* шĕвнĕ — шĕвелнĕ
Пĕлтĕр те мар, кăçал мар. —
Пĕр-пĕр ялта, пĕр ялта
Виçĕм-тватăм çулсенче
Шĕвнĕ колхоз пулнă, тет.
Çавă шĕвнĕ колхозăн
Ĕçĕ-пуçĕ пĕрмаях
Тăскаланчăк, йĕркесĕр,
Сапаланчăк, киревсĕр
Ялан пулса пынă, тет.
Вăл колхозăн членĕсем
Чылайăшĕ-нумайĕш
Ытарма çук, лайăх çын
Чип-чиперех пулнă та,
Анчах колхоз ĕçсене
Йĕркелесе ярасшăн
Пĕр сăмах та чĕнмен, тет.
Çур çăвар та уçман, тет.
Васкамасăр-тумасăр
Ака-суха тунă, тет;
Тырă-пулă акнă, тет;
Пулса çитсен вырнă, тет.
Çапас чухне çапнă, тет,
Хăйне майăн, сулмакпа.
Ака-суха тунă чух
Уйра шырлăх юлнине,
Ула-чăла акнине
Сӳре-сӳре пынă чух
Муклашкасем капланса,
Купаланса выртнине
Куçлă-пуçлă юлташсем,
Курса тăнă пулин те,
Ытла питех шарламан.
— Çынна мĕн те мана мĕн!
Ăна-кăна тиркесе
Пускилсене, ял-йыша
Çиллентерес марччĕ-ха.
Апла-капла пулсассăн,
Кирлĕ пулать ял-йышах, —
Тенĕ пекле, чĕнмесĕр
Ирттернĕ те ирттернĕ —
Колхозпала ĕçлесе,
Совет пурнăç йĕркине
Тиркешлесе пынă пек.
Пулнă кунта этемми —
Арçынни те хĕрарăм —
Ватти-хĕтти, яшши те;
Тырă-пулă вырнă чух
Хăмăлсене хăварнă.
Чĕркуççипе тан пекех
Хăйсен пĕвĕ-кĕлетки
Пĕшкĕнме те маннă пек,
Пилĕк-çурăм хытнă пек.
Ним тирпейсĕр вырнăран
Каçалăкра пучаххи
Вунă пучах пусăмра
Выртса юлнă тăкăнса,
Юри касса пынă пек.
Нихăçан та ĕмĕрте
Тырă-пулă кирлине,
Çăкăр-тăвар пахине
Шĕвнĕ колхоз членĕсем
Курса чухлас çук пекех,
Ним шута та шутламан
Тырă-пулă тирпейне.
Çакă шĕвнĕ колхозра
Çапах пулнă икĕ çын —
Ĕçсем çапла пынăшăн
Пуринчен те ытларах
Куляннă та кӳреннĕ,
Тиркешлесе пупленĕ.
Пĕри питĕ ватă çын,
Çĕр çултан та иртнĕскер,
Ахмат мучи тенĕскер;
Тепри çамрăк, яш-кĕрĕм,
Вун çич çулхи Илюшка.
Анчах вĕсен сăмахĕ,
Вырăнлă та йĕркеллĕ
Пулса пынă пулин те,
Ирсĕр хаяр çынсене
Ниепле те çĕнеймен.