Вăрман хĕрринче пĕр пĕчĕк ял ларать. Кĕлел тăв текен сăрт çинчен çав ял çине пăхса тăратăп. Ах, илемлĕ-çке ку ял! Пахча пек. Ытараймалла та мар, шăтарас пек пăхса тăратăп. Ялта урамĕ-урамĕпе хурăнсем саркаланса лараççĕ. Кăчăка ларнă йăмрасен тăррисем кăшăл-кăшăл çил вĕрнипе ман еннелле таялаççĕ. Йывăçсем ешĕл çулçисемпе улăм витнĕ пӳрт тăррисене сулхăнласа тăраççĕ — юриех, сăрă улăм хăйсен илемне ан ятăр тенĕ пек. Çак ял урăмĕ тăрăх утса пынă чух ик айккипе пĕчĕк пӳртсем лараççĕ. Чӳрече хупписене сăрламан, сăрлама укçа кирлĕ, пирĕн ялти чăвашсем пуян мар, çавăнпа хутахай хыççăн пит каймаççĕ. Пирĕн ялта çăкăр çитменни те нумай. Харсăррисем халь улмуççи чĕртсе, улма сутса йӳнеçтеркелесе пурăнаççĕ. Ĕçкĕ хыççăн йăванарах çӳресен, апата тутлă çисессĕн вара çултан çула çитерсе пырасси питĕ хĕнĕ.
Пĕр шкул пур. Унта ачасене «çĕмĕрт кукли» çитере-çитере вĕрентеççĕ. Унта вĕренсе тухакансем атте-аннене вăрçма анчах вĕренетпĕр. Çавăнпа пирĕн ялсем ачисене шкула яма питех тăрăшмаççĕ. Ыр-и, усал-и — çапах урăх çĕрте пурăннă чух аса килет те киле кайса курас килет. Çак ялăн ячĕ Çĕн Элпуç.
Пирĕн ялтан икĕ çухрăмра, хамăр çĕр çинче, пĕр пысăк Элкӳл ятлă кӳлĕ пур. Вăл пулни çинчен ак мĕн калаççĕ. Çулла чăвашсем утă çулнă чух икĕ лашапа утаман пынă та çулакансене çаран çинчен сирĕлме хушнă; çынсем сирĕлсен çаран вырăнне шыв палкаса тухнă та вара утаманĕ те çĕтнĕ. Çавăнтан вара шыв тăрса юлнă.
Пирĕн асаттесем выльăх-чĕрлĕхлĕ чух, мул пур чух Элкӳл сăртĕнче çулне икшер хут тихасемпе хурсем, вăкăрсем пусса чӳк тунă. Унта темиçе ял пухăннă. Пурте эрмексемпе, маткасем талĕрлĕ, нухратлă, хуртпуççилĕ хушпусем, хĕрсем хаклă тухӳясем тăхăнса пынă. Каччăсем лаша пуçлă тура пиçиххи çумне çакса пухăннă. Пыллă сăра ĕçсе, сăрнай купăс каласа савăннă.
Хăлĕ ĕнтĕ пирĕн таврари ватă чăвашсем: «Ă-ăх, ĕлĕк çапла пулнă-çке те вăл, халĕ начарлантăмăр, хăçан та пулсан Элкӳл çилленĕ те выçлăх-мур ярĕ», — тесе чĕлĕме пăк-пак ĕмеççĕ шурă çӳçлĕ çынсем.
Пирĕн ялтан инçе мар Энĕшпуç ятлă ял пур. Çав ялти ял-йыш аван пурăнать: çăкăр-тăвар ик-виç килĕн анчах çитмест; ыттисен, хăйсен çитмест пулсан та урапа çапса сутна илсе çисе пурăнаççĕ. Ĕçкĕ-çикĕпе вылянмаççĕ, çут тум тăхăнса, пасар тавраш илсе укçа пĕтермеççĕ. Маткисем, хĕрсем кĕпе аркисене шăтăкласемпе тытса чĕркуççи таран ухтармаççĕ. Мункун-мĕн е çимĕк çитсен темиçе пăтавккаран сăра тумаççĕ. Пăртак чӳлмек лартса, шăнкăр-шăнкăр юхтарса, шĕвĕ сăра туса ĕçкелеççĕ. Эрех ĕçсе ӳсĕрĕлсе çапкалашса çӳренĕ тенине нихçан та илтмен вара эпĕ. Çавăнпа темĕн тĕрлĕ пуян çынсем пур; нихăш те чаплă çынсен шутне кĕрес тесе лайăх лаша сталере тытса тăракансем çук. Çав ялти пуян арманти вырăссемпе ĕçсе çӳрет тенине илтмен эпĕ. Пупсемпе пĕрле ĕçет тенине нихçан та илтмен. Мĕншĕн апла шеп пурăнаççĕ-ши вăл пуянсем? Ĕçес тесен — укçа пур вĕсен, сăра тăвас тесен — салат нумай вĕсен. Сăра пит ĕçмеççĕ вĕсем, эрехе те çулталăка четвĕртрен ытла пĕтермеççĕ вĕсем. Шутлă çынсем пуль çав вĕсем. Пĕр витре эрех илсен пĕр ят куланайлăх укçа каять. Сăра туса пилĕк пăтавкка салат пĕтерсен, пĕр кил-йыш уйăх пурăнасси пĕтет. Пуп ун патне пырсан пупа çăмарта пĕçерсе парас пулать, мĕншĕн тесен унăн хырăмĕ çăмах яшкине юратмасть, пултран шӳрпине ун таса тути сыпаймĕ.