Чăваш юрри! Епле кичеммĕн
Эс ĕсĕкленĕ каçсенче.
Кĕсле кĕввиллĕ çепĕç çемĕ
Муртаннă хулă айĕнче.
Кам пĕлнĕ-ши ун чух янравлă
Чăваш сасси, вут-хĕм сапса,
Сĕм тĕттем мунчаран мухтавлăн
Планетăна саланасса?
Октябрьте хăватлăн, вичкĕн
Тапса тухса хуп хушшинчен,
Сăрнайăн, шăпăрăн, шăхличĕн
Эс ыткăнтăн çĕр анĕнче.
Илемлĕ саслă пианино,
Рояль, аккордеон, баян —
Яланлăха çĕршерĕн, пинĕн
Туслашрĕç санпала паян.
Ĕмĕртенхи çунатлă шанчăк,
Ăсталăх, тӳсĕмлĕх, вăй-хал —
Ман халăхра йăлт чăмăртанчĕç
Сулмаклăн, çирĕппĕн, кал-кал.