Пĕр пуп хăйĕн ĕнине çитерме утă вăрлама кайсан: «Эй, тур, çырлах, çын ан куртăрах, аминь, аминь», — тесе сăх сăхать, тет.
Пупсем паян мăн куна,
Тăнкăл-танкăл чан çапса,
Прихут ушкăн халăхне
Чиркӳ патне чĕнеççĕ.
Мăн тияккăн хушнипе
Уксах Таник, хăрах куç,
Хĕвел аннă-анманах
Хыпаланса чан патне
Тапăлтатса ухнă та,
Ик аллипе чансене,
Кантрисене тытнă та,
Лĕнкĕл-ленкĕл тутарса,
Мăнттай чанăн пăявне
Чавсипеле çаклатса,
Турткалашса-хăтланса,
Уксах ури пуçĕпе
Мăнттай чанăн хăмине
Пуса-пуса чан çапать.
Калăм кунĕ майĕпе
Пуп таврашĕ, тиечук,
Ватă-вĕтĕ этемсем
Вĕтĕнеççĕ мунчара.
Алтăр-алтăр ăш шывпа
Мунча чулне чашкăртаç.
Хурăн-çăка милĕкпе
Ӳте-тире пиçертеç.
Мунча кĕрсе тухнисем:
Кăвак сухал стариксем,
Чĕтре пуçлă карчăксем,
Качча каяс хĕрĕсем,
Пĕве çитнĕ яшăсем,
Шăри-шари вĕт-шакăр —
Калăм çĕрĕ чиркĕве
Унтан кунтан пыраççĕ.
Сарă мăйăр, хĕвелçаврăнăш
Кĕсье-кĕсье туллиех
Хĕрсемпеле каччăсем
Чике-чике тултарнă.
Хурал пӳртне кĕреççĕ,
Хăшĕ тулта тăраççĕ.
Чиркӳ хурал пӳртĕнче
Пĕчĕк краççын трупасăр
Çакса панă маччаран.
Урайĕнче, сак çинче
Прихут халăх ларатĕ.
Курнă-илтнĕ сăмаха
Пĕрне-пĕри калаççĕ.
Хăшĕ чĕлĕм, хăш пирус
Турткаласа лараççĕ.
Икĕ карчăк тĕпелте
Мăкăлтатса пуплеççĕ.
Пĕр карчăкĕ калаçать:
— Ку таранччен кинпеле
Ăшă сăмах калаçман;
Манăн чĕлхе пĕрре те
Ун пек çынна кин тесе
Каламашкăн çаврăнмасть.
Çăкăр-тăвар хунă чух
Вĕре-вĕре хрес хумасть;
Çăкăр питне аллипе,
Çăкăр-çимĕç унасан,
Хĕрес палли ӳкермест.
Качча килни виçĕ çул.
Виçĕ çулта пĕр кавит
Кĕлле килсе тумарĕ.
Пĕтĕм халăх чиркĕве
Калăм çĕрĕ килеççĕ —
Пирĕн кин, çав урмăш çын,
Паян кĕлле килмерĕ!
Ĕç патĕнче ал-ури
Хăйĕн лайăх çаврăнать.
Манăн ывăл йăвашши…
Тепĕр арçын аллинче,
Ун пек арăм пулсассăн,
Патак валли пулмалла.
Хĕрачине хам кăна
Сăхсăхмашкăн вĕрентеп…
Карчăк панче ларакан,
Пĕве çитнĕ яшăскер,
Çапла калать карчăка:
— Кала-халĕ, килеми!
Çăнăх-чуста таврашĕ,
Хĕрес хывса лартсассăн,
Çĕпресĕрех йӳçет-и?
Кинӳ ачи, сăхсăхсан,
Палăрмаллах ӳсет-и?..
Яша пăхса хай карчăк
Çапла калать вăраххăн:
— Йӳçессине йӳçмест те,
Йăли çапла хай пирĕн.
Сăхсăхмашкăн ачана
Вĕрентмесен хăратăп —
Куç ӳкесрен, чирлесен…
Тата çантах ларакан,
Хĕрлĕ çартан çуркунне
Киле килнĕ салтакскер,
Çапла калать карчăка:
— Йăли апла пулсассăн,
«Çырлах-çырлах» каласа,
Сăхха сăхса, çăкăра
Пĕçерсе те кăларсан,
Сахăр тути калать-и?..
Пирĕн карчăк, сурпанне
Аллипеле тӳрлетсе,
Хăйĕн тутăр вĕçĕпе
Тутисене шăлчĕ те
Яша хирĕç сăмахлать:
— Ара, ачам, хăв пĕлен —
Свещенĕксем яланах,
Çимĕç тума тытсассăн,
Хĕрес палли хумашкăн
Заповедьпе хушаççĕ.
Унсăр çиес çимĕçсем
Перекетле пулмаç, тет…
Яшĕ калать карчăка:
— Апла эппин, килеми,
Пуп таврашĕ сăмахне
Вĕсен хыççăн кайсассăн,
Пĕр çăкăртан ик çăкăр
Тума эсир вĕренĕр.
Унтан тепĕр карчăкĕ
Сăмах хушать çаплалла:
— Тепле ĕнтĕ, ачамсем!
Ăна-куна пĕлместпĕр —
Хĕлле раштав тур шывпе —
Хура пупа тиечук
Пирĕн яла пырсассăн,
Пирĕн патра ларчĕç те —
Ĕçтертĕмĕр пĕр лустăк.
Хура пупĕ вĕрентет:
«Укçа-пухча, тыр-пулă
Чиркӳсене, пупсене
Пара-пара тăмасан,
Çăкăр-тăвар çитмест, — тет, —
Пурнăç катăк пулать , — тет, —
Выльăх-чĕрлĕх ăнмасть», — тет.
Каччă ыйтать карчăкран:
— Вара эсир пупсене
Ĕçкĕ-çикĕ çийĕнчен
Тырă парса ятăр-а?
— Пирĕн ашшĕ кĕлĕшĕн
Ик пăт ыраш, пăт сĕлĕ
Парса ячĕ пупсене.
— Вара, инке, ун хыççăн,
Пупа тырă парсассăн,
Сирĕн кĕлет пӳлмине
Тырă-пулă хутшăнчи?
— Хутшăнни-мĕн пулмарĕ —
Хура çĕре шуратма
Вăрлăх валли çакă çул
Çити, çитми тетпĕр-ха.
Икĕ старик юнашар
Сăмахласа лараççĕ:
— Турă тавраш, пуп çинчен
Кутăруçăн çамрăксем
Калаçаççĕ темтепĕр.
Турри пур-ши, çуккă-ши —
Ăна тĕплĕн пĕлме çук.
Чăнах, пупсем пит выçă —
Укçашăн та хырăмшăн
Вăтанмасăр халăхран
Тырă-пулă, кирек-мĕн
Выçăхланса пухаççĕ.
Сăмахранах каласан,
Пирĕн хура свещенĕк
Тĕнче мулне пĕтĕмпе
Пĕр çăвартан çăтĕччĕ,
Прихут ушкăн халăхне
Алă çапса сутĕччĕ.
Тияккăнĕ — мытарник,
Пасар-пасарсеренех
Кĕсре-лаша улштарса
Улшуç пулса çӳресскер.
Хытă саспа ӳхĕрсе,
Чиркӳ варне тĕпеле
Тухса тăрса, çĕкленсе
Апостолсем вулакан —
Тиечук та путлĕ мар:
Пĕлтĕр ыраш пуссинче
Микул салтак арăмне
Лапсăртатса хвалать, тет.
Шурă çӳçлĕ ватă çын —
Уйкассинчи Тăхтаман
Кукăр чăпăк чĕлĕмне
Иккĕ-виççĕ ĕмрĕ те
Вĕрсе ячĕ тĕтĕмне.
Йĕс чĕлĕмне тытрĕ те,
Сакă çумне шаккаса,
Кукăр пуçа тасатса,
Çапла сăмах калаçать:
— Эпĕ ĕнтĕ аннерен
Çавăнашкал çуралнă —
Манăн чĕлхе ачаран
Курнă-илтнĕ сăмаха
Каламасăр чăтаймасть.
Шемертенри кăтра пуп
Хĕрлĕçыра хĕреспе,
Мăнкун эрни майĕпе,
Пĕлтĕр кайнă çӳреме.
Унта-кунта сăмакун,
Курка-курка сăрасем
Ĕçкелесе шăмшакки
Яшăланса хускалсан,
«Христус турă чĕрĕлнĕ,
Чăн-чăнах та чĕрĕлнĕ!» —
Текелесе çынсемпе,
Арăмсемпе чуптусан,
Кăтра пупăн çавăнпа
Пĕвĕ-сийĕ тапрансан,
Шемертенри хайхи пуп —
Иккунпала çӳрекен —
Çынсен куçĕ умĕнчен
Таçта кайса çухалнă.
Шемертенри Юс Митюк
Арлан Ивань патĕнчен,
Вите хӳми çумĕнче,
Çинчĕк улăм хыçĕнче,
Иван кинĕ Плакипе
Кăтра пупа картара
Сисмен хутран курнă, тет.
Кăтра пупа çавăнтан
«Çинчĕк улăм пуп» тесе
Панă вара фимили.
Вакă-вĕтĕ ачасем
Шкулпа чиркӳ хушшинче
Хут хунарпа çутатса,
Калла-малла яваççĕ.
Кĕçĕр тухсан кĕлĕрен,
Комсомолсем — шкул ачи
Учительпе спектакль
Хатĕрленĕ лартмашкăн.
Тухнă-тухман кĕлĕрен
Яшăсемпе хĕрĕсем,
Хăшĕ-пĕри ваттисем
Шкула каяç спектакле.
Шкулăн çуртне туллиех
Халăх тулчĕ курмашкăн.
Уçса ячĕç чаршава…
Сцена çинче тăваттăн:
Пĕри вăрăм тумтирлĕ,
Вăрăм çӳçлĕ, мăн хырăм —
Умне хĕрес çакнăскер.
Тепри кăвак кĕпепе —
Хура тăла, шурă йĕм —
Çутă пуçлă ват старик.
Енчĕк çакнĕ пилĕкне,
Пилеш туя тытнăскер.
Виççĕмĕшĕ — ват карчăк.
Йӳлĕ пилĕк, улача
Вăрăм кĕпе тăхăннă.
Пуçне сырнă шур сурпан,
Мăйне çакнă хуртпуççи,
Алне тытнă шыв курки.
Сылтăм енче килеми
Хăлтăрмаçă кĕпепе
Ларать сĕтел хушшинче
Мăкăлтатса хăй тĕллĕн.
Тăваттăш те пуплеме
Пĕр-пĕринпе пуçларĕç,
Курма пынă çыннисем
Пурте шăпах лăпланчĕç.
Çутă хĕрес мăйĕнчен
Вăчăрапа çакнийĕ,
Мăн хырăмне мăкăртса,
Пилеш туя тытнинчен
Акă çапла ыйтатĕ:
— Хăта, эсĕ кам пулан?
Ку туяпа мĕн тăван?
Сăран енчĕк пилĕкрен
Мĕне вали çакнă эс?
Старик çутă хĕресе
Тинкеререх пăхрĕ те:
— Кам пуласси — çын эпĕ,
Хура Варти Ухатер…
Пилеш туя кирлĕ вăл —
Арçурипе шуйттана
Виççĕ сулсан — хăратать,
Çиччĕ сулсан — тасатать…
Сăран енчĕк ахаль мар —
Шурă вăкăр тирĕнчен
Вĕлтрен çиппе çĕленĕ.
Качи-мăчи — юн чулĕ
Чиксе çӳреп унпала.
Тата калать мăн хырăм:
— Эсĕ, эппин, юмăç пуль?
Старик:
— Юмăççине юмăç та,
Кала-халĕ ху эсĕ
Мĕн ĕçлекен çын пулан?
Мăн хырăм:
— Эсĕ мана пĕлмесне? —
Çылăх тавраш ыйтакан,
Пуççаптарса, сăхсăхса,
Турă юнне паракан;
Ывăл турă вырăнче
Çак çĕр çинче ĕçлекен —
Пулап эпĕ пачăшкă.
Старикпеле мăн хырăм
Карчăксене пăхаççĕ.
Хĕрес çакнă мăн хырăм
Курка тытнă карчăка
Ыйту парать çаплалла:
— Кала-халĕ ват инке!
Мĕн ятлă эс, кам пулан?
Курка тытса ма çӳрен?
Ват инке:
— Палламасна эс мана?
Тăхтаç аппа тесессĕн,
Ку таврара пĕлеççĕ.
Шыв курки те кирлĕ-çке:
Кăвак куçпа хăмăр куç
Кирек кама ӳксессĕн,
Ăшăрт тавраш, чĕмере
Пӳклерен те тивсессĕн,
Элкӳл шывне куркапа,
Кăмрăк ярса, кĕлпеле
Сурса сăхса ĕçтереп.
Мăн хырăм:
— Вĕрӳç-карчăк, эппин, эс!
Ват инке:
— Вĕрӳç пулни намăс мар,
Вăрă-ясар туни мар…
Мăкăлтатса ларакан
Карчăк патне мăн хырăм
Майпе утса пычĕ те
Çапла ыйтать çавăнтан:
— Мĕн калаçса ларатăн
Хăв тĕллĕнех, шăппăнах?
Мăн хырăма ерипе
Карчăк калать çаплалла:
— Пирĕн йышши арăмсен
Сывлассерен çич сăмах
Чĕлхе вĕçне тухмалла.
Ку карчăка мăн хырăм:
— Шуйттансемпе-шыврипе
Пĕр чĕлхеллĕ пурнакан —
Тухатмăш эс, пăсакан, —
Тесе сăмах каларĕ.
Мăн хырăма тавăрса,
Карчăк калать çилленсе:
— Тухатмăш-и, кам эпĕ,
Çапах сан пек мар эпир:
Кавит тавраш тунă чух
Ясар ĕçпе çыпăçман…
Шкула тулнă çыннисем
Сцена çинче курнине
Йăскăн кулса итлеççĕ.
Капла пулни хыçĕнчен
Чаршав карчĕç, карт туртса.
Курма пыни пурĕ те
Алă çупса шавлаççĕ.
Унтан кăштах тăрсассăн,
Каллех уçрĕç чаршава.
Сцена çинче шкул ачи,
Комсомолсем пĕрлешсе,
Йышлăн ушкăн тăнă та
Пĕри калать хут купăс.
Купăс кĕвви майĕпе
Акă çапла юрлаççĕ:
— Мăнтăр пуп та мăнтăр пуп,
Мăнтăр пупăн мăн майри —
Ĕçхалăхĕн мурĕсем.
Мăнтăр пупăн мăн ывăль,
Мăнтăр пупăн мăн хĕрĕ —
Тырă-пулă мурĕсем.
Мăнтăр çур пуп, тиечук,
Юмăç тавраш, тухатмăш —
Ĕçхалăхĕн мурĕсем.