(Юрă)
Йалтăр-йăлтăр хумсем килнĕçемĕн
Пирĕн кимĕ пĕччен чӳхенет.
Кĕсле-купăс, янрат çĕнĕ çемĕ,
Атăл тăрăх салат инçене.
Каçсерен хамăр ял хĕр упраçĕ
Вăйăра юрласа савăнать,
Мăшăрсем кимĕпе ярăнаççĕ,
Манăн çеç эс çукран ăш çунать.
Инçетре эсĕ, ман ăмăрт кайăк,
Тинĕсрен-тинĕсе ярăнан.
Асилен-ши шывра ишнĕ майăн
Ăнсăртран та пулин эс мана?
Час эпир тăрăшса пĕвелетпĕр
Шупашкар патĕнче Атăла,
Тантăшсем сана пурте кĕтетпĕр
Караппа килессе каялла.