Ывăлăма — Лĕвăна
I
X. ятлă больницăри N-лĕ палатăна икĕ çамрăка илсе кĕчĕç. Вĕсене пĕтĕмпех шап-шурă бинтсемпе чĕркесе пĕтернĕрен кам иккенне палласа илме те йывăр. Палатăра ним сас-чĕвĕ те илтĕнмест. Хутран-ситрен бинтланă çамрăксем вăрăммăн йынăшса илни çеç ку пӳлĕмре такам пуррине пĕлтерет. Вара, те вĕсен сассине пула, тен унсăрах-и, алăк ерипен уçăлать те, унта шап-шурă лĕпĕш пек тумланнă кăмăллă сестрасем кĕрсе тăраççĕ. Вĕсем, шăппăн темскер пăшăлтатса илсе, епле кĕнĕ çаплах тухса каяççĕ. Бинтланă çамрăксен ури вĕçне, тимĕр кровать çумне, пĕринне — Григорий Архипов, тепĕринне Хамет Тураев тесе çырса хунă. Вĕсем кунта виççĕмĕш кун выртаççĕ ĕнтĕ.
Пĕрре çапла Григорий хăйне çав тери çăмăллăн туйса илчĕ. Калăн, унăн нимĕн те ыратмасть; калăн, вал ахаль çех канса выртать. Хăш чухне сывмар çыннăн кирек камăн та çавăн пек вăхăтсем пулса иртеççĕ. Те самайлана пуçланипе вара, те урăх сăлтавпа, ун çинчен Пайраш тухтăр тĕплĕн каласа парĕ, эпĕ урăххи çинчен каласшăн. Шăпах çакăн пек самантра Григорий пуçне темле шухăшсем пырса тулчĕç. Вал хăйĕн вăхăтлăха уйрăлса юлнă çамрăк арăмĕ çинчен шухăшлама тытăнчĕ. Çапла ĕнтĕ вăл юрату тени, вилес умĕн те канăç памасть çынна. Мĕн юлашки сывлăш тухса кайичченех асра, юлашки сывлăш тухсан — пĕтрĕ вара. Ун чух сана нимле юрату та кирлĕ мар. Тĕнче кăна илемне çухатмасть. Çавах ялкăшать хăвел; уйăх та садра пытаннă хĕрпе качча çулçăсем витер сăнать, шăпчăк та çавах юрлать. Юрату та ĕмĕр сӳнмест...
— Çук, ăмĕрне те манас çук, — терĕ вăл хуллен, — ĕмĕрне те манас çук эп асран кайми каçсене. Епле манас-ха вĕсене? Эпĕ çав вăхăтчен никама та юратса курманччĕ. Тен, хама та никам савман пулĕ унччен? Ăна пĕр самант хушши курмасан та ăшăм-чикĕме вут хыпса илетчĕ; чĕрем вуник чуллă арман çавăрма пултаракан мотор пек ĕçлеме тытăнатчĕ.
Григорий хăйĕн çамрăк арăмне, Надеждăна, çав тери юратнă. Вĕсем пĕр-пĕринчен пĕр шит те уйрăлман, мăшăрлă кăвакарчăн пек пурăннă. Çавăнпа халь те ун шухăшĕсемпе асаилĕвĕсем пуçа шăнăçми тулса вĕçе-вĕçĕн иртрĕç...
— Ларсан — ларассăм килместчĕ, — терĕ вăл малалла хăй ăшĕнче, — выртсан — выртассăм килместчĕ, тăрсан — тăрассăм килместчĕ; Эх, тусăм! Ма эс çав тери тыткăна илтĕн-ши мана? Эс тинĕс тĕпĕнче пулсан — эп пулă пулса тинĕс тĕпне чăммалла, эс пĕлĕтсем хушшинче пулсан — эп ăмăрткайăк пулса çӳлти тӳпене вĕçсе ӳкмелле. Сана юмахри пек хăватлă çавраçил килсе çичĕ тинес леш енне çĕклесе кайсан — эпĕ çил çунатлă урхамах пулса сан патна вĕçсе ӳкмелле; хаяр арăслан пек çапăçса сана тăшман аллинчен туртса илмелле. Эх тусăм! тĕнчере те урăх çук-ши санни пак тăп-тăпăлкка тулли кăкăрсем? Сар ука пек кăтра çивĕтсем? Çинçе те хура йăрăм куçхаршиллĕ кăвакарчăн куçĕ пек куçсем? Эсĕ утса пынине курсан, маншăн улăхри çавра кӳлĕ варринче шурă акăш чăмса çӳренĕ пек туйăнăть. Лăпкă тӳлек каçри шур çеçкеллĕ шăпчăк сассине илтсен — эпĕ сан сассуна аса илетĕп. Ăçта юлчĕç-ши виноград сачĕсем? Çавăнта иксĕмĕр савăнса çӳренĕ чухне эсĕ мана чи лайăх пиçсе çитнĕ çырлисене татса параттăн; «ах, епле тутлă-çке вĕсем, Гриша, çи-ха, ак çакна» тееттĕн. Вара эпĕ сан çине пăхса илеттăмччĕ те: эсĕ мана çав çырларан та пин хут илемлĕ туиăнаттăнччĕ. Тата ăçта юлчĕç-ши çав Сыр-Дарья шывĕ хĕрринче иксĕмĕр çӳренĕ асран кайми каçсем? Сыр-Дарья шывĕ хăйне хăй калаçса юхса выртатчĕ. Çав шыв хăрринчен эпир пĕлĕте кармашакан тусем урлă, çурçĕр еннелле пăхса тăраттăмăрччĕ. Пирĕн хаваслă шухăшсем çӳллĕ тусем урлă каçса таçти инçете вĕçетчĕç. Эпĕ аслă Атăла аса илеттĕм. Сана Атăл çинчен каласа параттăм. Юмахри пек Жигули «хапхи» витĕр пĕрле тухма ĕмĕтленеттĕм. Эсĕ мана Азов тинĕс хĕррине чĕнеттĕн: эпĕ унта шыва кĕрсе ӳснĕ, тееттĕн. Халь ăçта-ши çав телейлĕ каçсем? Кураймарăм пуль çав Украина уй-хирне. Кĕреймерĕм пуль çав чие сад айне. Лараймарăм пуль çав Тарас ларнă Днепр шывĕ хĕррине!.. Нивушлĕ çак пӳлĕмрех юлăп-ши? Тен, тухсан та тусен айĕнчи масар çинчех пулăп-шим? Эх, Надежда! Вара эсĕ тăлăх кăвакарчăн чĕппи пек пĕччен юлăн-шим? Анчах тупайăн-ши эс мана? Çук, Надежда, нихçан та, нихçан та тупас çук!..
Çапла хытă шутласа выртнипе пулас, Григарийĕн температури каллех çĕкленчĕ. Вăл урмăшса калаçма тытăнчĕ.
— Çук! Эп кĕпер айĕнче вилме суккăр этем мар! — терĕ вăл. — Эпĕ акăлчан йыттисене1 вĕлерме килнĕ! Эй, Степан Шаумян! Саншăн тавăрма килнĕ эпĕ, илтетне ман сассăма! 26 комиссаршăн çапăçар! Ав, юпа çумĕнче вĕсем... Ан чарăр мана, Измаил! Ман çиллĕм шалча янахлă акăлчан пуçне çапса салаттăр, пĕтĕм тискер тусене çавăрса хутăр! Вăл динамитран та, пирокселинран та вăйлăрах! 26 комиссаршăн... Степан Шауминшăн! Мала!.. Мала, юлташсем! Ав, юпа çумĕнче вĕсем! Эй, часрах Измаил!.. Сик, «шуйттан кĕперĕ» урлă!
Вăл, юлашки вăйĕпе çĕкленсе, сĕтел çинче чечексемпе ларакан шур кĕленче кăкшăма пĕтĕм вăйĕпе алăк еннелле тытса вăркăнтарчĕ... Унтан вырăн çине тĕшĕрĕлсе анчĕ те тек хускалмарĕ.
— Сильный бред, — терĕ чупса кĕме ĕлкĕрнĕ врач хуллен.
— Да, — терĕ ун çумĕнчи сестра та шăппăн. Григорий епле ӳкнĕ, çавăн пекех тăнсăр пулса кайрĕ. Ăна врач темскер шăршлаттарчĕ пулас, вăл вăрăммăн йăнăшса илчĕ те тепĕр енне çаврăнса выртрĕ.
II
Надежда çав каç çĕрĕпе куç хупаймарĕ. Вăтам Азири шăрăх та пăчă каç ун çăмăл ыйхине таçтах вĕçтерсе кайрĕ. Унти пăчă каçсенче йĕпетнĕ çивиттипе витĕнсе выртаççĕ. Надежда та сивĕ арыкран йĕпетсе кĕрсе витĕнсе пăхрĕ, анчах çук, пулăшмарĕ ăна, пĕтĕмпех вĕçнĕ ун ыйхи. Те чĕре теме сисет темелле, те йывăр шухăш пусать-и, хăш чухне кирек камăн та çавăн пек пулать. Çĕрĕпе çывăраймасăр тарăхан вара. Надеждăна иккĕшĕ те пусса илнĕ. Чĕре туйăмĕ те, йывăр шухăш та. Эх, ăçта çӳрет-ши мăнтарăн Кĕркурийĕ? Аса илет-ши вăл Надеждăна? Ытла хăвăрт иртрĕç вĕсен телейлĕ кунĕ-çĕрĕсем... виноград сачĕсем... Лăпкăн юхса выртакан Сыр-Дарья шывĕ хĕрринчи лăпкă тӳлек каçсем?..
Чанах та, пĕр-пĕринпе ĕмĕрлĕхе тесе пĕрлешнĕ хыççăн вĕсем нумаях савăнса пурăнма ĕлкĕреймерĕç. 1930 çулхине пĕтĕм Вăтам Азири тусен хушшине вут хыпса илнĕччĕ. Англи хĕçпăшалĕпе хĕçпăшалланнă Ибрагам-Бек хăйĕн темиçе пинлĕ бандипе ют патшалăхран Совет çĕршывне каçнăччĕ. Вĕсем колхозсене салатса, колхозниксемпе совет работникĕсене вĕлерсе, кооперативсене çаратса çӳретчĕç. Цуян колхозсен шутсăр йышлă выльăх-чĕрлĕхĕсене чикĕ леш енне хуса кайма пикенетчĕç. Анчак Ибрагим-Бек нумаях ашкăнаймарĕ. Çав вăхăтра пĕтĕм Вăтам Азири рабочисемпе колхозниксем ура çине тăрса, çав тискер бандăна часах аркатса тăкрĕç, юлашкинчен Ибрагим-Бекне те уншăн кĕлтуса çӳрекен мулла таврашĕсемпех тытса çапса пăрахнăччĕ. Шăпах çак вăхăтра ĕнтĕ çав хăрушă хыпар Григорий ĕçлекен строительствăна та çитрĕ. Пĕрре, шăпах кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче, пĕтĕм строительствăри рабочисен пысăк митингĕ уçăлчĕ.
— Юлташсем! — терĕ вырăнти парти секретарĕ Лебедь Иван. — Вăтам Азири шур ылтăн — шур мамăк пĕтĕм тĕнчипе палăрса тăрать. Халĕ, — терĕ вал малалла, — темиçе çĕр пин гектар çине çав шур ылтăна акас вăхăт çитрĕ. Анчах... пĕтĕм мамăк уйĕсемпе вĕсене шăваракан шывсем басмачсен2 аллинче... вĕсем ту хушшинчен тухакан пысăк арыксене чарса лартнă, кишлаксене çаратса, çынсене вĕлерсе çӳреççĕ... тен, пирĕн строительствăна çитме пултарĕç... Хăшпĕрисем çак хыпара илтсен строительствăри ĕçе те пăрахса тарчĕç, намăс виттĕр вĕсене! — терĕ.
Ăна каласа пĕтерме те памарĕç.
Митингри рабочисем Ибрагам-Бек бандине хирĕç халех отряд пуçтарса тусем хушшине тухса кайма ыйтрĕç.
— Çырăр мана! — чи малтан кăшкăрчĕ пĕр тутар ачи, Григорий тусĕ Измаил.
— Çырăр мана!
— Мана та... — кĕрлерĕç çамрăксен сассисем. Списокра Измаил хыççăн Григорий ячĕ пулчĕ.
— Ну эс, Гриша, çамрăк арăма пăрахсах пыран иккен?..
— Арăмĕ тупĕ-çке!.. Кунта сахал юлаççĕ-им?..
— Тĕнче — йĕм пĕççи мар вĕт! — шӳт турĕç çамрăксем. Çакăн пек шӳт тунăшăн Григорий пĕрре те çилленмерĕ. Мĕншĕн тесен Григорий юлташĕсем арлă-арăмлă пурăннă чух пĕрне-пĕри пĕтĕм чĕререн юратни çумне çĕршыва юратнине хушсан, çав тери хăватлă патриотизм пулса тăнине питĕ лайăх ăнланнă вĕсем. Григорипе Надежда пĕрлешни чăнах та виç-тăватă кунран ытла пулман, анчах мĕн тăвас тен: халиччен пур енчен те маттурсен шутĕнче тăнăскер, çакăн пек ответлă ĕçрен пăрăнса юлсан, такам та: Григорий арăмĕ хыçне выртса юлнă теме хăйнă пулĕччĕ. Вĕсен отрячĕ X. хулинчен ытла инçех мар, пĕр Аучи-Калачи ятлă кишлака çитсе вырнаçрĕ. Тĕттĕм те хăрушă кĕтес. Вăл пĕтĕмĕшпех икĕ пысăк ту хушшинче ларать. Калăр, кам Вăтам Азири таскер тусем хушшинче пулман? Кам çӳресе курман пĕлĕте кармашакан тусем хушшинче? Унта шăши йĕрĕ пек сукмак тăрăх пынă чухне, пĕр еннелле çӳлелле пăхсан, пуçри çĕлĕк хывăнса ӳкмелле. Тепĕр еннелле, аялялла пăхсан, пĕтĕм чун сӳлетсе каять. Таçтан, çĕр тĕпĕнчен, ту айĕнчи шыв кĕрлени çеç илтĕнет. Кăшт çех асăрханмасăр утса каяс пулсан та, тĕпне çитичченех чун юлмалла мар. Çавăн пек тискер тусем хушшинче икĕ тĕпсĕр çырана пĕрлештерекен пĕчĕк кĕперсем пулаççĕ. Çав кĕперсене кунтан кайнă çынсем, европеецсем, «шуйттан кĕперĕсем», теççĕ. Аучи-Калачире те çакăн пек пĕр «шуйттан кĕперĕ» пурччĕ. Григорий хăйĕн ĕмĕрĕнче те ун пек хăрушă кĕпер урлă каçса курман. Тата çак кишлака та кĕçĕр çеç çитнĕ-ха вăл. Вĕсем çакăнта килсе тапăнакан басмачсен хаяр ушкăнне ним хĕрхенӳсĕр çапса салатма, вĕсен йĕрĕнчĕк шăршлă ӳтне-тирне хура кĕл туса каялла, чикĕ леш еннелле, вĕçтерсе яма хатĕр. Ан пултăр пирĕн таса çĕр çинче хура юнлă тăшманăн сăмсана тавăракан шăрши!
Тусем хушшинчи каçсем яланах тĕттĕм те хăрушă пулаççĕ. Кĕçĕр акă, те халиччен çак вырăна килсе курманран, каç çав тери тискер те кичемлĕн туйăнать. Пĕчĕкçеççĕ отрядăн штабĕ — шкулта. Шкул хыçĕнченех çӳллĕ тусем пуçланса каяççĕ. Çӳлтен, ту тăрринчен, пĕр пысăк чул кустарса антарас пулсан, пĕчĕк чăх чĕппине лаша пусса вĕлернĕ пекех лапчăтса хурассăн туйăнать. Шкул умĕнче, çирĕм хăлаçран инçе мар тĕпсĕр тарăн çырма. Çав çырма тăрăх басмачсем шуса килес пулсан, вĕсем штаб умнех тухса тăмалла.
Отряд пуçлăхĕ Иван Лебедь Григорипе Измаила хăй патне чĕнсе илчĕ.
— Акă мĕн, йĕкĕтсем, — терĕ вăл, — эпир кунта çитсе кĕнине пурте курман-ха. Эсир вырăнти чĕлхене лайăх тĕшмĕртетĕр, çавăнпа сире хушмалли пур: эсир халех çырман леш енчи чайханана кайса ăçта вăл-ку илтĕннине тĕпчесе пĕлмелле. Апла-капла пулсан, пĕри часрах кунта çитме тăрăшăр. Ăнлантăр-и?
— Ăнлантăмăр! — терĕç йĕкĕтсем.
— Апла пулсан, ак сире халатсем, тумланăр та марш! — терĕ юлашкинчен отряд пуçлăхĕ. Григорипе Измаил, хăпăл-хапăл тумланса, кирлĕ хĕçпăшалсене халатсем айне хĕстерсе, чайхана еннелле утрĕç. Чайханара кашни каçах çынсем пухăнса лараççĕ. Чей ĕçеççĕ унта вĕсем, дыня çиеççĕ, икшерĕн-виçшерĕн ларса тем çинчен хуллен пуплеççĕ, халап-юмах яраççĕ. Хыпаланчăк чайханщикĕ чейсем тултарса çӳрет, читлĕхре юрлакан путенисене рис çитерет, кирлĕ çын умне тараватлăн гальян йăтса пырать.
Çакăн пек чайханара час-часах хăйсен искусствине укçасăр-мĕнсĕр кăтартса çӳрекен дрессировщиксене те курма пулать. Вĕсем хĕв тулли çĕлен-калта тултарса çӳреççĕ. Çăв çĕленсене хĕврен кăларса мăйĕсем тавра çавăраççĕ, галстук туса çыхаççĕ, çăвара хыпаççĕ...
Халиччен ун пеккине курма хăнăхман çыншăн çак хăрушă вăйă çине пăхма та тискер.
Вĕсем, «шуйттан кĕперĕ» урлă каçсан, чайхана патне шăши çине сиксе ӳкме хатĕр кушак пек йăпшăнса çитрĕç. Анчах вĕсем кĕçĕр хыпаланчăк чайханщике те курмарĕç, путене юрлани те илтĕнмерĕ, унта çĕленсене илештерекен асамçă тавращĕ те пулмарĕ. Вĕсен чунĕсем сӳлетсе кайрĕç. Чайханара акă басмачсем лараççĕ. Вĕсем çирĕм çынран га ытларах пулĕ. Умĕсенче йĕтем пысăкăш елпешке хуран çинче вĕри плов пăсланса ларать, ăна вĕсем ним кашăксăр-мĕнсĕрех ывăç тулли çавăра-çавăра çăвар тулли явса лараççĕ. Çавсенчен пĕр чалăшран та инçе мар юпă çумне туртса çыхнă çамрăк çын ăсапланать. Ан кăшкăрайтăр тесе пулас, ун çăварĕ урлă алсатулĕ пысăкăш мамăк хурса чалмана çыхнă, пĕтĕм ӳт-пĕвĕнчен чĕрĕ юн юхать. Ун умĕнчех пĕр клеще ураллă, лутрарах кăна йĕрĕнчĕк басмач кускаласа çӳрет. Вăл çарамаслантарнă çамрăк ӳтне кинжалпа чĕркелет те юнланнă кинжалне çăвар урлă çыхнă чалма çине шăлать. Хăлхи патне çитекен хăрăк шăллă çăварне сарса ярса пăнтăхнă сассипе лĕхлетсе кулать.
— [[I,102]] — тет вăл çамрăка мăшкăлласа.
Çак этемĕн пăхма çук тискер ĕçне курсан, Григорипе Измаил ни кая, ни мала утма пултараймарĕç.
— [[I,103]], — терĕ Измаил Григорие тутарла. Вăл Иван Лебедь патне кайма хушрĕ ăна. Григорий кĕтсе тăмасăр тӳрех хушнă çĕре вĕçтерчĕ. Çав вăхăтра Измаил, пĕр сывлăш кăлармасăр лутра чул хӳмĕ çумне лăпчăнса ларса, хăй умне икĕ граната кăларса хучĕ...
III
Григорий çав тери васкаса чупрĕ. Вăл, епле те пулсан хăвăртрах çитсе, хăй куçĕпе хăй курнă тискер ĕç çинчен отряд пуçлăхне каласа парасшăн пулчĕ. Паçăр Измаилпа каçнă «шуйттан кĕперĕ» умне çитсе тăчĕ.
— Ну, инçе юлмарĕ! — терĕ те хăй ăшĕнче, кĕпер çине чупса кĕрсе кайрĕ. Анчах виççĕ те ярса пусаймарĕ вăл: чиксĕр чăнкă çыран хушшине, чулсем çинчен сиксе юхакан çырма тĕпне вăтăр метр çӳллĕшĕнчен йывăр чул пăрахнă пек сирпĕнчĕ...
Шăпах çак самант хушшинче штаб умне çĕр саплăклă халат тăхăннă ватă таджик хашăлтатса çитрĕ. Ун çӳхе савăл пек шурă сухалĕ хăй тĕллĕн чĕтресе тăрать, тем каласшăн вăл, калаймасть.
— Большой начальник давай сюда, — терĕ вăл, — отряд начальник давай.
— Я — большой начальник, что Вам угодно? — терĕ тухма ĕлкĕрнĕ Иван Лебедь. Леш йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ те:
— Мулла «шайттан мост» ломал... хороший человек умирал... Чайхана басмач взял. О, йӳде яман басмач взял, — терĕ.
Çак сăмахсене илтсен, отряд пуçлăхĕ ĕç ырра маррине час ăнланса илчĕ. Вăл хăйпе пĕрле виçĕ çын ертсе ватă таджик хыççăн васкавлăн утрĕ. Кĕпер патне çитсен чăнах та тĕлĕнсе кайрĕç: кĕперĕн пĕр хăми те çук, унта çăтăр-çатăрсем сарса саманпа çех витсе хунă пулнă.
Мĕн тумалла? Ăçта Григорипе Измаил? Ăçта пĕр хăма татăкĕ тупăн çак ту айĕнчи кишлакра, çитменне тата çакăн пек хура çĕр варринче? Ак, шăпах çак шухăш çинех сӳтнĕ кĕпер умĕнче тăракансен еннелле тепĕр мĕлке упаленсе пыни курăнчĕ. Пĕр доброволец ăна, ватă таджик чарса ĕлкĕреймен пулсан, чутах штык çине тиретчĕ. Вăл унăн карчăкех пулнă-мĕн. Паçăр штаба чупас умĕн старикки каласа хăварнине халĕ кĕпер патне икĕ тăрăх кив кавир йăтса килнĕ вăл. Сарлакăшĕ виç-тăват метр çеç пулсан та, тĕпсĕр тарăн çыран урлă каçма ку хатĕр питĕ лайăх пулчĕ. Çак кавирсене кĕпер каштисем çине хурса çыхсан, пĕр самант хушшинче кĕпер пулса тăчĕ.
...Басмачсен [[I,104]] юпа çумĕнчи çынна асаплантарнине курса тăранчĕ пулас, вăл ăна чайханаран инçе мар ларакан урюк йывăçĕнчен çакса хума хушрĕ. Вырăнти чĕлхене пит лайăх пĕлекен Измаил, çаксене веçех хăй куçĕпе хăй курса, хăй илтсе тăчĕ. Анчах мĕн тăвĕ-ха вăл пĕччен? Григорий пулсан — тарамччĕ тата, вăл та çук. Ма çитеймерĕç-ши вĕсем?
Пуçри шухăшсем пĕрин хыççăн тепри çиçĕм пек çиçсе иртеççĕ. Ак, юпа çумĕнчи çамрăка вĕçертсе икĕ басмачĕ ăна çакма илсе кайма пăрăнчĕç. Измаил тек чăтса тăраймарĕ. Вăл ыттисен умне арăслан пек тухса тăрса пĕтĕм сăрт-тусене чĕтретмелле сасăпа:
— Парăнăр, сволăчсем! — тесе хаяррăн кăшкăрса ячĕ. Çавăнтах уяр аçа çапнă пек, темле хăрушă сасăсем умлăн-хыçлăн икĕ хут кĕрслетрĕç те, чайхана тăпри-мĕнĕпе çĕкленсе сирпĕнчĕ. Пĕр басмачĕ те сывă юлман! Пĕр кĕтмен çĕртен хăватлăн «урра!» кăшкăрнă сасăсем. янраса кайрăç. Ним тума аптранă Измаил лайăхрах пăхса илчĕ те хăй умĕнче Иван Лебедьпе виçĕ юлташĕ тăнине курчĕ. Юпа çумĕнчи çамрăка çакма илсе каякан икĕ басмачĕ аллисене çăклесе тăраççĕ.
— Чăтаймарăм, Иван абзи, пĕр один сам ӳзĕм решил. — Çав тери хĕпĕртенипе чăвашла, тутарла тата вырăсла хутăш персе ячĕ вăл.
— Молодец! — ырларĕ отряд пуçлăхĕ.
— Рехмет! — терĕ Измаил.
Вĕсен калаçса тăма вăхăт çук халĕ, часрах Григорие тупмалла. Çав вăхăтра «шуйттан кĕперĕнчен» аяларах темле сасă йынăшни илтĕнчĕ. Кам-ши вăл тата? Çĕрте выртакан икĕ басмачпа çамрăк патне пĕр çын хăварса, Иван Лебедьпе ыттисем сас илтĕнекен çĕре йăпшăнчĕç. Çыран хĕрне çитсен пĕр айлăмрах вырăнта вĕсем хайхи ватă таджик такампа упаленнине палласа илчĕç. «Гриша вĕт ку? Григорий» — терĕ Иван Лебедь хĕпĕртесе. Ăна леш ватă таджик, çӳхе савăл пек шур сухаллăскер, çак çыран хĕрринче ĕмĕрне ирттернĕскер, маларах çитсе тытма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Анчах, Григорий-и ку? Ытла та çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ-çке вăл? Алли-урисем те лĕчĕрех кайнă, çамкинчен те таса вĕри юн сăрхăнать. Лебедь ун ал тымарне тытса пăхсан:
— Шанчăк сахал çав, — терĕ.
Çакăн хыççăн виç-тăват кун иртсен çеç Григорий больницăра вăранса кайнă. Вăл палатăн тепĕр кĕтесĕнче хăй пекех бинтласа пĕтернĕ çамрăк çын выртнине асăрханă. Çав çамрăк çын Григорий сӳтнĕ кĕпер айне кайнă каç юпа çумĕнче басмачсем асăплантарнă комсомолец Хамет Тураев пулнă.
Епле вилĕмрен хăтăлса юлнă-ха çав каçхине Григорипе Хамет? Вилĕм çитмесĕр чун тухмасть, теççĕ ваттисем, тĕрĕс каланă. Шăпах Григорий кĕпер айне анса каяс умĕн унта чайханана кайма тухнă ватă таджик çитсе тăнă пулнă. Вăл Григорийĕн юлашки сассине илтсенех мĕн пулнине витĕрех чухласа илнĕ. Унччен кăшт çех маларах вăл çав кĕпер патĕнче кишлакри муллапа пĕр палламан çын тем айкашса тăнине кăшт асăрхаса илнĕ пулнă-мĕн. Вара чайханара «ют хăнасем» пуррине те часах уйласа илнĕ, хăвăртрах отряда чупса çитнĕ. Усал куçĕ саккăр сăвать, теççĕ. Леш мулла кишлакри тепĕр комсомолеца, Хамет Тураева, басмачсен аллине ултавпа тытса панă хыççăн часах «шуйттан кĕперне» сӳтсе ывăтма васканă. Çав кĕпер урлă [[I,105]] каçма пултарнине те пит лайăх пĕлнĕ вĕсем.
Григорипе Хамет та телейлĕ пулнă ĕнтĕ. Мĕн калас пур çав Григорий çинчен? Эп ăна хамран лайăх пĕлетĕп, мĕн ачаран пĕрле ӳснĕ унпала.
— Çураласса Кĕркури вилĕ çуралнă, анчах эпи-карчăк ăна мунча чӳречи витĕр ют кипке çине пăрахнă пулнă, çавăнпа çех чĕрĕлсе юлнă,— тесе кулатчĕç ялта.
Пулса иртнĕ хăрушă ĕçсем çинчен пĕр уçă кăмăллă сестра каласа парсан, Григорий вăйсăррăн кулса илнĕ те:
— Маттур Измаил! Эпĕ, айванла, кĕпер айĕсем тăрăх çӳретĕп. Тĕнче кулли вĕт, намăсла вилĕм, — тенĕ шӳт тăвас кăмăлпа.
Анчах шӳт тума ун вăйĕ пулман.
IV
Пĕлет-ши Надежда çак истори çинчен? Пĕлет-ши вăл Григорий вăтăр метр çӳллĕшĕнчен пуçпа тирĕнсе аннине? Пĕлет-ши вăл хăйĕн чи хаклă тусĕ хăватлă тытăçура пулнипе çав палатăна çитсе выртнине? Пĕлет-ши вăл палатăри Григорий уншăн юлашки чун хавалĕпе тарăн шухăша кайса тăнсăр пулса ӳкнине? Пĕлмест пулĕ çав. Пĕлсенех, кăвакарчăн пулса вĕçсе çитнĕ пулĕччĕ вăл çак больницăна? Алăкран кĕме май пулмасан чӳрече хашакĕ çине вĕçсе пырса ларĕччĕ, уçă форточкăран кĕрсе, ним пĕлми выртакан тусĕн пуçĕ вĕçне пырĕччĕ те йĕрĕччĕ. Темле юмахри вĕçен кайăк пек тинĕссем урлă вĕçсе кайса пĕр самант хушшинче çынна сыватмалли эмел шывне сыпса килнĕ пулĕччĕ. Эх, юрату! Мĕскер кăна тутармасть-ши вăл çак ытарма çук илемлĕ тĕнчере!..
...Надежда пурçăн арлакан фабрикăра ĕçлет, анчах юлашки кунсенче ĕç ăнмарĕ ун. Йĕки те тăпăлать, çиппи те чăлханать, станок та вăхăтсăр чарăнать. Надеждăн ĕçĕ çакăн пек ăнса пыманнине хăй çумĕнчен пĕр станок урлă ĕçлекен пĕр мăнтăр хусах арăм та асăрхарĕ. Вăл çак фабрикăра темиçе çул хушши ĕçленипе пур çамрăксене те лайăх палласа çитнĕ. Çавăнпа вăл Надеждăна та пит аван пĕлет. Ăна епле те пулсан Григорий çинчен суя хыпар сарса хăй шăллĕ енне çавăрасшăн пулнă вăл. Леш пĕр пĕчĕк пуштă уйрăмĕнче ĕçленĕ. Çав хĕрарăм, элек-селек сарма юратаканскер, Надежда Гришаран çырусем илменнишĕн çав тери хĕпĕртенĕ.
— И-и, — арçынсем пурте пĕрех вĕсем. Паян пур та ыран çук! Маннă вăл сана, эс ан хуйхăр, тупăн-ха тепре,— тесе йăкăртатнă.
Анчах вăл епле кăна сивĕтме тăрăшсан та, Надежда пуçĕнчен Григорий тухман. Çав мăнтăр шапа хăйĕн хура вĕтĕ кăтра çӳçлĕ, пĕр пуса тислĕк çинчен шăлпа çыртса илекен хыткукаршăн, такана пек хырăмне тата йĕп сăмсине каçăртса, качака таки евĕрлĕ тĕк-тек сиксе çӳрекен йĕрĕнчĕк шăллĕшĕн юрланине Надежда пит лайăх пĕлсе тăнă.
Ир такăнсан — каçчен тенĕ пек, йĕпе çине сапа пĕрин хыççăн тепĕри тухсах пырать. Пулас инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Çавăн пекех Надеждăн та йĕпе çине сапа пулсах пычĕ. Çапла пĕрре фабрикăран таврăннă вăхăтра пĕр сăран сумкăллă çамрăк почтальон Надеждăна телеграмма тыттарчĕ. Çав телеграмма Григорирен пулĕ тесе Надежда хĕвел пек çутăлса кайрĕ. Вăл чутах çамрăк почтальона чуптуса илетчĕ.
Анчах сӳтсе пăхсан:
«Надя пожалей родную мать тчк она при смерти тчк просит тебя срочно выехать», тесе çырнине вуларĕ. Вăл вара хăйне вĕçсĕр тинĕс варринчи ура пусмалăх утрав çинче пĕр-пĕччен тăрса юлнă пек туйрĕ.|
— Ах аннем, ăçта кайса чикем-ши пуçăма? Эх, Гриша нивушлĕ тăлăх кайăк чĕппи пек пĕччен тăрса юлăп-ши? — шухăшларĕ вăл. — Эх, Григорий! Эх, анне!.. Çак самантра ун умне тепĕр картина тухса тăчĕ. Пĕрре, улма шуратнă чухне, ăнсăртран аллине касса юн кăларнăччĕ вăл. Çавна курсан, Григорий те юриех аллине касса хăй юнне ун юнĕпе пĕрлештернĕччĕ. — Ку грузинсен йăли, пĕрне-пĕри ĕмĕрне пăрахмалла ан пултăр, тесе; пĕри вилсен тепри те уншăн вилессе тата пĕр-пĕриншĕн ĕмĕрлĕхе чĕрепе тупа тунине пĕлтерет! — тенĕччĕ.
— Çук, манас çук эп ăна, анне...
Çапла пăтранчĕç ун пуçĕнчи шухăшсем. Çапах та, вилекен амăшĕн йĕрсе чĕнекен чĕри Надежда юратăвне çĕнтерчĕ. Тепĕр кунне ирхи поезд Надеждăна лартса пĕлĕте кармашакан сăрт-тусене, ытарма çук виноград сачĕсене, вĕçĕ-хĕррисĕр шур мамăк уйĕсене, куçпа виçсе илме çук Туркестан пушхирĕсене таçти инçете хăварса, чечеклĕ Украина çĕршывне çитерме хускалчĕ.
— Сывă пул, юратнă тусăм Гриша! Ан çиллен — терĕ Надежда поезд хускалсан.
Анчах çак сăмахсене больницăри пăчă палатăра выртакан Григорий илтеймерĕ. Çапла уйрăлма тиврĕ çак ытарма çук илемлĕ çут тĕнчере пĕр-пĕринпе чи хăватлă юратупа çыхăннă çап-çамрăк чĕресен.
V
Икĕ çамрăк пĕр палатăра выртнине эпир малтанах асăннăччĕ. Вĕсем кунта килсе вырнаçни нумай вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Халĕ иккĕш те пит лайăх сывалса çитеççĕ. Пĕр-пĕринпе çывăх тăван пек туслашса кайрĕç ĕнтĕ вĕсем. Хаметăн кинжалпа чĕркелесе аĕтернĕ суранĕсем те тӳрленчĕç. Григорийĕн хуçăлса пĕтнĕ ал-урисем те сыпăнчĕç.
Ун çамки урлă каçакан пысăк йĕрне çеç пĕтерме май пулмарĕ. Çав йĕр сӳтсе пăрахнă «шуйттан кĕперне», этем юнне çĕлен пек хавассăн ĕçме пултаракан басмачсене тата хăйĕн çывăх тусĕсене шавах аса илтеракен паллă пулса юлчĕ. Ăна пулах вăл куçкĕски витĕр хăть те кăна хăçан пăхсан та хăй умĕнче тăракан Надеждăна курнă. Халь Надежда уншăн тата илемлĕрех, йăвашрах, темиçе хут ачашрах пек туйăнать. Анчах та Надежда инçе пулнине пĕлмест вăл, унран çыру та çук тата вăл ăçта иккенни те паллă мар. Надежда Григорий патне шавах çырусем çырса тăчĕ; малтанхи вăхăтра Григорий те çырчĕ, анчах паçăр асăннă йĕп сăмса çав çырусене юриех кĕвĕçсе пытарса тăнă пулнă. Пулаççĕ вĕт çĕр çинче çак çут тĕнче илемне сая ярса пурăнакан хура юнлă, чул чĕреллĕ, кĕççе питлĕ çынсем!
Хаметпа Григорий пĕр-пĕринпе çывăх тăван пек туслашса кайрĕç терĕмĕр. Пĕрре Хамет Григорие çакăн пек истори каласа пачĕ. Каласса вăл, хăй таджик пулсан та, узбекла тата тутарсен акценчĕпе ытларах калама тăрăшрĕ. Мĕн ачаран тутар ачисемпе выляса ӳснĕ Григорие узбекла калаçма вĕренсе çитме пĕрре те йывăр пулман.
— Ман тăван аттем, [[I,106]], — тесе пуçларĕ вăл, — 1916 çулхине Кăркăс çĕрĕнче, Иссык-Куль хĕрринче вилнĕ. Хăй вилмен вăл, агайăм, ун пуçне вырăс патшалăхĕн казакĕ хĕçпе касса пăрахнă. Çав вăхăтра, агайăм, падишахăн колонизаторла политикине чăтаймасăр пĕтĕм кăркăс халăхĕ пысăк пăлхав хускатса янă пулнă. Çав пăлхава узбексемпе таджиксем те, агайăм, сахал хутшăнман пулнă. Вара падишах самодержавийĕ пĕтĕм кăркăс халăхне пĕтерсе тăкма çавăн пек приказ панă пулнă, агайăм, çав приказ тăрăх Семиречири пĕр Фольбаум генерал-губернатор, агайăм, хăйăн юнлă йыттисене те:
— Всех встречных киргизов уничтожить, а аулы сжигать — тесе телеграмма панă. Вара çав телепрамма тăрăх, агайăм, пĕр Буркевич ятлă пристав çеç темиçе çын пĕтернĕ. Токмак патĕнче 900 çыннă, Иссык-куль патĕнче 1000 çынна, Шамçи перевалĕ патĕнче 1500 çынна пĕр хĕрхенӳсĕр тураса тăкнă вăл, агайăм. Пĕтĕшпе илсен çав вăхăтра кăркăс çĕрĕнче 274.000 çынçен шутĕнче ман тăван атте те пулнă. Истори кустăрми çавăн пек куçать вăл, агайăм.
Григорий тĕлĕнсе кайса итлерĕ юлташĕн калавне. Анчах Сăмăрканд хулинчи рабфакра вĕренекен студент çапла йĕркеллĕ каласа панинчен ним тĕлĕнмеллиех те çук.
— Çапла вара, агайăм, — терĕ вал малалла, — аннепеле эпир сĕм тăлăха тăрса юлтăмăр. Курăк сывлăма юратать, амăшĕ — ывăлне, теççĕ пирĕн халăхсем. Анне мана пĕтĕм чĕрипе юратма тытăнчĕ. Мана хăй чĕрçи çине лартатчĕ те вăл, агайăм, çĕрĕн-кунĕн йĕретчĕ. Пĕрре çапла мана тытса ларнă вăхăтра ăна абай чăнахах вилни çинчен çывăх тăвансем килсе пĕлтерчĕç. Вара çавăнтах хăйĕн паранджине хывса печĕ вăл. Пире аçунтан пуçне никам та кирлĕ мар! тесе аллах умĕнче сăмах пачĕ, агайăм. Вара виçĕ кун та иртмерĕ, таврари чи паллă хура чайхана хуçи, Китай çĕрĕнчен анаша кӳрекен контрабандист, Мурда-бай ятлăскер, анне патне çӳреме тытăнчĕ. Пирĕн йăла тăрăх хĕрарăм пит-куçне ют арçын курма юраман, агайăм, а ман аннем паранджине ылханса хывса çапнăччĕ терĕм эп сана. Анне ăна çурт яхăнне те ямарĕ... вара çиленнĕ Мурда-бай тапĕр куннех тарçисене ярса пирĕн пĕчĕк кибиткăна çĕмĕрсе, аннене вăйпах хăй патне илсе пыма хушнă... Анне те пит çамрăк пулнă çав, илемлĕ пулнă вăл, агайăм, анчах эп ăна тĕлĕй пек кăна астăватăп...
...Калама та йывăр ун çинчен: анне çавах Мурда-бая парăнман. Вăл унăн сылтăм куçне чышса шăтарма ĕлкĕрнĕ... Вара урса кайнă Мурда-бай, ман аннене ту айĕнчи пĕр тĕпсĕр шăтăка сăнчăрласа лартса... унта хура чайханана анаша тĕтĕмĕ шăршлама тухакан çĕленсемпе скорпионсем яма хушнă. Кам чăтайĕ, агайăм, çак хăрушă мăшкăла? Ман анне те чăтайман. Вăл пĕтĕм сăрт-ту хушшине янратса ямалли сасăпа:
— Хамет, чунăм, илт ман сассăма! — тесе кăшкăрса янă та, хăйне хăй кинжалпа чиксе вĕлернĕ...
Хамет вăрăммăн сывласа илчĕ те чылай вăхăт пĕр сăмах чĕнмесĕр ларчĕ. Хăй юлташĕн чĕри çав тери тăвăлса çитнине Григорий те пит лайăх туйса илчĕ пулас, вăл та шарламасăрах ларчĕ.
— Çапла вара, [[I,107]] Григорий, — терĕ Хамет малалла. — Эпĕ хамăн кĕтӳçĕ кукка патĕнче, çӳллĕ тусем хушшинче путекĕсене кашкăрсем çисе янă сурăхсен сĕчĕпе ӳссе çитĕнтĕм. Сана «шуйттан кĕперĕ» айĕнчен кăларакан ватă çын, çӳхе савăл пек шур сухаллăскер, агайăм, ман кукка пулать ĕнтĕ вăл, — терĕ юлашкинчен. Урăх пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Хăйĕн юлашки вăхăтри паттăрла ĕçĕсем çинчен, байсемпе басмачсене пĕтĕм чун хавалĕпе курайманни çинчен каласа пама пĕрре те юратман вăл. Вĕсен ятне асăнсан та, ун вутлă чĕри хăватлăн тапма тытăннă. Пĕтĕм чĕрери хаяр çилĕпе тăван ашшĕпе амашĕн вăхăтсăр вилĕмĕшĕн пĕтĕм тĕнчери тăшмана хирĕç пĕр-пĕччен тухса çапăçса çĕнтерме хатĕр пулнă вăл. Çавăнпа та ĕнтĕ ăна, байсемпе басмачсен хаяр тăшманне, вĕсем ăçта вырнаçнине хăть те хăçан та пĕлме пултаракан маттур йĕкĕте, канма килнĕ рабфак студентне, Хамет Тураева 1918 çулхине персе пăрахнă Мурда-бай таврашĕсем çав асран кайми тискер каçхине басмачсен аллине тытса пынă пулнă.
VI
Ир пулать те каç пулать. Вăхăт иртнĕçемĕн иртет. Стена çумĕнче шаккаса ларакан сехет йĕппи пĕр енне сулăнни те пирĕн ĕмĕр çав вăхăт чухлĕ каялла чакнине пĕлтерет. Кунсем хыççăн — кунсем, эрнесемпе уйăхсем те, çаплах çулсем те çиçĕм çиçнĕ пек хăвăрттăн иртсе каяççĕ. Эй, сухал хыракан! Мĕн тума эс хыран-ши сухална? Каллех тапса тухакан мăк сухал сехет йĕппи шунă евĕрлех кĕвĕçтерет чунăма. Çав тапса тухакан мăк сухал çак ытарма çук илемлĕ çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлса каяс вăхăт çывхарнине пĕлтерет. Çук. Нимĕнле çиле те ан парăнăр ылтăн çеçкесем! Ĕмĕрне ан сарăхăр кĕмĕл çулçăсем! Хăвăн ĕмĕр иксĕлми илемӳпе ĕмĕр ырă кăтарт пире, çут тĕнче! Ялкăш, çутат, çут хĕвел! Ешерччĕр улăхсем? Чечекленччĕр садсем! Мухтав юрри юрлăр, пĕтĕм тĕнчери вĕçен кайăксем!..
Больницăран лайăх сывалса тухнă хыççăн Хаметпа Григорий иккĕшĕ те аслă шкулсене вĕренме кайрĕç. Тăватшар çул хушши кăшларĕç вĕсем ăслăлăх гранитне. Хамет чугун çул хывакан инженер ĕçне вĕренсе тухрĕ. Мĕн ачаранах çав ĕçе юратнă вăл. Тусем хушшинчи шăши йĕрĕ пек сукмаксене аслăлатма, вĕсен тăррисем урлă кĕперсем хывма тата вĕсем витĕр шĕкĕ пек шăтара-шăтара тухма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитетех теççĕ, чăнах та ун ĕмĕчĕ çитнĕ, халь вăл сăрт-ту инженерĕ.
Григорий те хăй ĕмĕтленнĕ ĕмĕтнех тупрĕ. Анчах та ту-чакăла шĕкĕ пек шăтарса çурекен пулмарĕ вăл, пĕлĕт тӳпине те Каккинаки пек улăхаймарĕ, тинĕс тĕпне те халиччен анса курман. Мĕн ачаранах чаплă купăсçă пулма ĕмĕтленнĕ вăл: эпĕ музыкант пулатăп, тенĕ яланах. Çавăнпа та ĕнтĕ кӳршĕри Суккăр Илька патĕнчен туха пĕлмен. Яланах унăн сĕрме купăсне итленĕ. Çак сăлтавпах ĕнтĕ вăл Илькасен улăм сарнă урайĕнче те пĕрре çеç каç выртман. Çулла пулсан вара шавах Суккăр Илька музыкант хăйне анкарти хыçне, çырма хĕрне çавăтса кайма хушнă. Григорий ăна итленĕ. Ытарма çук тӳлек каçсенче, çав çырма хĕрринчи ем-ешĕл курăка ылтăн-кĕмĕл тĕслĕ ялтăракан ирхи сывлăм пĕрчисем йĕпетичченех купăс каланă вĕсем. Мĕн ачаран куçсăр юлса 18 çула çитнĕ çамрăк музыкантăн пĕтĕм савăнăçĕ те çав кăна пулнă. Инçете кайнă унăн каçхи çемçе сасăллă юррин сумлă кĕввисем.
Анне, мана эсĕ ма çуратрăн
Çак тĕнчере асап чăтмашкăн.
Эп курмастăп чечек илемне,
Çут тĕнче илемне курмастăп! —
тесе юрланă вăл. Вара сĕрме купăсне тата хытăрах пусса йĕртсе илнĕ:
Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче
Шăнкăртатса юхать юр шывĕ.
Хам телейсĕр кунăма аса илсен,
Суккăр куçран юхать куççулĕ!
Çапла янăранă ун телейсĕр сасcи. Çак сăмахсене юрласан, чăнах та ун суккăр куçĕнчен чĕркĕмĕл тумламĕсем шăранса тулли пичĕ тăрăх юхса аннă...
...Анчах мĕскер тăвас тен тĕнче инкекне? 1921 çулхи хаяр выçлăх пĕтĕм аслă Атăл тăршшĕне шăмă аллипе пăвса илсен, хăйĕн хурлăхлă юррисемпе такама та йĕртме пултаракан суккăр Илька та хăтăлса юлайман. Вăл сивĕ пӳртре шăнса вилни çинчен часах пĕтĕм ялĕпе сăмах сарăлса çитнĕ. Çын нушине çын курмасть, теççĕ. Тен, выçах вилнĕ пулĕ мĕскĕн? Сахал пулнă-шим çавăн пек тĕслĕхсем тискер выçлăх çул? Ватă асламăшпе пурăнакан Григорий Илька патне шавах юман икелĕпе маянран пĕçернĕ пашалу татăкĕсем леçсе панă. Анчах çав татăксемпе чирлĕ çынна сыватма ниепле те май пулман.
Пĕрре Григорий Илька патне лаша какай татăкĕ леçме пынă. Вăл Илька пиччĕшĕ çав тери йывăр выртнине асăрханă. Çавăн чухне чирлĕ Илька хăйне панă кучченеçе те илеймен, Григорие хăй патнерех пырса тăма чĕннĕ те:
— Ну, Гришук, пысăк пул ĕнтĕ эс. Такех сана кĕвĕсем каласа парас çук эпĕ... Ман кулăсăма ил те ху калама вĕрен, — тенĕ. Вăл Григорие çурăмĕнчен лăпкама пăхнă, анчах ун вăйсăр тата шыçăнса кайнă аллисем çĕкленеймен. Григорий урăх нимле сăмах та илтмен Илькаран. Илтме те пултарайман. Вара ун çумĕнчи купăсне илнĕ те Илька вĕрентнĕ юррине:
Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче
Шăнкăртатса юхать юр шывĕ, —
тесе нăйлаттарса илнĕ.
— Эп пысăк пулăп, чаплă купăсçă пулăп, вĕренĕп! — тенĕ вăл, вилнĕ Илька пиччĕшĕ умĕнче тупа туса. Чаплă купăсçă пулас шухăшĕ унăн тата темиçе хут вăйлăланса кайнă.
Çакăнтан вара пĕчĕк Григорий çырма хĕрне пĕччен çӳреме тытăннă. Ирпе хĕвел çĕкленсе тухнă вăхăтра е хĕвел анса ларас умĕн çырма хĕрринче шавах Илька юррин кĕввине илтме пулнă. Уçă сывлăш сĕрме купăс сассине таçта инçете илсе кайнă.
VII
Надеждăпа Григорий пĕрне-пĕри çухатнăранпа шăпах вунă çул иртнĕ. Нумай шыв юхнă çав вунă çул хушшинче, Надежда куçсулĕпе минтер пичĕсем те сахал йĕпенмен. Григорий те шавах асра тытнă ун ятне. Ют хулана-мĕне кайнă чухне пăрахут çинче пулсан — парахут çинче, вагонра пулсан — вагонра шавах палламан çынсем хушшинче такама шыранă. Кам пĕлет: тен, çакăнтах хирĕç пулĕ, тесе шухăшланă вăл. Ун чĕринче вунă çул ĕлĕкрех çуннă хĕрӳллĕ юрату кăварĕн сӳнмесĕр юлнă хĕлхемĕ яланах канăç памасăр çуннă. Мĕн калаçма пĕлнĕ пулĕччĕç-ши вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулсан?
Ак, халĕ те Григорий çул çинче. Вагон чӳречи витĕр вĕçсĕр Туркестан уй-хирĕсене сăнаса пырать. Таçтан аякран кăркăссен юртисем курăнса юлаççĕ. Инçетрен пĕрре лӳпперрĕн сĕвенсе пыракан тĕвесем тĕл пулаççĕ... Вĕçĕ-хĕррисĕр хăйăр та хăйăр. Унта ӳсен курăкран катăркас анчах курăнса юлать.
— Кунта, апла, кĕркунне çитме инçе-ха, — тесе Григорий пуçри картузне хывса шур çӳçне якатса илет. Вăл вагон площадки çине тухрĕ. Ăна плащпа кăна пулсан та сивĕ мар. Çийĕнчи ешĕл гимнастеркипе галифине тата çутă хром аттине пăхсан, ăна нимле паллăсемсĕрех командир теме май килет. Тулли питлĕ-пуçлă, сарлака хулпуççиллĕ йĕкĕт. Çамки урлă каçакан йĕрне кăвакал хӳри пек авкаланса ӳкнĕ шур кăтри те пĕтĕмĕшпех витеймен пулсан та, ун сăнĕ питех улшăнман. Кулса тăракан кăвак куçĕсем ача чухнехи пекех хаваслă. Халĕ вăл Киргизи çĕршывне, хăйĕн ĕлĕкхи тусĕ Хамет Тураев патне, отпуск вăхăтĕнче ятарласах хăнана кайма тухнă. Хамет та пĕтĕмĕшпех çын пулса çитнĕ ĕнтĕ, хăйĕн ашшĕ патша йĕркипе çапăçса вилнĕ Иссык-Куль хĕррине хывакан чугун çул çинче аслă инженер пулса ĕçлет. Çав çул аллă километр ытла çӳллĕ тусем айĕнчен тухмалла.
...Эх, мăнтарăн Иссык-Кулĕ! Епле илемлĕ кӳлĕ вăл! Ун тарăнăшĕ 702 метр, сарлакăшĕ 58 километр, тăршшĕ 182 километр. Вăл тинĕс шайĕнчен пин те ултçĕр тăхăр метр çӳллешĕнче вырнаçнă, вăл пăрпа нихçан та витĕнмест. Кайăк кăвакалсем, хуркайаксемпе шуракăшсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе никамран хăрамасăр юмахри пек чăмса çӳреççĕ. Ик айккипе те шур тăрăллă тусем! Çак кӳлĕ хĕрринче хĕвел çĕкленсе тухнă чухне е вăл анса ларнă вăхăтра пулсан, епле илем курмасть-ши этем?.. Эх, вĕçсĕр ăçлă çĕршывăм! Ытла нумай-çке сан çавăнти пек ытарма çук илемлĕ кĕтессем!..
Пĕр каçхине çапла, Хаметран хăнана пыма чĕнсе çыру илес умĕн, Григорий тĕлĕнмелле тĕлĕк курчĕ. Вăл Вăтам Азири сăрт-тусен хушшинчи пĕр чи çӳллĕ ту çинче пĕр-пĕчченех купăс каласа ларать пек. Ун этем ытарма çук ырă сасăллă кĕввине итлеме тусем хушшинчи ăмăрткайăксем тата пĕтĕм тискер кайăкеем пухăннă пек. Унта хаяр тигрсемпе тискер арăслансем те мăнкăмăллăн утса çӳреççĕ пек. Григорий хăйĕн сĕрме купăсне пĕтĕм чун хавалĕпе сĕрсе ярсан, пĕтĕм ăмăрткайăкĕ, тигăрĕ-арăсланĕ тата пĕтĕм тискер кайăксем те пĕр çĕре пухăнса тăчĕç пек; вĕсем чĕрене тивекен сумлă купăс сассине йăвашшăн итлесе лараççĕ пек; акă пĕр кĕтмен çĕртен вĕсем умне шап-шурă тумтирпе, пуçне пин тĕслĕ çеçкерен кăшăл туса тăхăннă Надежда тухса тăчĕ пек. Вăл купăс сасси хыççăн пĕтĕм сăрт-тусем хушшине янратса юрласа ячĕ пек; çав юрă сассине илтсен, çӳллĕ тусем ирĕле пуçларĕç пек; тусем тĕпĕнче кĕрлесе юхакан шывсем чарăнса ларчĕç пек. Ирĕлсе кайнă тусем вырăнне ытарма çук илемлĕ, ем-ешĕл улăх пулса тăчĕ пек. Вара çав улăхри çеçкесем хушшинче тăракан Надежда кăвакарчăн пулса Григорий çинех вĕçсе пычĕ пек, чун хавалĕпе ыталаса илме ыткăнчĕ пек... анчах шăп çав самантра вăл вăранса кайрĕ.
Çапла ĕнтĕ вăл юрату. Уншăн ĕмĕрсем хушши пĕлĕте кармашса ларакан чуллă тусем те çатма çинчи сар су пек ирĕлсе каяççĕ, вĕсем пин-пин тĕслĕ çеçкепе ялтăраса ларакан ем-ешĕл улăх пулса тăраççĕ; пĕтĕм çĕр çинчи тискер кайăксем алла вĕреннĕ ачаш путек лек йăвашланса каяççĕ. Эх, юрату!..
— Ав, мĕнле, — тенĕ ун чухне Григорий. Вара кирлĕ япалисене хăпăл-хапăл майлаштарса вăрăм çула тухма хатĕрленнĕ.
Халь те ак вăл çав тĕлĕкех аса илчĕ.
— Нивушлĕ хăçан та пулсан тĕл пулма тӳрĕ килĕ-ши? — тесе шухăшласа пычĕ вăл. — Анчах халь тин тĕл пулсан та, ним ĕç тухас çук. Ытарма çук ывăлăм ытарма çук амăшĕ... Шуткă мар вĕт улт-çич çул пĕрле пурăнма? Çав улт-çич çул хушшинче ырри те, усалли те пулнă пулĕ, вăрçнă та, килĕшнĕ те пулĕ, пурнăç пĕр пек килмест. Камăн мĕн ĕç пур ют çемье хушшинче?.. Пуринчен ытла ывăл епле маттур ӳсет. Иксĕлми хаваслăх, иксĕлми телей вăл пирĕн. Кам пĕлет, тен, вăл чаплă конструктор пулса халиччен пулман самолет шухăшласа кăларĕ. Çав самолет çине хăех ларса пĕр канмасăр çĕр чăмăрĕ тавра темиçе хут çаврăнĕ. Унтан ытти планетăсем çине ыткăнĕ. Кам пĕлет, тен, вăл халиччен тĕнчере пулман изобретатель пулĕ. Вара темле машинăсем шухăшласа кăларĕ. Пĕлме çук, тен, вăлах пăрлă Арктикăна кайса мăкăнь акса çитĕнтерĕ, çав мăкăнь çеçкисем çинче шур хуратул ани çинчи пек пыл хурчĕсем сĕрлеме тытăнĕç... Эй, шухăш! Тутлă-çке ĕмĕтсем, тенĕ ĕлĕк чух. Анчах пирĕн ĕмĕрте ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем çитеççех. Тăван ывăл! Уншăн вĕт-ха çак çут тĕнчере тăван ашшĕ-амăшĕнчен никам та хакли çук...
Поезд Туркестан çеçенхирĕ тăрăх ыткăнать. Анчах миçе миллион хут маларах ыткăнаççĕ-ши пуçри шухăшсем? Ăна виçме те, калама та çук!
VIII
Ирхи апата Григорий те кăшт «Вагон-ресторана» кайса «çырткалама» шутларĕ. Паллах, çул çинчи — çул çинчех ĕнтĕ, хулари кĕрлесе ларакан ресторан мар кунта, кашни вырăнах йышăннă. Генерал та, писатель те, инженер та, агроном та, такам та пур. Кашниех хăй çулĕпе каять. Хăшин инçете каймалла, хашин çитес станцăрах юлмалла, кашнин хăйĕн ĕçĕ. О, кампа çеç тĕл пулса паллашмастăн-ши çул çинче! Хăшин чикĕ хĕррине каймалла, хăшин сăрт-тусем хушшине çитсе темскер шырамалла! Хăшин тата аслă шкул пĕтерсе тухнă хыççăн, мамăк уйне çитмелле; тепĕрин çĕршыври паллă çынсемпе калаçса вĕсем çинчен мĕн те пулсан çырса илмелле. Çапла ĕнтĕ, пурте çĕршывра кирлĕ ĕç тума каяççĕ. Пурте çывăх тăван пек туйăнаççĕ вĕсем. Пирĕн аслă çĕршывра йăли çапла ĕнтĕ. Никам та никама тиркемест, пурте пĕр тăван...
Григорий хăюсăртараххăн маларах иртрĕ те пĕр сĕтел умĕнче иккĕн çех ларакан çĕре пырса тăчĕ.
— Йышăнма юрĕ-ши кунта? — йăвашшăн ыйтрĕ вăл.
— Занимайте молодой человек, пожалуйста, — терĕ кăшт ватăрах çын çумĕнче ларакан çамрăк хĕрарăм. Григорий ун çине кăшт çеç пăхса илме ĕлкĕрчĕ пулсан та, чĕрене темле туйăм пырса ачашларĕ. Ирĕксĕрех вăрттăн пăхас та килет. Григорий çак çамрăк хĕрарăм сăнĕ ăша-чуна хускатнăран, официанта куç хĕссе виçĕ пӳрнине кăтартрĕ. Сĕтел çине çав самантрах виçĕ бутылка сăра çитсе те ларчĕ.
— Каçарăр, инçете каятăр-и? — ыйтрĕ Григорий.
— Фрунзене. — Сăмах хушрĕ арçынĕ. — Куйбышевра лартăмăр.
— Аван. Пĕрле каятпăр апла.
Çак сăмах хыççăн çамрăк хĕрарăм та кăшт пуçне сĕлтсе килĕшӳ палли турĕ. Вара, пĕр кĕтмен çĕртен, Григорипе çамрăк хĕрарăмăн куçĕсем тепĕр хут тĕл пулчеç. Анчах Григорий куçне илеймесĕр чăтаймарĕ. Ун чĕрине темле вăрттăн туйăм пăвса илчĕ. Хăйне вăтаннă пек тытас мар тесе, Григорий сĕтел çинчи пушă стакансем çине сара яма ыйтрĕ. Кăшт ватăрах пек туйăнакан арçынĕ çак сĕнĕве кăмăллăнах йышăнчĕ пулас, вăл пушă стакансене Григорий енне шутарса куçарчĕ.
— Хĕрĕ-ши ку, арăмĕ-ши? — çиçсе илчĕç Григорий пуçĕнчи шухăшсем, — ма-ха вăл ман Надежда евĕрлех? Вăлах пулсан, калама çук пысăк улшăну. Питех те пĕтсе кайнă-çке вăл...
Григорий виç стакан çине те сăра тултарчĕ.
— Туслă пулар эппин. Каясса та пĕрле каймалла акă. Паллашар: Григорий, — терĕ стаканне çĕклесе
— Михаил Петрович, — хуравларĕ арçынни.
— Наталья, — терĕ çамрăк хĕрарăм.
Çапла алă панă вăхăтра çамрăк хĕрарăм пĕр шуралса, пĕр хĕрелсе кайнине Григорий аван асăрхаса юлчĕ. Вĕсем виççĕш те пĕрер стакан ĕçрĕç.
— Эппин, Куйбышевран тетĕр? — хускатрĕ Григорий, — пĕлетĕп, пит аван пĕлетĕп. Тăватă çул хушши вĕреннĕ унта...
— Мĕнле институтра? — именчĕклĕн ыйтрĕ Наталья.
— Консерваторире.
— Апла пулсан: музыкант, комтозитор эсир?
— Питех мар та...
«Çук, тесе шутлама йывăр çав. Тата... ячĕ те веçех урăхла. Вăл — Надежда, ку — Наталья», — каллех çиçрĕç ун пуçĕнчи шухăшсем...
— Эпĕ те Куйбышевра вĕреннĕ çав, — Григорие билет кăларса пачĕ вăл. Билет çинче химико-технологаческий институт тенине курсанах, Григорий билет ăшне уçрĕ. Унта Наталья Леонидовна Пегасова тесе çырнă. (Ячĕ те, хушамачĕ те яхăна пымаççĕ.) Çавăнтах сăнӳкерчĕкĕ. Çав пĕчĕк фто çине пăхсан, Григорий хăйне вут хыпса илнĕ пек туйрĕ: куç умне шăпах вунă çул ĕлĕкрех уççăн кулса тăракан ĕмĕрлĕхе пĕрлешнĕ Надежда тухса тăчĕ.
— Эх, Гриша, чунăм! — тенĕ пек илтĕнчĕ те, шартах сикрĕ Григорий.
— Мĕн пулчĕ, — терĕ Наталья.
— Çук, ним те мар, — хушса хучĕ Григорий билета ун еннелле тăсса. Çав вăхăтра вĕсен куçĕсем каллех хире-хирĕç пулса пĕр-пĕринчен темскер тĕпчерĕç. Григорипе Надежда иккĕш те пĕрре шуралса, тепре хĕрелсе илчĕç... Вара Надежда сасартăках ура çине тăчĕ те тухса кайрĕ.
— Сирĕн ятăр ăна тем асăнтарчĕ пулас... Ун темле Григорий пулнă, — терĕ упăшки.
Çак сăмахсене илтсен, Григорий пĕтĕм поезда тытса чарма хатĕр пулчĕ... Чун-чĕрере сӳнмесĕр юлнă пĕчĕк хĕлхемрен хыпса илнĕ пушар нихçан никам сӳнтерейми хăватла тепĕр хут ялкăшса çĕкленчĕ.
IX
Гостаницăра Григорий хай анчах. Вăл Хамет гусĕ патне çитиччен пĕр-икĕ кунлăха Ф. хулине курса çӳреме чарăнчĕ. Поезд çинче Натальяпа чылаях калаçма ĕлкĕрчĕ вал. Темшĕн, мĕншĕнне хăй те пĕлмерĕ, ун чунĕ çав хĕрарăм енне туртăнчĕ. Ăна вăл çак гостиница адресне те пачĕ. Пушă вăхăтра, кăмăлĕ пулсан, кĕрсе тухма ыйтрĕ. Халĕ те ун çинченех шухăшласа ларать. Хăй умне тетрадь кăларса темскер çыркалама пикенчĕ Григорий.
...Мĕскер çырас, мĕскер калас-ши,
Çав çамрăк хĕрарăм çинчен.
Тен, чăнахах та вăл Наташа
Е Надеждах пулайрĕ-и тен?
Вун çул курман, ытлах нумай-им?
Куçсем çавах ун кăн-кăвак.
Анчах вĕсем кăштах путайнă,
Салхуллăн тĕлкĕшсе пăхаç.
Вун çул çех мар, çĕр çул иртсен те,
Манаймăп эп ăна, манаймăп эп ăна!
«Вăт поэт тупăннă, сăвă çырать имĕш», — хăйĕнчен хай кулса илчĕ Григорий, вара малалла прюзăпах çырса кайрĕ:
«Эпĕ ĕмĕрне те çакăн пек йывăр минут тĕл пулман! Мĕншĕн эпĕ асамçă мар-ши? Эпĕ асамçă пулнă пулсан хама чăрмав кӳрекен çынсене темиçе кунлăха йывăр ыйхăпа çывăраттарса ярăттăм. Ман ăшри вута сӳнтерме пултаракан тантăшăма хам çумма туртса илĕттĕм. Эхер те халь кураймасан, урăх ĕмĕрне те курас çук эп ăна. Çук, çук! Вăл Надеждах пулсан вуникĕ чул хӳмене çĕмĕрсе те пулин ман патăма çитмелле, хайĕн юратнă тантăшне савса ыталаса илмелле... Анчах...»
Григорий хăйĕн çул çинчи дневникĕ çине çак йĕркесене çырчĕ те, ăшĕ çуннипе пулас, купăсне тытса Илька юррине шăрантарса ячĕ.
Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче
Шăнкăртатса юхать юр шывĕ...
Шăпах çак вăхăтра, алăкăн тепĕр енче, тепĕр çамрăк чĕре вутра çуннă-мĕн... Ак вăл ерипен алăка шаккарĕ.
— Кĕрĕр, — терĕ Григорий.
Алăк хуллен кăна уçăлсан, пӳлĕме Наталья кĕрсе тăчĕ. Григорий, аллинчи сĕрме купăсне ӳкерсе, Натальăна пырса ыталарĕ:
— Наталья!..
— Гриша, чунăм!
Вĕсем пĕрне-пĕри ним чĕнеймесĕрех диван çине пырса таянчĕç.
Çапла Григорий Надеждăна лайăх палласа илсен, вĕсен чĕрисем пĕтĕмĕшпех ирĕлсе, пĕр чĕре пулса тăчĕç. Григорий ăна хăйĕн çирĕп кăкăрĕ çумне пĕтем вăйĕпе ыталаса темиçе хут чуптурĕ.
— Çитĕ, çитĕ Гриша, — терĕ Надежда.
— Çук, çук! — терĕ Григорий, — эп сана пин-пин хут чуптума хатĕр.
— Сана эпĕ труках уйăрса та илеймен, чунăм, — терĕ Надежда кăшт тăрсан, — тата ĕлĕк сан çамку çинче çак йĕр çукчĕ. Эсĕ акă чаплă музыкант-композитор... Халь тин мана йышăнас та çук ĕнтĕ вăл, тесе шутларăм. Тен, сан ачусем те пур тăр-ха...
Çак сăмаха каласан, вăл куçĕсене шур тутарпа хупларĕ, анчах çутă чĕркĕмĕл тумламĕсене шур тутăр чараймарĕ.
— Эпĕ, анне вилсен, хам та вилесех тенĕччĕ. Сана та чĕрĕ юлманах тесе шутланă. Çавăнпа çĕр çинче пурăнас килми пулнăччĕ. Азов тинĕсне сикрĕм... анчах пĕр çын çăлса хăварчĕ. Вăл çынах мана рабфака вырнаçтарчĕ. Кайран института куçрăм... Сакăр çул канăç памарĕ çав çын мана. Сакăр çул çӳрерĕ хыçăмран. Ман ун çине пăхассăм та килместчĕ, шавах сан çинчен шутланă эпĕ. Каярахпа çапах килĕшмелле пулчĕ. Эп ăна пурнăçăма çăлса хăварнăшăн хисеплесе сан вырăнна хăть ăна юратма пултарăп-ши тесе качча тухрăм... Анчах чĕрене ирĕксĕр юратма хушма çук иккен. Халь унпа иккĕмĕш çул пуранатăп пулин те, вăл мана сиввĕн туйăнать.
Çак сăмахсене итленĕ чухне Григорий чĕри кăкăрне хирсе тухас пек тапрĕ.
— Надежда, чунăм, — терĕ вăл, — малалла мĕнле ĕнтĕ?
— Пĕлместеп. Ман пĕтĕм чĕрери шухăш та, Гриша, сан çинче анчах...
Григорий ним калама аптрарĕ. Çак самантра шухăша арăмĕпе ывăлĕ Надежда çумне килсе тăчĕç. — Суйла, Григорий, хăшĕ хаклăрах!
— Çук, Надя. Каярах юлтăмăр пулас. Ман... юратнă ывăлăм пур... юратнă ывăлăн савнă амăшĕ пур, — терĕ вăл.
— Каçар, чунăм, — хуравларĕ Надежда куççулĕ витĕрех, — эпĕ сан ывăлупа арăмун телейне туртса илме шутламан... анчах хăвна ĕмĕр юратса пурăнма çеç ан чар эс мана...
— Çук, чармастăп... çапах та...
Надежда Григорий çумне пырса пуçне ун кăкăрĕ çине тайрĕ. Ĕмĕрне те сӳнмест иккен пирвайхи юратăвăн хĕрӳллĕ хĕлхемĕ.
X
Тепĕр кун ирхине, шăпах хăвел тухса сарăлнă вăхăтра, виçĕ çын хула тулашне тухрĕç. Иккĕшĕ арçын, виççĕмĕшĕ — хĕрарăм. Ăна сылтăм хулĕнчен тытни, çамрăкраххи, лайăх плащ тăхăнни, хăйĕн сылтăм аллипе пĕчĕк вăрăм арча евĕрлĕ япала йăтса пырать. Вĕсем Ала-Тау çине улăхса çитрĕç. Çакăнта ĕнтĕ кăркăс халăхĕн тĕлĕнмелле поэчĕ тата чаплă композиторĕ Токтогул çамрăк чухне сăвă-юрă хывма юратнă. Çав вырăнпа утрĕç ĕнтĕ Григорипе Надежда тата Михаил Петрович.
Вĕсем мĕн калаçса пыни никама та илтĕнмерĕ. Шăпах çӳле улăхса çитсен, Григорий чылайччен йĕри-таврана пăхса, тем сăнаса тăчĕ. Çав вăхăтра никам та пĕр сăмах хăйса чĕнеймерĕ ăна. Вара хăйĕн тăрăхла сунтăхĕнчен сĕрме купăсне кăларса, малтан хулленрех кăна, унтан вăйлăраххăн, каярахпа çав тери хăватлă кĕвĕ вылянтарса ячĕ. Надеждăпа Михаил Петровичшăн халь пĕтĕм сăрт-тусем чĕтренсе кайнă пек, лăпкă тăракан кӳлĕсем акăш-макăш хумсем чашкăртма пуçланă пек туйăнчĕ.
— Юрла, Надежда, — терĕ компзозитор. Надежда чăтса тăраймарĕ. Вăл, Григорий купăсĕн чи çӳлти нотипе пĕр саса илсе, халиччен ни Григорий, ни Михаил Петрович илтмен сасăпа шăрантарса юрласа ячĕ. Чăнах та, çав вăхăтра вĕсен концертне итлесе, пĕтĕм сăрт-тусем пуç тайса алă çупнă пек, çав тусем ирĕлсе кăйса пин-пин тĕслĕ чечеклĕ аслă улăхсем пулса ларнă пĕк туйăнчĕ
— Çитĕ, Григорий, çитĕ, — тӳсеймерĕ Михаил Петрович, — эсĕ мана хăвăн кĕввӳсемпе çыран тĕпнех сиктеретĕн...
— Михаил Петрович! Пĕлетне ас, Надежда камне? Пĕлместĕп, тетĕн? Пĕлместĕн пулсан, калам, вăл маншăн çак çут тĕнчери чи хăватлă юрату символĕ. Эп ăна вунă çул шырарăм, тупасса сунманччĕ, халĕ тупрăм ак...
— Çапла — хушса хучĕ Надежда, — эпе ăна çеç юратнă, юрататăп та... — Надежда Григорий çумнерех пырса тăчĕ.
Çак сăмахсене илтсен, Михаил Петрович пуçĕ çине арман чулĕ персе аннă пек туйăнчĕ. Чĕрине тĕрлĕ енчен наркăмăшлă сăнăсем пырса тăрăнчĕç. Вăл Григорипе Надеждăна тĕпсĕр çыран тĕпне тĕртсе ярса, вĕсем çине темиçе пин пăтлă чул пулса анма хатĕр пулчĕ. Ун юнĕ вĕриленсе çитрĕ, чĕри кăкăрне шăнăçми тăвăлса илчĕ.
— Пурăнăр эппин, — шăл витĕр каларĕ Михаил Петрович, — чармастăп.
Надежда ун умне хăвăрттăн тухса тăчĕ.
— Çук! — терĕ вăл, — эпĕ пукане мар. Эпĕ пирвайхи Григорие халь тин тупас çук... ун ывăлĕн телейне татмастăп, Григорий — çемьеллĕ...
— Çаплах пултăр-им? — ыйтрĕ Михаил Петрович, Григорий çинĕ кăшт айăплăн пăхса.
Григорий чĕнмесĕр тăчĕ. Вăл куçне хупса илнĕ çĕре каллех юратнă ывăлĕ шухăша тухса тăчĕ. Хăйĕн пĕчĕк аллисене çӳле çĕклесе сăвă вулама тытăнчĕ, çавăнтах ун амăшĕ те хавассăн кулса тăни курăнчĕ...
— Çаплах, — терĕ Григорий хуллен, — анчах Надежда телейлĕ пултăр.
Çав вăхăтра ним чĕнмесĕр, куççуль витĕр пăхса тăракан Надеждăна Микаил Петрович пырса ыталарĕ.
— Юрĕ эппин, юрĕ Гриша, — терĕ Надежда йĕрсе, — сан çемйӳ телейĕ — мая телей пултăр... Эпĕ сан вырăнна шутласа Михаил Петровичах юратăп... Капла тĕрĕсрех пулĕ.
— Михаил Петрович, — сăмах хушрĕ Григорий каллех, — эпĕ çул çине тухас умĕн тĕлĕнмелле тĕлĕк курнăччĕ: çӳллĕ сăрт-тусем, тискер кайăксем, çавăнтах Надежда... Каçарăр, çавăнпа та сире юриех çакăнта илсе килтĕм. Манпа килĕшетĕр пулсан, пĕрне-пĕри ĕмĕр манми тăвансем пек çывăх туссем пулăпăр... Юрать-и, Надя? — ун куçĕнчен пăхрĕ вăл.
— Юрать, — хуравларĕ Надежда хуллен.
— Эп ăна, чăн та, чăн телей тупса пама тăрăшăп, — терĕ Михаил Петрович та, Григорие алă парса.
Анчах Надежда çав сăмаха илтеймерĕ. Григорий чĕрине хыпса илнĕ пушар та сӳнмерĕ. Вăл кăшт лăпланнă пек кăна пулчĕ. Çапах та, Надеждăпа Михаил Петрович кăмăлне текех хуçас мар тесе, хăйне уçă кăмăллăн тытса:
— Çаплах пултăр эппин, тусăмсем! — терĕ вăл. Вара хăйĕн юрату çинчен çырнă «Улăхра» ятлă кĕввине шăрантарса ячĕ. Çак кĕвве итленĕ чухне Надеждăпа Михаил Петрович умне вĕçĕ-хĕррисĕр аслă улăх тухса тăчĕ; унти ытарма çук чечексем çинче пыл пухакан вĕлле хурчĕсем сĕрлерĕç; сар лĕпĕшсем вĕçсе çӳрени курăнчĕ; лăпкă тинĕс пек хумханса ларакан пуç сăхнă ыраш пуссинчен вĕрекен ăшă çилĕ пите ачашларĕ; кăвак пĕлĕт çумĕнчи тăри юррисем янăрарĕç. Надежда Михаил Петровичпа пĕрлех таçти сывлăшри хаваслăх тĕнчине вĕçсе кайнă пекех туйрĕ, анчах çӳле-çӳле çĕкленсен, çак ытарма çук илем витĕр инçетрен хуралса килекен çумăр пĕлĕтне асăрхарĕ...
Вĕсем виççĕш те, виçĕ çывăх тăван, ту çинчен анса хула еннелле утрĕç. Станцире ларакан поезд патне çитнĕ çĕре гудок та пулчĕ. Григорий вагон çине ларас умĕн малтан Надеждăна ыталаса чуптурĕ, унтан Михаил Петравича пĕрне-пĕри лайăх юратса пурăнма хушрĕ вăл. Вара поезд ерипен хускалчĕ те, хытăран хытă хăлаçланса, хăй çитес çĕре чашкăрса ыткăнчĕ. Перрон çинчен икĕ çын, вагон площадкинчен виççĕмĕшĕ, пĕрне-пĕри мĕн курăнми пуличченех шур тутăрсем сулласа ăсатрĕç.
— Тепре куриччен! — тесе кăшкăрчĕ Григорий. Анчах лешсен сасси илтĕнмерĕ. Вăл Хамет Тураев патне васкарĕ.
* * *
Григорий инçе çултан килне çаврăнса çитни темиçе кун та иртнĕ ĕнтĕ. Ăна хăйĕн савнă ывăлĕпе амăшĕ питĕ тараватлăн кĕтсе илчĕç. Григорий кашнинех кучченеçсем валеçсе пачĕ, хăй мĕн-мĕн курса çӳрени çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ, анчах пĕр ĕç çинчен, хăйĕн пĕтĕм чун-чĕрине этем каласа пĕтерме çук хăватлă вут хыптарса илнĕ Надежда çинчен никама та каламарĕ вăл. Çавна каласа паманни ун чĕринче çунакан пушара тата ытларах, тата темиçе хут хăватлăрах ялкăштарчĕ. Ăна пĕччен сӳнтерме ниепле те май пулман, çавăнпа та кама та пулсан каласа парасах килнĕ. Çав тĕлпулу çинчен çул çинче, палламан çынсене, темиçе хут та каласа панă вăл, вĕсен хушшинче хăшĕ Надеждăна шелленĕ, хăшĕ вăрçнă, «епле-хă вăл, сана çав тери юратсан та, вунă çул хушши шыраса тупайман», тенĕ. Анчах Григорий пĕрин сăмахне те тивĕçлĕ вырăна хуман, итлемен вĕсене, мĕншĕн тесен вăл хăйĕнне хăй кăна пĕлнĕ, ун чĕрине никам та кĕрсе курма пултарайман. Вăл çак историе хăйĕн арăмне каласа парасшăн пулнă, анчах темшĕн хăяйман. Пĕрре çавах та тӳсеймерĕ вăл...