Яштака, илемлĕ хурăн
Лартрăм иртнĕ çуркунне.
Эп каларăм: эсĕ пурăн,
Илем кӳрччĕ шкул умне.
Малтанах имшеррĕн, юттăн
Пăхкалаттăн ман çине.
Йăпататтăм: эс ан ютшăн, —
Шыв сапаттăм ирхине.
Хăюлланчĕ те тумланчĕ
Шурă хурăн шӳлкеме,
Вăл юратрĕ те ăнланчĕ
Ырă сунан этеме.
Çу каçса хĕл иртнĕ хыççăн
Килчĕ ăшă çуркунне.
Çамрăк хурăн кăтра пуçлăн
Тухса тăчĕ куç умне.