Тарăн çыр уйăрса пире тăрĕ халь ĕмĕр:
сив сăмах сивĕ çил пек килет сан енчен —
уйрăлу калаçать! Ăна хирĕç ан чĕнĕр:
чечексем те шăтмаççĕ хаяр хĕл çитсен.
Халь суя шанчăкпа ăшăнса пурăнни те —
ман айванлăх кăна. Асăма эс ан тух!
эсĕ çывăх та ют: тухрĕ ман кăкăр витĕр
йывăр вăхăт сăнни — чĕрери çухату.
Ак каллех çуркунне: тĕрленет чечекпе çĕр,
кӳлĕри çарана хĕвелпе сарăлать.
Канăçне тупаймасăр ман шухăш чĕкеçĕ
çав-çавах эс тăран çыранта явăнать.
Сан енче манăн çамрăк кунсем-çке çиçеççĕ:
кам мана вĕсене каялла тавăрать?