Авăнмасăр,
Ывăнмасăр,
Тăрантасшăн хырăмна.
Эсĕ — çĕвĕç,
Эпĕ сăвăç,
Тетĕн эсĕ арăмна.
Вăл тупмасăр,
Вăл памасăр
Татаймастăн парăмна.
Сăвăс тетпĕр,
Сĕлĕх тетпĕр,
Сăвăç мар сăвăçсене.
Ир тăнлатпăр,
Каç манатпăр
Юрламан юррисене.
Вăтанмасăр,
Вăранмасăр,
Çывăрасшăн ыйăхна.
Эпĕ — чирлĕ,
Канăç — кирлĕ,
Тетĕн эсĕ арăмна.
Сăвăс тетпĕр,
Сĕлĕх тетпĕр,
Этем мар этемсене.
Ир ятлатпăр,
Каç манатпăр,
Унашкал этемсене.
Пит çумасăр,
Кун курмасăр
Эс уçасшăн мухмăрна.
Эсĕ — Турă,
Эсĕ — юрă,
Тетĕн эсĕ мăшăрна.
Вăл — çук терĕ,
Чĕрттермерĕ, —
Кăтартатăн чăмăрна.
Сăвăс тетпĕр,
Сĕлĕх тетпĕр.
Эсĕ маннă çынсене.
Каç та — тамăк,
Ир те — тамăк
Вăйпитти кахалсене.