1 пайĕ
Чăваш тенĕ халăхăн
История пулман-çке,
Герой тавраш, патша та
Вăл халăхăн пулман тет.
Еврейсенĕн Моисей
Пулнă чаплă пророкĕ.
Ăслăх çинчен пĕлекен,
Хитре сăвă çыракан
Пулнă вĕсен Соломон.
Пĕтĕм еврей чаплăхне
Йĕри-тавра пĕлтерме
Израилăн Библия
Пулнă пысăк кĕнеке.
Египетсен чаплăхне
Ку таранччен тĕнчене
Пирамида-сфинксĕсем
Кăтартса та лараççĕ.
Адриатик тинĕсне
Кулса пăхса выртакан
Çамрăк хĕр пек Эллада
Хăй пурнăçĕн мухтавне
Гомер ятлă поэтăн
Ылтăн майлă чĕлхипе
«Илиада» ӳкернĕ.
Ромулпала Августин
Тымарĕнчен пулнисем
Пĕтĕм тĕнче халăхне
Вăрçăпала çĕнтернĕ.
Рим халăхĕ пит пысăк
Тарçисене вылятма,
Хĕçпăшалпа касăлма,
Хăйсем кулса савăнма
Колизейсем тутарнă.
Унтан тухнă арабсем;
Ярса илнĕ тĕнчене,
Тунă вĕсем халифат;
Аллах-турра мухтама,
Лартнă вĕсем мичетсем.
Средний векра тĕрлĕрен
Пулнă чаплă халăхсем.
Вара француз-нимĕçсем —
Çиеле тухнă халăхсем.
Британия этемми
Машинăсем тунипе
Чаплă ятлă пулнă-çке.
Пирĕнпеле юнашар
Чылайранпа пурнакан
Пысăк вырăс халăхĕ
Чаплă-чаплă ĕçсемпе
Мухтанмашкăн пултарать:
Рюрик, Олег, Святослав,
Ольгăпала Владимир,
Калитасем-Ивансем,
Петр ятлă Великий
Пулнă вырăс княçĕсем.
Илья ятлă Муромец,
Соловейлĕ Разбойник,
Новгородри ушкуйсем
Вырăс ятне чаплăрах
Тăва-тăва хураççĕ.
Унсăр пуçне, урăх та
Пулнă вĕсен чаплă ĕç.
Турккăсене, нимĕçе,
Яппунпала Китая
Вăрçăпала çĕнтернĕ.
Пирĕн чăваш хушшинче
Куштаннисем пур хăш чух.
Вĕсен аслă кăмăлĕ
Чăваш халăх пурнăçне
Çӳппе тан та шутламасть.
Тата пирĕн хушăрах
Пуян-куштан чăвашсем,
Тата хăшĕ вырăнта
Аслă шутра тăракан
Çынсем çапла калаççĕ:
— Чăваш пекки путсĕрри
Урăх халăх çук ĕнтĕ, —
Теççĕ вара çав çынсем.
Эпĕ хам та чăваш та,
Чăваш тенĕ халăха
Хурламашкăн пĕлместĕп.
Питех ытла ырлама
Каллех мая килмест пек.
Эпĕ çакă çырура
Чăваш халăх ĕлĕкхи
Пурăнăçĕн сыппине —
Пĕр сыппине — кăтартса
Çырса хума «Элихун»
Пуçлас терĕм поэма.
2 пайĕ
«Элихун» — поэма
Çырма тытни çичĕ çул,
Шухăшлани вунă çул
Çитес çулла çитмелле.
Элихуна тапратса,
Хăйĕн çинчен çыриччен,
Мĕн тăвас тен, тăванăм,
Чăн сăмахăн чăннипех
Калас пулать йĕркипе.
«Элихуна» асатте
Мана панă каласа.
Хам асатте çинчен те
Çырас килет виç сăмах.
Хам та кукша халь эпĕ,
Асатте те ман пекех
Кукша пуçлă старикчĕ.
Кукша тесен пĕлетĕр:
Кукша кăмăль мухтанчăк,
Кукша чĕлхи суеçĕ.
Çавăнпа та хамăрăн
Йăх-тĕп çинчен каласа
Мухтанмашкăн шутларăм.
Кутам шывĕ вăрмантан
Юхса тухать Элпуçне.
Элпуç варне çитсессĕн,
Мулла çырми шывĕпе
Пĕрне-пĕри икĕ шыв
Лява йăмри айĕнче
Ыталаса илеççĕ.
Икĕ шывран пĕр пулса,
Элен шывĕ пуçланать.
Эл пуçламăш Элпуçĕ
Юман-çăка сулхăнне
Кĕрсе ларнă вăрмана.
Мулла шывпе Кутам шыв —
Икĕ шывăн хушшипе
Пӳртвырнь уйĕ сĕвеккĕн
Сĕвекленсе анать те
Икĕ шывăн юппипе
Сăмса пулса усăнать.
Çав сăмсара ĕлĕкех
Ик айккипе шĕшкĕсем,
Çырманалла пĕшкĕнсе,
Ларнă, теççĕ, тайăлса.
Шĕшкĕсенĕн хушшинче
Палансем те пулнă, тет,
Çулла палан чечекки
Çавă ешĕл сăмсара.
Шупка шурă çурăлнă.
Вăл сăмсара тӳпере
Кармак юплĕ-туратлă
Ӳснĕ пысăк юмансем.
Вĕсем, вăйлă тымарпа
Çав сăмсана кăкарса,
Ишĕлесрен упранă.
Сăртра, юман айĕнче,
Шĕшкĕ-палан хушшинче
Чăнкă сăмса таврипе
Хурăн çырли хĕп-хĕрлĕ
Çуллен-çулах пиçнĕ тет.
Мулла шывпе Кутам шыв —
Икĕ шывăн айккипе,
Пĕрне-пĕри сĕрĕнсе,
Хăмăш-хупах ӳснĕ тет.
Хальхи пекех пит тарăн
Хĕрлĕ шырлан пулман тет.
Мулла шывпе Кутам шыв
Хăмăш-хупах хушшинчен,
Çирĕк тымар хушшинчен
Путек сиксе каçас пек,
Хура хĕрĕн куçĕ пек
Тулли юхса выртнă тет.
Ĕлĕк пирĕн асатте
Вунтăххăра çитиччен
Кивĕялта пурăннă.
Асаттене пиччĕшĕ
Мăнçырмаран хырăмра
Килнĕшĕн, тем, юратман.
«Мăнçырма шыв» тесе те,
Асаттене пиччĕшĕ
Хурлантарнă яланах.
Мăн асатте, авлансан,
Килте нумай пурăнман.
Çавă çулах салтака
Хуса кайнă тет ăна.
Хыпар килмен ун çинчен,
Пĕр писме те яман тет;
Кайсан, хăй те таврăнман.
Мăн асатте арăмпах,
Вĕлтрен тенĕ йĕркепех,
Икĕ хĕрпе пĕр ывăл
Асаттене тăванлах
Кивĕялта çуратнă.
Асаттене тăван мар
Пурис ятлă пулнăскер,
Кивĕ ялти аслашшĕ
Вилсен, пирĕн асатте
Икĕ йăмăкпа, шăллĕпе
Тăрса юлнă амăшпе.
Çур акине пĕтерсен,
Аслашшĕпе, пиччĕшпе
Тата ик-виç çынпала
Пĕрре пирĕн асатте
Маштавашăн картине
Кайнă хăртнă тĕплеме;
Ашшĕпеле тăванĕн
Асаттепе пиччĕшĕ
Çавă çынсем умĕнчех:
«Мăнçырма шыв эс», — тесе
Йĕкĕлтенĕ темиçе.
Ун чух пирĕн асатте
Вунçиччĕре пулнă, тет.
Шĕшкĕ тымар татнă чух,
Çав пиччĕшне асатте
Унăн пĕççи хушшине
Хăйĕн пуçне чикнĕ те
Ĕнсипеле пиччĕшне,
Вăкăр пекех çĕклесе,
Çерем çине хăй урлă
Калла янă ывăтса.
«Мăнçырма йăх паттăр ку», —
Тесе, хăртнă тĕплекен
Кивĕялсем калаç тет.
Вунсаккăрта асатте
Авланмашкăн ăс тытнă.
Кивьял хĕрсем тăлăха —
Юрлă-чухăн пурнăçлă,
Хĕвре килнĕ ачана —
Ăшшăн пăхман пĕри те.
Канлĕ вăхăт, уяр кун.
Хĕвел тухнă сарăлса,
Урам тăрăх тăршшĕпех
Курăк ӳсет ешерсе.
Кивĕялтан Капнере
Тухса каян урамра
Ват хурама тĕлĕнче —
Хвеле тӳртĕн чӳречи —
Хура лутра пӳрт ларать,
Пӳрчĕ çумне пĕр сыпă
Юман тĕкме тытнăскер,
Хапхи ытла çӳллĕ мар:
Ĕне пуçне хумалăх,
Тепĕр така аякран
Чупса сиксе каçмалăх.
Хапха сылтăм енни те
Çавă майлах карталлă.
Аслă картиш çеремлĕ,
Йĕри-тавра лупасай.
Çурт тăррине — кив улăм
Çине мăян шăтнă та,
Хура хуралт тăрринче
Мăян ларать ешерсе.
Пӳртпе кĕлет хушшинче
Уçă алкум карлăксăр.
Виçĕ чултан пусма пек
Пусса ухма алкумне
Туса хунă картлашка.
Сĕтел тавра пиллĕкĕн
Апат çисе лараççĕ.
Ывăл ачи, çиччĕри,
Ик аппăшĕн хушшинче
Тенкел çинче ларакан,
Çапла калать амăшне:
— Анне, эсĕ яшкана
Пултран ярса тултарнă.
Çăмахĕсем шултăра —
Çăвара та кĕмеççĕ...
Çак ачана йăпатса:
— Пысăк çăмах çиекен
Пысăк пулать теççĕ-çке.
Çиех, Сахар, ан шарла, —
Терĕ ăна амăшĕ.
Кĕрекене пуканпа
Сĕтел умне ларнăскер:
— Пысăк пулса çын пулма
Пире Турă пӳрнĕ-ши?
Ĕнер пулнă пухура
Хут вуланă кантуртан:
«Хусан хыçне шкульнике
Пирĕн ялтан пĕр ача
Тытса илсе каймалла», —
Тесе приказ панă тет.
Ехвир пичче Сахара
Тытса парас терĕ тет.
Çак сăмаха илтсессĕн,
Амăш, çăкăр касмашкăн
Пуçланăскер, çăкăра
Хучĕ сĕтел çине те:
— Ехвир пьяхам, çав ĕнтĕ,
Пире теме кураймасть…
Ыттисем те кашăка
Сĕтел çине хучĕç те
Апат çиме чарăнчĕç.
Сахар ăснă кашăкне
Сыпса хучĕ хăй умне.
Çакă сăмах пурне те
Пыра кĕрсе ларнипе
Тăлăх çемье тăранчĕ.
Пурте апат хушшинчен
Тухса кайрĕç макăрса.
Сĕтел çине пултăран
Яшки чара тирĕкпе
Ларса юлчĕ пăсланса.
Сĕтел çине ухрĕ те,
Çăкăр татăк хыпрĕ те
Хура кушак сак çинчен
Сиксе анчĕ урайне.
Çинçе кунĕ çитес чух
Кайнă пирĕн асатте
Маштаваша вăрмана
Пушăт касма çпаталăх.
Хăйра çырми хĕррипе
Çитнĕ çĕре çавăн чух
Пĕр карчăкпа пĕр хĕре
Утса çитнĕ асатте.
Хĕрĕ пулнă çамрăкскер,
Вунулт-вунçич çулхискер,
Сăнĕ-пуçĕ аванскер.
Амăшĕпе хĕрĕ те
Пĕрер хутаç çакнă тет.
Ыйткаласа Кивьялтан
Çак карчăкпа çавă хĕр
Кипеç енне кайнă тет.
Маштаваша çитиччен
Икĕ çухрăм яхăнах
Амăшĕпе, хĕрĕпе
Çул тăршшĕпех пуплесе
Пынă пирĕн асатте.
Асаттене хĕр амăш:
— Мĕнле эсĕ пит ăшă
Калаçатăн-ха, ачам?... —
Тесе сăмах калать тет.
Квакал кӳлли хĕррипе
Шурлăх патне çитсессĕн,
Амăшĕпе хĕрĕ те:
— Мĕнле каçас çакăнтан,
Путса ларать пуль кунта, —
Тесе пынă хăраса.
Хĕрĕпеле амăшне
Ик хул айне хĕстерсе
Йăтса пирĕн асатте
Шурлăх урлă каçарнă.
— Ачам, эсĕ мĕнлескер?
Иксĕмĕре тĕк пекех
Çăп-зăмăлах зĕклесе
Шурлăх урлă каçартăн, —
Тесе хĕрĕн амăшĕ
Асаттене калать тет.
Унăн хĕрĕ хĕрелсе
Çырла пекех пулчĕ тет,
Асаттене куçĕнчен
Ăшшăн савса пăхать тет.
— Çинçе çитсен, Кипеçе
Вăййа пыр-ха курмалла:
Пирĕн пата кĕрсе тух;
Пурнăç начар пулин те,
Пĕрер кăкшăм сăрине
Санăн ята тăвăпăр, —
Тесе, карчăк хĕрĕпе
Асаттерен уйрăлса,
Элкӳль хыçĕн твайккипе
Кипеç çулпе кайрĕç тет.
Çинçе кунĕ çитсессĕн,
Вара пирĕн асатте
Кайнă хайхи Кипеçе
Вăйă курма чăнахах.
Таçти ялти çамрăксем
Çавал тăрне çереме,
Хура вăрман хĕррине,
Пысăк вăййа пухăннă.
Кĕсле купăс каласа,
Шăпăр-сăрнай янратса,
Кĕпĕрленсе каччăсем
Кĕтӳ-кĕтӳ ташланă.
Тĕрлĕ ялти хĕрĕсем,
Карта-карта тытăнса,
Хĕр ташшине ташланă.
Кăркка ташлать
Çанталăкĕ тăп-тăрă.
Хĕвел пăхать шăратса.
Ешĕл вăрман çумĕнче,
Симĕс çерем çийĕнче
Каччăсемпе хĕрĕсем
Хăйсем чечек пек ĕнтĕ.
Вăйра ытти каччăсем
Ташламашкăн тапратсан,
Вĕсемпеле Кăркка та
Пысăк вăйă варрине
Пĕрле тухать ташлама.
Авнă пукан çийĕнче
Виç-тăватă шăпăрçă.
Сулкаланса, шăпăра,
Вĕре-вĕре хăмпине,
Тайкаланса янратса,
Ура тапса калаççĕ.
Шăпăр хăмпи хăпарать,
Шăпăр чĕлĕх вылянать.
Каччă ташши кĕввипе
Ал çупаççĕ каччисем.
Пăхса тăраç хĕрĕсем,
Пĕр-пĕринпе пуплесе.
Пысăк вăйă картине
Аслăлатса, вăй пуçсем
Çăка-шĕшкĕ хуллипе
Çапа-çапа сараççĕ.
Вĕçе-вĕçĕн çаврăнса,
Харăс сиксе, ахлатса,
Ташласа та каччăсем,
Хăшĕ-хăшĕ ывăнса,
Ташламашкăн чарăнса,
Вăййа кĕрсе тăраççĕ.
Кăркка ташлать, ывăнмасть:
Сиксе илет çӳлелле.
Ик пĕççине аллипе.
Кăкăрĕпе хырăмĕне
Шартлаттарса çапкалать,
Шĕввик-шĕввик шăхăрать.
Пысăк вăйă варринче
Пĕччен юлчĕ ташласа.
Вăйă карти ăшĕнче,
Ура тапса хашлатса,
Йĕри-тавра çаврăнать.
Сике-сике пынă чух
Чарăннă пек пулать те
Каччăсемпе хĕрсене
Пăхса илет çаврăнса.
Кайса ӳксе месерле
Тапăлтатса выртать те
Татах тăрать ташлама.
Пĕтĕм Кипеç вăйĕ те
Кăркка ташне пăхаççĕ,
Ахăлтатса кулаççĕ.
Ӳпне ӳксе тват уран
Иккĕ-виççĕ çаврăнса,
Кăркка, чупса, вăйçăсем
Хыçне кĕрсе кайрĕ те
Тухса тăчĕ хыçала.
Элпуç каччи Кăрккаран
Пĕтĕм вăйă тĕлĕнчĕ.
3 пайĕ
Çĕн Элпуç
Эл кӳллинчен инçе мар
Çĕн Элпуçĕ ялĕ пур.
Хĕвелтухăç енчен те,
Хĕвеланăç енче те,
Çурçĕртен те Элпуçне
Вăрман ларать çавăрса.
Эл шыв юхан еннелле —
Кăнтăрлапа хирелле
Пăхса ларать Çĕн Элпуç.
Çĕн Элпуçĕ ял пулни
Ытла нумай пулмасть тет.
Кивĕялтан чăн малтан
Хăйсен килĕ-йышĕпе
Яхунь старик куçнă тет.
Яхунь пичче çемйипе
Юманлăха, хурăна
Карта тытса çавăрнă,
Тӳрем уçă вырăна
Килкартийĕ тунă та,
Хуралт ĕрет лартнă та
Пурăнма та пуçланă.
Яхунь пичче майĕпе
Кивĕялтан хăш-хăшĕ
Çĕн Элпуçа куçнă, тет.
Çĕн Элпуçĕн пуçламăш
Çапла пулнă, тет, авал.
Кив Элпуç
Маштавашран — вăрмантан —
Элкӳл çумĕн юхакан
Çăкăр-çырма шыв çинче,
Кĕçĕнкилтен — Патĕшран —
Кĕлел тăвĕн айĕнчен
Юхса анан икĕ шыв
Пĕрлешекен хушăра,
Чăнкă твайкки, вăрăм ту.
Чăваш масар патĕнчен
Вăрăм тăва хăпарсан,
Тӳрем вырăн пуçланать.
Çав тӳреме Кив Элпуç
Хăй кăмăльпе юратса
Ларнă ĕлĕк ял туса.
Кив Элпуçĕ — аслă ял,
Аслă ял та ăслă ял.
Çăкăр-тăвар çитекен
Пурăнăçлă çынсем пур.
Чаплă артистсем
Ăтăр Митта, Юс Митук,
Ахванеçĕн Илюкĕ,
Куçма кукки Таникĕ,
Çпата ăсти Апраçăм
Халь те пурнаç Кивьялта —
Ахăлтатса култарма
Пултаракан этемсем.
Пшелӳ Çемен улшуçă —
Кивĕялах çавă та,
Иркутскине кайнăскер,
Маштавашра выртмара
Çĕр çывăрма памастчĕ —
Юмах çапса хуплатчĕ,
Вар хытиччен култарса.
Кĕришша
Карчи ашшĕ Кĕришша
Латсăр шутник пулнă çын.
Ака-суха тунă чух
Кĕççе шлепке тăхăнса
Çӳретчĕ вăл яланах.
Çапла пĕрре çĕртмере
Вырăс пайĕн пуссинче
Ана пуçне Кĕришша
Мише çине ларнă та
Пуянкасси маткисем
Апат илсе пынă чух
Çула урлă тăсăлса
Тапранмасăр выртнă, тет.
Шĕлепкине пуç вĕçне
Аяккарах лартрĕ тет.
Апат пама каякан
Пуянкасси маткисем
Ана çинчен аякран
Хăра-хăра пăрăнса,
Сура-сура каяç тет.
Унтан пулмин Кĕришша,
Тапăлтатса тват уран,
Маткасене хвалать тет,
Кĕришша суха эрттел.
Ытти суха тăвакан
Пуссипеле кулаç, тет
Пуянкасси маткисен
Сехри хăпнă тет ун чух.
Германь вăрçи тапрансан,
Кĕришша кайнă вăрçа та —
Çак кунччен те хыпар çук.
Ваççа матки курнă, тет,
Кĕришшана тĕлĕкре:
Капкăн лартса çӳрет, тет.
Кашкăр йĕрри шырать, тет.
Эл шывĕ
Çăкăр-çырма шывĕпе
Кĕçĕнкилĕн шывĕсем
Шăнкăртатса калаçса,
Чунтан-вартан пĕр-пĕрне
Ытарайми юратса,
Ытамласа чуптусан,
Икĕ çырма пĕр пулса,
Анаталла юхтарнă.
Анат енчи чăвашсем —
Тăвай тавраш, ыттисем
Çавă шыва Эл тенĕ.
Унта ларан яла та
Элпуç тесе ят хунă.
Элпуçĕнчен тепĕр ял —
Çĕнĕ Элпуç пулсассăн,
Тĕп Элпуçне Кив Элпуç
Тесе пурте каланă.
Рикка
Кивэлпуçсем халĕ те
Асăнаççĕ пĕр çынна.
Рикка пичче, паттăр çын,
Кивĕ ялта пурччĕ, тет.
Тăхтаманăн аслашшĕ
Кӳршисене чĕннĕ те
Илсе кайнă утара,
Элкӳл сăртне сакăр çын —
Юман касса ваклама.
Пысăк ватă юмана
Касассине каснă та,
Ирпе каçчен хăтланса,
Çав юмана саккăрăн
Нимле майпа çурайман.
Рикка çакна илтнĕ те,
Тепĕр куне ирхине
Пуртă-тукмак илнĕ те
Кайнă Элпуç хĕррине.
Çур кăнтăрла çитес чух
Тăхтаманăн аслашшĕ
Патне Рикка пычĕ тет
— Шăллăм, санăн юманна
Эпĕ çурса вакларăм.
Пĕр туратне, тӳррине,
Лупас юпи тумашкăн
Килтĕм эпĕ çĕклесе, —
Тесе кĕрсе каланă.
Рикка пулнă сарлашка,
Вăрăм, кĕрнек, паттăр çын.
Алăк уçсан, пĕшкĕнсе,
Пӳрте Рикка кретчĕ тет.
Пăрăс урлă пхатчĕ тет.
Икĕ упа
Тата çапла пулнă тет.
Кĕркуннепе, юр çусан,
Капнер çырми вăрманĕнче
Исмук пичче утарне
Икĕ упа пынă та
Пыла ватма пуçланă.
Утар старик хуралçи
Тарса килнĕ Кивьяла,
Пырса чĕннĕ Риккана.
Рикка рычак илнĕ те,
Така çĕççи чикнĕ те
Персе çитнĕ утара.
Вĕллесене упасем
Аркантарса чаваç тет.
Рикка пичче упана,
Вăрттăн пырса, рычакпа
Иккĕ панă ĕнсерен —
Упа йванса кайрĕ тет.
Тепĕр упи курнă та
Рикка патне ӳхĕрсе
Икĕ уран пырать, тет.
Рикка пичче куна та
Лăплантарать рычакпа.
Упа тӳнсе кайрĕ тет.
Рикка тата упана
Виççĕ-тваттă хучĕ тет.
Рикка алли йывăртан
Шур юр çине упасем
Юн юхтарса выртаç тет.
Сăмса-Кăркка
Çĕнĕ Элпуç хушшинче
Пӳртвырнь шывпе Кутам шыв
Пĕр-пĕринпе пĕрлешеç.
Икĕ шывăн хушшинче
Тĕмескеллĕ пĕр сăртра
Сăмса-Кăркка пурăнать.
Ик çырмара темĕн чул
Хура çирĕк, шур çирĕк
Вăрман майлă курăнать.
Сăмса-Кăркка сатĕнче
Ăвăслăх та юманлăх.
Сăртăн икĕ айккине,
Пахча тытса çавăрса,
Кăркка хăмла пăрахнă.
Хăмла
— Эпĕ хамăр йĕтеме
Хăмла пахчи тумашкăн
Хăмла тымар прахаттăм,
Тирĕс-улăм вăл вырна
Кашни çулах тăкаттăм.
Ехвир ашшĕ хăмлана
Манне çăлса тăкатчĕ,
Шалча лартсан — шалчине
Клара-клара каятчĕ.
Кивĕялтан çавăнпа
Çĕн Элпуçне куçрăм эп.
Пакаç çумне çак сăрта
Вунтăххăрта пӳрт лартрăм.
Матюк аппу амăшпе
Икĕ лавпа килтĕмĕр.
Матюк ун чух пĕчĕкчĕ,
Çине ларса килчĕ вăл.
4 пайĕ
Вĕçе-вĕçĕн кун-çулĕ,
Кăвак тумлă пĕлĕт пек
Ирте-ирте явăнса,
Иртсе пынă ĕмĕрех.
Сĕм вăрманта ват юман,
Ватăличчен ватăлса,
Тăвăлпала хуçăлса
Тӳнсе кайнă йăванса.
Юман юрри юрлама
Шăтса тухнă йĕкелрен,
Туйра йывăç çĕр çине
Тымарĕпе тăрăнса
Ӳссе ларнă çумнелле.
Çăка, йĕлме, хурама,
Çĕмĕрт, пилеш, çатрака,
Шĕшкĕ тавраш — пур йывăç,
Хăй ĕмĕрне ирттерсен,
Пурте выртнă çĕр çине
Ĕмĕр-ĕмĕр çывăрма.
Ӳсен-выртан каскасем,
Хăрăк турат таврашĕ,
Пуклак çĕрĕк тунката
Хура мăклă аçама
Хăйсем çине витĕннĕ.
Хĕвел пăхнă кăнтăрла,
Уйăх пăхнă каçхине.
Мăчи куçлă çăлтăрсем
Йăлтăртатса çĕр çине
Пăхса тăнă ĕмĕртен.
Тăхăр уйăх тултарсан,
Ача-пăча çуралсан,
Çамрăк чуншăн савăнса,
Çĕнĕ зăлтăр пĕлĕте
Йăлтăр-ялтăр ярăнса
Тухса тăнă çуталса.
Кам та пулин çĕр çинче
Аххăн-аххăн сывласа,
Чунĕ тухса вилсессĕн,
Ярăм-ярăм ярăнса,
Çăлтăр сӳннĕ пĕлĕтре.
Юрла-юрла юр кайсан,
Çĕрĕн пĕвĕ хуралсан,
Сарă хĕвел, илĕртсе,
Ăшă куçпа пăхсассăн,
Ниме пĕлмен тымартан
Ешĕл курăк ешерсе
Тапса тухнă çĕр çине.
Анкă-минкĕ çеçкесем,
Сарă, шурă чечексем
Ешĕл курăк хушшине
Тухса ларнă выляса.
Кăнтăр енче инçетре,
Хура тинĕс леш енче,
Шерпет шывлă аслă шыв
Юхса выртать тăсăлса.
Çавă шывăн айккипе
Ик айккипе çаранлăх,
Çаранлăх та чечеклĕх,
Çаранлăхра тăршшĕпех
Курăк ӳсет явăнса.
Вăрăм курăк ăшĕнче
Шурă, кĕрен, сар чечек
Саркаланса, сарăлса
Илемлетнĕ çарана.
Аслă шывра хисепсĕр
Ылтăн-кĕмĕл пулăсем
Йышлăланса ĕрченĕ.
Çавă шывăн леш енче,
Ешĕл çаран хĕррипе
Кăвак пĕлĕт витĕрех,
Çут пĕлĕте çитиех
Купаланса мăн тусем
Ларнă таçта аякран,
Пăрлă-юрлă тӳпеллĕ,
Шурă çĕлĕк тăхăнса.
Çавă тусем хĕвелпе
Ăшăпала тарласан,
Шурă çĕлĕк айĕнчен, —
Пысăк тусем çамкинчен, —
Тар тумласа юхнăран,
Тусен арки çийĕнчен
Чăлтăр-чăлтăр сирпĕнсе,
Шавла-шавла шыв юхнă.
Икĕ тăвăн хушшинче
Пĕр çаврака айлăмра,
Савнă мăшăр хушшинче
Чĕчĕ ачи выртнă пек,
Сăртран юхан шывпала
Тулса выртнă çут кӳлĕ.
Çавă çутă кӳлĕре
Мĕнпур пулă таврашĕ
Пĕр-пĕринпе ĕмĕрех
Савнăз вăййи вылянă.
Кӳлĕ таври вырăнта,
Ешер курăк çийĕнче,
Сарă-сарă мăйăрлă
Шĕшкĕлĕхре, катара,
Тĕрлĕ йывăз вăрманта
Лашапала тигрсем,
Арăсланпа мулкачсем,
Сурăхпала кашкăрсем
Пĕр-пĕринпе юратса
Выля-выля пурăннă.
Çĕлен-калта йăвисем
Çине шăпчăк çăмарта
Пырса тусан, çĕленсем
Шăпчăкпала çавăнтах
Пĕр йăвара пурăннă.
Кулюккапа хурчăка
Çавă кӳлĕ хĕрринче
Çунатланса юнашар,
Пĕр-пĕринпе выляса,
Вĕçе-вĕçе çӳренĕ.
5 пайĕ
Шмалах
Аслă пысăк пахча пек
Шмалах ялĕ аякран.
Касман çăка, ват юман,
Хурамасем, йĕлмесем,
Вĕренийĕ, пилешĕ,
Çĕмĕрт, шĕшкĕ, палансем —
Тем чул йывăç Шмалахра.
Тĕрлĕ йывăç сулхăннĕ
Шмалах ларнă тĕп авал.
Туксар
Çакă Шмалах ялĕнче
Пуян Туксар пурăннă.
Атăл тăрăх пурнакан
Пур таврари чăвашсем
Валем хуçа вырăнне
Çав Туксара шутланă.
Валĕм пуçлăх йĕркипе
Кирлĕ-кирлĕ вăхăтра
Пысăк ĕçсем пулсассăн,
Аслă канаш тумашкăн
Йĕри-таври халăха
Шурча тăвне, мăн тăва,
Туксар пухнă канаша.
Канашласа пĕтерсен,
Шурă çӳçлĕ ватăсем,
Тĕп авалхи йăлапа,
Лаша, тиха, вăкăрсем —
Тĕрлĕ выльăх пуснă та
Пихампара, мăн Турра
Аслă чӳксем чӳкленĕ.
Чӳк какайне, апата
Чӳк пуç пилленĕ йĕркепе
Çерем çине ăрăвăн
Халăх ларса çисессĕн,
Туксар пичче хушнипе
Унăн пуян килĕнчен
Пичке-пичке пыл сăра
Халăх валли турттарнă.
Ăскăçпа та алтăрпа,
Пăхăр-кĕмĕл куркапа
Сăра ĕçсе ӳсĕрлсе,
Ватă, çамрăк пурĕ те
Шурçа тăвĕ туллиех,
Алă çупса савăнса,
Кĕсле-купăс каласа,
Сăрнайсемпе янратса,
Вăйă туса ташланă,
Савăк юрă юрланă.
Вырăс çарĕ
Хусан çине каякан,
Çавă çулпа пыракан
Вырăс çарĕн ушкăнĕ
Ĕçме-çиме канмашкăн
Шмалах ялне чарăннă.
Вырăс çарне чăвашсем,
Хăна-вĕрле пăхнă пек,
Ĕçтернĕ те çитернĕ.
Селиме
Валĕм хуçа чăвашăн—
Шăмалахри Туксарăн —
Вунулт çулхи хĕр пулнă,
Сарă хитре Селиме.
Ялĕнче мар, таврара
Селиме пек хĕр пулман.
Çуркуннепе улмуççин
Шурă чечек çурăлать.
Çав вăхăтра улмуççи
Питĕ хитре курăнать.
Çавна кура этем куç
Пăхнăçемĕн савăнать.
Туксар пичче Селими
Çав улмуççи евĕрлĕ.
Селимене куракан
Унăн ырă сăнĕнче
Пăхнăçемĕн тĕлĕннĕ.
Пĕвĕ-сийĕ, кĕлетки
Ытарма çук сăн-пуçĕ.
Пичĕ-куçĕ, ун кулли —
Хĕвел тухса савнă пек.
Селименĕн калаçни
Çитмĕл шăпчăк юрринчен
Тата хитре туйăнать.
Курбский князь
Хусан çине пыракан
Вырăс çарĕн пуçлăхĕ —
Энтри ятлă чаплă князь
Хăйĕн çарĕ ушкăньпе
Ĕçсе-çисе хналаннă
Валĕм Туксар патĕнче.
Чăвашсенĕн йăлипе,
Туксар пичче кăмăльпе
Сăрхăннă çав симпылсем,
Ăшаланнă шăрттансем.
Чăваш йăли авалах
Хĕрарăма пытарман —
Туксар пиччен çавăнпах
Хĕрарăмсем пытанман.
Лаçра апат-çимĕçсем
Ун арăмĕ пĕçернĕ;
Ашшĕ смахне итлесе,
Çамрăк хĕрĕ, Селиме,
Пысăк чăмпа нӳхрепрен
Хăнасене ĕçтерме
Пыллă сăра çĕкленĕ.
Хальччен курман çынсемпе
Туксар пичче паллашнă.
Пĕлмен-илтмен çынсене
Пăхнă пирĕн Селиме,
Ютшăнса та вăтанса;
Вăтаннăçем çамрăк хĕр
Тата хитрен курăннă.
Ĕçсен-ĕçсен, ӳсĕрлсе,
Курбский княçĕ калаçать:
— Ĕçни ĕçмен мар çав вăл, —
Пуçа пырать йӳçĕ пыл.
Мускав вырăс йĕкĕтсем!
Юрлăр савăк юрăсем!
Çакă чăваш çынсене,
Вĕсен хитре хĕрсене,
Асăнтарăр юрăпа
Хамăр вăйлă сасăпа.
Пĕри юрă пуçларĕ:
— Мускав урам — аслурам,
Пире утма ирĕкчĕ;
Хусан урам тăвăр пуль,
Çамрăк пуçăм пĕтет пуль…
Вара унăн хыçĕнчен
Пурте пĕрле юрлаççĕ:
— Вырăс çарĕ — паттăр çар,
Вилĕмрен те хăрамасть;
Тăшман айне кĕмĕпĕр.
Хĕр уттипе утайса,
Каллех сăра çĕклесе,
Пырса лартрĕ стел çине
Туксар хĕрĕ Селиме.
Икĕ пичĕ çăмарти —
Пиçсе çитнĕ панулми,
Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем —
Селименĕн куçĕсем.
Шурă кĕпе — чăваш тум
Хĕрĕн пӳне палăртать;
Çутă кĕмĕл мăйçыххи
Çамрăк кăкăр çийĕнче.
Çавра хитре пилĕкне
Туртса çыхнă саррине.
Мускав вырăс яшĕсем,
Селимене ăмсанса,
Ӳсĕр куçпа пăхаççĕ.
Энтри княçĕн каччă куç,
Селимене тинкерсе,
Ăшшăн-ăшшăн пит пăхать.
Вырăс княçĕ хăй куçне
Селимерен илеймест.
Курбский шухăшĕ
Вырăс пуçлăх Энтри князь
Хăй ăшĕнче шухăшлать:
«Пуçăм çамрăк пулин те,
Нимĕç çĕрне, лях çĕрне,
Çитсе курнă таçта та.
Тем чул хĕр те савнă та,
Çакă чăваш хĕр пекки
Ку таранччен курманччĕ».
Çар çынни
Пĕр çар çынни — Энтрийĕн
Сылтăм енче ларакань —
Хăйсен пуçлăх хĕр çине
Пит пăхнине сисрĕ те
Энтри княç ерипе
Вăрттăн калать çаплалла.
— Çак чăвашăн сар хĕрне,
Хăвăн кăмăл пулсассăн,
Вăрласа та кайăпăр…
Вăйă салансан
Шăпăр-сăрнай каласа,
Хĕрпе каччă ташласа,
Вăй саланчĕ Шмалахра…
Вырăс шухăш çук асра.
Кĕчĕ вăйран Селиме.
Кĕлет умне ухрĕ те
Хыврĕ пуçран тухйине,
Салтса хучĕ саррине.
Пӳлхӳç тура кĕлтуса,
Аша турра асăнса,
Выртрĕ çамрăк сарă хĕр.
Шăпчăк юрри
Шмалах ялĕ-йывăçлăх.
Йывăç çинче каçхине
Унта-кунта туратра,
Йăвă çулçă ăшĕнче,
Хăйсен йăви патĕнче,
Юрă юрлаç шăпчăксем,
Чĕвĕл-чĕвĕл тутарса,
Шĕввик-шĕввик шăхăрса.
Шăпчăксенĕн юррипе
Ыйха кайрĕ Селиме.
Тĕлĕк
Ăшă ыйхă тĕлĕшпе
Тĕлĕк курать Селиме:
Ăшĕ-чикки пĕçерсе,
Чун тăвăлса çитнĕ пек.
Хура пĕлĕт,хуралса,
Çанталăка хупланă.
Асар-писер çил-тăвăл,
Йывăçсене кăкласа,
Хуралтсене çĕмĕрсе,
Селимене çĕклесе,
Çӳле йăтса кайрĕ те
Хура шывлă тинĕсе
Селимене пĕлĕтрен
Тем пек çӳлтен пăрахрĕ.
Вара
Шарт-шарт сиксе, вăранса,
Сехри хăпса, макăрса,
Тарса кĕчĕ Селиме
Амăш патне алкумне,
Кĕрсе выртрĕ ун çумне.
Хĕрне курса хăраса,
Хăй ачине амăшĕ
Ыталаса савсан та,
Çапах хĕрĕ ирчченех
Ĕсĕклесе макăрчĕ.
Шурăмпуçĕ килнĕ чух
Тин лăпланчĕ Селиме;
Амăш çумне йăпшăнса,
Кăтăш кайрĕ ыйăха.
Тĕлĕк хыççăн
Хĕр тĕлĕкне амăшĕ
Хăй мăшăрне — Туксара —
Часрах пачĕ каласа.
Килйышĕпе шикленсе,
Систермесĕр çынсене,
Тĕттĕм пулсан, каçхине,
Вăрман витĕр Пинере
Туксар кайрĕ юмăçа
Пакаç ятлă çын патне.
Пакаç
Пакаç юмăç, Туксара
Пуçне тайса тăнласа,
Пĕрлĕхенĕн тымарне
Вучах çинче çунтарса,
Тĕтĕмпеле, кĕлпеле
Тĕлĕк-юмăç ячĕ те
Килес-пулас инкекрен
Çамрăк хĕре хăтарма
Пусма хушрĕ шур така.
Таки тирне Атăла
Шурăмпуçĕ киличчен
Яма хушрĕ, чул çыхса.
Ĕнси çинчи шур зăмне
Касса илсе, вăрмана,
Пилеш кутне çĕр чавса,
Чавса тарнăш пытарма
Хушса ячĕ Туксара.
Кĕлĕ
Пакаç юмăç сăмахне
Каланă пек пурне те
Туксар пичче турĕ те;
Хăйĕн хĕрне упрама,
Çамрăк чуна сыхлама,
Уя тухса, уй варне
Хĕвелтухăз еннелле
Чĕркуçленсе ларчĕ те
Аша Турра кĕлтурĕ:
«Аша Турă, Пихампар!
Хĕвел тухать хĕрелсе —
Çакă симĕс курăка,
Çакă ешĕл вăрмана
Ачашласа ӳстерет.
Акă шурă чечеке
Хĕвел илем сăн кӳрет.
Аша Турă, Пихампар!
Çĕр кăвапи касакан
Эсир Аслă Турăсем!
Çакă ăшă хĕвел пек
Чĕрĕ чуна юратса
Пăхăр эсир ăшăтса.
Çĕре-шыва, халăха
Инкек-синкек тивесрен,
Кăмăл хуçăк пуласран
Хăвăр аслă хӳтлĕхре
Пăхса усрăр ырлăхпа.
Атăл шывĕ тăрăшĕ
Çакă халăх пурнăçĕ
Тӳлĕк юхăм юхăнтăр.
Курнă тĕлĕк çав каçах
мĕн курнине ирттĕрех.
Аша Турă, çырлахсам!
Ватăличчен пурăнма,
Вырăн çинче вилмешкĕн,
Аша Турă, пӳрсемччĕ.
Юман йывăç йĕкелĕ
Çĕре ӳксе шăтать те
Йăхран-йăха сарăлса
Вăрман пулать ĕмĕрте.
Пире пăхан Пихампар,
Эсĕ пире çавнашкал
Упрасамччĕ йĕрчеме,
Тĕрĕс-тĕкел пурăнса
Йăх-тĕп юлтăр хунаса.
Йĕри-тавра çĕр-шывра
Çакă хура тăпраран
Çăкăр туса çиекен
Халăх-ăру йĕрчесе
Ĕмĕр-ĕмĕр пурăнтăр!
Вăрçă
Шав-шав шавлать, кĕр кĕрлет,
Вырăс-тутар вăрç вăрçать.
Аслати пек туп сасси,
Кĕрĕс-кĕрĕс пăшалĕ.
Çапăçаççĕ вырăссем,
Урнă тискер кайăк пек.
Миçен чакаç тутарсем,
Хăйсем çине шанман пек.
Йăлтăр-ялтăр хĕç касать —
Этем ӳтне хĕрхенмест.
Чăнкки-чанкки! янăрать,
Хăрпа сăнă тĕл пулса.
Вырăс, тутар тăкăнать,
Пуç касăлса, аманса.
Ăшă юн та хĕрлĕ юн
Чăлтăр-чăлтăр сирпĕнет.
Чун хавальпе çухăрса
Вилсе выртать çар çынни,
Шăла çыртса кăшкăрать
Хĕçпăшалпа аманни.
Улашать те тулашать
Вилес умĕн этемми.
Вилĕм-çĕтĕм, юн шăрши,
Хашăлтатать çар лаши.
Пĕтĕм Хусан пăтранать,
Ахăрсаман çитнĕ пек.
Юнĕ-юнĕ, хура юн,
Çумăр шыв пек кӳлленет.
Энтри княçпа Япанча
Энтри княçĕ, вăйлăскер,
Хăйĕн маттур ушкăньпе
Малтан пырать çапăçса,
Тутарсене тураса.
Улăп пекех пысăкскер,
Тутар паттăр Япанча,
«Аллах-акбэр!» кăшкăрса,
Вырăссене вакласа
Çитет Энтри умнелле.
Ĕнтĕ акă Япанча,
Энтри княçе шăмарса,
Çивĕч пысăк хĕçпеле
Энтри пуçĕ çинелле
Ячĕ вăйлăн сулласа.
Çак самантра Селиме
Аса килчĕ Энтрие.
Пĕшкĕнчĕ вăл шывсемен —
Çăлчĕ пуçне вырăс князь.
Япанчанăн çивĕч хĕç
Энтрипеле юнашар
Çапăçакан вырăсăн
Пуçне касса ывăтрĕ.
Япанчапа тутарсем
Шăла çыртса çухăрса,
Япанчапа тутарсем
Хаярланса пыраççĕ.
Çак хушăра Энтрие
Тутар çитсе айккинчен
Тăрăнтарчĕ сăнăпа.
Куна кура вырăссем
Калла чакма тытăнчĕç.
Хайхи тутар çарĕсем
Вырăссене Хусантан
Хуса кларма пуçларĕç.
Чăвашсем
Çак самантра чăвашсем
Аруй енчен сасартăк
Утлă çарпа тустарса
Çитрĕç Хусан хушшине.
Вырăссене тартсассăн,
Çав еннелле Япанча,
Тутар çарне йăхăрса,
Çавăрăнчĕ çапăçма.
Тимĕр кăвак утпала
Сатур чăваш — çар пуçĕ,
Унпа пĕрле Элихун —
Вунçич çулхи ывăлĕ —
Йăмăх хура лашапа
Пыраççĕ çав чавтарса.
Кĕтмен çĕртен çиçĕм пек
Çиçсе çитсе чăвашсем
Тутарсемпе çапăнчĕç.
Тутар паттăр Япанча,
Чăваш паттăр Элихун
Ку вырăнта вăрçăра
Хире-хирĕç пулаççĕ.
Элихун
Çитнĕ-çитмен Элихун
Хăйĕн хура лашине
Тутар паттăр çинелле
Чĕвĕнтерчĕ тигрла.
Япанчана Элихун
Хăйĕн лаши çийĕнчен
Çивĕч хĕçпе пит вирлĕ
Пĕрре ячĕ пуçĕнчен.
Япанчанăн паттăр пуç
Хап! çурмаран касăлчĕ.
Куна кура тутарсем
Акă тарма пуçларĕç.
Элихунпа ун ашшĕ,
Вĕсемпеле чăвашсем
Тутарсене, пĕтĕмпе,
Лашисемпе таптатса,
Сурăх кĕтӳ хăвнă пек,
Пыраç хăвса, çĕмĕрсе.
Вырăс, чăваш пĕр пулса,
Тутарсене çĕнтерсе,
Тытса илнĕ Хусана.
Купăс кĕвви
Вырăс, чăваш çарĕсем
Тутарсене çĕнтерсен,
Тутар патши Утямăш
Пашне çине ухнă та,
Чăн тӳпине тăнă та,
Чăваш, вырăс, тутарсем —
Пĕтĕм халăх-умĕнче
Пĕрре купăс каланă.
Тутар патшин купăсĕн
Итлесессĕн сассине,
Пĕтĕм çынсем макăрнă.
Тепĕр кĕвĕ каласан,
Итлекенсем ташланă.
Хула çумĕн юхакан
Хусан шывĕ çумĕ те,
Хăйне хăех чарăнса,
Купăс кĕвви çеммипе
Ик айккинчи çыранне
Шавла-шавла хум çапнă.
Виççĕмеш хут каласан,
Халăх тепре макăрнă.
Вара Хусан шывĕ те,
Хумне çапма чарăннă,
Каллех хăйĕн юхăмпе
Атăлала юхтарнă.
Унта вара Утямăш
Хăй каланă купăса
Пашне çинчен çӳлелле
Ячĕ, тетĕ, ывăтса.
Тутар патши купăсĕ
Шурă акăш пулчĕ тет;
Хăй Утямăш çавăнтах
Хура акăш пулчĕ тет.
Хура акăш, шур акăш
Пашне çинчен çӳлелле
Харăс вĕçсе кайрĕç тет.
Сĕтлĕ кӳлĕ хĕррине
Вĕçсе кайса ӳкрĕç тет.
(Эпĕ пĕчĕк ача чух
Пӳртре сивĕ вăхăтра
Хăйĕн кĕрĕк аркипе
Мана тытса чĕркесе
Ларнă чухне ăшăтса,
Çак юмаха асатте
Мана панă каласа.
Хусан вăрçи кĕввине
Асаттепе асанне
Ĕçкĕ-çикĕ ĕçнĕ чух
Ярăнтарса юрлатчĕç).
Çакни
Аруйĕнчи таврара,
Хусан хули хыçĕнче,
Курак-çăхан явăнать,
Вăрç юлашки тасатса,
Виле какай юратса…
Çавă ватă хурăна
Икĕ урлă туратран
Туртса çакнă Сатура;
Мăйне кантра явăннă,
Ури-алли усăннă…
Аруйĕнчи таврара —
Вăрмансенче, уйра та
Этем вилли темĕн чул
Çаплах çĕрсе выртаççĕ.
Шăна-пăван сĕрлесе
Виле çине тăрăнать.
Сатур пичче патĕнче —
Хурăн кунче — çич виле
Урлă-пирлĕ выртаççĕ.
Хăшне чикнĕ кăкăртан
Шĕвĕр вĕçлĕ сăнăпа.
Куна пенĕ пăшалпа
Ĕнси витĕр витĕрех.
Хăшĕн пуçĕ шăммине
Касса çурнă хĕçпеле.
Пĕрин пуçĕ ав унта
Карнă юнлă çăварне,
Хура юнпа варланса
Кĕççеленнĕ сухалĕ.
Курак-çăхан кунта та
Виле чавас ĕçпеле
Пăлтти-палтти сиккелет,
Вăрçă ташши ташласа.
Икĕ енчен ик çăхан
Сатур пичче хулпуççи
Çине ухса ларнă та,
Кăр-ринк, кăр-ринк! кракласа,
Çунатланса, ун куçне
Сăха-сăха илеççĕ.
Çăхан чавнă майĕпе
Сатур пичче сулланать.
Пытарăн-а?
Чар Иванăн тарçисем
Опричниксем — тытасран,
Сĕм вăрмантан астуса,
Пĕтĕм тĕнче çывăрсан,
Аçу ӳтне хурăнтан
Салтса илсе çĕр айне
Пытармашкăн, Элихун,
Сана майĕ пулĕ-ши?
Сыхлан
Сыхлан, сыхлан, Элихун!
Йĕри-тавра пăхкала —
Чар Иванăн хурчкисем
Сана тытма ялсенче
Вĕçе-вĕçе çӳреççĕ.
Санăн пуçна касасшăн,
Усал-тискер Чар Иван
Кĕмĕл çĕçĕ хăйрать, тет:
Ылтăн сапса, серепе
Сана тытма лартать, тет.
Мускав патĕнче
Мускав шывне хирĕçле
Хура пĕлĕт хăпарать.
Пынăçемĕн çӳлелле
Пысăкланса вăл пырать.
Хура пĕлĕт çийĕнчен,
Çутă хĕçпе каснă пек,
Йăлтăр-ялтăр çут çиçĕм
Çиçсе илет çутатса.
Унтан пулин аслати
Хăлтăр-халтăр! кĕрлетет.
Анса çитнĕ хĕвелĕн
Пĕлте юлнă çутине,
Кăвакарса-хуралса,
Хура пĕлĕт хупларĕ.
Мускав шывне хумхатса,
Пăртак çил те вĕретчĕ,
Вăл та халĕ чарăнчĕ.
Пĕр самантра кăлт анчах,
Лăп çанталăк пулчĕ те,
Нимле сас та илтĕнмест.
Кăлт та çапла тăмарĕ —
Асар-писер çил-тăвăл
Таçтан сиксе тухрĕ те
Мускав çырми шывĕпе
Хумпа кăпăк çаптарать.
Мускав шывĕ хĕрринчи
Чăрăш-хырă вăрманне
Авкалать те тайкалать.
Чăлтăр-чăлтăр сирпĕтсе,
Хура пĕлте çутатса,
Тата çиçет çиçĕмĕ.
Çиçĕм çиçнĕ хыççăнах
Кĕр-кĕр! кĕрлет мăнаçи.
Çилпе тăвăл ахăрса
Чарăниччен пулмарĕ —
Вăйлă çумăр чреслетсе
Сăрăхтарса ячĕ те.
Иккĕн
Çумăр айĕн, васкаса,
Юланутпа утланса,
Пĕр çамрăкпа ватăскер,
Мăн çул çинчен пăрăнса,
Мускав хули патĕнчи
Çерçи тăвĕн вăрманне
Çитсе ӳкрĕç йĕпенсе.
Вĕсемпеле ик сăрă,
Амăш айĕ тиха пек
Кашкăр йăхлă йытăсем
Шăршла-шăршла пыраççĕ.
Сĕм вăрмана шаларах
Кĕрсе çитсен, çак çынсем
Пысăк ватă хыр çумне
Пырса тăрса чарăнчĕç.
Пĕве çитнĕ яшăскер,
Хура лаша утланни,
Сиксе анчĕ зăмăллăн
Йăмăх хура ут çинчен.
Вара çапла сăмахлать:
— Этрел пичче, çакăнта
Çĕр каçар-и çак çĕре?
Çӳрен лаша çийĕнчен
Ватти анса çамрăкне:
— Юрĕ, шăллăм, кунта та:
Сăран карсан, çакăнта
Пире çумăр тивес çук;
Лашасене çакăнтах
Курăк çиме ярас, — тет.
Тватă сăран такмака,
Йĕнерсенчен çыхнине,
Салтса илсе хыр çумне
Пырса хучĕç пĕр çĕре.
Икĕ шитлĕ кăкăрлă
Çаксен пысăк йыттисем,
Йăпăлтатса, çуланса,
Такмаксенĕн ик енне
Пырса ларчĕç çакăнтах.
Çӳрен лаши Этрелĕн
Тулхăрмашкăн сывласа
Сывлăш туртса илчĕ те,
Этрел ăна аллипе
Пырса тытрĕ сăмсинчен —
Тулхăрмашкăн памарĕ.
Тепĕр алпе ĕнсине
Шăла-шăла лăпкарĕ.
Лашасене турата
Чĕн йĕвенсен аврипе
Çыхрĕç вĕсем сывлатма.
Этрел
— Ют вырăнта лайăххăн
Пĕлсе-курса чухличчен
Сасă-хура парас мар.
«Сĕм вăрманта хăлха пур», —
Тетчĕ пирĕн асатте.
Вăрăм çула килнĕскер,
Лайăхрах каниччен
Йĕнерсене салтас мар,
Кирлĕ таран сывличчен
Курăк çине ярас мар.
Çапла, ачам Элихун,
Ку тĕнчере тăвансем,
Пирĕн турту-хурăнташ
Чар Иванăн ырлăхпе
Ытла йышлах пулмарĕ:
Ик урхамах, ик йытă —
Акă пирĕн тăвансем,
Чăн-чăн шаннă тус-йышсем.
Икĕ сăран такмакра
Икĕ хăват пур та-ха, —
Тесе Этрел сăмахлать,
Хăйне хăй пек, майĕпе…
6 пайĕ
Çак «Элихун» тенине
Эпĕ çырма пуçлани
Çичĕ çула яхăнах
Пулать ĕнтă кутемĕн.
Пĕле тăран тăвансем!
Ырă сунан тусăмсем!
Мана наян тетĕр пуль.
Сирĕн сăмах чăн-чăнах:
Эпĕ наян-кахал çын.
Ака тума тухнă чух,
Сапăм çурă ыттисем
Сухаласан тин эпĕ,
Хĕвел çӳле хăпарсан,
Ана çине çитетĕп.
Уйра тырă вырнă чух
Манăн умри каçалăк
Тăрса юлать çынсенчен.
Хĕртсе хĕвел çур куна
Шуса çитсен, ĕççинче
Уйри халăх кăнтăрла
Апат çиме ларать те.
Пăртак выртса канать те
Çинчех тăрать тыр вырма.
Эпĕ тырă вырнă чух,
Апат çисе тăрансан,
Кĕлтесене тăратса
Кĕрсе выртап сулхăна.
Сулхăн манран пăрăнсан,
Хĕрӳ хĕвел пĕлĕтрен
Тар тухиччен пĕçертсен,
Тин тăратăп çывăрса.
Каркаланса çурлана
Анасласа илеп те
Аран-аран выркалап.
Манăн тырă вырнă чух
Пилĕк-çурăм ыратать;
Ывăç тытса, ал сыпи
Шыçса каять, пит сурать.
Пусра тырă вырнă чух
Уя урлă тăрнасем
Кăвак пĕлĕт айĕнчен
Тăррик-тăррик картипе
Çӳлтен вĕçсе пынине
Пăхса тăма юратап.
Ирхи куна каçченех,
Сухапуçне çĕклесе,
Касă тăрăх утасси,
Хура çĕре шуратса,
Тырă акса тăвасси,
Мана пулсан, пит хĕнĕ.
Пăтти-патти тутарса,
Ӳкмен тырра ӳкерсе,
Сарăм çапса тухма та
Мана йывăр тем пекех.
Эсир тĕрĕс калатăр,
Çапла ĕнтĕ чăнах та:
Юлхав ĕнтĕ çакă çын,
«Элихуна» çыракан.
Чимĕр-халĕ, тăвансем!
Урайĕнчи çӳп-çапла
Мунча милки шăпăрпе
Алăк панчи кĕтессе
Шăлса мана ан хурăр.
Курăр, акă, манăн та
Çичĕ тĕслĕ хастар пур.
Халăх çине хваласан,
Хурал пӳртне тухсассăн,
Халăх çинче ларнă чух
Куштансемпе тĕпелте —
Эп те сĕтел умĕнчех
Ура явса ларатăп.
Тата эрех таврашпе
Унта-кунта сăрасем,
Ĕçкĕ-çикĕ ĕçнĕ чух
Ун пек зĕре каймасăр
Çынтан катăк юлман эп.
Чĕлĕм-табак ĕмтерсен,
Сăра-эрех ĕçтерсен,
Манăн çӳçе якатса
Тĕке майлă шăлсассăн,
Чавсасене тавăрса,
Хăпартланса кăркка пек,
Юна-юна чышкăпа
Тар тухиччен тавлашма
Эпĕ нихçан уткас мар.
Ытти çынтан кая мар
Этем çăкăр çинине
Чалăштарса сив куçпа
Эп те пăха пĕлетĕп.
Харлаттарса çывăрса,
Çвара карса выртнă чух
Кĕвĕç пыйти мана та
Ӳте-тире çыртнăран,
Тайкаланса, кĕвĕçсе,
Çанçурăма эпĕ те
Килениччен хыçатăп.
Тепĕр чухне çын патне
Чĕлĕм туртма кайсассăн,
Алăк уçса ярсассăн,
Ура ярса пуссассăн:
«Килех», — теççĕ мана та.
Кахаллине кахал та,
Çак сăмаха пурне те
Карта-карта хурсассăн,
Эп те çынтан кая мар.
* * *
Çичĕ çулта Элихун
Пĕр вырăнта выртмарĕ:
Пĕр уйăхран çуралсан,
Хамăр ялтан Хусана
Çитсе курчĕ хампала.
Хусан хули, чăвашсем,
Манăн çамрăк ачана —
Элихуна — мухтарĕç,
Ӳстермешкĕн пиллерĕç.
Выçлăх çулне Мускава,
Выç вилесрен хăраса,
Хамăр чăваш çĕрĕнчен
Элихунпа иксĕмĕр
Чугун çулпа тартăмăр.
Тискер выçлăх иртсессĕн,
Тепĕр çулне, Мускавран
Элихуна пĕр çынпа
Хамăр ӳснĕ çĕр-шыва,
Шупашкара, ăсатрăм.
Манăн ача — Элихун —
Ырă çынсен хӳтлĕхпе
Хамăр чăваш хушшинче
Ӳстĕр тесе янăччĕ.
Манăн ывăл Элихун
Пуштавайлă пуйăспах,
Чугун çулпа билетпах
Каяссине кайрĕ те —
Ним хыпар та пулмарĕ.
Ыйткаларăм çынсенчен.
— Шупашкарта Элихун
Чипер-сывă пурнать-ши? —
Тесе ыйтсан, пĕри те
Ман ачана курнисем
Никамах та пулмарĕç.
Аслă шывăн, Атăлăн,
Çӳллĕ сăртăн хĕрринче,
Пăртак айлăм вырăнта,
Ларать, теççĕ, Шупашкар.
Эпĕ вара шутларăм:
«Манăн ывăл Элихун
Шупашкарăн хулинче
Песприсурный пулчĕ пуль;
Ӳссе çитмен ачаскер,
Те çуркунне-кĕркунне
Чăнкă сăрта ухрĕ пуль.
Тăмлă-пылчăк сăрт çинчен,
Аташнăскер, аптраса,
Манăн çамрăк Элихун
Шуса аннă Атăла.
Атăл шывĕ — Энĕш мар,
Ура ярса каçма çук.
Тăна кĕмен Элихун
Атăл тĕпне путрĕ пуль.
Аслă Атăл шывĕнче
Манăн савнă Элихун
Çăрттанпала пулăпа
Шывра пурнать выляса», —
Тесе вара шутларăм.
Пĕртен-пĕрех ывăлăм
Маннăн савнă Элихун,
Çухалнăран кулянса,
Куллен-кунах сухалăм
Пĕрчĕн-пĕрчĕн шуралчĕ.
Пуçри çӳçĕм тăкăнса,
Пĕтĕмпелех пĕтрĕ те,
Аслă Мускав хулинче
«Кукша» тесе хушамат
Вара мана кăларчĕç.
Улттă çуса шурă юр
Улттă кайрĕ ирĕлсе.
Çиччĕ çуса çич хĕле
Вăхăт ярса пуснă чух
Кĕтмен çĕртен Элихун
Килсе çитрĕ Мускава,
Тупрĕ мана шыраса.
Таврăнасси таврăнчĕ
Чипер сывă пуçĕпех,
Анчах унăн аттине
Шупашкартан Мускава
Вăрман тăрăх, уй урлă
Вăрăм çула утнă чух
Тахăш хывса илнĕ тет.
Тăлăх пуçăн çамрăкла
Çула-йĕре ачапча
Хăй тĕллĕнех çӳресен,
Тĕрлĕ этем тĕл пулать.
Манăн ывăл хам пата
Килсе кĕрсен, эп ăна,
Алла тытса, çĕклесе:
— Эсĕ, ачам, Элихун,
Хамăр чăваш çĕрĕнчен
Мĕншĕн тарса килтĕн-ха? —
Тесе ыйтрăм ывăлтан.
Элихунăн куçĕсем,
Мана пăхса, шывланса,
Мана ывлăм каларĕ:
— Шупашкарта пурăнма
Ана-çаран памарĕç,
Мана ята кӳртмерĕç.
Çитменнине, критиксем
Хупса хучĕç шăкапа.
Шкапра йĕкехӳресем
Пĕртте каннăç памарĕç.
Пĕр каçхине шăкапа
Питĕрмесĕр хăварчĕç.
Çав каçхине шăкапран
Аран тухса çăлăнтăм.
Пĕт ту çинче ват юман.
Вăл юмана курсассăн:
«Атте!» — тесе чĕнтĕм те:
«Килех, ывлăм», — темерĕ.
Аслă уйра пĕр çăка
Çул хĕрринче ларатчĕ.
Çулпа иртсе пынă чух:
«Анне!» — тесе чĕнтĕм те:
«Килех, ывлăм», — темерĕ.
Çавăнпа та каялла
Килтĕм, атте, сан пата, —
Терĕ мана Элихун.
Ырă тăван, вулакан!
Çак сăмахăн пуçламĕш,
Астăватăн, çаплаччĕ:
Çыру терĕм — «Элихун».
Вара çавă çыруран
Ывăл ача пулнă пек
Сăмах тухрĕ çаврăнса.
Эпĕ çапла çырнăран,
Ыр çын, эсĕ ан тĕлĕн.
Мĕншĕн тесен, ху пĕлен,
Чĕлхе çинчи сăмахсем,
Çвара карса каласан,
Салакайăк кайăк пек
Çунатланса вĕçеççĕ,
Тем тĕслĕ те пулаççĕ
Салакайăк тăнпуçĕ —
Ача-пăча ăсĕ пек:
Салакайăк çавăнпа
Ăна-куна чухламасть:
Ăслă çынсем утакан
Сукмак çине ларать те
Ура айне пуласса
Çерçи кайăк чухламасть —
Сукмакпала йăлт та ялт,
Тăлтти-талтти сиккелет.
Çерçи майлă ман сăмах
Çавнашкалах пулсассăн,
Ӳпкев манрах çав ĕнтĕ.
Юмахра та пур-çке вăл:
Тупин старик çăпата
Хуçса сырнă урине.
Кукăр пуçлă шĕшлине
Вăрăм авăр лартнă та,
Лаша тесе, çав шĕшле
Пĕçĕ ярса утланса,
Шуршу масар тăв çине
Тухатмăшсен пуххине
Çитсе килнĕ пĕр çĕрте.
Таврăнсассăн шĕшлине,
Пысăк юман такани
Çумне йĕвен аврипе
Лайăххăнах кăкарса,
Сĕлĕ парса, витине
Лаша тесе хупнă тет.
Хĕвел, уйăх, çăлтăрсем
Эпир пурнан çĕр çинче
Этем ывăль-хĕрĕсем
Аташнине кураççĕ.
Çавăнпа та, вулакан,
Старик пекех аташса
Шур хут çине çырнине
Хамăн ывăл Элихун
Тесе хунă сăмахран
Тĕлĕнмеллех мар ĕнтĕ,
Кайран-малтан сăмахпа
Ӳпкев тавраш пуласран,
Тĕлĕнекен çынсене
Халех хурам каласа:
Эпĕ ватă — ватăлнă,
Вăйран кайнă çын ĕнтĕ,
Çавăнпала ман сăмах
Йăнăшнисем туйăнсан,
Ватă çынна ан ятлăр.
Эп çырнине вулакан,
Çак сăмахра ман хута
Хăв аллунтан ан пăрах.
Çурхи ăшă хĕвел пек
Хăвăн ăшă куçупа
Манăн хута вуласам.
Мана, вăйсăр ват çынна,
Таянмашкăн туя пар.
Туя çине таянса,
Санăн умна тăрам та
Кĕсле-купăс çеммипе
Элихунăн сăввине
Шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă
Сасăпала эп сана
Парам, тăван, каласа.
Çутă-çутă кукша пуç,
Тĕттĕм çĕрле кĕркунне
Çути ӳктĕр пĕлĕте.
Кукша çути пĕлĕтрен
Уйăх çутин курăнтăр.
Аян-наян сассăмçăм
Уя-хире янăртăр;
Уя-хире янăрса,
Сĕм вăрмана çапăнтăр.
Сĕм вăрманта янраса,
Шăпчăксене йыхăртăр.
Сĕм вăрмантан шăпчăксем
Çулла ăшă каçхине
Улма йывăç пахчине
Вĕçсе ӳкчĕр ялсене.
Ялта йывăç çийĕнче
Шăпчăккайăк кайăксем
«Элихунăн» юррине
Çунат çапса юрлаччĕр.
1918-1926