесе палăртни пур. Çав тип психологи тĕлĕшĕнчен кăна мар, пуплев-калу енчен те кăтартуллă пулма пултараççĕ. И. Тăхтин стилĕ çырура (маларах илсе кăтартнă çырăва аса илĕр) та вăйлах палăрать. 1935 çулта «Колчак» ятлă кĕнеки тухсан çыравçă унти çитменлĕхсене асăрхаса вĕсем çинчен хаçат урлă пĕлтерме шухăш тытать. «Кĕнеке çырас ĕçе çыраканни витĕр чухлайман пирки, тĕрлĕ çĕрте авторăн тăн çитмен майĕпе, унта-кунта йăнăшсем пулнă вăл кĕнекере», — пуçлать И.Тăхти хăйĕн çырăвне. Редакци асăрхаттарăвĕ пирки çапла йĕплет вăл: «10-мĕш енче паллă туса çырни пур: «Качча кайнă хĕрĕн хăйматлăх ашшĕне ун упăшки вăртах тет» тенĕ. Хăйматлăхпа вăртах пĕр сăмах-ши вара?! Харпăрхăй сăн-пуçне çухатса, хăçан пĕр çĕре çăрăнса кайнă-ши вара вăл сăмахсем?! Çăмахпа пашалу иккĕш те пĕр япалах-çке, тенĕ пекле пулмас-ши апла вăл. Унашкал «чаплă сăмах-йăмаха» ăнланма хамăн та тăн çитеймес-çке те…»
Ухмаха пени çех мар кунта, ытларах кĕнекери ăнлантарăва çыраканĕнчен кулса тăрăхлани сисĕнет. Калавсенче те çаплах: ухмах супаканĕ пĕртен-пĕр калавçă кăна, авторĕ вара иронилет, калавçăн шухăшне пач хирĕçле çавăрса хурать.
«Парăм — 777 тенкĕ» калав (1931) И.Тăхтин стилĕ аталанса пынине кăтартать. Унти калавçă юри ухмаха пемест темелле, вăл хăйне пачах та мĕскĕнлетмест. Пурнăçри пур ĕçе-пуçа çавскер укçа çине куçарать, вăтăр çул хушшинче кама миçе тенкĕлĕх парăма кĕнине «учета илсех» шутлать. Авă амăшĕн варĕнче тăхăр уйăх пулнине те, хăйне сăпкара сиктерсе ăна чăрмантарнине те шута илнĕ ĕнтĕ калавçă. «Индивидуаллă пурнăçпа пурăнса пулнă парăмсем» тет вĕсене çак харкамçă.
Халĕ парăмсен хуçи пĕрлешӳллĕ хуçалăха кĕнĕ, «малашне ман пурнăç та зажиточнăй пулать» тесе ĕмĕтленет вăл. Кунти автор иронийĕ харкамçă сăмахĕсене юрăхсăра кăларать. «Çав асăннă парăмсене пятилеткăра пара-пара татапах ĕнтĕ» тени вара колхоз ăнлава кăна мар, пятилетка сăмаха та йӳнетсе ярать, мĕншĕн тесен вĕсене пурнăçра юратупа тивĕç мĕн икенне чухламан чурăс чĕреллĕ этем пекки калать.
Хайлаври шухăш яланхи пекех темиçе сийлĕ пулса тухнă. Калавçа ансат ăнланаканĕшĕн вăл çиелтех выртать. Тарăн шухăшĕ вара колхозсем йĕркеленĕ вăхăтри чĕрĕ типа кăтартнинчен тухса пырать. Вăл юратусăр, парахатарсăр ывăл. Мĕн пурне вăл укçа çине куçарса виçет те хаклать. Шăпах ун йышшисем планпа (пилĕк, вунă çуллăхсемпе) пурăнаççĕ те ĕнтĕ. Ку вăл текстран тухса, çав хушăрах хайлав авторĕн логикине аталантарса каланă шухăш.
И.Тăхти ал çырăвĕсем тĕпрен илсен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн (ЧПГĂИ) архивĕнче упранаççĕ. «Помидор» калавăн ал çырăвĕ те çавăнтах. Хальлĕхе хайлавăн тăватă вĕçленмен вариантне тупма май килчĕ. Вĕсене И.Тăхти 1934-1936 çулсенче çырни паллă.
Çав çулсенче «Помидор» калавăн нихăш вариантне те кун çути кăтартма май килмен. Пичет пуçĕнче тăракансене «Помидор» калав йышши хайлавсем мар, идеологи тĕлĕшĕнчен уçăмлă çырнисем кирлĕ пулнă. 1935 çулта И.Тăхтин «Колчакне» тепĕр хут пичетлеççĕ, çĕнĕ хайлавĕсене вара тиркесе тăкаççĕ. Кил-йышлă çын ют арăм патне кайнине çырса кăтартнишĕн мар, урăххишĕн тиркештернĕ çав хайлава. Иккĕмĕш тулли вариантри Ашак Иванĕ мĕн шутланине аса илер-ха: «Председатель пирĕн уншăн ал çупма те хушать-ха, те хушмас-ха». Ун чухнехи вăтам хресчен, класс кĕрешĕвĕн куçĕпе пăхсан, çапла сăмахсене калама пултарайманни кĕретĕнех курăнать. Çавăнпа та критик-редактор таврашĕ автора унти класс хирĕçĕвне уççăнрах кăтартма сĕнни иккĕленӳсĕр. Çапла сăлтавпа кăна ăнлантарма пулать «Помидорăн» вĕçленмен редакцийĕсем çуралнине.
Тĕрлĕ редакцисем пулса кайнине çапларах черетлентерсе ăнлантарма пулать. 1. Чи малтан И.Тăхти çыру мелĕпе хайланă ятсăр калав çырма пуçăнать. 2. Çав вăхăталлах вăл тулли редакцин малтанхи пайне 14 страница таран çырса хурать, малалла мĕн-мĕн çинчен çырмаллине палăртать. 3. Малтанхи пая çĕнĕрен юсаса тухать те хайлавăн вĕçне çырса пĕтерет. 4. Вĕçленмен пуçламăш редакцие çырма пуçăнать те ăна вĕçлемесĕрех пăрахать.
Хайлава мĕн пур редакцисене шута илсе тишкерме меллĕрех пултăр тесе калава пайсерен пăхса тухăпăр.
Хăна сĕтел хушшине ларичченхи пай. Кунта эпир чи малтан Ашак Иванĕ (Улю кĕрши) кам пулнине, вăл мĕнлерех пурнăçпа пурăннине пĕлетпĕр (каярах çав пурнăç уçăмланса çитет). Вăл Улю патне çĕрлесенче хăнана пыркалать иккен, çакна арăмĕнчен те, ял-йышран та пытарма тăрăшать. Улю хăй те унпа пĕрре кăна мар пытанмалла выляни, «помидор» çитерни паллă пулать. Монтажлă композицие пула вулавçă кĕркуннехи тĕттĕм çĕре, унтан пĕр чăваш ялĕнчи урама, унта карта çумĕпе йăпшăнса пыракан çынна курать, унпа пĕрле пӳрте кĕрет. Çапла вара эпир чăваш ялĕнче кĕрхи пĕр çĕр тăлăх арăм пӳртĕнче мĕн пулса иртнине пĕлетпĕр, Иванпа Улю пурнăçĕпе кăштах та пулин паллашатпăр. Çак курăм, çакă куç пĕтĕмпех малтанхи тапхăрпа çыхăннă. Унăн хăйĕн хаклăхĕ пур.
Кăмака хыçĕнчи итлесе ларнă пай. Кунта Улю кӳршин сăнарĕ уçăмланса çитнипе пĕрлех çĕнĕ хаклăх çирĕпленет. Хăна каласа панă май кăмака хыçĕнчи пысăк пĕтĕмлетӳсем туса пырать, вăл хăйне çĕнĕ куçпа курма пуçлать. Çав çĕнĕ хаклăхлă куç малтанхи пайра палăрнă хаклăхпа хирĕçĕве кĕрет. Çапла вара параллельлĕ композицие пула эпир Ашак Иванĕ улшăнса пынине куратпăр.
Кăмака хыçĕнчи çывăрса ларнă пай. Кунта пӳртри калаçăва пĕр автор-калуçă кăна илтет. Испании çинчен сăмах пырать унта. Автор хăй те кăмака хыçĕнче ларнине çак сăмахсем пĕлме пулăшаççĕ: «Улю вырăн хатĕрлерĕ пулмалла. Салтăнса выртрĕç пулас». Хайхи сăмаха шăрчăк чĕриклетни çине куçарать автор, савăшу самантне питĕ ытарлăн каласа çапла вĕçлет: «Ыйха кайрĕç-и, тен, пурте (мăшăр шăрчăк та, Улюпа унăн хăни те. — В.Р.), канса çывраççĕ пулас».
Малалла автор-калуçă çĕрлехи тӳпене (космоса) ӳкерсе парать: «... çăлтăрсем йăлтăртатса пăхаççĕ пĕри те пĕри. Çĕр çинче этем епле пурăннине курса чухласшăн пуль те ĕнтĕ вĕсем (палăртни манăн. — В.Р.)». Çак сăмахсем авторăн пулни иккĕленӳсĕр.
Этем çĕр çинче епле пурăннине чухлаттарас текенĕ автор хăй терĕмĕр. Вăл Улю кӳршине Кристобаль халапне итлеттерсе Иван пурнăçне çĕнĕлле курма пултарттарчĕ. Ашак Иванĕ тĕнчере Кристобаль йышши хăюллă, хăна евĕрлĕ нумай пĕлекен çынсем пуррине пĕлчĕ, вĕсем идеал пулмаллине (Улюшăн кăна мар!) ăнланчĕ.
Ивана тĕлĕк тĕллентерсе автор татах та тем каласшăн-ха. Çак пурнăçра хăюллă та маттур пулни çителĕксĕр иккен. Авă, хăюллисем пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ, пĕрисем теприсене карап çинчен пăрахаççĕ, расистсем ытти халăхсене выльăх вырăнне хураççĕ, шыва тытса переççĕ. Иваншăн пĕр-пĕринпе вăрçакан çынсем пурте пĕрех: вĕсем хастар, маттур. Автор вара вĕсене уйăрса пăхма хистет. Унта «сап-сарă çынсем» (фашистсен «таса раса» идеалĕ çутă çӳçлĕ ариецсем пулнине, чăвашсем вара ун йышшисене «сарă çын» тенине асра тытса çапла каланă Тăхти) тата «çăпаталлисемпе шурă йĕмлисем» (кунта автор хура халăха çапла ытарласа каланă) пур. Пĕрремĕшĕсем ариецсене кăна çын вырăнне хураççĕ, ыттисене пурне те тинĕсе пăрахма хатĕр. Çак нацистсен идеологине хирĕçле гуманизм (пĕтĕм этемлĕхе юратакан) идейине кăларса тăратнă автор.
Хайхи хайлавра Иванăн традицилле хаклăхĕ тата вăл хăна калаçăвĕ хыççăн улшăнни çинчен каласа пани, унтан авторăн космос куçĕпе пăхса каланă шухăшĕпе курăмĕ пурри курăнса каять. Çынна хăюллă пулса тĕрĕс çулпа çӳрени те çителĕксĕр иккен. Унăн яланах ырă енче пулмалла (Испанири ĕç-пуç фонĕнче реакцие сивлесе демократи енне туртăнмалла).
Кайран пулса иртнĕ пай. Кунта Иван Улю килĕнчен мĕнле тухса тарни, ун хыççăн мĕн-мĕн пулса иртни çинчен каланă. Вăл колхоза кĕнĕ ĕнтĕ, помидор лартса тума ăста çын. Хăйĕн арăмĕпе те килĕштернĕ Иван. Пĕтĕм халăха тĕлĕнтерсе вĕсем акатуйра тутăр вĕçтерсе ташлаççĕ. Иванĕ вĕçĕмсĕрех помидор усси пирки юрлать. Вулавçă пĕлет ĕнтĕ: унăн пĕлнĕлĕхĕ Улю хăнин калаçăвĕнчен тухса тăрать. Эппин, Иван помидор уссине (тен, ыттине те!) Улю патĕнче хăна калаçăвне илтнĕ хыççăн ăнланса илнĕ. Ахальтен мар вăл колхоза кĕрет, ударник пулса тăрать, хуçалăхне чылай çирĕплетет.
Малаллине автор хăй курман, вăл «пулать» тени урлă кăна калаçать. Çапах та вулавçă Иван помидор ăсти пулса кайнине пуçĕпех ĕненет.
Пĕтĕмлетсе çакна калама пулать:
1. «Помидор» калавра виçĕ хаклăхлă куç пур: Улю кӳршин малтанхи куçĕ-курăмĕ; унăн çĕрлехи хăна сăмахĕсене илтнĕ хыççăн çирĕпленнĕ çĕнĕ хаклăхлă куăç; авторăн çын пурнăçне космос шайĕнчен пăхса хаклакан куçĕ.
2. Ашак Иванĕн тĕнче туйăмĕ, çавна май куçĕ-курăмĕ те аталануллă, çав хушăрах вăл çĕннине традициллипе танлаштарса кăна йышăнать. Чăннипе каласан, çĕннинче киввине, улшăнманнине курма хăнăхнă çав чăваш çынни.
3. И.Тăхти «Помидор» калава тĕрлĕ поэтика мелĕсемпе усă курса çырса пăхнă. Харкамçă çырăвĕ пек йĕркелени автора çырлахтарман. Çав мел аталануллă куç-курăмшăн, нумай сийлĕ сăнарлă шухăшлавшăн тăвăр та ăнăçсăр пулнине ăнланса илнĕ вăл. Социологи енне сулăннă варианта та вĕçлеймен автор.
4. Хайлаври калăва çыравçă монтажлă тата параллельлĕ композицисемпе ăнăçлă усă курса йĕркеленĕ. Малтанхи мелĕ курăм проекцине космос шайĕнчен пӳртри кăмака хыçĕ таран пĕчĕклетсе кăтартма май панă. Тепĕр мелĕ вара калăва ăшри монолог çулĕпе яма, харкамçăн улшăнса пыракан чунне-чĕрине туйса ăнлантарма пулăшнă.
5. «Помидорти» кулăш çыру евĕрлĕ хайланă калавсемринчен урăхларах пулса тухнă. Кунта çыравçă «Колчак» поэма-памфлетри, «Шерхулла» калаври ăсталăха (камитле лару-тăру, ĕç-пуç, хускану) малалла ăнăçлă аталантарма пултарнă.
6. «Помидор» евĕрлĕ темиçе куç-курăмлă тата хаклăхлă хайлавсене Б.Успенский тĕпчевçĕ анекдотпа танлаштарнă. Кунта М.Бахтин палăртнă нумай саслăх (полифони) паллисем та аванах сисĕнеççĕ.
И.Тăхти — чăваш литературин чăн-чăн классикĕ. Унăн «Помидор» ятлă калавĕ вара çыравçăн чи паха та вулавçа антăхтарма пултаракан вилĕмсĕр хайлавĕ. Ун йышшисемпе тăван сăмахлăхăмăрăн тӳпине виçеççĕ!