Сан патна эп тытрăм вăрăм çул,
тĕлĕнтермĕш çул ку! Вăл — Кун-çул.
Утăп çĕрĕн-кунĕн ывăнми,
утăп çăвĕн-хĕлĕн чарăнми.
Утăп — хавхаланăп чĕререн,
юрлăп ăшă тунсăх килнĕрен.
Тĕлпулу телей вăрри акать:
аякка вĕç, юррăм, аякка!
Çуралсам эс шанчăк çутинче,
шăрансам эс лăпкă çул çинче.
Лăпкă мар-çке, лăпкă мар ку çул,
тĕлĕнтермĕш çул ку! Вăл — Кун-çул.
Çут Сăнарăм — ăшă Пайăркам,
систерсемччĕ: хăш тĕлте эс? Кам?